Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ КАЛАВ

Лотӑн арӑмӗ ҫаврӑнса пӑхнӑ

Лотӑн арӑмӗ ҫаврӑнса пӑхнӑ

ЛОТПА́ унӑн ҫемйи Авраампа́ пӗрле Ханаа́н ҫӗрӗнче пурӑннӑ. Пӗррехинче Авраа́м Лота́ каланӑ: «Кунта пирӗн чӗрчунсем валли ҫӗр ҫителӗклӗ мар. Тархасшӑн, айта уйрӑлатпӑр. Эсӗ пӗр еннелле кайсан, эпӗ вара тепӗр еннелле кайӑп».

Лот ҫӗре тавралла пӑхса илнӗ. Вара вӑл питӗ илемлӗ вырӑн курнӑ: унта шыв юхса выртнӑ тата чӗрчунсем валли ешӗл курӑк нумай пулнӑ. Ҫакӑ Иорда́н таврашӗ пулнӑ. Вара Лот хӑйӗн ҫемйипе тата пӗтӗм чӗрчунӗпе ҫав вырӑна куҫса кайнӑ. Юлашкинчен вӗсем Содо́м хулинче пурӑнма пуҫланӑ.

Содо́м ҫыннисем питӗ усал пулнӑ. Лот ырӑ ҫын пулнӑ пирки ҫакӑ ӑна питӗ кулянтарнӑ. Ҫакӑ Турра та кулянтарнӑ. Юлашкинчен Турӑ усал ӗҫсемшӗн Содома́ тата ҫумри Гомо́рра хулине пӗтерме шут тытнине Лота пӗлтерес тесе икӗ ангела янӑ.

Ангелсем Лота́ хушнӑ: «Васка, хӑвӑртрах! Хӑвӑн арӑмупа икӗ хӗрне ил те кунтан тухса кай!» Лотпа́ унӑн ҫемйи питех васкаман, ҫавӑнпа та ангелсен вӗсене аллисенчен тытса хуларан илсе тухма тивнӗ. Ун хыҫҫӑн пӗр ангелӗ каланӑ: «Ҫӑлӑнӑр! Хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑхӑр. Вилес мар тесен ту ҫине тарса хӑтӑлӑр».

Лотпа́ унӑн хӗрӗсем итленӗ те Содомра́н тухса тарнӑ. Вӗсем пӗр самантлӑха та чарӑнса тӑман тата хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхман. Анчах Лот арӑмӗ итлемен. Вӗсем Содомра́н пӑртак аякка кайсан, Лот арӑмӗ чарӑнса тӑнӑ та хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхнӑ. Вара тӳрех тӑвар юпа пулса тӑнӑ. Эсӗ ӑна ӳкерчӗк ҫинче куратӑн-и?

Эпир ҫакӑнтан лайӑххине вӗренме пултаратпӑр. Ҫакӑ пире Турӑ хӑйне итлекенсене ҫӑлнине тата хӑйне итлеменнисене пӗтерессине кӑтартса парать.

Пултарни 13:5—13; 18:20—33; 19:1—29; Лука 17:28—32; 2 Петр 2:6—8.