Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Вӗсем хӑйсене шеллемесӗр пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ

Вӗсем хӑйсене шеллемесӗр пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ

Район старейшинисемпе вӗсен арӑмӗсем тӑвансемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен, пирӗн пекех, хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтермелле. Хушӑран вӗсем ывӑнаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ тата кулянаҫҫӗ (Иак 5:17). Ҫав-ҫавах вӗсем кашни эрнере тӑвансене хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑнах та район старейшинисем хисепе тивӗҫлӗ (1Тм 5:17).

Павел апостол тӑвансене «Турӑран илнӗ парнене» пама Рима каясшӑн пулнӑ. Вӑл хӑй те, тӑвансем те хавхаланасса шаннӑ (Рм 1:11, 12). Шухӑшласа пӑх-ха, эсӗ район старейшинипе унӑн арӑмне мӗнле хавхалантарма пултаратӑн?

«РАЙОН СТАРЕЙШИНИН КУЛЛЕНХИ ПУРНӐҪӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Район старейшинисемпе вӗсен арӑмӗсем пухури тӑвансене чунтан юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

  • Вӗсен юратӑвне эсӗ хӑвӑн ҫинче мӗнле туятӑн?

  • Эпир вӗсене мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?