Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне плансемпе усӑ курма мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне плансемпе усӑ курма мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

Пӗрремӗш ӗмӗрте Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн чӗркемӗсем пур христианинӑн та пулман. Ҫавна пӑхмасӑрах вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсемпе Ҫырури сӑмахсене сӳтсе явма пултарнӑ (Ап ӗҫ 17:2, 3). Пӗрремӗш христиансем пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? Библири сӑвӑ йӗркисене ҫынсемпе сӳтсе явма малтанах хатӗрленмелле.

МӖНЛЕ ХАТӖРЛЕНМЕ ПУЛАТЬ? Кашни планра Библири чӑнлӑхсене кӗскен ҫырса панӑ тата унта сӑвӑ йӗркисем пур. Ҫак сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса панине ӑҫта тупма пулать? Планри темӑсене тата сӑвӑ йӗркисене пирӗн публикацисенче сӳтсе явнӑ пулнӑ. Хатӗрленнӗ чухне ҫав статьясемпе усӑ курни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Публикацисенче ӑнлантарса панисене хӑш-пӗр хыпарҫӑсем хӑйсен планӗсем ҫинех ҫырса хураҫҫӗ, теприсем вара вӗсене астуса юлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине ӑнланма пулӑшакан тӗслӗх хатӗрлеме пулать. Старейшинӑсем савӑнсах сире кирлӗ статьясене тупма пулӑшӗҫ. Плансенче ӑнлантарса паракан информаци сахал, ҫавӑнпа та питӗ лайӑх хатӗрленмелле тата материал вӗренекене мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫапла тунипе эпир, Библи вӗренмелли тӗп пособисӗрех, ҫынна чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума, унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетме тата йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшма пултаратпӑр.

ТЕПӖР ХУТ АСА ИЛТЕРНИ. Кашни план вӗҫӗнче хушса панӑ сӑвӑ йӗркисем пур, вӗсене те вуласа ӑнлантарса памалла. Пӑхса тухнӑ темӑна тепӗр хут аса илмешкӗн ҫак сӑвӑ йӗркисем валли малтанах ыйтусем хатӗрлемелле. Сӑмахран, ҫак ыйтусене статьясенчен, хатӗрленнӗ чухне усӑ курнӑ статьясенчен, илме пулать.

ЛАРТНӐ ТӖЛЛЕВЕ ПУРНӐҪА КӖРТМЕ ПУЛТАРАТӐР. Павел апостол ҫынсемпе Ҫырури сӑмахсене сӳтсе явма вӗренсе ҫитнӗ (Ап ӗҫ 17:2). Ҫав ӑсталӑха аталантарас тесен пирӗн хатӗрленмелле. Ан иккӗленӗр, хатӗрленме эсир вӑй хуратӑр тата вӑхӑт уйӑратӑр пулсан хӑвӑра кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрлесе ҫитеретӗр (2Тм 3:17).