Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 32, 33

Эсӗ пиллӗхсем илес тесе кӗрешетӗн-и?

Эсӗ пиллӗхсем илес тесе кӗрешетӗн-и?

32:24—28

Иегова хӑйшӗн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлекенсене тата Турӑ Патшалӑхне мала хуракансене пиллет (1Кр 9:26, 27). Иаков ҫамрӑк мар пулнӑ пулин те, вӑл Иеговӑшӑн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа ӗҫлесе тӑнӑ. Хамӑр тивӗҫсене мӗнле туса тӑрас тӗлӗшрен вӑл пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иеговӑран пиллӗхсем илмешкӗн пӗтӗм вӑя хуратпӑр пулсан, эпир...

  • пухӑвӑн тӗпулӑвӗсене лайӑх хатӗрленӗпӗр;

  • ырӑ хыпара хастаррӑн сарӑпӑр;

  • пухури тӑвансене пулӑшас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвӑпӑр.

Пурнӑҫра кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та, яланах Иеговӑран пулӑшу ыйт тата хӑвна шеллемесӗр унӑн ирӗкне туса тӑрса пиллӗхсем илмешкӗн малалла та вӑй хур.

ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Иеговӑран пиллӗхсем илес тесе эпӗ мӗнле-мӗнле лару-тӑрура тата ытларах вӑй хума пултаратӑп?»