Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Патшалӑх юррисем хӑюллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ

Патшалӑх юррисем хӑюллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ

Павелпа Сила тӗрмере ларнӑ чухне юрӑсем юрласа Иеговӑна мухтава кӑларнӑ (Ап ӗҫ 16:25). Нацистсен Заксенхаузен концлагерӗнче ларнӑ тӑвансем те, Ҫӗпӗре ссылкӑна янӑ тӑвансем те Патшалӑх юррисене юрланӑ. Ҫак тӗслӗхсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ христиансене юрӑсем хӑюллӑ пулма пулӑшнине кӑтартаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть акӑлчан чӗлхипе тухнӑ «Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар» ятлӑ юрӑ кӗнеки ҫитес вӑхӑтра ытти чӗлхепе те тухӗ. Сирӗн ҫемье ҫак кӗнекене илсен, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне, эсир унти юрӑсен сӑмахӗсене пӑхмасӑр вӗренме пултаратӑр (Эф 5:19). Вара, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, святой сывлӑш вӗсене аса илме пулӑшӗ. Патшалӑх юррисем пире хамӑрӑн шанчӑк ҫинчен пӗрмаях шухӑшлама пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем йывӑр вӑхӑтра пире хӑюлӑх параҫҫӗ. Кӑмӑл лайӑх чухне вара эпир чӗрере савӑнӑҫ пулнине кӑтартакан юрӑсем юрлама пултаратпӑр (1Ҫлс 15:16; Пс 32:1—3). Апла айтӑр хамӑрӑн Патшалӑх юррисене хакланине кӑтартар!

«ТӖРМЕРЕ ЛАРАКАНСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРНӐ ЮРӐ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Фрост тӑван мӗнле лару-тӑрура юрӑ ҫырнӑ?

  • Ҫак юрӑ Заксенхаузен концлагерӗнче ларнӑ тӑвансене мӗнле пулӑшнӑ?

  • Мӗнле лару-тӑрура Патшалӑх юррисем сире пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Патшалӑх юррисенчен хӑшне-хӑшне эсир пӑхмасӑр вӗренесшӗн?