Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Евангелисенче Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн ҫырса панӑ, ҫавсем ҫинчен пурин ҫинчен те ҫак кӗнекере каласа панӑ.
УМСӐМАХ
Ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Евангелисенче Иисус мӗне вӗрентни тата мӗн туни ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ сирӗн пурнӑҫа улӑштарма пултарать.
2-МӖШ СЫПӐК
Иисуса ҫураличченех хисеп тӑваҫҫӗ
Елисавета тата унӑн варӗнчи ачи мӗнле майпа Иисуса хисеп тӑваҫҫӗ?
3-МӖШ СЫПӐК
Ҫул хатӗрлекен ҫуралать
Захария тӗлӗнмелле майпа каллех калаҫма пуҫласан, вӑл пысӑк пӗлтерӗшлӗ пророкла сӑмахсем калать.
4-МӖШ СЫПӐК
Мария качча кайман пулин те — йывӑр ҫын
Мария урӑх арҫынран мар, святой сывлӑша пула йывӑр ҫын пулса тӑтӑм тесен, Иосиф ӑна ӗненет-и?
5-МӖШ СЫПӐК
Иисус ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнӑ?
Иисус декабрӗн 25-мӗшӗнче ҫуралманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
6-МӖШ СЫПӐК
Пама пулнӑ ача
Иосифпа Мария Иисуса храма илсе килсен, икӗ ватӑ ҫын Иисусӑн пуласлӑхӗ ҫинчен пророкла калаҫҫӗ.
7-МӖШ СЫПӐК
Иисус патне астрологсем килеҫҫӗ
Мӗншӗн хӗвелтухӑҫра курнӑ ҫӑлтӑр вӗсене малтан Иисус патне мар, ӑна вӗлересшӗн пулнӑ Ирод патша патне илсе пынӑ?
8-МӖШ СЫПӐК
Вӗсем усал пуҫлӑхран тараҫҫӗ
Иисусӑн ачалӑхӗнче Библире Мессия ҫинчен пророкла каланисенчен виҫҫӗшӗ пурнӑҫланаҫҫӗ.
10-МӖШ СЫПӐК
Иисусӑн ҫемйи Иерусалима каять
Иосифпа Мария аптраса ӳкеҫҫӗ: вӗсем Иисуса ниҫта та тупма пултараймаҫҫӗ. Вӑл вара хӑйне ӑҫта шырамаллине вӗсем пӗлменнишӗн тӗлӗнет.
11-МӖШ СЫПӐК
Шыва кӗртекен Иоанн ҫул хатӗрлет
Фарисейсемпе саддукейсем хӑйӗн патне килсен, Иоанн вӗсене сивлет. Мӗншӗн?
2-МӖШ ПАЙӖ
Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ
13-МӖШ СЫПӐК
Иисуса мӗнле илӗртнинчен мӗн пӗлме пулать
Иисуса илӗртнинчен эпир Шуйттан ҫинчен калакан икӗ кирлӗ факта пӗлетпӗр.
14-МӖШ СЫПӐК
Иисус вӗренекенсене хатӗрлеме пуҫлать
Иисусӑн малтанхи ултӑ вӗренекенне вӗсем Мессийӑна тупнине мӗн ӗнентерет?
15-МӖШ СЫПӐК
Иисус хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тӑвать
Иисус хӑйӗн амӑшне халӗ ӑна мар, хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне пӑхӑнса тӑнине кӑтартса парать.
16-МӖШ СЫПӐК
Иисус тӗрӗс пуҫҫапассишӗн ҫуннине кӑтартать
Туррӑн Саккунӗ парне кӳме чӗрчунсене Иерусалимра туянма ирӗк панӑ. Апла пулсан, мӗншӗн Иисус храмри сутӑҫсем ҫине ҫилленнӗ?
18-МӖШ СЫПӐК
Иисус асла тухать, Иоанн кӗҫӗне юлать
Шыва кӗртекен Иоанӑн вӗренекенӗсем ӑмсанаҫҫӗ, вӑл ҫук.
3-МӖШ ПАЙӖ
Иисус сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тӑвать
20-МӖШ СЫПӐК
Иисус Канӑра иккӗмӗш хут тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать
Иисус ачана 25 ҫухрӑма яхӑн аякран сыватать.
21-МӖШ СЫПӐК
Назаретри синагогӑра
Иисусӑн хӑш сӑмахӗсене пула унӑн тӑван хулинчи ҫынсем ӑна вӗлересшӗн пулаҫҫӗ?
22-МӖШ СЫПӐК
Тӑватӑ вӗренекене ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ
Вӑл вӗсене пулӑсем тытас ӗҫе хӑварса ҫынсене тытас ӗҫе тытӑнма чӗнет.
23-МӖШ СЫПӐК
Иисус Капернаумра аслӑ ӗҫсем тӑвать
Демонсене хӑваласа кӑларсан, Иисус вӗсене хӑйӗн пирки ҫынсене Турӑ Ывӑлӗ теме чарать. Мӗншӗн?
24-МӖШ СЫПӐК
Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тума пуҫлать
Ҫынсем сывалма Иисус патне пыраҫҫӗ, анчах та вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тата пӗлтерӗшлӗрех тӗллевпе тӑватӑп тесе калать.
25-МӖШ СЫПӐК
Иисус хӗрхенсе тилҫе ернӗ ҫынна сыватать
Иисусӑн ансат та хӑватлӑ сӑмахӗсем вӑл хӑй сыватакан ҫынсемшӗн питӗ тӑрӑшнине кӑтартса параҫҫӗ.
26-МӖШ СЫПӐК
«Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»
Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫылӑхпа чир-чӗр хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур?
28-МӖШ СЫПӐК
Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем типӗ тытмаҫҫӗ?
Иисус хуравланӑ чухне эрех тултарнӑ сӑран хутаҫ ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парать.
29-МӖШ СЫПӐК
Шӑматкун ырӑ ӗҫсем тума юрать-и?
Мӗншӗн иудейсем Иисуса 38 ҫул хушши чирпе асапланнӑ ҫынна сыватнӑшӑн хӗсӗрлеҫҫӗ?
30-МӖШ СЫПӐК
Иисус — Турӑ Ывӑлӗ
Иудейсем Иисус хӑйне Турӑпа пӗр тан тӑвать тесе шутланӑ, анчах Иисус хӑйӗнчен Турӑ аслӑрах пулнине уҫҫӑн палӑртнӑ.
32-МӖШ СЫПӐК
Шӑматкун мӗн тума юрать?
Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнман саддукейсемпе фарисейсем пӗр шухӑшлӑ пулса тӑраҫҫӗ.
33-МӖШ СЫПӐК
Исаия пророкла калани пурнӑҫланать
Мӗншӗн Иисус сывалнӑ ҫынсене хӑй кам пулнине тата вӗсемшӗн вӑл мӗн тунине ыттисене калама хушмасть?
35-МӖШ СЫПӐК
Ту ҫинче каланӑ чи паллӑ проповедь
Иисусӑн вӗрентӗвӗсен тӗп шухӑшӗсене ӑнлантарса панине пӑхӑр.
36-МӖШ СЫПӐК
Ҫӗрпӳ хытӑ ӗненнине кӑтартать
Рим ҫарӗнчи ҫӗрпӳн мӗнле сӑмахӗсем Иисуса тӗлӗнтерсе яраҫҫӗ?
37-МӖШ СЫПӐК
Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртет
Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе курнисем унӑн чӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илнӗ.
38-МӖШ СЫПӐК
Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн
Мӗншӗн Шыва кӗртекен Иоанн Иисусран эсӗ Мессия-и тесе ыйтать? Иоанн ҫавӑн пирки иккӗленет-и?
39-МӖШ СЫПӐК
Хытӑ чунлӑ ӑрӑва хуйхӑ ҫитӗ
Иисус суд кунӗнче чӑтса ирттерме Содом ҫӗрне Капернаумран, хӑй час-часах чарӑнса тӑнӑ хуларан, ҫӑмӑлрах пулӗ тесе калать.
40-МӖШ СЫПӐК
Каҫарма вӗрентни
Иисус хӗрарӑма, тен, проституципе пурӑнаканскере, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ тесе каланӑ. Ҫакӑ Туррӑн саккунӗсене пӑсма юрать тенине пӗлтерет-и?
41-МӖШ СЫПӐК
Тӗлӗнмелле ӗҫсене камӑн вӑйӗпе тӑваҫҫӗ?
Иисусӑн шӑллӗсем вӑл ухмаха тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
43-МӖШ СЫПӐК
Патшалӑх ҫинчен калакан тӗслӗхсем
Ҫӳлти Патшалӑхӑн тӗрлӗ енне ӑнлантарса парас тесе Иисус сакӑр тӗслӗх илсе парать.
44-МӖШ СЫПӐК
Иисус ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсе лӑплантарать
Иисус ҫилпе тинӗсе лӑплантарнипе унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурнӑҫ мӗнлерех пуласси пирки питӗ кирлӗ чӑнлӑха вӗрентнӗ.
45-МӖШ СЫПӐК
Иисусӑн демонсене пӑхӑнтарма власть пур
Ҫынна пӗрре анчах мар, темиҫе демон та ярса илме пултарать-и?
46-МӖШ СЫПӐК
Иисусӑн тумтирне сӗртӗннипе сывалать
Иисус чуна пырса тивекен пӗр лару-тӑрура хӑйӗн вӑйне тата хӑй хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине кӑтартать.
47-МӖШ СЫПӐК
Хӗрача каллех чӗрӗ!
Иисус вилнӗ хӗрача ҫывӑрать тесе каласан, ҫынсем унран кулма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем мӗн пӗлменнине вӑл пӗлет?
48-МӖШ СЫПӐК
Тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, анчах ӑна Назаретра та сирсе яраҫҫӗ
Назарет ҫыннисем Иисуса сирсе яраҫҫӗ, анчах вӑл мӗне вӗрентнӗшӗн мар тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсемшӗн мар.
49-МӖШ СЫПӐК
Галилейӑра ырӑ хыпар сарни тата апостолсене вӗрентни
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла?
50-МӖШ СЫПӐК
Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, ырӑ хыпар сарма хатӗрленнӗ
Апостолсен вилӗмрен хӑрамалла мар пулсан, мӗншӗн хӗсӗрленӗ чухне Иисус вӗсене тарма хушать?
51-МӖШ СЫПӐК
Ҫуралнӑ кунра ҫын вӗлерни
Саломия ташши питӗ килӗшнӗрен Ирод ӑна мӗн ыйтнине веҫех паратӑп тесе тупа тӑвать. Саломия мӗнле тискерле ӗҫ тума ыйтать?
52-МӖШ СЫПӐК
Темиҫе ҫӑкӑрпа тата пулӑпа пин-пин ҫынна тӑрантарать
Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑран ун ҫинчен тӑватӑ Евангелире ҫырса панӑ.
53-МӖШ СЫПӐК
Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене пӑхӑнтарма пултаракан пуҫлӑх
Апостолсем Иисус шыв ҫийӗпе утнине тата ҫиле лӑплантарнине курсан мӗне вӗренеҫҫӗ?
54-МӖШ СЫПӐК
Иисус — «пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ»
Иисус патне килнӗ ҫынсем сахал мар вӑй хунӑ пулин те, вӑл вӗсене сивлет. Мӗншӗн?
55-МӖШ СЫПӐК
Иисусӑн сӑмахӗсем нумайӑшне аптратса ӳкереҫҫӗ
Иисусӑн сӑмахӗсем вӗренекенӗсене питӗ аптратса ӳкернӗрен вӗсенчен нумайӑшӗ ӑна пӑрахса каяҫҫӗ.
57-МӖШ СЫПӐК
Иисус хӗрачана тата илтмен ҫынна сыватать
Мӗншӗн хӗрарӑм хӑйӗн халӑхне Иисус пӗчӗк йытӑсемпе танлаштарсан, вӑл Иисус ҫине ҫилленмест?
58-МӖШ СЫПӐК
Вӑл ҫӑкӑрсен шутне ӳстерет тата кӑвас чусти пирки асӑрхаттарать
Юлашкинчен Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл мӗнле кӑвас чусти ҫинчен каланине ӑнланса илеҫҫӗ.
59-МӖШ СЫПӐК
Кам вӑл Этем Ывӑлӗ?
Мӗнсем вӗсем Патшалӑх уҫҫисем? Вӗсемпе камӑн тата мӗнле усӑ курмалла?
60-МӖШ СЫПӐК
Христос мухтавлӑхпа курӑнни
Христос сӑнӗ улшӑнни. Мӗн вӑл пулнӑ? Унӑн пӗлтерӗшӗ мӗнлерех пулнӑ?
61-МӖШ СЫПӐК
Иисус демон ярса илнӗ ҫамрӑка сыватать
Сахал ӗненнӗ пирки ҫамрӑка сыватайман тесе калать Иисус. Анчах камӑн ӗненӳ сахал пулнӑ: арҫын ачан-и, унӑн ашшӗн-и е Иисусӑн вӗренекенӗсен-и?
63-МӖШ СЫПӐК
Иисус такӑнтарасси тата ҫылӑх пирки канаш парать
Тӑвансем хушшинче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӗсене татса памалли виҫӗ утӑм ҫинчен каласа парать вӑл.
64-МӖШ СЫПӐК
Каҫарма кирли
Иисус чунсӑр чура ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса эпир каҫарма хатӗр пулнипе пулманни Турӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса парать.
65-МӖШ СЫПӐК
Иисус Иерусалима кайнӑ чухне вӗрентет
Виҫӗ кӗске калаҫура Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыма ҫынна мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулни чӑрмантарнине палӑртать.
4-МӖШ ПАЙӖ
Иисус каярахпа Иудейӑра сӑваплӑ ӗҫе туни
66-МӖШ СЫПӐК
Иерусалимра Хӳшӗ уявӗнче
Иисуса итлекенсем мӗне пула ун ӑшӗнче шуйттан тесе шутлама пултарнӑ?
67-МӖШ СЫПӐК
«Никам та нихӑҫан та ҫав ҫын калаҫнӑ пек калаҫман»
Иудейсен аслӑ сучӗ Иисуса хирӗҫ пырать, анчах судӑн пӗр членӗ ун хутне кӗрет.
69-МӖШ СЫПӐК
Кам вӗсен ашшӗ: Авраам-и е Шуйттан-и?
Иисус Авраам ачисене мӗнле палласа илмелли, ҫавӑн пекех хӑйӗн Ашшӗ чӑннипе кам пулни ҫинчен калать.
70-МӖШ СЫПӐК
Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватать
Вӗренекенӗсем пӗр ҫын пирки мӗншӗн вӑл суккӑр тесе ыйтаҫҫӗ. Вӑл ҫылӑха кӗнӗрен-и? Ашшӗ-амӑшӗ ҫылӑха кӗнӗрен-и? Иисус ӑна сыватсан, ҫавӑн ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ.
71-МӖШ СЫПӐК
Фарисейсем куракан пулнӑ ҫынна допрос тӑваҫҫӗ
Куракан пулнӑ ҫын каланӑ вырӑнлӑ шухӑш фарисейсене уртарса ярать. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ мӗнрен хӑранӑ, фарисейсем ҫавна тӑваҫҫӗ: ӑна синагогӑран хӑваласа кӑларса яраҫҫӗ.
72-МӖШ СЫПӐК
Иисус 70 вӗренекене ырӑ хыпар сарма ярать
Иудейӑра Иисус 70 вӗренекене Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарма икшерӗн-икшерӗн ярать. Вӗсен ырӑ хыпара ӑҫта сармалла: синагогӑсенче-и е килтен киле-и?
73-МӖШ СЫПӐК
Самари ҫынни чӑннипе ҫывӑх ҫын пулнине кӑтартать
Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен калакан ытарлӑха каласа панипе Иисус мӗн ҫинчен ӑса вӗрентет?
74-МӖШ СЫПӐК
Хӑналас тата кӗлтӑвас пирки панӑ канашсем
Марфӑпа Мария патне Иисус хӑнана килет. Хӑналасси пирки вӑл мӗн вӗрентет? Каярахпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтӑвасси пирки мӗн вӗрентет?
75-МӖШ СЫПӐК
Иисус мӗн телей панине уҫса парать
Иисус хӑйне айӑплакансене Туррӑн «пӳрни», е вӑйӗ, ҫинчен тата вӗсем патне Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле ҫитни ҫинчен калать. Вӑл ҫынсем чӑн-чӑн телей мӗнле тупма пултарни ҫинчен те каласа парать.
76-МӖШ СЫПӐК
Фарисей патӗнче кӑнтӑрлахи апатра
Иисус фарисейсемпе кӗнекеҫӗсен тӗнри икӗпитлӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. Мӗншӗн вӗсем халӑх ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хураҫҫӗ теме пулать?
77-МӖШ СЫПӐК
Иисус пуянлӑх пирки канаш парать
Унчченхинчен те пысӑкрах кӗлетсем туса лартнӑ пуян ҫын ҫинчен Иисус тӗслӗх илсе парать. Унтан Иисус пуянлӑхшӑн ҫунни мӗнле хӑрушлӑх кӳме пултарни пирки канаш парать.
78-МӖШ СЫПӐК
Шанчӑклӑ тарҫӑн хатӗр пулмалла!
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе тӑрӑшать. Ҫав тӗлӗшрен шанчӑклӑ тарҫӑ мӗнле пулӑшма пултарать? Мӗншӗн хатӗр тӑмалла?
79-МӖШ СЫПӐК
Камсем пирки пӗтеҫҫӗ тенӗ?
Иисус хӑйне итлекенсене ӳкӗнмесен пӗтетӗр тесе калать. Вӗсем Иисус асӑрхаттарса каланине йышӑнӗҫ-ши тата Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӗҫ-ши?
80-МӖШ СЫПӐК
Ырӑ кӗтӳҫӗ тата сурӑх картисем
Иисус кӗтӳҫпе сурӑхсем ҫинчен каласа панӑ тӗслӗх вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле пӑхнине питӗ лайӑх кӑтартса парать. Вӗсем унӑн вӗрентӗвӗсене йышӑнӗҫ-ши тата ун хыҫҫӑн кайӗҫ-ши?
81-МӖШ СЫПӐК
Иисуспа Ашшӗ пӗр тенине мӗнле ӑнланмалла?
Хӑш-пӗрисем Иисуса вӑл хӑйне Турӑпа тан тӑвать тесе айӑплаҫҫӗ. Ҫав суяна Иисус витӗмлӗ сӑлтавсемпе усӑ курса мӗнле сирсе ярать?
82-МӖШ СЫПӐК
Иисус Перейӑра сӑваплӑ ӗҫне тӑвать
Иисус хӑйне итлекенсене ҫӑлӑнас тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса парать. Унӑн канашӗ ун чухне усӑллӑ пулнӑ. Халӗ те усӑллӑ-и?
83-МӖШ СЫПӐК
Турӑ кама ӗҫкӗ-ҫике чӗнет?
Фарисей патӗнче хӑнара пулнӑ чухне Иисус пысӑк каҫхи апат ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парать. Вӗсенче Туррӑн пур ӗҫлекенӗ валли те питӗ кирлӗ канаш пур. Мӗнле канаш?
84-МӖШ СЫПӐК
Вӗренекен пуласси — мӗн вӑл?
Христосӑн вӗренекенӗ пуласси вӑл яваплӑ тивӗҫ. Ҫавӑнпа мӗн ҫыхӑнни ҫинчен Иисус тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Ун хыҫҫӑн пыракансенчен хӑш-пӗрисене унӑн сӑмахӗсем тӗлӗнтерсе-аптратса янӑ.
85-МӖШ СЫПӐК
Ҫылӑх тӑвакан ӳкӗннишӗн савӑнни
Фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса ахаль ҫынсемпе хутшӑннӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Иисус ҫакӑн ҫине хуравлас тесе Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартса паракан тӗслӗхсем илсе парать.
86-МӖШ СЫПӐК
Ҫухалнӑ ывӑл таврӑнать
Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
87-МӖШ СЫПӐК
Пуласлӑх ҫинчен шухӑшлӑр — тавҫӑруллӑ пулӑр
Тӳрӗ мар тата чее кил-ҫурт пӑхакан ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса Иисус кирлӗ чӑнлӑха вӗрентет.
88-МӖШ СЫПӐК
Пуян ҫынпа тата Лазарьпе улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ
Иисусӑн ытарӑшне ӑнланас тесен унти икӗ тӗп сӑнар камсене сӑнласа панине пӗлмелле.
89-МӖШ СЫПӐК
Иисус Иудейӑна каякан ҫулпа пынӑ чухне Перейӑра вӗрентет
Вӑл пире хирӗҫ темиҫе хутчен ҫылӑх тӑвакансене те каҫарма пулӑшакан лайӑх ен ҫине тимлеттерет.
90-МӖШ СЫПӐК
Чӗртсе тӑратакан тата чӗрӗлӗх паракан
«Мана ӗненсе пурӑнакан ӗмӗрне те вилмӗ» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?
91-МӖШ СЫПӐК
Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ
Мӗнле икӗ сӑлтава пула Иисуса хирӗҫ тӑракансем те вӑл тӗлӗнмелле ӗҫ туман тесе калама пултараймаҫҫӗ?
93-МӖШ СЫПӐК
Этем Ывӑлӗ «килес кун»
Христос патшара ларни ҫиҫӗм ҫиҫнӗ евӗрлӗ пулӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?
94-МӖШ СЫПӐК
Кӗлтуни тата кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ
Тӳрӗ мар судьяпа тӑлӑх арӑм ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса Иисус пӗр лайӑх ен ҫине тимлеттерет.
95-МӖШ СЫПӐК
Уйрӑласси тата ачасене юратасси пирки вӗрентни
Иисус хӑйне ачасемпе вӗренекенӗсем хӑйсене вӗсемпе мӗнле тытнӑ пек тытмасть. Мӗншӗн?
96-МӖШ СЫПӐК
Иисус пуян ҫамрӑк пуҫлӑха хуравлать
Мӗншӗн Иисус пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах тесе каланӑ?
97-МӖШ СЫПӐК
Иҫӗм пахчинче ӗҫлекенсем ҫинчен калакан тӗслӗх
Малтисем кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ тенине мӗнле ӑнланмалла?
98-МӖШ СЫПӐК
Апостолсем каллех пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн
Иаковпа Иоанн Патшалӑхра ятарлӑ вырӑн йышӑнасшӑн, анчах ҫавӑншӑн вӗсем анчах мар ҫунаҫҫӗ.
99-МӖШ СЫПӐК
Иисус суккӑрсене сыватать тата Закхея пулӑшать
Библире Иисус суккӑр ҫынна Иерихон ҫумӗнче сыватни ҫинчен калакан калавра шухӑшсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑмасть пек туйӑннине мӗнле ӑнлантарса пама пулать?
100-МӖШ СЫПӐК
Вунӑ мина ҫинчен калакан тӗслӗх
Иисус: «Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ»,— тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ?
6-МӖШ ПАЙӖ
Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пырать
101-МӖШ СЫПӐК
Вифанире Симон килӗнчи каҫхи апат
Лазарӗн пӗртӑванӗ Мария пурне те килӗшсех кайман ӗҫе тӑвать. Иисус ун хутне кӗрет.
102-МӖШ СЫПӐК
Патша Иерусалима ашак тихи ҫине ларса кӗрет
500 ҫул каялла ҫырнӑ пророкла сӑмахсене вӑл пурнӑҫлать.
103-МӖШ СЫПӐК
Иисус каллех храма тасатать
Иерусалимра саккунлӑ суту-илӳ пырать пек. Анчах та мӗншӗн Иисус сутӑҫсене «вӑрӑ-хурахсем» тет?
104-МӖШ СЫПӐК
Иудейсем Туррӑн сассине илтеҫҫӗ, анчах вӗсем ӗненӗҫ-ши?
Мӗне ӗненнине ӗҫпе кӑтартнипе Иисуса ӗненни хушшинче уйрӑмлӑх пур-и?
105-МӖШ СЫПӐК
Смоквӑна тӗслӗхшӗн илсе парса ӗненӳ ҫинчен вӗрентни
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӗненӳ мӗн тери ҫирӗп пулма пултарнине тата мӗншӗн Турӑ Израиль халӑхне сирсе янине ӑнлантарса парать.
106-МӖШ СЫПӐК
Иҫӗм пахчисем ҫинчен калакан икӗ тӗслӗх
Хӑйӗн ывӑлӗсене иҫӗм пахчинче ӗҫлеме ыйтнӑ ҫын тата хӑйӗн иҫӗм пахчине йӗркесӗр пахчаҫӑсене тара панӑ ҫын ҫинчен калакан ытарӑшсен пӗлтерӗшне пӗлӗр.
107-МӖШ СЫПӐК
Патша туй ӗҫки-ҫикине чӗнсе хунисене йыхӑрать
Иисусӑн ытарӑшӗ вӑл, тӗрӗссипе каласан, пророкла каланӑ сӑмахсем.
108-МӖШ СЫПӐК
Иисуса айӑпламалли сӑмах калаттарма май килмест
Вӑл малтан фарисейсене, унтан саддукейсене, юлашкинчен вара хӑйне хирӗҫ тӑма пӗрлешнӗскерсене чӗнейми тӑвать.
109-МӖШ СЫПӐК
Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракансене сивлет
Мӗншӗн Иисус тӗн пуҫлӑхӗсен вӗрентӗвӗсене йышӑнмасть?
110-МӖШ СЫПӐК
Иисус юлашки кун храмра вӗрентет
Вӑл чухӑн тӑлӑх арӑмӑн тӗслӗхӗ ҫине кӑтартса кирлӗ чӑнлӑха вӗрентет.
111-МӖШ СЫПӐК
Апостолсем паллӑ ҫинчен ыйтаҫҫӗ
Унӑн пророкла сӑмахӗсем чи малтан пӗрремӗш ӗмӗрте пурнӑҫланнӑ. Ҫав сӑмахсем тепӗр хут пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурнӑҫланӗҫ-ши?
112-МӖШ СЫПӐК
Вунӑ хӗр ҫинчен калакан тӗслӗх
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫуррийӗ ӑслӑ, ҫуриййӗ ӑссӑр пулӗ тесе каласшӑн пулнӑ-и?
113-МӖШ СЫПӐК
Талантсем ҫинчен калакан тӗслӗх ӗҫчен пулма вӗрентет
Иисус каласа панӑ тӗслӗхрен вӑл: «Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ»,— тенине ӑнлантарса панӑ.
114-МӖШ СЫПӐК
Христос килсен сурӑхсемпе качакасене суд тӑвӗ
Иисус шухӑшлаттаракан ытарӑшпа усӑ курса ҫынсене мӗн тӑрӑх суд тӑвассине ӑнлантарса парать. Ҫак суд йышӑнӑвӗ нихӑҫан та улшӑнмӗ, ӗмӗрлӗхех пулӗ.
115-МӖШ СЫПӐК
Иисус Пасхӑна юлашки хут паллӑ тӑвас вӑхӑт ҫывхарать
Тӗн пуҫлӑхӗсем Иудӑна Иисуса тытса пама шӑп 30 кӗмӗл укҫа пама килӗшни мӗнпе палӑрса тӑрать?
116-МӖШ СЫПӐК
Юлашки Пасха вӑхӑтӗнче кӗҫӗне хума вӗрентни
Вӑл чурасем тӑвакан ӗҫе тунипе апостолсене тӗлӗнтерет.
117-МӖШ СЫПӐК
Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ
Иисус хӑйӗн вилӗмне аса илмелли уяв йӗркелесе ярать, унӑн вӗренекенӗсен ҫак уява кашни ҫул нисанӑн 14-мӗшӗнче паллӑ тумалла.
118-МӖШ СЫПӐК
Кам аслӑраххи пирки тавлашни
Апостолсем Иисус ҫав каҫ мӗне вӗрентнине манса кайма та ӗлкӗрнӗ.
119-МӖШ СЫПӐК
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан питӗ кирлӗ чӑнлӑх ҫинчен вӗрентет Иисус.
120-МӖШ СЫПӐК
Вӗренекенсен ҫимӗҫ кӳмелле тата Иисусӑн тусӗсем пулмалла
Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?
121-МӖШ СЫПӐК
«Хӑюлланӑр: эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм»
Иисуса тӗнче вӗлерме тытса панӑ пулсан, мӗнле-ха вӑл тӗнчене ҫӗнтерме пултарнӑ?
122-МӖШ СЫПӐК
Ҫӳлти пӳлӗмре Иисус каланӑ юлашки кӗлӗ
Иисус ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ парассинчен те кирлӗреххи пур тесе калать.
123-МӖШ СЫПӐК
Иисус питӗ хытӑ хурланнӑ чухне кӗлтӑвать
Мӗншӗн Иисус: «Ҫак куркана Манран ирттерсе ярсамччӗ»,— тесе кӗлтӑвать? Вӑл ҫынсене тӳлесе илес тесе хӑйӗн пурнӑҫне парасшӑн мар-им?
125-МӖШ СЫПӐК
Иисуса малтан Анна патне, кайран Каиафа патне илсе каяҫҫӗ
Иисуса суд туни вӑл — судран мӑшкӑллани ҫеҫ.
126-МӖШ СЫПӐК
Петр Иисусран тунать
Мӗншӗн Петр, Турра чунтан парӑннӑ ҫын, Иисусран питӗ хӑвӑрт пӑрӑнма пултарнӑ?
127-МӖШ СЫПӐК
Иисус Синедрион умне, унтан Пилат умне тӑрать
Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсен мӗнле тӗллев пулни палӑрма пуҫлать.
128-МӖШ СЫПӐК
Пилат та, Ирод та нимӗнле айӑп та тупаймаҫҫӗ
Мӗншӗн Пилат Иисуса Ирод патне суд тума ярать? Иисуса суд тума Пилатӑн хӑйӗн власть пулнӑ-и?
130-МӖШ СЫПӐК
Иисуса вӗлерме тытса панӑ
Мӗншӗн Иисус макӑракан хӗрарӑмсене маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн тата хӑвӑр ачусемшӗн йӗрӗр тесе калать?
131-МӖШ СЫПӐК
Пӗр айӑпсӑр Патша юпа ҫинче асапланать
Иисус хӑйӗнпе пӗрле пӑталаса хунӑ преступниксенчен пӗрне мӗн тума сӑмах пани пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ тата тарӑн пӗлтерӗшлӗ.
132-МӖШ СЫПӐК
«Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн»
Кӑнтӑр кунӗнче тӗттӗмлӗх анса ларни, ҫӗр вӑйлӑ чӗтренни, храмра чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен ҫурӑлни — ҫаксем пурте пӗр шухӑш патне илсе пыраҫҫӗ.
133-МӖШ СЫПӐК
Иисусӑн кӗлеткине пытарма хатӗрлеҫҫӗ, вара ӑна пытараҫҫӗ
Мӗншӗн Иисуса хӗвел анса лариччен пытарма ӗлкӗрмелле пулнӑ?
134-МӖШ СЫПӐК
Тупӑклӑх пушӑ: Иисус чӗрӗ!
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан апостолсене мар, пӗр хӗрарӑма курӑнать.
135-МӖШ СЫПӐК
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус нумайӑшне курӑнать
Иисус хӑй вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле кӑтартса парать?
136-МӖШ СЫПӐК
Галилея тинӗсӗн ҫыранӗ хӗрринче
Петра хӑй Иисуса юратнине мӗнле кӑтартма пултарни ҫинчен виҫӗ хутчен калаҫҫӗ.
137-МӖШ СЫПӐК
Аллӑмӗш кун уявӗ умӗн ҫӗр-ҫӗр ҫынна курӑнать
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тӳпене кайиччен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем святой сывлӑш илесси тата мӗншӗн ӑна илесси пирки пӗрре анчах мар калать.
138-МӖШ СЫПӐК
Христос — Туррӑн сылтӑм енче
Иисус хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тухас вӑхӑт ҫитиччен мӗн туса пурӑннӑ?
139-МӖШ СЫПӐК
Иисус ҫӗр ҫинче рай туса хурать
Патшалӑха хӑйӗн Туррине тата Ашшӗне парас умӗн Иисусӑн нумай ӗҫ тумалла.
Иисусран тӗслӗх илсе...
Иисус мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе сакӑр лайӑх ене кӑтартнӑ.
Библири сӑвӑ йӗркисен индексӗ
Ҫак индекспа усӑ курса ҫак кӗнекере илсе панӑ Евангелисенчи сӑвӑ йӗркисене мӗнле ӑнлантарса панине тупма пулать.
Иисус каласа панӑ тӗслӗхсем (ытарӑшсем)
Ҫав тӗслӗхсене хӑш сыпӑкра сӳтсе явнине цифрӑсемпе палӑртнӑ.
Мессия ҫинчен пророкла каланисенчен хӑш-пӗрисем
Иисусӑн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ ӗҫсене Библире вӑл Мессия пулнине ҫирӗплетсе паракан пророкла сӑмахсемпе танлаштарӑр, унтан ҫак кӗнекере ҫав пророкла сӑмахсене сӳтсе явнӑ сыпӑксене пӑхӑр.
Иисус пурӑннӑ тата вӗрентсе ҫӳренӗ вырӑнсем
Ҫак картта Иисус ӑҫта вӗрентсе ҫӳренине кӑтартса парать.