Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне хамӑра тӗрӗс тытма пӗлни

Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне хамӑра тӗрӗс тытма пӗлни

Ҫак тӗнчери ҫынсем христиансем ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ тесе каланӑ Библире (1Кр 4:9). Ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисем пире кантӑкран сӑнаса тӑни е алӑк хыҫӗнчен пирӗн калаҫусене итлесе тӑни тӗлӗнтермест. Ҫуртра видеокамерӑсем тата микрофонсем пулма пултараҫҫӗ, ҫавна пула пире курма та, ҫырма та, илтме те пулать. Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне хамӑра тӗрӗс тытма пулӑшакан темиҫе мая пӑхса тухар (2Кр 6:3).

ӖҪСЕМ (Фп 1:27)

  • Кил хуҫин харпӑрлӑхне хисепленине кӑтартӑр, кил-ҫуртра мӗн пурри ҫине тинкерсе ан пӑхӑр. Алӑк умӗнче тӑнӑ чухне ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр, ҫавӑн пекех телефонпа ан шӑнкӑравлӑр тата электронлӑ ҫырусем ан ҫырӑр

КАЛАҪУСЕМ (Эф 4:29)

  • Кил хуҫине илттерес килмен сӑмахсене алӑк умӗнче ан калӑр. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем алӑка шаккас умӗн, ҫынна каламалли сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхас тесе, пӗр-пӗринпе калаҫма чарӑнаҫҫӗ

Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑвӑра тӗрӗс тытма пӗлнине эсир тата мӗнле кӑтартма пултаратӑр?