ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ырӑ хыпара тӑван-хурӑнташсене мӗнле каламалла?
Иисус Мессия пулнине пӗлсен Андрей ҫавӑн ҫинчен хӑйӗн пӗртӑванне, Симона, пӗлтернӗ (Ин 1:40—42). Пирӗн хурӑнташсенчен хӑшӗ-пӗрисем Симон пекех чӑнлӑха хаваспах йышӑнма пултарӗҫ. Теприсем вара, тен, тӳрех е кӑмӑл тусах йышӑнмӗҫ. Вӗсем пурпӗр итлемӗҫ, вӗсем Турӑ паракан пиллӗхсене илме тивӗҫлӗ мар тесе шухӑшламалла-и? Паллах ҫук!
«КАК ПРОПОВЕДОВАТЬ РОДСТВЕННИКАМ» СТАТЬЯНА (km-U 12/04 8 с) ҪАК ЫЙТУСЕМПЕ СӲТСЕ ЯВӐР:
-
Мӗншӗн тӑван-хурӑнташсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла? (1Пт 3:15.)
-
Хамӑрӑн тӑван-хурӑнташсемпе чун-чӗререн интересленни вӗсенче чӑнлӑха пӗлес кӑмӑла мӗнле ҫуратма пултарать? (1Кр 3:6.) (Тӗслӗх каласа пар.)
-
Тӑван-хурӑнташсем пирӗнпе интересленни мӗнле майпа пире вӗсене ырӑ хыпар калама май уҫса парать?
-
Тӑван-хурӑнташсене ырӑ хыпар каланӑ чухне мӗнрен сыхланмалла? (1Пт 3:1, 2.) (Упӑшкине е арӑмне сӑмахсӑрах ӗненекен пулса тӑма пулӑшни ҫинчен тӗслӗх каласа пар.)
-
Тӑван-хурӑнташсем ырӑ хыпара итлесшӗн мар пулсан мӗн тумалла? (1Пт 2:12.)