СОФОНИЯ 1 — АГГЕЙ 2
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Иеговӑна ун ҫиллин кунӗ ҫитиччен шырӑр
Сф 2:2, 3
Иеговӑн ҫиллин кунӗнче ҫӑлӑнса юлас тетпӗр пулсан, хамӑр пурнӑҫа ӑна халаллани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн Софония израильтянсене панӑ канаша тытса тӑмалла.
-
Иеговӑна шырӑр: Турӑ халӑхӗпе пӗрле ӗҫлесе Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарӑр
-
Тӳрӗлӗхе шырӑр: Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнӑр
-
Йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр: Хӑвӑра кӗҫӗне хурса Туррӑн ирӗкне туса тӑрӑр тата канашсене йышӑнӑр
Иеговӑна шырас тесе, тӳрӗлӗхе шырас тесе тата йӑваш ӑслӑ пулас тесе эпӗ тата мӗн тума пултаратӑп?