Библи мӗн калать?
Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин тӗрӗслӗх пулӗ-ши?
Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?
Пулать.
Пулмасть.
Пӗлместӗп.
Библи мӗн калать?
«Ҫӳлхуҫа хӗн-хур тӳсекенсене хӳтӗлессе, мӗскӗнсене тӳрре кӑларасса пӗлетӗп» (Псалом 139:13). Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн тӗрӗслӗх туса парӗ.
Библирен тата мӗн пӗлме пулать?
Ҫак тӗнчери тӗрӗсмарлӑха Турӑ курса тӑрать, вӑл ӑна пӗтеретех (Екклесиаст 5:7).
Турӑ ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх туса хурсан пурнӑҫ мирлӗ те лӑпкӑ пулӗ (Исаия 32:16—18).
Турӑ пӗр халӑха тепӗр халӑхран мала хурать-и?
Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Турӑ пӗрисене пиллет, теприсене ылханать. Турӑ пур ҫын ҫине те пӗр пек пӑхать текенсем те пур. Эсир мӗн шутлатӑр?
Библи мӗн калать?
«Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Турӑшӑн пур ҫын та пӗр тан.
Библирен тата мӗн пӗлме пулать?
Библире пур йӑх, пур ӑру, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем, пур халӑхсем валли «Ырӑ Хыпар» пур (Ӳлӗмхине 14:6).