Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ СЫПӐК

Кам вӑл Турӑ?

Кам вӑл Турӑ?

1, 2. Ҫынсем час-часах мӗнле ыйтусем параҫҫӗ?

АЧАСЕМ ыйтусем пама юратаҫҫӗ. Сӑмахран, эсир вӗсене мӗн те пулин каласа паратӑр, вӗсем вара: «Мӗншӗн?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Эсир ӑнлантарса пама тӑрӑшатӑр, анчах вӗсем пурпӗр: «Мӗншӗн?» — тесе ыйтаҫҫӗ.

2 Эпир ҫитӗнсе ҫитсен те ыйтусем пама пӑрахмастпӑр. Пирӗн тӗрлӗ ыйтусем пулма пултараҫҫӗ: эпир мӗн ҫиес, мӗн тӑхӑнас е мӗн илес тесе шухӑшлама пултаратпӑр. Е пире хамӑршӑн кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ыйтусем: пурнӑҫпа е пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем — хумхантарма пултараҫҫӗ. Эпир ҫав ыйтусен хуравӗсене тупаймасан, ҫав хуравсене шырама пӑрахма пултаратпӑр.

3. Мӗншӗн нумайӑшӗ хӑйсемшӗн кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене тупма май ҫук тесе шутлать?

3 Пирӗншӗн кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ыйтусем ҫине Библи хурав пама пултарать-и? Хӑш-пӗр ҫынсем пама пултарать теҫҫӗ, анчах та вӗсем Библие ӑнланма йывӑр тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе, ҫав ыйтусем ҫине священниксем е ятарлӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем кӑна хуравлама пултараҫҫӗ. Теприсем вара, ыйтусен хуравӗсене пӗлмеҫҫӗ пулин те, ыйтусем пама вӑтанаҫҫӗ. Эсир хӑвӑр мӗн шутлатӑр?

4, 5. Сире мӗнле ыйтусем интереслентереҫҫӗ? Мӗншӗн вӗсен хуравӗсене малалла та шырамалла?

4 Тен, эсир хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем паратӑр: «Мӗншӗн пурӑнатӑп эпӗ ҫак тӗнчере? Эпӗ вилсен, манпа мӗн пулать? Кам вӑл Турӑ?» Иисус, чаплӑ Вӗрентекен, ҫапла каланӑ: «Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире» (Матфей 7:7). Хӑвӑра ӗнентерекен хуравсене тупиччен ан парӑнӑр!

5 Чӑнах та, эсир шыратӑр пулсан, хуравӗсене Библире тупатӑрах (Ытарӑшсем 2:1—5). Ҫав ыйтусен хуравӗсене ӑнланма йывӑр мар. Библирен мӗн пӗлни халех сирӗн пурнӑҫа телейлӗрех тӑвӗ тата пуласлӑх пирки чаплӑ шанчӑк парӗ. Халӗ вара нумай ҫынна хумхантаракан ыйтӑва пӑхса тухар.

ТУРӐ ПИРЕ ЮРАТАТЬ-И Е ВӐЛ ХАЯР ТУРӐ?

6. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Турӑ ҫынсене юратмасть тесе шутлаҫҫӗ?

6 Нумайӑшӗ Турӑ ҫынсене юратмасть тесе шутлать, мӗншӗн тесен вӑл юратнӑ пулсан, тӗнчере пурнӑҫ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ теҫҫӗ вӗсем. Эпир вӑрҫӑсем пынине, ҫынсем пӗр-пӗрне курайманнине тата вӗсем хӗн-хур тӳснине куратпӑр. Ҫынсем чирлеҫҫӗ, асапланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисем ҫакӑн пек ыйту параҫҫӗ: «Турӑ пире юратать пулсан, мӗншӗн вӑл ҫаксене пурне те чарса лартмасть?»

7. а) Тата мӗншӗн ҫынсем Турӑ хаяр тесе шутлаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн эпир Турӑ усал ӗҫсемшӗн айӑплӑ мар тесе калама пултаратпӑр?

7 Ҫынсем Турӑ пирки хаяр тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакна вӗсем священниксенчен илтеҫҫӗ. Пӗр-пӗр инкек сиксе тухсан, священниксем ҫакӑ Турӑ ирӗкӗпе пулнӑ, Турӑ ҫавӑн пек тӑвасшӑн пулнӑ теҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем ҫавӑн пек каланипе хӗн-асапшӑн Турра айӑплаҫҫӗ. Анчах та Библире Турӑ нихӑҫан та усал тумасть тенӗ. Иаков 1:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Асап курнӑ чухне никам та: „мана Турӑ ҫапла сӑнать“ тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть». Ҫакӑ вӑл Турӑ усал ӗҫсене пулма ирӗк парать пулин те, хӑй вӑл нихӑҫан та усал тумасть тенине пӗлтерет. (Иов 34:10—12 вуласа парӑр.) Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.

8, 9. Мӗншӗн хамӑр йывӑрлӑхсемшӗн Турра айӑплани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Тӗслӗхшӗн ашшӗ-амӑшӗпе пурӑнакан ҫамрӑк ҫынна илер. Ашшӗ ӑна питӗ юратать тата вӑл хӑй вӑхӑтӗнче ӑна тӗрӗс йышӑнусем тума вӗрентнӗ. Пӗррехинче ҫав ҫамрӑк ҫын ашшӗне хирӗҫ кайма шут тытать те килтен тухса каять. Вӑл япӑх ӗҫсем тума тытӑнать, вара инкеке лекет. Эсир мӗн пулса иртнишӗн ашшӗне, вӑл ывӑлне килтен тухса кайма чарманшӑн, айӑпланӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Ҫук пуль! (Лука 15:11—13.) Ҫав ашшӗ пекех, Турӑ хӑйне ҫынсем итлеме пӑрахсан тата вӗсем усал ӗҫсем тума тытӑнсан, вӗсене чарса тӑман. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр инкек сиксе тухсан, ҫакна асра тытӑр: ҫавӑншӑн Турӑ айӑплӑ мар. Ӑна айӑплама хӑтланни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ.

9 Мӗншӗн Турӑ усаллӑха халӗ те чарса лартманнине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ҫак кӗнекен 11-мӗш сыпӑкӗнче ҫавӑн ҫинчен тӗплӗнрех каласа панӑ. Ҫакна шанса тӑрӑр: Турӑ пире юратать тата вӑл пирӗн йывӑрлӑхсемшӗн айӑплӑ мар. Тӗрӗссипе каласан, ҫав йывӑрлӑхсене вӑл кӑна татса пама пултарать (Исаия 33:2).

10. Мӗншӗн эпир Турӑ пӗтӗм усаллӑха пӗтерессе шанма пултаратпӑр?

10 Турӑ сӑваплӑ (Исаия 6:3). Вӑл мӗн тӑвать, ҫавсем пурте таса, пӗр кӑлтӑксӑр тата ырӑ. Ҫавӑнпа эпир ӑна шанма пултаратпӑр. Анчах та ҫынсем ун пек мар. Вӗсем хӑш-пӗр чухне усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Чи лайӑх пуҫлӑх та ҫынсем тунӑ пӗтӗм сиене пӗтерме пултараймасть. Ҫынсенчен никамӑн та Туррӑн пек вӑй-хӑват ҫук. Вӑл кӑна ҫынсем кӳнӗ сиене пурне те пӗтерӗ те ҫӗре усаллӑхран яланлӑхах тасатӗ. (Псалом 36:9—11 вуласа парӑр.)

ҪЫНСЕМ АСАПЛАННИНЕ КУРА ТУРӐ МӖН ТУЯТЬ?

11. Эсир асапланнине курсан, Турӑ мӗн туять?

11 Ҫак тӗнчере мӗн пулса иртнине кура тата сирӗн мӗн тӳссе ирттерме тивнине кура Турӑ мӗн туять? Библи Турӑ «тӳрӗлӗхе юратать» тесе вӗрентет (Псалом 32:5). Апла пулсан, вӑл ыррине юратать, усаллине кураймасть. Ҫынсене унӑн асаплантарас килмест. Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ ҫӗр ҫинче усал ӗҫсем нумайланса кайнине курсан, «Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ» (Пултарни 6:5, 6). Турӑ улшӑнман (Малахия 3:6). Библире Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшать тесе каланӑ. (1 Петр 5:7 вуласа парӑр.)

Библи ҫапла вӗрентет: Иегова — Ҫут тӗнчене Пултаракан

12, 13. а) Мӗншӗн эпир юратма пултаратпӑр тата ыттисем асапланнӑ чухне эпир мӗн туятпӑр? ӑ) Мӗншӗн эпир Турӑ пӗтӗм хӗн-асапа тата тӗрӗсмарлӑха пӗтерессе шанма пултаратпӑр?

12 Унсӑр пуҫне, Библире Турӑ пире хӑй евӗрлӗ тунӑ тесе каланӑ (Пултарни 1:26). Ҫакӑ вӑл Турӑ пире тунӑ чухне хӑйӗн лайӑх енӗсене пире панӑ тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та эпир ним айӑпсӑр ҫынсем асапланнине курса питӗ хытӑ кулянатпӑр пулсан, Турӑ тата хытӑрах хурланать паллах! Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

13 Библи «Турӑ — юрату вӑл» тесе вӗрентет (1 Иоанн 4:8). Вӑл мӗн тӑвать, ҫавсене пурне те юратнӑран тӑвать. Ҫавӑнпа та Турӑ юратнӑран эпир те юрататпӑр. Ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха: сирӗн ҫак тӗнчери хӗн-асапа тата тӗрӗсмарлӑха пӗтерме май пулчӗ пулсан, эсир ҫавна тунӑ пулӑттӑрччӗ-и? Паллах, тунӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесен эсир ҫынсене юрататӑр. Турӑ пирки вара мӗн калама пулать? Турӑ ҫынсене юратать кӑна мар, унӑн пӗтӗм хӗн-асапа тата тӗрӗсмарлӑха пӗтерме вӑй-хӑват та пур. Ҫавӑнпа та ҫакна шанӑр: Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ — вӗсем ҫинчен ҫак кӗнекен пуҫламӑшӗнче каланӑ — ҫавсем пурте пурнӑҫланаҫҫех! Анчах та ҫакна ӗненес тесен Турӑ ҫинчен лайӑхрах пӗлмелле.

ТУРӐ СИРЕ ХӐЙӖНПЕ ПАЛЛАШТАРАСШӐН

Эпир кампа та пулин туслашасшӑн пулсан, ӑна хамӑр ята калатпӑр. Турӑ та хӑйӗн ятне пире Библире каланӑ

14. Турӑ мӗн ятлӑ тата мӗншӗн ӑна ятран чӗнмелле?

14 Эсир кампа та пулин туслашасшӑн пулсан, ялан тенӗ пекех чи малтан мӗн тӑватӑр? Хӑвӑр ята калатӑр. Туррӑн вара ят пур-и? Тӗнсенчен нумайӑшӗнче ӑна «Турӑ» е «Ҫӳлхуҫа» теҫҫӗ, анчах ҫаксем ятсем мар. Ҫак сӑмахсем, «патша» е «президент» сӑмахсем пек, кам та пулин мӗнле вырӑн йышӑннине кӑтартса параҫҫӗ. Турӑ хӑйӗн ячӗ «Иегова» тесе калать. Псалом 83:18-мӗшӗнче (ҪТ) ҫапла каланӑ: «Эсӗ, Иегова ятлӑскер, пӗр эсӗ анчах пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Ҫӳлти Турӑ пулнине ҫынсем пӗлсе тӑччӑр». Ҫак ят Библире пин-пин хут тӗл пулать. Иегова пире хӑйӗн ятне пӗлтересшӗн ҫеҫ мар, вӑл пире хӑйне ҫав ятпа чӗнтересшӗн те. Сире хӑйӗн тусӗ тӑвас тесе вӑл хӑйӗн ятне пӗлтернӗ.

15. «Иегова» текен ят мӗне пӗлтерет?

15 Турӑ ячӗн, «Иегова» текен ятӑн, пӗлтерӗшӗ питӗ тарӑн. Ҫак ят Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те тума пултарнине тата хӑйӗн пур тӗллевне те пурнӑҫа кӗртме пултарнине пӗлтерет. Ӑна никам та, нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. Иегова кӑна ҫак ята илме тивӗҫлӗ *.

16, 17. Ҫак титулсем: а) «Пурне те Тума Пултаракан Турӑ», ӑ) «ӗмӗрлӗх Патши» тата б) «Пултаракан» — мӗне пӗлтереҫҫӗ?

16 Пултарни 35:11-мӗшӗнче Иегова пирки «Пурне те [«Тума», ҪТ] Пултаракан Турӑ» тенӗ. «Пурне те Тума Пултаракан» текен титул мӗне пӗлтерет? Ҫакӑ Ҫут тӗнчере Иегова пек вӑйли урӑх никам та ҫук тенине пӗлтерет. 1 Тимофей 1:17-мӗшӗнче (ҪХ) Иегова пирки «ӗмӗрлӗх Патши» тенӗ. Ҫакӑ вӑл Иеговӑн пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫуккине, вӑл яланах пулнине пӗлтерет. Псалом 89:2-мӗшӗнче Турӑ «ӗмӗр-ӗмӗрех» тенӗ. Ҫакӑ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет!

17 Иегова пирки кӑна Пултаракан теме пулать. Ӳлӗмхине 4:11-мӗшӗнче эпир ҫапла вулатпӑр: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать». Тӳпери ангелсене, ҫӑлтӑрсемпе планетӑсене, йывӑҫсемпе чечексене, пулӑсемпе вӗҫен кайӑксене — ҫаксене пурне те Иегова тунӑ.

ТУРРӐН ТУСӖ ПУЛМА ПУЛАТЬ-И?

18. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Турӑпа туслашма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ? Турӑпа туслӑ пуласси пирки Библи мӗн калать?

18 Хӑш-пӗрисем, Иеговӑн паха енӗсем ҫинчен пӗлсен, ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Турӑ ҫав тери вӑйлӑ, ҫав тери аслӑ тата питӗ аякра, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна ним тума та кирлӗ мар». Вӗсем Турӑпа ҫывӑхланма май пурри пирки шухӑшлама та хӑраҫҫӗ. Анчах та Турӑ ҫынсем хӑйӗнпе туслашма хӑраччӑр тет-и? Ҫук. Иегова пирӗнпе ҫывӑх пуласшӑн. Библире «Турӑ пирӗнтен кашнинчен инҫех те мар» тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27, ҪХ). Турӑ сире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарасшӑн, хӑй енчен вара вӑл сирӗнпе ҫывӑхланма сӑмах парать (Иаков 4:8).

19. а) Туррӑн тусӗ пулас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? ӑ) Пуринчен ытла сире Иеговӑн паха енӗсенчен хӑшӗ килӗшет?

19 Туррӑн тусӗ пулас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Иисус каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Туррӑн тусӗ пулас тесен ун ҫинчен тата Иисус Христос ҫинчен пӗлсе пымалла. Ҫапла эсир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултаратӑр. Эпир унччентерех ҫакна пӗлтӗмӗр: «Турӑ — юрату вӑл» (1 Иоанн 4:16). Унсӑр пуҫне, унӑн тата нумай лайӑх енсем пур. Библи пире Иегова «уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ» тесе пӗлтерет (Псалом 85:15). Иегова «каҫарма юратакан, ырӑ... Турӑ» (Неемия 9:17). Турӑ тӳсӗмлӗ тата шанчӑклӑ (2 Петр 3:9; 1 Коринф 1:9). Библие вуланӑҫемӗн эсир унӑн паха енӗсем ҫинчен нумайрах пӗлсе пыма пултаратӑр.

20—22. а) Турра курма май ҫук пулсан, мӗнле-ха унпа туслашма пулать? ӑ) Кам та пулин сире Библи вӗренме пӑрах теме пуҫларӗ пулсан, мӗн тумалла?

20 Турра курма май ҫук пулсан, мӗнле-ха унпа туслашма пулать? (Иоанн 1:18; 4:24; 1 Тимофей 1:17.) Библие вуланӑ май эсир Иегова мӗнле Турӑ пулнине пӗлсе пыратӑр (Псалом 26:4; Рим 1:20). Эсир Иегова ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах ӑна юратма пуҫлатӑр, вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн тусӗ пулса тӑратӑр.

Ашшӗсем хӑйсен ачисене питӗ юратаҫҫӗ, анчах та ҫӳлти Аттен юратӑвӗ тата вӑйлӑрах

21 Эсир Иегова пирӗн Атте пулнине ӑнланса илетӗр (Матфей 6:9). Вӑл пире пурнӑҫ панисӗр пуҫне телейлӗ пурнӑҫпа та пурӑнтарасшӑн. Юратакан ашшӗ хӑйӗн ачисемшӗн шӑп ҫавна туса парасшӑн та (Псалом 35:10). Эппин, Библи Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пулать тесе вӗрентет (Иаков 2:23). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова, Ҫут тӗнчене Пултаракан, сире хӑйӗн тусӗ тӑвасшӑн!

22 Хӑш-пӗр ҫынсем сире Библи вӗренме пӑрах теме пултарӗҫ. Тен, вӗсем эсир хӑвӑр тӗнрен тухса кайма пултарасран хӑраҫҫӗ. Хӑвӑра Иеговӑн тусӗ пулса тӑма никама та чӑрмантарма ан парӑр. Вӗт Иегова пек чи лайӑх Тус урӑх ҫук.

23, 24. а) Мӗншӗн ыйтусем пама вӑтанса тӑмалла мар? ӑ) Тепӗр сыпӑкра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

23 Библи вӗреннӗ чухне сире хӑш-пӗр япаласем ӑнланмалла мар пек туйӑнма пултарӗҫ. Ӑнланас тесе ыйтусем парӑр тата пулӑшу ыйтӑр. Иисус пирӗн ачасем пек пулмалла, урӑхла каласан, хамӑра кӗҫӗне хумалла тесе каланӑ (Матфей 18:2—4). Ачасем ыйтусем пама вӑтанса тӑмаҫҫӗ. Турӑ пире хамӑр ыйтусен хуравӗсене туптарасшӑн. Ҫавӑнпа Библие тӑрӑшса вӗренӗр, ҫапла эсир Библирен илнӗ пӗлӳсем чӑнлӑх пулнине ӑнланса илетӗр. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:11 вуласа парӑр.)

24 Иегова ҫинчен пӗлмелли чи лайӑх май вӑл — Библи вӗренесси. Тепӗр сыпӑкран эпир Библи ытти кӗнекесенчен уйрӑлса тӑнине пӗлӗпӗр.

^ 15 абз. Сирӗн Библире Туррӑн ячӗ «Иегова» ҫук пулсан, ҫак ят мӗне пӗлтерни ҫинчен тата ӑна мӗнле каламалли ҫинчен нумайрах пӗлес тесе 1-мӗш Хыҫсӑмаха вулӑр.