Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

78-МӖШ СЫПӐК

Шанчӑклӑ тарҫӑн хатӗр пулмалла!

Шанчӑклӑ тарҫӑн хатӗр пулмалла!

ЛУКА 12:35—59

  • КИЛ-ҪУРТА ПӐХСА ТӐРАКАН ШАНЧӐКЛӐ ТАРҪӐН СЫХӐ ТӐМАЛЛА

  • ИИСУС УЙӐРМА КИЛЕТ

Иисус ҫӳлти Патшалӑхра «пӗчӗк кӗтӳ» валли ҫеҫ вырӑн хатӗрлесе хунӑ тесе ӑнлантарса панӑ (Лука 12:32, ҪХ). Анчах ҫак чаплӑ пиллӗхе илесси ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Иисус малалла каланӑ май Патшалӑха кӗрес текенсен тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулмаллине палӑртать.

Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй килессине кӗтсе илме хатӗр пулма ӳкӗтлет. Вӑл калать: «Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр; эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе, вӑл килсе шаккасанах уҫмашкӑн хатӗр тӑракан ҫынсем пек пулӑр. Хуҫи килнӗ тӗле сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ» (Лука 12:35—37).

Иисус илсе панӑ тӗслӗхрен вӗренекенӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнлерех пулмалли питӗ лайӑх курӑнса тӑрать. Вӑл калакан тарҫӑсем хӑйсен хуҫи таврӑнасса кӗтсе тӑраҫҫӗ. Иисус ӑнлантарса парать: «Вӑл [хуҫа] иккӗмӗш хурал черетӗнче [каҫхи пӗр тӑхӑр сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен] таврӑнсан та, виҫҫӗмӗш хурал черетӗнче [ҫур ҫӗртен пуҫласа ирхи пӗр виҫҫӗччен] таврӑнсан та чурисем ҫаплах сыхӑ тӑраҫҫӗ пулсан — ҫав чурасем телейлӗ» (Лука 12:38).

Ҫакӑ вӑл — ӗҫлекенӗн е тарҫӑн ӗҫчен пулмалла тесе калакан канаш ҫеҫ мар. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ҫакӑ Иисус, Этем Ывӑлӗ, хӑйӗн ҫинчен хӑй илсе панӑ тӗслӗхре малалла мӗн каланинчен уҫҫӑн курӑнать. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: «Эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (Лука 12:40). Эппин, Иисус пурпӗр килет. Вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансем, уйрӑмах «пӗчӗк кӗтӳ» шутне кӗрекенсем, хӑй килессине кӗтсе илме хатӗр пулччӑр тет.

Иисус мӗн каланине лайӑхрах ӑнланас тесе Петр ыйтать: «Эй Ҫӳлхуҫа! ку ытарӑша пире калатӑн-и е пурне те-и?» Петр ыйтӑвӗ ҫине тӳррӗн хуравлас вырӑнне Иисус унчченхи тӗслӗхпе ҫыхӑннӑ тепӗр тӗслӗх илсе парать: «Хуҫин кил-ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑ пек пулӑр, хуҫи ӑна ытти тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе тӑма та лартӗ. Хуҫи таврӑннӑ чухне чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ. Чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ» (Лука 12:41—44).

Унчченхи тӗслӗхре асӑннӑ «хуҫа» Иисуса, Этем Ывӑлне, кӑтартса парать пулас. Апла пулсан, иккӗмӗш тӗслӗхри «кил-ҫурта пӑхса тӑракан шанчӑклӑ... тарҫӑ» шутне «пӗчӗк кӗтӳ» шутне кӗрекен ҫынсем кӗреҫҫӗ тата вӗсене Патшалӑх параҫҫӗ (Лука 12:32, ҪХ). Иисус каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, «пӗчӗк кӗтӳ» шутне кӗрекенсенчен хӑш-пӗрисем унӑн «тарҫисене вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫсе» тӑрӗҫ. Ҫавӑнпа та Петр тата ытти вӗренекенсем — кама Иисус вӗрентсе тата сӑнарлӑ апатпа тӑрантарса тӑрать, ҫавсем — Этем Ывӑлӗ пуласлӑхра килет тесе пӗтӗмлетӳ тума пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Иисус хыҫҫӑн пыракансене, Хуҫан «тарҫисене», сӑнарлӑ апатпа тӑрантармалли йӗрке пулӗ.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен сыхӑ тӑма тата хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне тӗрӗслесе тӑма кирлине тепӗр хут палӑртать. Мӗншӗн тесен кам та пулин кахалланса кайма пултарӗ е, тен, хӑйӗн тӑванӗсене те хирӗҫ тӑма пуҫлӗ. Иисус калать: «Анчах та ҫав чура хӑй ӑшӗнче: „хуҫам халех килмӗ-ха“ тесе, арҫын тарҫӑсене, хӗрарӑм тарҫӑсене хӗнеме пуҫласан, ӗҫсе-ҫисе ӳсӗрӗлсе ҫӳресен, унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, суя тӗнлисене айӑпланӑ пек айӑплӗ» (Лука 12:45, 46).

Иисус «ҫӗр ҫине вут антарма килтӗм» тесе калать. Вӑл ҫавна хӗрӳ тавлашусем тапратса яракан ыйтусем кӑларса тӑратнипе тӑвать. Ҫав ҫулӑмра вара, сӑнарлӑ каласан, суя вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесем ҫунса каяҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ камсем хушшинче пӗрлӗх пулмалла, ҫавсене уйӑрса ярать. Иисус каланӑ тӑрӑх, «ашшӗ — ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ; амӑшӗ — хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ; хунямӑшӗ — кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ» (Лука 12:49, 53).

Ҫак сӑмахсене Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ. Унтан вӑл халӑх еннелле ҫаврӑнать. Ҫынсенчен нумайӑшӗ Иисус Мессия пулнине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсене пачах йышӑнасшӑн мар. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Эсир анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсанах: „ҫумӑр пулать“ тетӗр, чӑнах ҫапла пулать; кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсессӗн: „шӑрӑх пулать“ тетӗр, чӑнах та пулать. Эй икӗ питлӗскерсем! пӗлӗтпе ҫӗр тӗсне чухлама пӗлетӗр, ҫак хальхи вӑхӑта епле пӗлейместӗр?» (Лука 12:54—56.) Вӗсем чӑнах та хатӗр мар.