Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

110-МӖШ КАЛАВ

Тимофей — Павелӑн ҫӗнӗ пулӑшаканӗ

Тимофей — Павелӑн ҫӗнӗ пулӑшаканӗ

ПАВЕЛ апостолпа юнашар Тимофе́й ятлӑ ҫамрӑк тӑрать. Вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе Листрӑра́ пурӑнать. Унӑн амӑшне Евни́ка, асламӑшне Лои́да тесе чӗнеҫҫӗ.

Акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут Павел Листрӑра́ чарӑнса тӑрать. Павелпа Варна́ва ҫак хулара пӗрремӗш хут ҫулталӑка яхӑн каялла ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне пулнӑ. Халӗ Павел хӑйӗн Си́ла тусӗпе килнӗ.

Павел Тимофее́ мӗн каланине пӗлетӗн-и? «Манпа тата Силӑпа пӗрле каяс килет-и?— ыйтать Тимофейра́н Павел.— Эсӗ пире аякри ҫӗрсенчи ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пулӑшма пултаратӑн».

— Юрать,— хуравлать Тимофе́й.— Манӑн сирӗнпе каяс килет.— Кӗҫех Тимофе́й хӑйӗн ҫемьине хӑварать те Павелпа тата Силӑпа пӗрле каять. Вӗсем ҫӳренӗ вырӑнсем ҫинчен пӗлес умӗн Павелпа унччен мӗн пулса иртнине пӗлӗпӗр. Дама́ск хулине каякан ҫул ҫинче ӑна Иисус курӑннӑранпа 17 ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ.

Астӑватӑн-и, Павел Дамаска́ Иисусӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрлеме кайнӑччӗ, халӗ вара вӑл хӑй унӑн вӗренекенӗ! Каярахпа хӑш-пӗр тӑшманӗсем Павела вӗлерме шут тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Павел Иисус ҫинчен вӗрентни килӗшмест. Вӗренекенсем Павела тарма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем ӑна карҫинкка ҫине лартса хула хӳми ҫинчен антараҫҫӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Павел Антиохийӑна́ ырӑ хыпар каласа ҫӳреме каять. Шӑп ҫак хулара Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗрремӗш хут христиансем тесе чӗнме пуҫланӑ. Кайран Антиохийӑра́н Павелпа Варнавӑна миссионер пулса вӗрентсе ҫӳреме аякри ҫӗршывсене яраҫҫӗ. Вӗсем кайса ҫӳренӗ хуласенчен пӗринче, Листрӑра́, Тимофе́й пурӑнать.

Акӑ пӗр ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Павел иккӗмӗш хут миссионер пулса вӗрентсе ҫӳренӗ чухне каллех Листрӑна́ килет. Павел, Сила тата вӗсемпе пӗрле тухнӑ Тимофе́й ӑҫта кайнине пӗлетӗн-и? Айта карта ҫине пӑхар та ҫав хӑш-пӗр вырӑнсемпе паллашар.

Малтанах вӗсем Листрӑпа́ юнашар вырнаҫнӑ Иконийӑна́ каяҫҫӗ, ун хыҫҫӑн Антио́хия ятлӑ иккӗмӗш хулана каяҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем Троадӑна́ хӑпараҫҫӗ, кайран Фили́ппы, Фессало́ника тата Ве́рия хулисене каяҫҫӗ. Афи́ны ятлӑ хулана ка́рта ҫинче куратӑн-и? Павел унта та ырӑ хыпар каласа ҫӳрет. Пӗр ҫул ҫурӑ хушши вӗсем Коринфра́ ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Юлашкинчен вӗсем кӑштах Ефесра́ чарӑнса тӑраҫҫӗ. Унтан вӗсем караппа Кесарийӑна́ таврӑнаҫҫӗ те Антиохийӑна́ каяҫҫӗ, Павел вара унта юлать.

Павела «ырӑ хыпар» каласа ҫӳреме тата христиансен ҫӗнӗ пухӑвӗсене йӗркелесе яма пулӑшмашкӑн Тимофе́й ҫӗршер-ҫӗршер ҫухрӑм ҫӳрет. Ҫитӗнсе ҫитсен эсӗ те Тимофей пекех Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пулӑн-ши?