Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

82-МӖШ СЫПӐК

Иисус Перейӑра сӑваплӑ ӗҫне тӑвать

Иисус Перейӑра сӑваплӑ ӗҫне тӑвать

ЛУКА 13:22—14:6

  • ТӐВӐР ХАПХАРАН КӖМЕ МӖН ЧУХЛӖ ВӐЙ ХУМАЛЛА?

  • ИИСУСӐН ИЕРУСАЛИМРА ВИЛМЕЛЛЕ

Иисус Иудейӑра тата Иерусалимра ҫынсене вӗрентнӗ тата сыватнӑ. Халӗ вӑл Иордан урлӑ каҫать те Перейӑра хуласем тӑрӑх вӗрентсе ҫӳреме пуҫлать. Анчах та кӗҫех унӑн Иерусалима таврӑнма тивет.

Перейӑра пулнӑ чухне пӗр ҫын унран ыйтать: «Хуҫамӑр, ҫӑлӑнакансем чӑнах сахал пулӗҫ-и?» Тен, ҫав ҫын тӗн пуҫлӑхӗсем хушшинче мӗн чухлӗ ҫын ҫӑлӑнасси пирки тавлашу пыни ҫинчен пӗлет пулмалла. Анчах Иисус мӗн чухлӗ ҫын ҫӑлӑнасси ҫинчен калас вырӑнне ҫӑлӑнас тесен мӗн тумалли ҫинчен калать. «Тӑвӑр хапхапа кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр»,— тесе калать вӑл. Ҫапла, пӗтӗм вӑя хумалла. Мӗншӗн? Иисус ӑнлантарса парать: «Калатӑп сире: нумайӑшӗ кӗме тӑрӑшӗҫ, анчах кӗреймӗҫ» (Лука 13:23, 24, ҪХ).

Нумай вӑй хума кирлине кӑтартас тесе Иисус ҫакӑн пек тӗслӗх илсе парать: «Кил хуҫи тӑрса алӑкне питӗрсе хурӗ те, сирӗн вара тул енче тӑрса алӑкран шаккаса: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! уҫса кӳртсем пире“ темелле пулӗ. Анчах Вӑл сире хирӗҫ: „Эпӗ эсир ӑҫтан килнине пӗлместӗп“ тейӗ. [...] Тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакансем, пурсӑр та кайӑр Ман патӑмран!“ тейӗ» (Лука 13:25—27).

Ҫак тӗслӗх кая юлса килекен — тен, хӑйӗншӗн майлӑ вӑхӑтра килекен —тата алӑка питӗрсе лартнине куракан ҫыннӑн шӑпине питӗ лайӑх кӑтартса парать. Вӑхӑчӗ хӑйӗншӗн майлӑ мар пулнӑ пулсан та, унӑн иртерех килмелле пулнӑ. Иисусран вӗренсе усӑ илме пултарнӑ ҫынсемпе нумайӑшӗпе шӑп ҫапла пулса пырать те. Тӗрӗс пуҫҫапассине вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче тӗп вырӑна хумаҫҫӗ. Иисуса камсем патне янӑ, ҫавсенчен нумайӑшӗ Турӑ ҫӑлӑнма панӑ майпа усӑ курасшӑн пулман. Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсене хӑваласа кӑларса ярсан, вӗсем кӑшкӑрса йӗрӗҫ тата шӑлӗсене шатӑртаттарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах «тухӑҫпа анӑҫ енчен, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енчен» килнӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем «Турӑ Патшалӑхӗнче кӗрекене ларӗҫ» (Лука 13:28, 29).

Иисус ӑнлантарса парать: «Ун чухне кайрисем [сӑмахран, иудей халӑхӗнчен пулман ҫынсем тата ним вырӑнне те хуман иудейсем] малта пулӗҫ, малтисем [Авраам ӑрӑвӗнчен тухнипе мухтанакан тӗн пуҫлӑхӗсем] кайра пулӗҫ» (Лука 13:30, ҪХ). Вӗсем «кайра пулӗҫ» тени ҫавӑн пек пархатарсӑр ҫынсем Турӑ Патшалӑхне пачах кӗреймӗҫ тенине пӗлтерет.

Хӑш-пӗр фарисейсем Иисус патне пыраҫҫӗ те ӑна ҫакна тума сӗнеҫҫӗ: «Эсӗ кунтан тухса кай — Ирод [Антипа] Сана вӗлересшӗн». Иисус ҫав вырӑнта тӑрса ан юлтӑр тесе Ирод патша хӑй ҫавӑн пек сас-хура кӑларнӑ пулмалла. Шыва кӗртекен Иоанӑн вилӗмӗшӗн яваплӑ пулнӑ пек, Ирод тепӗр пророкӑн вилӗмӗшӗн яваплӑ пуласран хӑрать пулас. Анчах Иисус фарисейсене калать: «Кайса калӑр ҫав тилле: акӑ Эпӗ паян та, ыран та усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫҫӗмӗш кунне вӗҫлӗп» (Лука 13:31, 32). Тилӗ чее чӗрчун, ҫавӑнпа та Ирода тилӗ тенипе Иисус унӑн чеелӗхӗ пирки калать пулас. Анчах Иисус хӑйне мӗн тумаллине кӑтартма е хӑйне хӗтӗртсе тӑма никама та, Ирода та, ирӗк памӗ. Иисус хӑйне Ашшӗ шанса панӑ ӗҫе тӑвасса та ҫын мар, Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑт тӑрӑх туса тӑрӗ.

Иисус Иерусалималла ҫул тытать, мӗншӗн тесен, вӑл каланӑ тӑрӑх, «пророка урӑх ҫӗрте мар, Иерусалимра вӗлереҫҫӗ» (Лука 13:33). Библире Мессийӑна Иерусалимра вӗлерӗҫ тесе каланӑ пророкла сӑмахсем ҫук. Апла пулсан, мӗншӗн Иисус хӑйне унта вӗлерӗҫ тесе калать? Иерусалимра Синедрион — 71 ҫынран тӑракан аслӑ суд пур. Кама суя пророк тесе айӑплаҫҫӗ, ҫавсен ӗҫӗсене ҫав суд пӑхса тухать. Унсӑр пуҫне, Иерусалимра чӗрчунсене парнене кӳреҫҫӗ. Эппин, Иисус хӑйне урӑх ҫӗрте вӗлерме пултарайманнине ӑнланать.

«Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! — тесе хуйхӑрать Иисус,— чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать» (Лука 13:34, 35). Ҫак халӑх Турӑ Ывӑлне сирсе ярать, ҫавӑнпа вӑл инкекрен хӑтӑлаймӗ!

Иисус Иерусалима каякан ҫулпа пынӑ чухне шӑматкун фарисейсен пӗр пуҫлӑхӗ ӑна хӑйӗн килне апат ҫиме чӗнет. Фарисейӑн килӗнче шыв чирӗпе (организмра, уйрӑмах урасенче, питӗ нумай шӗвек пулнипе) асапланакан ҫын пур. Хӑнана чӗннисем пурте Иисуса, вӑл мӗн тӑвӗ-ши тесе сӑнаса тӑраҫҫӗ. Иисус фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисенчен ыйтать: «Шӑматкун чиртен сыватма юрать-и?» (Лука 14:3.)

Никам та нимӗн те чӗнмест. Иисус ҫынна сыватать те вӗсенчен ыйтать: «Сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ пусса кайсан, вӑл ӑна, шӑматкун пулсан та, ҫийӗнчех туртса кӑлармӗ-и?» (Лука 14:5.) Каллех вӗсем Иисусӑн витӗмлӗ сӑмахӗсене хирӗҫ нимӗн те калама пултараймаҫҫӗ.