Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 40, 41

Иегова Иосифа ирӗке кӑларать

Иегова Иосифа ирӗке кӑларать

41:9—13, 16, 29—32, 38—40

Иосифа чуралӑха сутнӑ, кайран тӗрмене хупнӑ. Иегова ирӗке кӑлариччен унӑн 13 ҫул хушши тӗрӗсмарлӑха тӳсме тивнӗ. Иосиф хаярланса каяс вырӑнне лайӑх енсем аталантарнӑ (Пс 104:17—19). Иегова ӑна нихӑҫан та хӑварас ҫуккине вӑл пӗлнӗ. Иосиф хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче мӗн тунӑ?

  • Вӑл ӗҫчен те шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ, ҫавна пула Иегова ӑна пиллесе тӑнӑ (Плт 39:21, 22).

  • Хӑйне усал тунӑ ҫынсене тавӑрасси ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне вӑл ырӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ (Плт 40:5—7).

Иосифӑн тӗслӗхӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мана мӗнле пулӑшӗ?

Армагеддона кӗтнӗ май эпӗ хамӑн лару-тӑрура мӗн-мӗн тума пултаратӑп?