Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 33, 34

Иеговӑн паха енӗсем

Иеговӑн паха енӗсем

34:5—7

Моисее Иеговӑн паха енӗсене лайӑх пӗлни израильтянсемпе тӳсӗмлӗ пулма пулӑшнӑ. Иеговӑн лайӑх енӗсене пӗлсе пыни пире те тӑвансемпе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма пулӑшӗ.

  • «Этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ». Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемшӗн тӑрӑшнӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн юратса, ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшать.

  • «Вӑрах тӳсӗмлӗ». Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе тӳсӗмлӗ: вӗсем йӑнӑшсем тунӑ чухне вӑл вӗсем ҫине тарӑхмасть тата вӗсене улшӑнма вӑхӑт парать.

  • «Нумай ырӑлӑхлӑ». Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратать. Ҫакӑн пек юрату ӗмӗрлӗхе пырӗ!

ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?»