Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ СЫПӐК

Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑх

Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑх
  • Турӑ саншӑн чӑннипех тӑрӑшать-ши?

  • Кам вӑл Турӑ? Унӑн ят пур-и?

  • Турӑпа ҫывӑхланма пулать-и?

1, 2. Мӗншӗн ыйтусем панине лайӑх теме пулать?

 АЧАСЕМ ыйтусем мӗнле панине эсӗ асӑрханӑ-и? Вӗсенчен нумайӑшӗ кӑшт калаҫма вӗренсенех ыйтусем пама пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫиҫсе тӑракан куҫ-пуҫне чарса пӑрахаҫҫӗ те сирӗн ҫине пӑхса ҫакӑн пек ыйтусем параҫҫӗ: мӗншӗн пӗлӗт кӑвак тӗслӗ? Ҫӑлтӑрсем мӗншӗн ҫутатаҫҫӗ? Кайӑксене юрлама кам вӗрентнӗ? Эсӗ, тен, ҫав ыйтусем ҫине хуравлама тем пек тӑрӑшатӑн пулӗ, анчах ҫакна тума яланах ҫӑмӑл мар. Эсӗ ыйту ҫине питӗ лайӑх хуравласан та, вӗсем пурпӗрех мӗншӗн тесе каллех ыйту параҫҫӗ.

2 Ыйтусем ачасем кӑна памаҫҫӗ. Эпир те ҫитӗнсе пынӑ май ыйтусем пама чарӑнмастпӑр. Ҫул ҫинче ҫӗтсе кайсан ӑҫталла каймаллине пӗлмешкӗн тата хӑрушлӑхсенчен сыхланмашкӑн е мӗне те пулин ҫав тери пӗлес килнипе эпир ыйтусем паратпӑр. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсенчен нумайӑшӗ ыйтусем пама пӑрахаҫҫӗ теме пулать, уйрӑмах чи кирлӗ ыйтусене. Е вӗсем ыйтусем параҫҫӗ пулин те, вӗсен хуравӗсене шырама пӑрахаҫҫӗ.

3. Мӗншӗн нумайӑшӗ чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене шырама пӑрахнӑ?

3 Ҫак кӗнеке ячӗ пирки, ҫавӑн пекех 3-мӗш, 6-мӗш страницӑсенче тата пӗрремӗш сыпӑк пуҫламӑшӗнче ҫырса хунӑ ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Ҫак ыйтусем эсӗ пама пултаракан чи кирлӗ ыйтусенчен хӑш-пӗрисем кӑна. Анчах та ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫак ыйтусен хуравӗсене шырама пӑрахнӑ. Мӗншӗн? Библи ҫак ыйтусем ҫине хурав парать-ши? Хӑш-пӗрисем Библие ӑнланма питӗ йывӑр тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем ыйтусем пама вӑтанаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ыйтусене священниксен тата тӗн юхӑмӗсем ҫинчен вӗрентекенсен кӑна сӳтсе явмалла текенсем те пур. Эсӗ вара мӗнле шутлатӑн?

4, 5. Эпир пурнӑҫра мӗнле чи кирлӗ ыйтусем пама пултаратпӑр тата мӗншӗн ыйтусен хуравӗсене шырамалла?

4 Тен, санӑн чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене пӗлес килет. Эсӗ пӗрре кӑна мар ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ пулӗ: мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр? Эпир ҫуралса, кайран ватӑлса вилме кӑна пурӑнатпӑр-ши? Кам вӑл Турӑ? Ҫакӑн пек ыйтусем пани питӗ лайӑх, анчах ҫак ыйтусен хуравӗсене тӗп-тӗрӗс ӑнлантарса панине шыраса тупмасӑр чарӑнмалла мар. Аслӑ вӗрентекен Иисус Христос каланӑ: «Ыйтӑр, ыйтсан парӗҫ сире; шырӑр, шырасан тупӑр; шаккӑр, шаккасан уҫӗҫ сире» (Матфей 7:7).

5 Эсӗ чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене шырани пирки вӑхӑта сая яни тесе ан шутла (Ытарӑшсем 2:1—5). Ҫынсем ҫак ыйтусен хуравӗсене шыраса тупма ҫук тесен те, вӗсем пур, эсӗ вӗсене Библире тупма пултаратӑн. Унта ҫак ыйтусене питӗ лайӑх уҫса панӑ, ҫавӑнпа та вӗсене ӑнланма йывӑрах мар. Ҫавӑн пекех Библири пӗлӳсем шанчӑк тата савӑнӑҫ параҫҫӗ. Ҫак пӗлӳсем паянах телейлӗ пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. Халӗ вара нумай ҫынна канӑҫ паман ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр.

ТУРӐ ПИРӖНШӖН ТӐРӐШАТЬ-ШИ?

6. Мӗншӗн нумайӑшӗ Турӑ ҫынсемшӗн тӑрӑшмасть тесе шутлаҫҫӗ?

6 Нумай ҫынсем Турӑ тӑрӑшмасть тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем: «Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшнӑ пулсан, ҫак тӗнчери пурнӑҫ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ»,— теҫҫӗ. Эпир паян тӗнчере вӑрҫӑсене, пӗр-пӗрне курайманнине тата ҫынсем нушаланнине пур ҫӗрте те куратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр та чирлетпӗр, хӗн-хур куратпӑр, тата пирӗн юратнӑ ҫынсен пурнӑҫне вилӗм татать. Ҫавӑнпа та нумай ҫынсем калаҫҫӗ: «Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшнӑ пулсан ҫаксене пурне те пулма памастчӗ ӗнтӗ».

7. а) Мӗнле майпа священниксемпе тӗн юхӑмӗсем ҫинчен вӗрентекенсем вӗрентнине пула нумайӑшӗ Турӑшӑн ҫын хуйхи ним те мар тесе шутлама пуҫланӑ? ӑ) Эпир тӳссе ирттерекен асапсем пирки Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

7 Анчах чи япӑххи вӑл — хӑш-пӗр чухне священниксем тата тӗн юхӑмӗсем ҫинчен вӗрентекенсем вӗрентнине пула ҫынсем Турӑшӑн ҫын хуйхи ним те мар тесе шутлама пуҫлаҫҫӗ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Инкек-синкек сиксе тухсан, ҫакӑн пек пулма Турӑ малтанах ҫырса хунӑ тесе вӗрентеҫҫӗ вӗсем. Ҫапла каланипе вӗсем пур инкексемпе усал ӗҫсем пулнишӗн Турра айӑплаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ тӗрӗс-ши? Библи чӑннипе мӗне вӗрентет? Иаков 1:13-мӗшӗнче каланӑ: «Асап курнӑ чух никам та: мана Турӑ усал тӑвасшӑн сӑнать, тесе ан калатӑр; Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть». Ҫавӑнпа та эсӗ курса тӑракан ҫӗр ҫинчи усал ӗҫсемшӗн Турӑ яваплӑ мар, мӗншӗн тесен Вӑл нихӑҫан та усал тумасть. (Иов 34:10—12 вуласа парӑр.) Вӑл инкек-синкеке пулма ирӗк парать. Анчах та мӗнле те пулин ӗҫе пулма ирӗк панипе ҫав ӗҫе тунӑшӑн айӑплӑ пулни хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх.

8, 9. а) Йӗркесӗр ӗҫсене пулма ирӗк панипе ҫав ӗҫсене тунӑшӑн айӑплӑ пулни хушшинче питӗ пысӑк уйрӑмлӑх пуррине эсӗ мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса пама пултаратӑн? ӑ) Мӗншӗн этемлӗхе тӗрӗс мар ҫулпа кайма ирӗк панӑшӑн Турра айӑплама кирлӗ мар?

8 Сӑмахран, пӗр ӑслӑ та ырӑ ҫыннӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ ывӑл пур тейӗпӗр. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вӗсен килӗнчех пурӑнать. Ывӑлӗ кутӑнлашма пуҫлать те итлеме пӑрахать, вара килӗнчен тухса кайма шут тытать, ашшӗ ӑна чарса тӑмасть. Ывӑлӗ пурнӑҫра тӗрӗс мар ҫулпа каять те инкеке лекет. Ывӑлӗн пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑшӑн ашшӗ айӑплӑ-и? Паллах, ҫук! (Лука 15:11—13). Ҫавӑн пекех ҫынсем тӗрӗс мар ҫулпа кайма шутласан, Турӑ вӗсене чарса тӑман. Пурӑна киле ҫынсен инкексемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑшӑн Турӑ айӑплӑ мар. Ҫавӑнпа та ҫак тӗнчере пулса иртекен хӗн-асапсемшӗн Турра айӑплани тӗрӗс мар.

9 Этемлӗхе тӗрӗс мар ҫулпа кайма ирӗк пама Туррӑн витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ тата хӑватлӑ Пултаракан пулнӑ май вӑл ҫав сӑлтавсем пирки пире ӑнлантарса памасан та пултарнӑ. Анчах ҫакна вӑл пире юратнӑран тӑвать. Ҫав сӑлтавсем ҫинчен эсӗ 11-мӗш сыпӑкран нумайрах пӗлӗн. Пирӗн пурнӑҫра сиксе тухакан инкек-синкексемшӗн Турӑ айӑплӑ мар, ҫакӑн пирки пӗртте ан иккӗлен. Ку анчах мар, ҫавӑн пекех вӑл пур йывӑрлӑхсене те татса пама сӑмах парать (Псалом 45:2).

10. Усал ӗҫсем мӗнле сиен кӳнӗ, ҫавсене Турӑ йӑлтах пӗтерессе мӗншӗн эпир шанма пултаратпӑр?

10 Ҫавӑн пекех Турӑ пирки «Святой» тесе каланӑ (Ӳлӗмхи 4:8). Ҫакӑ вӑл Турӑ пур тӗлӗшрен те тап-таса пулнине пӗлтерет. Унра пӗр усаллӑх та ҫук. Ҫавӑнпа та эпир ӑна пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр. Ҫынсене вара пӗтӗмпех шанса пӗтерме ҫук, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр чухне вӗсем сутӑнчӑкла хӑтланаҫҫӗ тата тӗрӗсмарлӑха тӑваҫҫӗ. Влаҫра тӑракан ҫынсенчен хӑшӗ те пулин суймасӑр, улталамасӑр пурӑнать пулин те, вӑл усал ҫынсем тӑвакан пӗтӗм сиене пӗтерме пурпӗрех вӑй ҫитереймест. Анчах Турӑ пурне те тума пултарать. Усал ӗҫсем мӗнле сиен кӳнӗ, ҫавсене вӑл йӑлтах пӗтерет, мӗншӗн тесен вӑл ҫавна тума пултарать. Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗм хӗн-хурпа усаллӑха ӗмӗрлӗхех пӗтерӗ. (Псалом 36:9—11 вуласа парӑр.)

ТУРӐ ТӖРӖСМАРЛӐХ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАТЬ?

11. а) Турӑ тӗрӗсмарлӑх ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Эсӗ асап тӳснӗ чухне Турӑ мӗн туять-ши?

11 Паянхи тӗнчери лару-тӑру ҫине Турӑ мӗнле пӑхать-ши? Санӑн пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вӑл мӗн туять-ши? Турӑ «тӳрӗ сута юратать» тесе Библи вӗрентет (Псалом 36:28). Апла пулсан ҫынсем ырӑ тӑваҫҫӗ-и е усал тӑваҫҫӗ-и, Турӑшӑн пурпӗрех мар. Вӑл пур тӗрӗсмарлӑха та кураймасть. Авалхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинче ҫынсем кирек хӑҫан та усал тума пуҫласан, Турӑ «Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ» тенӗ Библире (Пултарни 6:5, 6). Унтанпа Турӑ пӗртте улшӑнман (Малахия 3:6). Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӗн-хура курса тӑни ӑна халӗ те чунтан хурлантарать. Ҫынсем асапланни те Турра кулянтарать. «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать»,— тесе калать Библи. (1 Петр 5:7 вуласа парӑр.)

Иегова — юратакан Турӑ, вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчене пултарнӑ тесе Библи вӗрентет

12, 13. а) Мӗншӗн пирӗн лайӑх енсем пур, сӑмахран, юрату тата тӗнчери тӗрӗсмарлӑха курсан сана юрату мӗн тума хистет? ӑ) Мӗншӗн эпир Турӑ ҫӗр ҫинчи пур усала та чӑннипех пӗтерессе ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

12 Ҫынсем асап тӳссе тертленсе пурӑннине курса тӑни Турра хурлантарать тесе мӗншӗн эпир калама пултаратпӑр? Акӑ тата ҫакна пӑхса тухӑпӑр. Турӑ ҫынна Хӑй сӑнарлӑ тата Хӑй евӗрлӗ тунӑ тесе вӗрентет Библи (Пултарни 1:26). Ҫавӑнпа та пирӗн лайӑх енсем пур, мӗншӗн тесен Туррӑн лайӑх енсем пур. Тӗслӗхрен, ним айӑпсӑр ҫынсем асапланнине илер, ҫакӑ сана кулянтарать-и? Ҫынсен хуйхи сана кулянтарать пулсан, Турра вӑл тата ытларах кулянтарать, ҫакна шанса тӑр.

13 Ҫынра чи пахи вӑл — юратма пултарни. Ҫакӑ та Турӑ мӗнлине кӑтартса парать. Вӗт Библи: «Турӑ — юрату»,— тесе вӗрентет (1 Иоанн 4:8). Эпир юрататпӑр, мӗншӗн тесен Турӑ юратать. Санӑн ҫӗр ҫинчи хӗн-асаппа тӗрӗсмарлӑха пӗтерес килет-и? Санӑн ҫакна тума вӑй пулнӑ пулсан, эсӗ ӑна тунӑ пулӑттӑнччӗ-и? Паллах ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ҫакна эсӗ юратнӑран тунӑ пулӑттӑнччӗ. Турӑ хӗн-асапа тата тӗрӗсмарлӑха пӗтерессине эпир пӗр иккӗленмесӗр шанма пултаратпӑр. Ҫак кӗнекен пуҫламӑшӗнче, 4-мӗшпе 5-мӗш страницӑсенче, лайӑх пурнӑҫ пулать тесе каланисем пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗт тесе ан шутла. Турӑ сӑмах пачӗ пулсан, вӑл вӗсене пурнӑҫлатех! Ҫаксем пурте пулассине ӗненмешкӗн, паллах ӗнтӗ, ҫаксене тума сӑмах паракан Турӑпа ҫывӑхрах паллашмалла.

ТУРӐ ПИРЕ ХӐЙӖНПЕ ПАЛЛАШТАРАСШӐН

Эпир кампа та пулин паллашнӑ чухне хамӑр ята калатпӑр. Турӑ та хӑйӗн ятне пире Библи урлӑ пӗлтерет

14. Турӑ мӗн ятлӑ тата мӗншӗн ӑна ятран чӗнмелле?

14 Санӑн кампа та пулин паллашас килет пулсан чи малтан эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑнччӗ? Эсӗ хӑвӑн ятна каланӑ пулӑттӑн, ҫапла мар-и? Турӑ пирки мӗн калама пулать, унӑн ячӗ пур-ши? Турра ӗненекенсенчен нумайӑшӗ унӑн ячӗ «Турӑ», «Саваоф» тата «Ҫӳлхуҫа» тесе шутлаҫҫӗ, анчах та ҫак сӑмахсем Туррӑн ятне пӗлтермеҫҫӗ. Вӗсем — титулсем, сӑмахран, «патша» е «президент» текен титулсем пекех. Туррӑн нумай титулсем пур тесе Библи вӗрентет. «Турӑ», «Саваоф» тата «Ҫӳлхуҫа» титулсем вӗсенчен хӑш-пӗрисем кӑна. Анчах та Библи Туррӑн хӑйӗн ят пур тесе вӗрентет, унӑн ячӗ — Иегова. Псалом 82:19-мӗшӗнче каланӑ: «Пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр». (Ҫавӑн пекех Осия 12:5 пӑх.) Эсӗ вулакан Библире Туррӑн ячӗ ҫук пулсан, 195—197 страницӑсенчи Хыҫсӑмахра хӑш-пӗр Библисенче мӗншӗн Туррӑн ятне ҫырса хуманнине ӑнлантарса панине пӗлме сана интереслӗ пулӗ. Авалхи Библи алҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗ пиншер хут тӗл пулать. Ҫавӑнпа та Иегова сана хӑйӗн ятне пӗлтересшӗн тата хӑйне ятран чӗнтересшӗн. Вӑл пире хӑйӗнпе Библи урлӑ паллаштарать.

15. Иегова текен ят мӗне пӗлтерет?

15 Турӑ хӑйне пысӑк пӗлтерӗшлӗ ят панӑ. Унӑн ячӗ — Иегова — Турӑ хӑй сӑмах панине тата хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пӗтӗмпех пурнӑҫлама пултарнине пӗлтерет *. Туррӑн ячӗ хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр ят. Ҫак ята илме Турӑ кӑна тивӗҫлӗ. Иеговӑна ҫитекенни ҫук. Мӗншӗн ҫакӑн пек калама пулать?

16, 17. Библире Иегова ҫинчен а) Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, ӑ) Ӗмӗрсенӗн Патши, б) Пултаракан тени мӗне пӗлтерет?

16 Псалом 82:19-мӗшӗнче Иегова ҫинчен вӑл «анчах Ҫӳлти Турӑ» тенине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех Иегова ҫинчен кӑна пурне те тума пултаракан Турӑ тесе каланӑ (Пултарни 17:1). Пурне те тума пултаракан тени вӑл — Иегова чи вӑйлӑ пулнине пӗлтерет. Унӑн вӑйӗпе никам та танлашаймасть, унӑн хӑватне никам та ирттереймест. Иегова ҫинчен 1 Тимофей 1:17-мӗшӗнче «Ӗмӗрсенӗн... Патши» тесе каланӑ. «Ӗмӗрсенӗн Патши» тени Иеговӑна ҫитекенни ҫуккине тепӗр енчен уҫса парать. Вӑл анчах яланах пулнӑ. Псалом 89:2-мӗшӗнче: «Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех — Турӑ»,— тесе каланӑ. Ҫак шухӑш тӗлӗнтерсе ҫӳҫентерсех ярать, ҫапла мар-и?

17 Ҫавӑн пекех Иегова ҫинчен кӑна пӗртен-пӗр Пултаракан тенӗ. Ӳлӗмхи 4:11-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Эй Турӑ, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, пурте Сан ирӗкӳпе пулнӑ». Шухӑшласа пӑх кӑна: куҫа курӑнман ангелсем, каҫхи тӳпери ҫӑлтӑрсем, ҫимӗҫ паракан йывӑҫсем, юханшывсемпе океансенчи пулӑсем,— ҫаксене пурне те Иегова, пире Пултаракан, тунӑ!

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛАТЬ-И?

18. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Турӑпа нихӑҫан та ҫывӑхланма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ, анчах Библи мӗне вӗрентет?

18 Иеговӑн аслӑлӑхӗпе чапӗ ҫинчен вуланӑ май ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене мӗскӗн пек туяҫҫӗ. Турӑ вӗсенчен ҫав тери ҫӳллӗ те чаплӑ пулнӑран вӗсем Турӑпа нихӑҫан та ҫывӑхланма пултараймастпӑр е Турӑшӑн вӗсем никам та мар тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ тӗрӗс-и? Библи пачах урӑхла вӗрентет. Унта Иегова «пурсӑмӑра та ҫывӑх тӑрать» тесе каланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27). Библи пире ак ҫакна тума хистет: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сире ҫывӑх тӑрӗ» (Иаков 4:8).

19. а) Турӑпа ҫывӑхланас тесен мӗн тумалла тата ҫакӑ сана мӗнле усӑ парать? ӑ) Турӑра сана уйрӑмах мӗн килӗшет?

19 Турӑпа мӗнле ҫывӑхланма пулать? Эсӗ халӗ мӗн тӑватӑн, ҫавна малалла туса пыр — Турӑ ҫинчен пӗлсе пыр. Иисус каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗр чӑн Турра, тата Ху янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Ҫапла, Иеговӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлсе пыни «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» патне илсе пырать тесе Библи вӗрентет! Кӑшт маларах «Турӑ Вӑл юрату» тесе каланӑччӗ ӗнтӗ (1 Иоанн 4:16). Юратусӑр пуҫне Иеговӑн тата нумай лайӑх, чуна илӗртекен енсем пур. Сӑмахран, Библире Иегова ҫинчен «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ» тесе каланӑ (Тухни 34:6). Иегова ҫылӑхсене каҫарма хатӗр (Михей 7:18). Турӑ нумайччен тӳссе тӑрать (2 Петр 3:9). Вӑл хӑйне чунтан парӑнса ӗҫлекенсене нихӑҫан та пӑрахмасть (Псалом 93:14). Библие вуласа пынӑҫемӗн эсӗ Иеговӑн ҫак лайӑх енӗсене кӑна мар, ҫавӑн пекех ытти чаплӑ енӗсене те вӑл мӗнле кӑтартнине курӑн.

20—22. а) Эпир Турра курма пултарайманни унпа ҫывӑхланма чӑрмантарать-и? Ӑнлантарса пар. ӑ) Хӑшӗ-пӗрисем сана лайӑх тӑвас тесех мӗн тума пултарӗҫ, анчах та санӑн мӗн тумалла?

20 Турра эпир курма пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен вӑл куҫа курӑнман Сывлӑш (Иоанн 1:18; 4:24; 1 Тимофей 1:17). Анчах Библие вӗреннӗҫемӗн эсӗ Иегова мӗнле Турӑ пулнине пӗлсе пырӑн. Псаломра каланӑ пек, эсӗ Туррӑн «илемне курса тӑма» пултарӑн (Псалом 26:4; Рим 1:20). Эсӗ Иегова ҫинчен пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пынӑ май Турӑ чӑн-чӑнах пуррине ӗненнӗҫемӗн ӗненсе пырӑн. Ҫавна пула санӑн юрату ун патне ӳснӗҫемӗн ӳссе пырӗ, вара эсӗ Турӑпа ҫывӑхланса пырӑн.

Ашшӗ хӑйӗн ачисене юратнӑ пекех пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пире ҫав тери юратать

21 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, мӗншӗн Библи Иегова пирки Атте тесе каланине ӑнланма пуҫлӑн (Матфей 6:9). Вӑл пире пурнӑҫ панӑ кӑна мар тата, юратакан ашшӗ ачисене телейлӗ тума тӑрӑшнӑ пек, пире телейлӗ тӑвасшӑн (Псалом 35:10). Ҫавӑн пекех ҫынсем Иеговӑн тусӗсем пулма пултараҫҫӗ тесе Библи вӗрентет (Иаков 2:23). Шухӑшласа пӑх кӑна: эсӗ ҫут тӗнчене Пултаракан Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!

22 Тен, хӑш-пӗр ҫынсем сана лайӑх тӑвас тесех Библи ан вӗрен теме пултарӗҫ. Вӗсем атте-аннесем тытса тӑракан тӗне эсӗ улӑштарма пултарасран пӑшӑрханаҫҫӗ. Анчах Турӑпа туслашма кам та пулин чӑрмантарать пулсан, ӑна ҫакна тума ирӗк ан пар, мӗншӗн тесен Турӑ санӑн чи ҫывӑх Тус пулма пултарать.

23, 24. а) Мӗншӗн вӗренсе пынӑ май ыйтусем пама вӑтанмалла мар? ӑ) Тепӗр сыпӑкра эпир мӗн ҫинчен пӗлӗпӗр?

23 Паллах, пурне те тӳрех ӑнланма ҫук. Ҫавӑнпа та пулӑшу ыйтма вӑтанса ан тӑр. Ҫакна тумашкӑн хӑвна кӑшт кӗҫӗне хумалла кӑна. Хамӑра пӗчӗк ачасем пек кӗҫӗне хуни питӗ лайӑх тенӗ Иисус (Матфей 18:2—4). Ачасем питӗ нумай ыйтусем панине эпир пӗлетпӗр. Турӑ сана хӑвна канӑҫ паман ыйтусен хуравӗсене шыраса туптарасшӑн. Турӑ ҫинчен пӗлме тӑрӑшакан ҫынсем пирки Библире мухтаса каланӑ. Мӗн вӗренни чӑнлӑх пулнине пӗлмешкӗн вӗсем ҫав вӗрентӳсене Турӑ Ҫырӑвӗ тӑрӑх тӗплӗн тӗрӗсленӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:11 вуласа парӑр.)

24 Иегова ҫинчен пӗлмелли чи лайӑх меслет вӑл — Библи вӗренесси. Вӑл ытти пур кӗнекерен те уйрӑлса тӑрать. Мӗнпе? Ун пирки тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.

^ Туррӑн ячӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен тата унӑн ятне тӗрӗс мӗнле каламалли ҫинчен ытларах Хыҫсӑмахра, 195—197 страницӑсенче, ҫырса панинчен пӗлме пулать.