ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Пурне те ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр
Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Израиль халӑхӗ пекех унӑн ирӗкне йӗркене пӑхӑнса тӑрса туса тӑраҫҫӗ. Филиалсем, теократи районӗсем, пухусем, ырӑ хыпар сармалли ушкӑнсем — ҫакӑ веҫех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара ӑнӑҫлӑн сарма пулӑшать. Эпир ырӑ хыпара пурне те, ҫав шутрах урӑх чӗлхепе калаҫакансене те, пӗлтеретпӗр (Ӳлӗм 14:6, 7).
Ыттисене чӑнлӑха каласа парас тесе эсӗ урӑх чӗлхе вӗренме шутламан-и? Урӑх чӗлхе вӗренме нумай вӑхӑт уйӑраймастӑн пулсан та, JW Language приложенипе усӑ курса темиҫе ансат предложени вӗренме пултаратӑн. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсемпе усӑ курсан, тен, эсӗ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем савӑннӑ пекех савӑнӑн: вӗсем те урӑх халӑх ҫыннисене Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен вӗсен тӑван чӗлхипе пӗлтернӗ (Ап ӗҫ 2:7—11).
«ЮТ ХАЛӐХ ҪЫННИСЕНЕ ЫРӐ ХЫПАР ПӖЛТЕР» МУЛЬТФИЛЬМА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
JW Language приложени мӗнле лару-тӑрура пулӑшма пултарать?
-
Ҫак приложенин мӗнле-мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?
-
Ырӑ хыпара пур ҫыннӑн та илтмелле
Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта ҫынсем мӗнле-мӗнле чӗлхепе калаҫаҫҫӗ?
-
Урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫыннӑн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ытларах пӗлес килет пулсан, мӗн тумалла? (od-U 100—101 с., 39—41 абз.).