7-МӖШ СЫПӐК
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!
1—3. Эпир пурте мӗнле «тӗрмере» ларатпӑр тата Иегова пире ирӗке мӗнле кӑларӗ?
СӐМАХРАН, сире хӑвӑр туман преступленишӗн мӗн виличчен тӗрмере ларӑн тесе каларӗҫ тейӗпӗр. Акӑ ӗнтӗ, эсир тӗрмере ларатӑр, унтан тухма сирӗн нимле шанчӑк та ҫук. Эсир нимӗн те улӑштарма пултарайманнине ӑнланатӑр. Анчах та ҫав вӑхӑтра, эсир пӗтӗм шанчӑка ҫухатнӑ чухне, хӑвӑра ҫӑлма пултаракан тата ҫавна тума сӑмах паракан ҫинчен пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр?
2 Эпир пурте вилӗм тӗрминче ларатпӑр. Кирек мӗн тусан та, эпир ирӗке тухма пултараймастпӑр. Анчах та Иеговӑн пире вилӗмрен хӑтарма вӑй пур. Вӑл «юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ» тесе сӑмах парать (1 Коринф 15:26).
3 Вилӗм пӗтсен эпир мӗн тери телейлӗ пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Анчах та Иегова вилӗме пӗтерӗ ҫеҫ мар, вилнисене те чӗртсе тӑратӗ. Ҫакӑ сирӗншӗн мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова вилнӗ ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма сӑмах парать (Исаия 26:19). Библире ҫакӑн пирки вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни тенӗ.
ЮРАТНӐ ҪЫН ВИЛСЕН
4. а) Юратнӑ ҫынсенчен кам та пулин вилсен, мӗн пире йӑпатма пултарать? ӑ) Иисус кампа туслӑ пулнӑ?
4 Тӑвансенчен кам та пулин е ҫывӑх тус вилсен, ҫакӑ чуна калама ҫук хытӑ ыраттарма тата питӗ хурлантарма пултарать. Эпир хамӑра ним тума пултарайман ҫын 2 Коринф 1:3, 4 вуласа парӑр.) Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар, ҫавӑнтан эпир Иеговӑпа Иисус пирӗн юратнӑ ҫынсене пурӑнтарасшӑн пулнине курӑпӑр. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Лазарьпе унӑн пӗртӑванӗсем, Марфӑпа Мария, патӗнче час-часах пулкаланӑ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те Иисусӑн тусӗсем пулнӑ. Библире каланӑ: «Иисус Марфӑна та, унӑн йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ». Пӗррехинче Лазарь чирлесе ӳкнӗ те вилнӗ (Иоанн 11:3—5).
пек туятпӑр, мӗншӗн тесен ҫав ҫынна каялла тавӑрма пултараймастпӑр. Анчах Библи пире лӑплантарма тата йӑпатма пултарать. (5, 6. а) Лазарӗн ҫемйинчи ҫынсем тата унӑн тусӗсем макӑрнине курсан, Иисус мӗн тунӑ? ӑ) Мӗншӗн Иисус хӑйне ҫын вилсен мӗнле тытни пире йӑпатать?
5 Марфӑпа Марийӑна йӑпатас тесе Иисус вӗсем патне кайнӑ. Иисус килет тенине илтсен, Марфа ӑна кӗтсе илме тухнӑ. Марфа Иисуса курма питӗ хавас пулнӑ пулин те, ӑна каланӑ: «Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ». Марфа шучӗпе, Иисус кая юлса килнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус унӑн пӗртӑванне, Марийӑна, курнӑ. Мария хытӑ йӗнӗ. Вӗсен хуйхине курса Иисус хурланса макӑрнӑ (Иоанн 11:21, 33, 35). Юратнӑ ҫын вилни пире питӗ хурлантарнӑ пекех, ӑна та ҫын вилни питӗ хурлантарнӑ.
6 Иисус пирӗн хуйха ӑнланма пултарни пире питӗ йӑпатать. Ҫав тӗлӗшрен Иисус хӑйӗн Ашшӗ евӗрлӗ (Иоанн 14:9). Иеговӑн вилӗме ӗмӗрлӗхех пӗтерме вӑй-хӑват пур, ҫавна вӑл кӗҫех тӑвӗ.
«ЛАЗАРЬ, ТУХ!»
7, 8. Мӗншӗн Марфа тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка хупласа тӑракан чула илсе пӑрахтарасшӑн пулман, анчах Иисус мӗн тунӑ?
7 Иисус Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ. Ҫав тупӑклӑх вӑл ту хӑвӑлӗ пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка Иоанн 11:39). Марфа хӑйӗн вилнӗ тӑванне Иисус мӗнле пулӑшасшӑн пулнине пӗлмен.
пысӑк чулпа хупласа хунӑ пулнӑ. Иисус: «Чулне илӗр»,— тенӗ. Марфа ҫакӑнпа килӗшесшӗн пулман, мӗншӗн тесен вилене тупӑклӑха пытарнӑранпа тӑватӑ кун иртнӗ пулнӑ (8 Тупӑклӑх умӗнчи чула илсе пӑрахсан, Иисус: «Лазарь, тух!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан Марфӑпа Мария пачах кӗтмен ӗҫ пулса иртнӗ — «вилнӗскерӗ алли-урине пирпе чӗркенипех... тухнӑ» (Иоанн 11:43, 44). Лазарь каллех чӗрӗ пулнӑ — Иисус ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ! Унӑн тӑванӗсемпе тусӗсем вӑл хӑйсемпе пӗрле пулнӑшӑн, вӗсем ӑна ыталаса илме тата унпа калаҫма пултарнӑшӑн мӗн тери савӑннӑ пуль. Ҫакӑ чӑннипех тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ!
«ХӖРӖМ, САНА КАЛАТӐП, ТӐР»
9, 10. а) Иисуса ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма кам вӑй панӑ? ӑ) Мӗншӗн Библире вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен ҫырнӑ?
9 Иисус хӑйӗн вӑйӗпе ҫынсене вилӗмрен чӗртнӗ-и? Ҫук. Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратас умӗн Иеговӑна кӗлтунӑ, Иегова вара ӑна Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратма вӑй панӑ. (Иоанн 11:41, 42 вуласа парӑр.) Лазарьсӗр пуҫне ытти ҫынсене те вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Библире 12 ҫулхи хытӑ чирленӗ хӗрача пирки каласа панӑ. Унӑн ашшӗ, Иаир, Иисус патне пынӑ та хӗрне сыватма йӑлӑннӑ. Хӗрӗ унӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ. Иисуспа калаҫнӑ чухне Иаира ҫакӑн пек хыпар пӗлтернӗ: «Хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?» Анчах Иисус Иаира каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ». Унтан вӑл Иаирпа пӗрле унӑн килне кайнӑ. Кил патӗнче Иисус макӑракан ҫынсене курнӑ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Ан йӗрӗр; вӑл вилмен, ҫывӑрать». Хӗрачан ашшӗпе амӑшӗ Иисус мӗн каласшӑн пулнине пӗтӗмпех ӑнланман пулмалла. Иисус пурне те килтен тухма ыйтнӑ, унтан вӑл хӗрачан ашшӗпе тата амӑшӗпе пӗрле хӗрача выртакан пӳлӗме кӗнӗ. Иисус ҫепӗҫҫӗн хӗрачан аллинчен тытнӑ та: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр»,— тесе каланӑ. Хӗрача тӑнӑ та утса ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫакна курсан ашшӗпе амӑшӗ мӗн тери савӑннӑ пуль! Иисус ҫапла майпа Иаирӑн хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Марк 5:22—24, 35—42; Лука 8:49—56). Халӗ вара вӗсем хӑйсен хӗрӗ чӗрӗ пулине кура Иегова хӑйсемшӗн мӗн тунине кашни кун аса илсе тӑнӑ ӗнтӗ *.
10 Иисус кама вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн каллех вилнӗ. Ҫав ҫынсем ҫинчен вулани пире чӑн-чӑн шанчӑк парать, мӗншӗн тесен Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн тата вӑл ҫавна пурпӗр тӑвать.
ИЕГОВА ВИЛНИСЕНЕ ЧӖРТСЕ ТӐРАТАСШӐН
11. Екклесиаст 9:5-мӗшӗнче вилнисем пирки мӗн каланӑ тата ҫакӑ Лазарь пирки мӗн уҫса парать?
11 Библире «вилнисем... нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» тесе тӳррӗн каланӑ. Лазарь пирки те ҫавӑн пекех калама пулать (Екклесиаст 9:5). Иисус каланӑ пекех, унӑн вилӗмне ыйхӑпа танлаштарма пулать (Иоанн 11:11). Лазарь виле шӑтӑкӗнче пулнӑ чухне «нимӗн те пӗлмен».
12. Лазарь чӑннипех вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
12 Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнине нумай ҫын курнӑ. Ҫакӑ чӑннипех тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ, ҫакна Иоанн 11:47). Лазаре нумай ҫын пырса курнӑ, вӑл чӗрӗ пулнине кура вӗсем Иисуса Турӑ янине ӗненме пуҫланӑ. Иисусӑн тӑшманӗсене ҫакӑ, паллах, килӗшмен, ҫавӑнпа вӗсем Иисуса та, Лазаре те вӗлерме калаҫса татӑлнӑ (Иоанн 11:53; 12:9—11).
Иисусӑн тӑшманӗсем те ӑнланнӑ. Лазарь каллех чӗрӗ пулнӑ, ҫакӑ вара вилӗмрен чӗртсе тӑратни чӑннипех пулнине ҫирӗплетсе панӑ (13. Мӗншӗн эпир Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасса шанма пултаратпӑр?
13 Иисус «тупӑкрисем пурте» вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенӗ (Иоанн 5:28, ҪХ). Ҫакӑ Иегова кама асра тытать, ҫавсем пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ тенине пӗлтерет. Анчах та кама та пулин вилӗмрен чӗртсе тӑратас тесен Иеговӑн ҫав ҫын ҫинчен веҫех пӗлмелле. Вӑл ҫакна тума пултарать-и? Айтӑр шухӑшласа пӑхар. Ҫут тӗнчере миллиард-миллиард ҫӑлтӑр. Библире Иегова кашни ҫӑлтӑрӑн ятне пӗлет тесе каланӑ. (Исаия 40:26 вуласа парӑр.) Вӑл ҫӑлтӑрсен ячӗсене пурне те астуса юлма пултарать пулсан, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратас текенсем ҫинчен пурне те астуса юлма, паллах ӗнтӗ, ҫӑмӑл. Унсӑр пуҫне, Иегова пурне те тунӑ, апла пулсан, унӑн ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма вӑй-хӑват та пур.
14, 15. Иовӑн сӑмахӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пирки мӗн калаҫҫӗ?
14 Турра шанчӑклӑ пӗр ҫын, Иов ятлӑскер, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулать тесе ӗненнӗ. Пӗррехинче вӑл: «Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и?» — тесе ыйтнӑ. Унтан вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм». Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, Иов ҫакна пӗлнӗ: Иегова вилнисене чӗртсе тӑратас вӑхӑта калама ҫук хытӑ кӗтет (Иов 14:13—15).
15 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк ҫинчен пӗлни сирӗн ӑшра мӗнле туйӑмсем ҫуратать? Сирӗн ҫывӑх ҫынсенчен
кам та пулин вилнӗ пулсан, эсир ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ-ши тесе пӑшӑрханма пултаратӑр. Иегова вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн пулни чуна питӗ йӑпатать. Халӗ вара кама вилӗмрен чӗртсе тӑратасси тата вӗсем ӑҫта пурӑнасси пирки Библире мӗн каланине пӑхса тухар.ВӖСЕМ УНӐН САССИНЕ ИЛТӖҪ ТЕ ТУХӖҪ
16. Ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑнисен пурнӑҫӗ мӗнлерех пулӗ?
16 Ӗлӗк вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем каллех ҫемйипе тата тусӗсемпе хутшӑнса пурӑнма пултарнӑ. Анчах та пуласлӑхра ҫакӑ тата лайӑхрах пулӗ. Мӗншӗн? Ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисен нихӑҫан вилмесӗр ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пулӗ. Ун чухнехи тӗнче хальхи тӗнчерен тӗпрен уйрӑлса тӑрӗ: унта вӑрҫӑ та, преступлени тӑвасси те, чир-чӗр те пулмӗ.
17. Камсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ?
17 Кама вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ? Иисус каланӑ: «Тупӑкра выртакансем пурте Турӑ Ывӑлийӗн сассине илтӗҫ... [те] чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Иоанн 5:28, 29, ҪС). Ӳлӗмхине 20:13-мӗшӗнче каланӑ: «Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗ; вилӗмпе тамӑк та [«виле шӑтӑкӗ те», ҪТ] хӑйсен ӑшӗнчи вилнӗ ҫынсене кӑларса пачӗҫ». Апла пулсан, миллион-миллион ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ. Павел апостол «сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе каланӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 вуласа парӑр.) Кунта камсем пирки сӑмах пырать?
18. Камсем вӗсем «сӑваплисем»?
18 «Сӑваплисем» шутне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем — Иисус ҫӗр ҫине киличчен пурӑннӑскерсем кӗреҫҫӗ. Сӑмахран, Ноя, Авраама, Саррӑна, Моисея, Руфе тата Эсфире ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ. Турра шанчӑклӑ хӑш-пӗр арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен Еврейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра вулама пултаратпӑр. Иеговӑн хальхи вӑхӑтра вилекен шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем те «сӑваплисем» шутне кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене те вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ.
эпир19. Камсем вӗсем «сӑвапсӑррисем»? Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗсен мӗнле май пулӗ?
19 «Сӑвапсӑррисем» шутне Иегова ҫинчен пӗлмесӗр вилнӗ миллиард-миллиард ҫын кӗрет. Вӗсем вилнӗ пулин те, Иегова вӗсене манса кайман. Вӑл вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ, вара вӗсен ун ҫинчен пӗлме тата уншӑн ӗҫлесе пурӑнма май пулӗ.
20. Мӗншӗн пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмӗҫ?
20 Вилнисене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ-ши? Ҫук. Иисус пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмӗҫ тенӗ (Лука 12:5). Кама вилӗмрен чӗртмеллипе чӗртмелле маррине кам палӑртса хурать? Иегова — чи аслӑ Судья, ҫавӑнпа вӑл ҫак ыйту пирки татӑклӑ йышӑну тӑвӗ, анчах та вӑл Иисуса та «чӗррисене те, вилнисене те» суд тума ирӗк панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:42, ҪХ). Ҫын пирки вӑл усал тесе тата улшӑнасшӑн мар тесе йышӑнчӗҫ пулсан, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратмӗҫ. (19-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
ТӲПЕРЕ ПУРӐНМА ЧӖРТСЕ ТӐРАТНИ
21, 22. а) Тӳпере пурӑнма мӗнле кӗлеткепе чӗрӗлсе тӑрӗҫ? ӑ) Тӳпере пурӑнма кам пӗрремӗш чӗрӗлсе тӑнӑ?
21 Библире хӑш-пӗр ҫынсене тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ тесе каланӑ. Кама та пулин пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ чухне ӑна ҫӗр ҫинче пурӑннӑ пек ҫын кӗлеткине мар, тӳпере пурӑнмалли кӗлетке парса вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ.
22 Тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнисенчен пӗрремӗшӗ Иисус пулнӑ (Иоанн 3:13). Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен, Иегова ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Псалом 15:10; Апостолсен ӗҫӗсем 13:34, 35). Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ чухне ӑна ҫын кӗлеткине паман. Павел апостол каланӑ тӑрӑх, «ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ» (1 Коринф 15:50). Иисуса вилӗмрен хӑватлӑ ангел туса чӗртсе тӑратнӑ (1 Коринф 15:3—6). Анчах та Библире каланӑ тӑрӑх, Иисуссӑр пуҫне ыттисене те пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратӗҫ.
23, 24. Камсем пирки Иисус «пӗчӗк кӗтӗвӗм» тенӗ тата унӑн шучӗ мӗн чухлӗ пулӗ?
23 Иисус вилес умӗн хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эпӗ сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп» (Иоанн 14:2). Апла пулсан, ун хыҫҫӑн пыракансенчен хӑш-пӗрисем унпа пӗрле тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вӗсен шучӗ мӗн чухлӗ пулӗ? Иисус вӗсем сахал пулӗҫ тенӗ. Вӗсем пирки вӑл «пӗчӗк кӗтӗвӗм» тенӗ (Лука 12:32, ҪХ). Иоанн апостол вӗсем мӗн чухлӗн пулассине каланӑ. Вӑл курӑнура Иисуспа пӗрле «ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын» курнӑ (Ӳлӗмхине 14:1).
24 Ҫав 144 000 христианин хӑҫан вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ? Библире ҫакӑ Иисус Христос тӳпере патшана ларнӑ хыҫҫӑн пулать тесе каланӑ (1 Коринф 15:23). Христос халӗ патшара ларать, ҫавӑнпа та 144 000 шанчӑклӑ христиансенчен нумайӑшӗ тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑнӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем вилсен тӳрех тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫынсенчен нумайӑшӗ пуласлӑхра ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
25. Тепӗр сыпӑкран эпир мӗн пӗлӗпӗр?
25 Кӗҫех Иегова ҫынсене вилӗмрен хӑтарӗ, вара вилӗм урӑх нихӑҫан та пулмӗ! (Исаия 25:8 вуласа парӑр.) Анчах та тӳпене каякансем унта мӗн туса пурӑнӗҫ? Библире каланӑ тӑрӑх, вӗсем унта Иисус Христоспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче патшара ларӗҫ. Ҫав правительство ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкран нумайрах пӗлӗпӗр.
^ 9 абз. Библире вилнисене чӗртсе тӑратни ҫинчен калакан ытти тӗслӗхсем те пур. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем хушшинче ҫамрӑккисемпе ваттисем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсем те, израильтянсемпе ытти халӑх ҫыннисем те пулнӑ. Ҫавӑн ҫинчен эсир 3 Патшасен 17:17—24; 4 Патшасен 4:32—37; 13:20, 21; Матфей 28:5—7; Лука 7:11—17; 8:40—56; Апостолсен ӗҫӗсем 9:36—42; 20:7—12 вулама пултаратӑр.