Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ПАЙӖ

Пӗтӗм ҫӗре шыв илнинчен пуҫласа Египетран ирӗке тухиччен

Пӗтӗм ҫӗре шыв илнинчен пуҫласа Египетран ирӗке тухиччен

Сакӑр ҫын кӑна пӗтӗм ҫӗре шыв илнине пурӑнса ирттернӗ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен шучӗ нумай пин таран ӳссе кайнӑ. Пӗтӗм тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн 352 ҫул иртсен Авраа́м ҫуралнӑ. Турӑ Авраама́ Исаа́к ятлӑ ывӑл парса хӑй сӑмах панине мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Тата кайран Турӑ Исаа́кӑн икӗ ывӑлӗнчен Иакова́ мӗнле суйласа илнине пӗлӗпӗр.

Иа́ковӑн пысӑк ҫемье пулнӑ: 12 ывӑл тата темиҫе хӗр. Иа́ковӑн вунӑ ывӑлӗ хайсен шӑллӗне Иосифа́ курайми пулса ҫитнӗ те ӑна Египета́ чуралӑха сутса янӑ. Каярахпа Ио́сиф Египетра́ паллӑ пуҫлӑх пулса тӑнӑ. Хаяр выҫлӑх ҫитсен, Ио́сиф хӑйӗн пиччӗшӗсен чӗри улшӑннипе улшӑнманнине пӗлес тесе вӗсене тӗрӗсленӗ. Юлашкинчен Иа́ковӑн пӗтӗм ҫемйи — вӗсене тата Изра́иль ҫыннисем тесе чӗннӗ — Египета́ куҫса кайнӑ. Ҫакӑ Авраа́м ҫуралнӑ хыҫҫӑн 290 ҫултан пулса иртнӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн 215 ҫул хушши Изра́иль ҫыннисем Египетра́ пурӑннӑ. Ио́сиф вилнӗ хыҫҫӑн вӗсем унта чурасем пулса тӑнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Моисе́й ҫуралнӑ, вара Турӑ унпа усӑ курса Изра́иль халӑхне Египетра́н ирӗке кӑларнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ИККӖМӖШ пайне 857 ҫул хушшинче мӗн пулса иртни кӗрет.

 

ҪАК УЙРӐМРА

11-МӖШ КАЛАВ

Пӗрремӗш асамат кӗперӗ

Асамат кӗперне курсан санӑн мӗн пирки аса илмелле?

12-МӖШ КАЛАВ

Ҫынсем ҫӳллӗ башня тӑваҫҫӗ

Ҫынсем ҫӳллӗ башня туни Турра килӗшмен, ҫавӑнпа вӑл вӗсене наказани панӑ. Ҫав наказани паянхи кун та ҫынсем ҫине витӗм кӳрет.

13-МӖШ КАЛАВ

Авраам — Туррӑн тусӗ

Мӗншӗн Авраам хӑйӗн чаплӑ килне хӑварса мӗн виличченех чатӑрта пурӑннӑ?

14-МӖШ КАЛАВ

Турӑ Авраамӑн ӗненӗвне тӗрӗслет

Мӗншӗн Турӑ Авраама Исаака парне пек кӳме хушнӑ?

15-МӖШ КАЛАВ

Лотӑн арӑмӗ ҫаврӑнса пӑхнӑ

Лот арӑмӗпе мӗн пулса тухнинчен эпир нумай мӗне вӗренме пултаратпӑр.

16-МӖШ КАЛАВ

Исаак лайӑх арӑм илет

Ревекка хӑй хитре пулнӑран Исаакшӑн лайӑх арӑм пулнӑ-и е темскер урӑххи ӑна лайӑх арӑм пулма пулӑшнӑ?

17-МӖШ КАЛАВ

Пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан йӗкӗрешсем

Вӗсен ашшӗ, Исаак, Исава хытӑрах юратнӑ, амӑшӗ, Ревекка — Иакова.

18-МӖШ КАЛАВ

Иаков Харрана каять

Иаков Рахиле юратнӑ пулсан та, малтан Лийӑна качча илнӗ.

19-МӖШ КАЛАВ

Иаковӑн пысӑк ҫемйи

Израилӗн 12 йӑхне ятсем панӑ чухне ӑна Иаковӑн 12 ывӑлӗн ячӗсене панӑ-и?

20-МӖШ КАЛАВ

Дина инкеке лекет

Япӑх туссене суйлани Динӑна инкек патне илсе ҫитерет.

21-МӖШ КАЛАВ

Пиччӗшӗсем Иосифа кураймаҫҫӗ

Мӗншӗн пиччӗшӗсенчен хӑшӗ-пӗри Иосифа вӗлересшӗн пулнӑ?

22-МӖШ КАЛАВ

Иосифа тӗрмене хупаҫҫӗ

Вӑл тӗрмене саккуна пӑснӑшӑн мар, тӗрӗс тума тӑрӑшнӑшӑн лекнӗ.

23-МӖШ КАЛАВ

Фараон тӗлӗкӗсем

Ҫичӗ ӗнепе ҫичӗ пучах хушшинче пӗрпеклӗх пур.

24-МӖШ КАЛАВ

Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене тӗрӗслет

Иосиф хӑйне пиччӗшӗсем чуралӑха сутса янӑ хыҫҫӑн вӗсем улшӑннипе улшӑнманнине мӗнле пӗлӗ-ши?

25-МӖШ КАЛАВ

Ҫемье Египета куҫса каять

Мӗншӗн Иаков ҫемйинчи ҫынсене израильтянсем тесе чӗнеҫҫӗ?

26-МӖШ КАЛАВ

Иов Турра шанчӑклӑ

Иов хӑйӗн пурлӑхне ҫухатать, унӑн пур ачи те вилет тата вӑл йывӑр чирпе чирлеме пуҫлать. Иова Турӑ наказани панӑ-и?

27-МӖШ КАЛАВ

Египета усал патша тытса тӑрать

Мӗншӗн вӑл хӑйӗн тарҫисене израильтянсен тин ҫеҫ ҫуралнӑ арҫын ачисене вӗлерме хушать?

28-МӖШ КАЛАВ

Тин ҫуралнӑ Моисей мӗнле ҫӑлӑннӑ

Моисей амӑшӗ тин ҫеҫ ҫуралнӑ арҫын ачасене вӗлерме хушакан саккуна пӑхӑнас мар тесе пӗр май шыраса тупнӑ.

29-МӖШ КАЛАВ

Мӗншӗн Моисей тарнӑ

Моисей 40 ҫулта пулнӑ чухне вӑл хӑйӗн пирки израильтянсене чуралӑхран хӑтарма хатӗр тесе шутланӑ, анчах та ку ҫапла пулман.

30-МӖШ КАЛАВ

Ҫунакан тӗмӗ

Турӑ Моисее хӑватлӑ ӗҫсем кӑтартса израильтянсене Египетран илсе тухма вӑхӑт ҫитрӗ тесе калать.

31-МӖШ КАЛАВ

Моисейпа Аарон фараон патне пыраҫҫӗ

Мӗншӗн фараон Моисее итлесшӗн мар тата израильтянсене ярасшӑн мар?

32-МӖШ КАЛАВ

10 асап

Турӑ Египет ҫине 10 асап янӑ, мӗншӗн тесен кутӑн фараон израильтянсене ярасшӑн пулман.

33-МӖШ КАЛАВ

Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫни

Моисей Турӑ панӑ вӑй-хӑватпа Хӗрлӗ тинӗс шывне уйӑрать. Израильтянсем тинӗс урлӑ типӗ ҫӗр тӑрӑх каҫаҫҫӗ.