Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

МАЙЛӐ САМАНТСЕМПЕ УСӐ КУРСА ЫРӐ ХЫПАР САРНИ

Ыйту: Мӗнле шутлатӑр, суймасӑр пурӑнасси вӑл лайӑх ен е ҫитменлӗх?

Сӑвӑ йӗрки: Ыт 2:21, 22

Хурав: Суймасӑр пурӑнни халех усӑ парать тата ҫакӑн пек пурӑнакан ҫынсен пуласлӑх пур. Тепрехинче суймасӑр пурӑнакан ҫынсем пуласлӑхра мӗнле пурнӑҫпа пурӑнасси ҫинчен каласа пама пултаратӑп.

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Ҫын пурнӑҫӗ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

Сӑвӑ йӗрки: Ӳлӗм 4:11

Чӑнлӑх: Пурнӑҫ — Турӑ панӑ парне, пирӗн ӑна хакламалла. Ҫавӑнпа эпир тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫне нихӑҫан та татмӑпӑр тата хамӑрӑн пурнӑҫа упрама тӑрӑшӑпӑр. Эпир хамӑрӑн пурнӑҫа та, ыттисен пурнӑҫне те хаклатпӑр.

ХИРӖҪЛЕСЕ КАЛАНӐ ЧУХНЕ ХУРАВЛАНИ. ЫРӐ ХЫПАРА КИЛТЕН КИЛЕ САРНИ (АЛӐК УМӖНЧЕ Е ДОМОФОН УРЛӐ)

Хирӗҫлесе калани: Эсир мӗнле чиркӳрен?

Хурав: Мана никам та яман, эпӗ хам ирӗкпе килтӗм. Эпӗ Библи вулатӑп, вара унта тупнӑ усӑллӑ шухӑшсене ыттисене каласа пама тӑрӑшатӑп. Сӑмахран, «Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет» тенине эсир илтнӗ-и?

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр