Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Апрелӗн 14—20

ЫТАРӐШСЕМ 9

Апрелӗн 14—20

56-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

1. Ӑслӑ пулӑр: канашсене итлӗр

(10 мин.)

Сӗмсӗр, е мӑнкӑмӑллӑ, ҫын хӑйне канаш паракан ҫынна итлес вырӑнне ун ҫине ҫилленсе лартать (Ыт 9:7, 8а; w22.02 9 с., 4 абз.).

Ӑслӑ ҫын хӑйне панӑ канаша та, канаш паракана та хаклать (Ыт 9:8ӑ, 9; w22.02 12 с., 12—14 абз.; w01-U 5/15 30 с., 1, 2 абз.).

Ҫын ӑслӑ пулсан, ҫакӑ ӑна хӑйнех усӑ парать, сӗмсӗр ҫын вара хӑйне сиен кӳрет (Ыт 9:12, ҪТ; w01-U 5/15 30 с., 5 абз.).

2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр

(10 мин.)

  • Ыт 9:17. «Вӑрланӑ шыв» мӗн вӑл тата мӗншӗн вӑл «пылакрах»? (w23.06 22—23 с., 9 абз.).

  • Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?

3. Библи вулани

(4 мин.) Ыт 9:1—18 (th 5 урок).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

4. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Каҫхи апат уявӗнче пулнӑ ҫынпа калаҫни (lmd 8 урок, 3 пункт).

5. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Кама эсӗ Каҫхи апат уявне килме майлӑ вырӑн шыраса тупма пулӑшнӑ, ҫав ҫынпа калаҫни (lmd 7 урок, 4 пункт).

6. Интереса аталантарӑр

(4 мин.) МАЙ КИЛНӖ ЧУХНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Хурӑнташупа, кама эсӗ Каҫхи апат уявне килме майлӑ вырӑн шыраса тупма пулӑшнӑ, ҫавӑнпа, калаҫни (lmd 8 урок, 4 пункт).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

84-мӗш юрӑ

7. Чыслӑ тивӗҫсем сире ыттисенчен лайӑхрах тӑваҫҫӗ-и?

(15 мин.) Сӳтсе явни.

ВИДЕО кӑтарт. Унтан ыйтусем пар:

  • «Чыс» текен сӑмах мӗне пӗлтерет?

  • Пухура чыслӑ тивӗҫсем туса тӑракансен хӑйсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

  • Мӗншӗн ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑни чыслӑ тивӗҫсем пулнинчен лайӑхрах?

8. Пухура Библи вӗренни

Пӗтӗмлетсе калани (3 мин.) | 42-мӗш юрӑ тата кӗлӗ