Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче тӗрлӗ халӑх тата тӗрлӗ культура ҫыннисем пур. Ҫак ҫынсене мӗн пӗрлештерсе тӑрать?

Туррӑн ирӗкӗ мӗнре?

Турӑ пӗтӗм тӗнчери ҫынсене хӑйӗн ирӗкӗ ҫинчен пӗлтересшӗн. Унӑн ирӗкӗ мӗнре тата ун ҫинчен паян кам каласа ҫӳрет?

1-МӖШ УРОК

Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?

Эсир Иегова Свидетелӗсенчен кама та пулин пӗлетӗр-и? Камсем-ши вӗсем?

2-МӖШ УРОК

Мӗншӗн эпир Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ?

Эпир мӗншӗн ҫак ята илнине кӑтартакан виҫӗ сӑлтава пӑхса тухӑр.

3-МӖШ УРОК

Библири чӑнлӑх ҫӗнӗрен мӗнле уҫӑлнӑ?

Библи мӗне вӗрентнине эпир тӗрӗс ӑнланнине мӗнле пӗлме пулать?

4-МӖШ УРОК

Эпир мӗншӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» кӑлартӑмӑр?

Мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗн ҫак куҫарӑвӗ пекки урӑх ҫук теме пулать?

5-МӖШ УРОК

Пирӗн христианла тӗлпулусенче сире мӗн кӗтет?

Хамӑрӑн тӗлпулусенче эпир Библи вӗренетпӗр тата пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр. Сире унта питӗ хавас пулӗҫ!

6-МӖШ УРОК

Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать?

Турӑ Сӑмахӗ христиансене пӗрле пуҫтарӑнма хавхалантарать. Ҫавнашкал хутшӑнни сире мӗнле усӑ пани ҫинчен пӗлӗр.

7-МӖШ УРОК

Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ?

Эпир хамӑрӑн тӗлпулусенче мӗн туни ҫинчен эсир хӑҫан та пулин шухӑшланӑ-и? Унта Библие питӗ лайӑх вӗрентни сире тӗлӗнтерӗ паллах.

8-МӖШ УРОК

Эпир тӗлпулусене мӗншӗн капӑр тумланса ҫӳретпӗр?

Эпир мӗнле тумланни Турӑшӑн пӗлтерӗшлӗ-и? Тумтир тата ҫи-пуҫ тӗлӗшӗпе эпир Библири мӗнле принципсене шута илнине пӗлӗр.

9-МӖШ УРОК

Тӗлпулусене лайӑхрах мӗнле хатӗрленмелле?

Тӗлпулусене маларах хатӗрленни усӑ кӳрет.

10-МӖШ УРОК

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни мӗн вӑл?

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни сире Турӑпа ҫывӑхланма тата ҫемьене ҫирӗплетме мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлӗр.

11-МӖШ УРОК

Мӗншӗн эпир конгрессем ирттеретпӗр?

Кашни ҫулах эпир пысӑк пӗлтерӗшлӗ виҫӗ тӗлпулӑва пуҫтарӑнатпӑр. Конгресра пулни сире мӗнле усӑ парӗ?

12-МӖШ УРОК

Ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле йӗркеленӗ?

Эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Ырӑ хыпара сарма эпир мӗнле майсемпе усӑ куратпӑр?

13-МӖШ УРОК

Кам вӑл пионер?

Хӑш-пӗр Свидетелсем ырӑ хыпар сарма уйӑхра 30, 50 сехет е унтан та ытларах вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫакна тума вӗсене мӗн хавхалантарать?

14-МӖШ УРОК

Пионерсем валли мӗнле шкулсем хатӗрленӗ?

Пионерсем валли мӗнле шкулсем хатӗрленӗ? Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарас ӗҫе нумай хутшӑнакансем валли мӗнле уйрӑм шкулсем хатӗрленӗ?

15-МӖШ УРОК

Старейшинӑсем пухӑва мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

Старейшинӑсем вӗсем — Библи принципӗсемпе лайӑх усӑ курма пӗлекен арҫынсем, вӗсем пухӑва ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсем мӗнле пулӑшу параҫҫӗ?

16-МӖШ УРОК

Пулӑшакан ӗҫченсем мӗнле пулӑшу параҫҫӗ?

Пулӑшакан ӗҫченсем пухӑва сахал мар усӑ параҫҫӗ. Вӗсем мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен пӗлӗр.

17-МӖШ УРОК

Район надзирателӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

Район надзирателӗсем пухусене мӗнле тӗллевпе килсе каяҫҫӗ? Эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

18-МӖШ УРОК

Ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче эпир пӗрле ӗненекенсене мӗнле пулӑшатпӑр?

Ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса тухсан эпир инкек тӳснисене тӳрех пулӑшу паратпӑр тата вӗсене Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса йӑпататпӑр. Ҫакӑн шутне мӗн кӗрет?

19-МӖШ УРОК

«Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» кам вӑл?

Библие ӑнлантарса паракан литературӑна вӑхӑтра парса тӑракан «чура» лартасси пирки Иисус сӑмах панӑ. Иисусӑн сӑмахӗсем мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?

20-МӖШ УРОК

Ертсе пыракан совет хальхи вӑхӑтра мӗнле ӗҫлесе тӑрать?

Пӗрремӗш ӗмӗрте апостолсемпе старейшинӑсен пысӑках мар ушкӑнӗ христиансен мӗнпур пухӑвӗн ертсе пыракан совечӗ шутланса тӑнӑ. Паянхи кунсем пирки вара мӗн калама пулать?

21-МӖШ УРОК

Вефиль мӗн вӑл?

Вефиль вӑл — питӗ кирлӗ ӗҫе туса тӑма май паракан хӑйне евӗрлӗ тытӑм. Вефильте ӗҫлекенсем пирки ытларах пӗлӗр.

22-МӖШ УРОК

Филиалта мӗнле ӗҫ туса тӑраҫҫӗ?

Пур филиалта та экскурсисем ирттереҫҫӗ. Ырӑ сунса кӗтетпӗр!

23-МӖШ УРОК

Пирӗн публикацисене мӗнле ҫыраҫҫӗ тата мӗнле куҫараҫҫӗ?

Эпир 700 ытла чӗлхепе литература кӑларатпӑр. Мӗншӗн эпир ҫав таранах тӑрӑшатпӑр?

24-МӖШ УРОК

Пирӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫе мӗнле укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ?

Ытти тӗнсемпе танлаштарсан, пирӗн организаци хӑйӗн ӗҫне мӗнле укҫа-тенкӗпе туса тӑрать?

25-МӖШ УРОК

Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене мӗншӗн тата мӗнле туса лартаҫҫӗ?

Турра пуҫҫапма эпир усӑ куракан вырӑнсене мӗншӗн Турӑ Патшалӑх залӗсем теҫҫӗ? Ҫак ансан ҫурт-йӗрсем пирӗн пухусене мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

26-МӖШ УРОК

Турӑ Патшалӑхӗн залне эпир мӗнле пӑхса тӑратпӑр?

Турӑ Патшалӑхӗн залӗсем таса пулни, унта пурте юсавлӑ пулни пирӗн Турра мухав кӳрсе тӑрать. Турӑ Патшалӑхӗн залӗсенче эпир тасалӑха мӗнле тытса тӑратпӑр?

27-МӖШ УРОК

Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчи библиотека мӗншӗн кирлӗ?

Библие лайӑхрах ӑнланас тесе сирӗн пӗр-пӗр темӑна тӗпчес килет-и? Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчи библиотекӑна кӗрсе пӑхӑр!

28-МӖШ УРОК

Пирӗн сайтра мӗн тупма пулать?

Эсир пирӗн ҫинчен тата пирӗн вӗрентӳсем ҫинчен ытларах пӗлме, ҫавӑн пекех Библипе ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултаратӑр.

Эсир Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑрӑр-и?

Иегова Турӑ сире питӗ юратать. Эсир кулленхи пурнӑҫра Ӑна юраса пурӑнас кӑмӑл пуррине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?