Сентябрӗн 16—22
ПСАЛОМ 84—86
41-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Кӗлтуни йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать
(10 мин.)
Иеговӑран савӑнӑҫ ыйтӑр (Пс 85:4).
Иеговӑран шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑш тесе ыйтӑр (Пс 85:11, 12; w12 5/15 29 с., 10 абз.).
Иегова сирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласса шанса тӑрӑр (Пс 85:6, 7; w23.05 13 с., 17, 18 абз.).
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР: «Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпӗ Иеговӑна ытларах кӗлтӑватӑп-и?» (Пс 85:3).
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
-
Пс 85:11. Иеговӑна чун-чӗререн хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (w20.06 13 с., 17, 18 абз.).
-
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Пс 85:1—86:7 (th 12 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(3 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 3 урок, 5 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Унчченхи калаҫура мана тӗнчере мӗн пулса иртни пӑшӑрхантарать тенӗ ҫынна Библи вӗренме сӗн (lmd 7 урок, 4 пункт).
6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
(5 мин.) lff 15 урок, 5 пункт. Эсӗ тепӗр эрнере пулмастӑн пулсан, Библи вӗренӗвне кам ирттерессине е вӑл мӗнле тата хӑҫан иртессине вӗренекенпе сӳтсе яв (lmd 10 урок, 4 пункт).
83-мӗш юрӑ
7. «Ан парӑн!»
(5 мин.) Сӳтсе явни.
ВИДЕО кӑтарт. Унтан ыйтусем пар:
-
Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас кӑмӑл пӗтме пултарать?
-
Мӗншӗн пирӗн парӑнмалла мар?
8. Малалла та ҫынсене Библи вӗренме сӗнӗр
(10 мин.). Сӳтсе явни.
Ҫак уйӑхра иртекен ятарлӑ кампанире «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑпа усӑ курса эсир кампа та пулин Библи вӗренме пуҫларӑр-и? Ҫапла пулсан, эсир, паллах, питӗ савӑнатӑр тата ыттисем те хавхаланчӗҫ пулӗ. Анчах хальлӗхе эсир никампа та Библи вӗренместӗр пулсан, эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре вӑй хуни нимӗнле усӑ та памасть тесе шутлама пултаратӑр. Ҫавӑн пек чухне мӗн тума пулать?
ВИДЕО кӑтарт: «„Эпир Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнине кӑтартатпӑр... тӳсетпӗр“. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне». Унтан ыйтусем пар:
-
Хамӑр вӑй хунинчен усси ҫук пек туйӑнать пулсан, 2 Коринф 6:4, 6 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
-
Эпир никампа та Библи вӗренме пуҫлаймастпӑр пулсан, мӗн тума пулать?
Ҫакна асра тытӑр: чӑн-чӑн савӑнӑҫ эпир миҫе ҫынпа Библи вӗренме пуҫланинчен е халӗ миҫе ҫынпа Библи вӗреннинчен килмест. Иегова эпир вӑй хунине хаклать, ҫакна пӗлни пире савӑнӑҫ кӳрет (Лк 10:17—20). Ҫавӑнпа «эсир Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлени усӑсӑр мар» пулнине асра тытса ятарлӑ кампание малалла та хастаррӑн хутшӑнӑр (1Кр 15:58).
9. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) kr 16 сып., 6—17 абз.