Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен уйрӑмлӑхӗсем

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен уйрӑмлӑхӗсем

Сана «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса ҫынпа Библи вӗренме килӗшет-и? «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ», «Тӗп шухӑш» тата «Манӑн тӗллевсем» рамкӑсем пирки вара мӗн калӑн? Ҫак кӗнекери мӗнле уйрӑмлӑхсем сана вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫре пулӑшма пултараҫҫӗ? (Мф 28:19, 20).

Уроксем валли материалсем. Эсӗ пичетленӗ кӗнекепе усӑ куратӑн пулсан, уроксем валли хатӗрленӗ видеосене тата ытти материалсене мӗнле тупма пултаратӑн? Ҫак кӗнекене хӑвӑн электронлӑ хатӗр ҫинче уҫ, тӑватӑ пайран кирлине суйласа ил, уроксен ячӗсен списокӗ хыҫҫӑн «Уроксем валли материалсем» шыраса туп, кайран ҫав пайӗ валли хатӗрленӗ материалсем ҫине пус. (1-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

«Изображение» функцийӗ. Эсӗ ҫак кӗнекен электронлӑ версипе усӑ куратӑн пулсан, тен, эсӗ вӑхӑтран вӑхӑта «Изображение» функцийӗпе усӑ курас тейӗн. Ҫак функцие тупас тесе кирлӗ урока уҫ. Экранӑн сылтӑм енче, ҫӳлте виҫӗ пӑнчӑ ҫине пус. Уҫӑлнӑ списокра «Изображение» суйласа ил те ун ҫине пус. Унта текста мӗнле вырнаҫтарнине пула эсӗ ӑна пӗтӗмпех курма пултарӑн тата ҫакӑ сана пӑхса тухакан материал урокӑн темипе мӗнле ҫыхӑннине ӑнланма пулӑшӗ. Каялла таврӑнас тесе каллех виҫӗ пӑнчӑ ҫине пус та уҫӑлнӑ списокра «Текст» суйласа ил (е аялта, сылтӑм енче вырнаҫнӑ хӗрлӗ-кӑвак ҫаврашка ҫине пус).

«Эпӗ хатӗр-и?» Ҫак кӗнеке вӗҫӗнче, тӑваттӑмӗш пайӗ вӗҫӗнче, икӗ рамка пур. Вӗсем Библи вӗренекене пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма тата шыва кӗме хатӗр пулнипе пулманнине ӑнланма пулӑшӗҫ. (2-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

Хыҫсӑмах. Кунта хӑш-пӗр пӗлтерӗшлӗ темӑсене ӑнлантарса паракан материал пур. Кашни тема хыҫҫӑн ссылка пур. Ссылка ҫине пусса урок патне каялла таврӑнма пулать. (2-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене вӗренсе пӗтеричченех ҫын шыва кӗчӗ пулин те, санӑн ҫав-ҫавах унпа пур урока та пӑхса тухмалла. Библи вӗренекен шыва кӗнӗ пулсан та, эсӗ унпа Библи вӗреннӗ вӑхӑта, тепӗр хут калаҫнине тата Библи вӗреннине отчета кӗртме пултаратӑн. Сана унпа Библи вӗренме пулӑшакан тӑван та ҫак вӑхӑта отчета ҫырма пултарать.