Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Хӑвӑршӑн ҫеҫ ан тӑрӑшӑр тата ан тарӑхӑр

Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Хӑвӑршӑн ҫеҫ ан тӑрӑшӑр тата ан тарӑхӑр

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Иисус каланӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ (Ин 13:34, 35). Ҫакӑн пек юрату кӑтартас тесен пирӗн хамӑршӑн ҫеҫ тӑрӑшмалла мар тата вӗчӗхсе, е тарӑхса, ҫӳремелле мар (1Кр 13:5).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Сире кам та пулин сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерчӗ пулсан, чарӑнса тӑрӑр та ҫакӑ мӗншӗн пулса тухни ҫинчен тата час ҫилленни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (Ыт 19:11)

  • Асра тытӑр: эпир пурте йӑнӑшсем тӑватпӑр. Хушӑран сӑмахпа е ӗҫпе кама та пулин кӳрентеретпӗр, кайран вара ҫавӑншӑн кулянма та пултаратпӑр

  • Хирӗҫӳсене тӳрех татса парӑр

«„ПӖР-ПӖРНЕ ЮРАТӐР“. ХӐВӐРШӐН ҪЕҪ АН ТӐРӐШӐР ТАТА АН ВӖЧӖХӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Том пуху хыҫҫӑн пӗрле пуҫтарӑнма ыйтсан, Ларри хӑйне мӗнле тытать?

  • Тома хӑйне алра тытма мӗн пулӑшнӑ?

  • Том йӑвашшӑн хуравлани мӗнле усӑ панӑ?

Пире мӗн те пулин килӗшмен чухне хамӑра лӑпкӑ тытни пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрет?