78-МӖШ КАЛАВ
Алӑ стена ҫине ҫырать
МӖН пулса иртет кунта? Ҫак ҫынсем пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑваҫҫӗ. Вавило́н патши хӑнана пин чаплӑ ҫынна чӗннӗ. Вӗсем Иерусалимри́ Иеговӑн храмӗнчен илсе килнӗ ылтӑн тата кӗмӗл савӑт-сапасенчен ӗҫеҫҫӗ. Анчах кӗтмен ҫӗртен сывлӑшра ҫын алли курӑнса каять те стена ҫине ҫырма пуҫлать. Пурте хӑраса ӳкеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра Навуходоносо́рӑн мӑнукӗ Валтаса́р патшара ларать. Вӑл хӑйӗн патне ӑслӑ ҫынсене чӗнсе килме хушать. «Кам ҫак ҫырса хунине вуласа ӑнлантарса парать,— тесе калать патша,— ҫавна нумай парне парӗҫ тата патшалӑхра виҫҫӗмӗш пуҫлӑх тӑвӗҫ». Ӑслӑ ҫынсенчен пӗри те стена ҫине ҫырса хунине вуласа пама та, ӑнлантарса пама та пултараймасть.
Шавланине илтсен патша амӑшӗ апат ҫимелли пысӑк пӳлӗме кӗрет. «Тархасшӑн, ун пекех ан хӑра,— тесе калать вӑл патшана.— Санӑн патшалӑхунта сӑваплӑ турӑсене пӗлекен ҫын пур. Санӑн аслаҫу Навуходоно́сор патшара ларнӑ чухне вӑл ӑна пур ӑслӑ ҫынсен пуҫлӑхӗ тунӑ. Ӑна Дании́л тесе чӗнеҫҫӗ. Ӑна чӗнсе кил те, вара вӑл ҫакӑ мӗне пӗлтернине пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ».
Ҫавӑнпа та Даниила́ тӳрех чӗнсе килеҫҫӗ. Дании́л парнесене илме килӗшмест, ун хыҫҫӑн вӑл Иегова Навуходоносора́, Валтаса́р аслашшӗне, пӗррехинче мӗншӗн патшаран кӑларса яни ҫинчен каласа парать. «Вӑл ытла та мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ,— тесе калать Дании́л.— Ҫавӑншӑн Иегова ӑна наказани панӑ».
— Эсӗ вара,— Дании́л калать Валтасара́,— Навуходоносорпа́ мӗн пулса тухнине пурне те пӗлнӗ, ҫапах та мӑнкӑмӑлланса кайрӑн. Эсӗ Иегова храмӗнчен савӑт-сапасене илтӗн те вӗсенчен ӗҫрӗн. Йывӑҫран тата чултан тунӑ турӑсене эсӗ мухтарӑн, анчах Аслӑ Пултаракана чысламарӑн. Акӑ мӗншӗн Турӑ хушнипе алӑ ҫак сӑмахсене ҫырса хунӑ.
Акӑ кунта мӗн ҫырса хунӑ,— тет Дании́л,— “МЕ́НЕ, МЕ́НЕ, ТЕ́КЕЛ тата УПАРСИ́Н”.
МЕ́НЕ тени Турӑ сан патшалӑхӑн кунӗсене шутласа хунине тата вӗсене пӗтермелле тунине пӗлтерет. ТЕ́КЕЛ тени сана виҫе ҫинче виҫсе пӑхнине тата эсӗ ниме юрӑхсӑр пулнине пӗлтерет. УПАРСИ́Н тени санӑн патшалӑхна Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисене панине пӗлтерет.
Дании́л калаҫнӑ вӑхӑтра Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисем Вавило́н ҫине тапӑннӑ. Вӗсем хулана ҫӗнсе илеҫҫӗ те Валтасара́ вӗлереҫҫӗ. Стена ҫине ҫырса хуни ҫав каҫах пурнӑҫланать! Халӗ вара Изра́иль ҫыннисемпе мӗн пулӗ-ши? Ун ҫинчен каярахпа пӗлӗпӗр, анчах малтан Даниилпа́ мӗн пулса тухнине пӑхса тухӑпӑр.
Даниил 5:1—31.