ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иеговӑран вӗрен
МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Иегова, пирӗн Аслӑ Вӗрентекен, пире чи лайӑх пӗлӳ парать. Унӑн канашӗсем пире усӑ кӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пире тӗлӗнмелле пурнӑҫпа пурӑнма — ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма — хатӗрлет. Ҫак пӗлӗве эпир тӳлевсӗрех илетпӗр (Ис 11:6—9; 30:20, 21; Ӳлӗм 22:17). Унсӑр пуҫне, Иегова вӗрентнине пула эпир ҫынсене ҫӑлма пултаракан ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн саратпӑр (2Кр 3:5).
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
-
Хӑвна кӗҫӗне хур тата йӑваш пул (Пс 24:8, 9).
-
Вӗренмелли мӗнпур майпа та усӑ кур, сӑмахран, эрне варринче иртекен тӗлпулура вӗренмелли заданисем ту.
-
Сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем ларт тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламалли ҫинчен шутла (Фп 3:13).
-
Пӗр-пӗр теократи шкулӗнче вӗренес тесе мӗнле улшӑнусем тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх (Фп 3:8).
«ВӖРЕНЕКЕНСЕМ ИЕГОВӐРАН НУМАЙ ПИЛЛӖХ ИЛНӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес текенсен мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?
-
Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче мӗне вӗрентеҫҫӗ?
-
Тӑвансем Шкул хыҫҫӑн хӑйсен пухӑвне янӑ хыпарҫӑсене мӗнле пулӑшнӑ?
-
Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес текенсем валли мӗнле требованисем пур? (kr 189 с)
-
Иеговӑн организацийӗ ирттерекен тата мӗнле шкулта эсӗ вӗренме пултаратӑн?