Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ УРОК

Вӗрентнӗ чухне тӗслӗхсемпе усӑ кур

Вӗрентнӗ чухне тӗслӗхсемпе усӑ кур

Матфей 13:34, 35

ТӖЛЛЕВ. Итлекенсен чӗрисене пырса тивекен тата тӗп шухӑшсене ӑнланма пулӑшакан тӗслӗхсемпе усӑ кур.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Ӑнланма ҫӑмӑл тӗслӗхсемпе усӑ кур. Ӑнланма йывӑр япаласене ӑнлантарса панӑ чухне Иисусран тӗслӗх илсе кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ ахаль тӗслӗхсемпе усӑ кур. Кирлӗ мар вак-тӗвексем ҫине ан тимлеттер. Тӗслӗх эсӗ ӑнлантарса паракан шухӑшпа килӗшсе тӑнине тӗрӗсле. Унсӑрӑн эсӗ илсе панӑ тӗслӗх итлекенсене пӑтраштарса яма пултарать.

  • Итлекенсем ҫинчен шутла. Эсӗ илсе паракан тӗслӗхсем ҫынсене мӗн интереслентернипе тата вӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑччӑр. Ыттисене аванмарлантарма е кӳрентерме пултаракан тӗслӗхсемпе усӑ ан кур.

  • Тӗп шухӑшсене палӑрт. Тӗслӗхсене тӗп шухӑшсене ӑнлантарса панӑ чухне кӑна илсе пар. Итлекенсем тӗслӗхе кӑна мар, ӑна мӗнле тӗллевпе каланине те астуса юлччӑр.