Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТИТ 1 — ФИЛИМОН

Кашни хулара старейшинӑсем ларт

Кашни хулара старейшинӑсем ларт

Тит 1:5—9

Павел Тита кашни хулара старейшинӑсем лартма каланӑ. Хальхи вӑхӑтра та пухусенче арҫын тӑвансене старейшина пулма район надзирателӗсем лартаҫҫӗ.

ЕРТСЕ ПЫРАКАН СОВЕТ

Ертсе пыракан совет, пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, район надзирателӗсем ҫине пысӑк яваплӑх хурать: вӗсен старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем лартмалла.

РАЙОН НАДЗИРАТЕЛӖСЕМ

Старейшинӑсен совечӗ район надзирательне старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма пултаракан тӑвансем пирки калать. Район надзирателӗ вара ҫав тӑвансем ҫак тивӗҫе илме юрӑхлипе юрӑхлӑ марри пирки тӗплӗн шухӑшлать тата кӗлтӑвать. Кайран юрӑхлӑ тӑвансене тивӗҫсем шанса парать.

СТАРЕЙШИНӐСЕМ

Старейшина пулма лартнӑ тӑвансен малалла та Библири требованисене тытса пурӑнмалла.