Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЫТАРӐШСЕМ 27—31

Библи ырӑ арӑма мӗнле сӑнласа парать?

Библи ырӑ арӑма мӗнле сӑнласа парать?

Ытарӑшсем кӗнекери 31-мӗш сыпӑкра Лемуил патшана амӑшӗ вӗрентсе каланисем пур. Амӑшӗн ӑслӑ канашӗсене пула патша ырӑ арӑм мӗнле пулмаллине ӑнланнӑ.

Ырӑ арӑм шанӑҫа тивӗҫлӗ

31:10—12

  • Ҫемье йышӑнусем тунӑ чухне арӑмӗ хӑйӗн усӑллӑ шухӑшӗсене калать, ҫав вӑхӑтрах вӑл упӑшкине пӑхӑнса тӑрать

  • Упӑшки арӑмӗ тӗрӗс йышӑнусем тӑвасса шанса тӑрать тата ҫавна тума юрать-и юрамасть-и тесе хӑйӗнчен кашнинчех ыйтасса кӗтмест

Ырӑ арӑм ӗҫчен

31:13—27

  • Килтисен яланах таса та тирпейлӗ тумтир пултӑр, ҫимелли ҫителӗклӗ пултӑр тесе вӑл укҫана перекетлӗ тытма тата мӗн пуррипе ҫырлахма вӗренет

  • Вӑл ӗҫчен тата килтисемшӗн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшать

Ырӑ арӑм Турра хытӑ ӗненет

31:30

  • Вӑл Турӑран хӑрать тата хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшать