Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӑвӑрӑн вырӑнти пур ҫынна та Каҫхи апат уявне чӗнӗр!

Хӑвӑрӑн вырӑнти пур ҫынна та Каҫхи апат уявне чӗнӗр!

Февралӗн 27-мӗшӗнче пуҫланакан кампани вӑхӑтӗнче эпир пирӗн вырӑнта пурӑнакан пур ҫынна та Каҫхи апат уявне чӗнес тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр. Ҫавӑн пекех ҫын кӑшт та пулин интересленчӗ пулсан, эпир унӑн интересне аталантарма тӑрӑшӑпӑр.

УТӐМСЕМ

КАЛАҪӐВА ҪАПЛА ПУҪЛА

«Эпир питӗ пысӑк уява пыма чӗнӳ хучӗсем салататпӑр. Мартӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын Иисус вилӗмне аса илме пуҫтарӑнӗ. Унта Иисусӑн вилӗмӗ пире мӗнле усӑ пани пирки Библи тӑрӑх доклад туса парӗҫ. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫак тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулассине чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ. Эпир сире унта курма питӗ хавас».

Ҫын интересленет пулсан...

  • ҪАВ УЙӐХРИ БРОШЮРӐНА СӖН

    Тепӗр хут килме никӗс хыв.

  • КАҪХИ АПАТ УЯВӖ ҪИНЧЕН ВИДЕОРОЛИК КӐТАРТ

    Тепӗр хут килме никӗс хыв.

Тепӗр хут килсен...

  • «МӖНШӖН БИБЛИ ВӖРЕНМЕЛЛЕ?» ВИДЕОРОЛИК КӐТАРТ

    Унтан Библи вӗренмелли плансенчен пӗрне кӑтарт.

  • «МӖНШӖН ИИСУС ХРИСТОС ВИЛНИНЕ АСА ИЛМЕЛЛЕ?» ЫЙТӐВА СӲТСЕ ЯВ

    «Мӗншӗн Иисус Христос вилнине аса илмелле?» ыйту айӗнчи материалпа усӑ курса Каҫхи апат уявӗ пирки нумайрах каласа пар.

  • «ТУРРА ИТЛЕ» БРОШЮРӐНА СӖН

    18, 19-мӗш страницӑсенчи материалпа усӑ курса Христос мӗншӗн вилнине сӳтсе яв. Унтан брошюрӑна сӗн.