59-МӖШ КАЛАВ
Мӗншӗн Давидӑн тарма тивет
ДАВИ́Д Голиафа́ вӗлерсен, Авени́р, Изра́илӗн ҫар пуҫлӑхӗ, ӑна Сау́л патне илсе пырать. Сау́л Давидпа́ питӗ кӑмӑллӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн ҫарӗн пуҫлӑхӗсенчен пӗри пулма лартать тата патша ҫуртӗнче пурӑнма хӑварать.
Каярахпа, ҫар филистимсемпе ҫапӑҫса таврӑннӑ чухне, хӗрарӑмсем юрлаҫҫӗ: «Сау́л пиншер вӗлернӗ, Дави́д вара — вуншар пин». Давида́ хӑйӗнчен ытларах чысланӑшӑн Сау́л кӗвӗҫет. Анчах Сау́л ывӑлӗ Ионафа́н ӑна кӗвӗҫмест. Вӑл Давида́ хытӑ юрата́ть, Дави́д та ӑна ҫавӑн пекех юратать. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗрне яланлӑхах туссем пулӑпӑр тесе сӑмах параҫҫӗ.
Дави́д арфӑпа ӑста вылять, Саула́ вара унӑн кӗвви килӗшет. Анчах пӗррехинче Сау́л кӗвӗҫнине пула тискер ӗҫ тӑвать. Дави́д арфӑпа вылянӑ чухне Сау́л сӑнӑ илет те: «Эпӗ Давида́ стена ҫумне тӑрӑнтарса лартӑп!» — тесе перет. Анчах Дави́д пӑрӑнать те, сӑнӑ ӑна лекмест. Тепрехинче Сау́л каллех Дави́д ҫине сӑнӑ перет, анчах лектереймест. Вара Дави́д питӗ асӑрханса ҫӳремеллине ӑнланать.
Сау́л мӗн тума сӑмах панине астӑватӑн-и? Кам Голиафа́ вӗлерет, ҫавна хӑйӗн хӗрне качча паратӑп тесе каланӑ вӑл. Юлашкинчен Сау́л Давида́ хӑйӗн хӗрне Мелхолӑна́ качча илӗн тесе калать, анчах унӑн малтан Филистим-тӑшманӗсенчен 100-ӗшне вӗлермелле. Шутласа пӑх кӑна! Сау́л, чӑннипе, филистимсем Давида́ вӗлерӗҫ тесе шанса тӑрать. Анчах вӗсем Давида́ вӗлермеҫҫӗ, вара Сау́л хӑйӗн хӗрне Давида́ качча парать.
Пӗррехинче Сау́л Ионафана́ тата хӑйӗн тарҫисене Давида́ вӗлересшӗн пулнине пӗлтерет. Анчах Ионафа́н ашшӗне калать: «Давида́ сиен ан ту. Вӑл сана япӑххи нимӗн те туман. Пачах урӑхла, вӑл сана яланах пулӑшса тӑчӗ. Голиафа́ вӗлернӗ чухне вӑл хӑйӗн пурнӑҫне шеллемерӗ, эсӗ ҫакна курсан савӑнтӑн».
Сау́л ывӑлне итлет те Давида́ сиен тумӑп тесе сӑмах парать. Давида́ каялла илсе килеҫҫӗ, вара вӑл унчченхи пекех Сау́л килӗнче ӗҫлет. Анчах пӗррехинче Дави́д кӗвӗ выляса ларнӑ чухне Сау́л ун ҫине каллех сӑнӑ перет. Дави́д пӑрӑнать те, сӑнӑ стенана тӑрӑнать. Ҫакӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут пулчӗ! Халӗ вара Дави́д тармаллине ӑнланса илет!
Ҫав каҫах Дави́д хӑйӗн килне каять. Анчах Сау́л ӑна вӗлерме ун хыҫҫӑн темиҫе ҫынна ярать. Мелхо́ла хӑйӗн ашшӗ мӗн тума шут тытни ҫинчен пӗлет. Ҫавӑнпа та вӑл упӑшкине калать: «Эсӗ паянхи каҫ тармасассӑн ыран чӗрӗ юлмӑн». Ҫав каҫах Мелхо́ла Давида́ чӳречерен тарма пулӑшать. Сау́л ӑна ан туптӑр тесе Дави́дӑн ҫичӗ ҫула яхӑн пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳресе пытанса пурӑнма тивет.
1 Самуил 18:1—30; 19:1—18.