Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Мӗншӗн сӑпайлӑ пулмалла тата хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахмалла?

Мӗншӗн сӑпайлӑ пулмалла тата хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахмалла?

Туррӑн пророкӗ Иеровоам патша панӑ хаклӑ парнесене йышӑнман (3Патш 13:7—10; w08-U 8/15 8 с., 4 абз.).

Каярахпа Туррӑн пророкӗ Иегова мӗн тума хушнине итлемен (3Патш 13:14—19; w08-U 8/15 11 с., 15 абз.).

Турра итлеменни ҫак пророка инкек патне илсе ҫитернӗ (3Патш 13:20—22; w17.01 22 с., 2 абз.).

Эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахатпӑр пулсан тата йышӑнусем тунӑ чухне Иеговӑн ирӗкне шута илетпӗр пулсан, нумай йывӑрлӑхран пӑрӑнӑпӑр (1Тм 6:8—10).

ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Эпӗ хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахнине мӗнле кӑтартма пултаратӑп? Эпӗ йышӑнусем тунӑ чухне сӑпайлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратӑп?» (Ыт 3:5; 11:2).