Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

84-МӖШ СЫПӐК

Вӗренекен пуласси — мӗн вӑл?

Вӗренекен пуласси — мӗн вӑл?

ЛУКА 14:25—35

  • ВӖРЕНЕКЕН ПУЛАССИ МӖН ХАКА ЛАРАТЬ?

Иисус фарисейсен пӗр пуҫлӑхӗ патӗнче хӑнара пулнӑ чухне усӑллӑ канашсем панӑ. Халӗ Иисус Иерусалима каякан ҫулпа пырать. Унпа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх пырать. Мӗншӗн? Вӗсем пурте унӑн чӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и тата вӗренекенсем пулас тесе вӗсем хӑйсенчен мӗн тума ыйтнине веҫех тума хатӗр пулӗҫ-ши?

Ҫулпа пынӑ чухне Иисус каланӑ ҫак сӑмахсем вӗсене тӗлӗнтерсе-аптратса яраҫҫӗ пулас: «Ман патӑма килекен хӑй ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, пиччӗшне-шӑллӗне, аппӑшне-йӑмӑкне, ҫавӑн пекех тата хӑйӗн пурӑнӑҫне те курайми пулмасан, вӑл Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть» (Лука 14:26). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн-ши?

Паллах ӗнтӗ, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пулса тӑракансен хӑйсен тӑван-хурӑнташне курайми пулмалла тесе каласшӑн мар. Ун вырӑнне вӑл вӗсен Иисуса хӑйсен тӑван-хурӑнташӗнчен те ытларах юратмалла тесе каласшӑн. Ҫавӑн пек туман пулнӑ пулсан, вӗсем каҫхи апат ҫинчен калакан тӗслӗхри ҫын пек пулнӑ пулӗччӗҫ. Ҫав ҫын вара, тин кӑна авланнӑ пирки, хӑйне питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑна чӗннине сирсе янӑ (Лука 14:20).

Ҫакна та палӑртмалла: Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗренекенӗн «хӑйӗн пурӑнӑҫне те» курайми пулмалла. Ҫакӑ вӑл чӑн-чӑн вӗренекенӗн Иисуса хӑйӗн пурнӑҫӗнчен те ытларах юратмалла, кирлӗ пулсан, хӑйӗн пурнӑҫне те пама хатӗр пулмалла тенине пӗлтерет. Чӑнах та, Христосӑн вӗренекенӗ пуласси вӑл — питӗ пысӑк яваплӑх, ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Пурне те тӗплӗн шутласа тумалла.

Вӗренекен пуласси вӑл йывӑрлӑхсемпе тата хӗсӗрленипе тӗл пулма тивессине те пӗлтерет. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Кам хӑйӗн хӗресне [«асап юпине», ҪТ] йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть» (Лука 14:27). Апла пулсан, Иисусӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗн, Иисус пекех, хӗн-асап курма хатӗр пулмалла. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗренекенӗн тӑшман аллинчен те вилме хатӗр пулмалла.

Эппин, Иисуспа пӗрле пыракан ҫынсен Христосӑн вӗренекенӗ пуласси мӗн иккенне питӗ лайӑх ӑнланса илмелле. Иисус ҫакна тӗслӗхпе ӑнлантарса парать: «Сиртен кам та пулин ҫурт лартма шутлать пулсан, вӑл малтан ҫурчӗ мӗн хака ӳкессе [е ларасса] тата ӑна туса пӗтерме укҫи ҫитессе шутласа пӑхмӗ-и? Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те ҫуртне туса пӗтереймӗ» (Лука 14:28, 29, ҪХ). Апла пулсан, Иисуспа пӗрле Иерусалима каякан ҫынсен унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑриччен вӗсем ҫав яваплӑха хӑйсем ҫине илме хатӗр пулнипе пулманнине лайӑх ӑнланса илмелле. Иисус ҫакна тепӗр тӗслӗхпе усӑ курса палӑртать.

«Пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫа каяс умӗн хӑй ҫине ҫирӗм пин ҫынпа пыракан патшана вунӑ пин ҫынпа хирӗҫ тӑма вӑйӗ ҫитессипе ҫитмесси ҫинчен епле-ха малтан ларса канаш тумӗ? Вӑйӗ ҫитес пек туйӑнмасан, лешӗ аякра чухнех вӑл ун патне килӗшӳ сӗнсе хӑйӗн ҫыннисене ярӗ»,— тесе каланӑ хыҫҫӑн Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Ҫавӑн пекех эсир те нихӑшӗ те, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхӗнчен уйӑрӑлмасан, Манӑн вӗренекенӗм пулаймӑр» (Лука 14:31—33).

Паллах ӗнтӗ, Иисус ҫак сӑмахсене хӑйӗнпе пӗрле ҫулпа пыракан ҫынсене ҫеҫ каламан. Вӑл мӗн каланине Христос ҫинчен пӗлсе пыракансен пурин те тытса тӑмалла. Унӑн вӗренекенӗсем пулас тесен вӗсен ҫухатусем тӳсме, хӑйсен мӗн пуррине пурне те: хӑйсен пурлӑхне те, хӑйсен пурнӑҫне те — пама хатӗр пулмалла. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшламалла тата кӗлтумалла.

Халӗ Иисус Ту ҫинче каланӑ проповедӗнче хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки «ҫӗр тӑварӗ» тесе каланине тепӗр хут калать (Матфей 5:13). Тӑвар япаласене пӑсӑласран сыхлать. Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тӑварпа танлаштарнипе вӗсем витӗм кӳни ҫынсене Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене пӑсасран тата мораль тӗлӗшӗнчен пӑсӑлса каясран сыхланма пулӑшать тесе каласшӑн пулмалла. Халӗ вара, хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пынӑ вӑхӑтра, вӑл калать: «Тӑвар — ырӑ япала; анчах тӑвар хӑйӗн хӑватне ҫухатсан, ӑна епле хӑват кӗртмелле?» (Лука 14:34.) Вӑл вӑхӑтра тӑвар таса мар, ҫӗрпе хутӑш пулма пултарнӑ, ҫавӑнпа та ҫавӑн пек тӑварпа усӑ курсах кайманнине пурте пӗлнӗ.

Апла пулсан, Иисус ҫакна палӑртать: кам тахҫанах унӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ, ҫавсен те ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма пӑрахмалла мар. Кун пекки пулса тухсан, вӗсем хӑватне ҫухатнӑ тӑвар пек ним усӑсӑр пулса тӑрӗҫ. Вара вӗсенчен тӗнче мӑшкӑлласа кулӗ. Чи япӑххи вӑл — вӗсем Турӑшӑн усӑсӑр пулӗҫ тата унӑн ятне те хисепрен кӑларӗҫ. Ҫавӑн пек пулса тухассинчен сыхланма кирлине палӑртса Иисус ҫапла калать: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» (Лука 14:35.)