Иисус пек хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр
«Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ» (1 ПЕТР 2:21).
1. Мӗншӗн эпир Иисусран тӗслӗх илнипе Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр?
КАМӐН лайӑх енӗсемпе ӗҫӗсем пире килӗшеҫҫӗ, ҫавӑн пек ҫынсем пек пулас килет пирӗн. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсенчен камсенчен тӗслӗх илме пулать, ҫавсенчен чи тивӗҫли — Иисус Христос. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Вӑл хӑй пӗррехинче каланӑ: «Мана куракан Аттене те курнӑ» (Иоанн 14:9). Иисус хӑйӗн Ашшӗн лайӑх енӗсене тӗп-тӗрӗс кӑтартса тӑнӑран Ывӑлне курни Ашшӗне курнӑпа пӗрех пулнӑ. Ҫавӑнпа та эпир Иисус ҫинчен пӗлсе пынипе Иегова ҫинчен те пӗлсе пыратпӑр. Ҫавӑн пекех Иисусран тӗслӗх илсе пынипе эпир Иеговӑпа, Ҫут тӗнчере Чи Аслипе, ҫывӑхланатпӑр. Ҫакӑ мӗн тери пысӑк чыс!
2, 3. а) Мӗншӗн Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен тӗплӗн ҫырса хума хавхалантарнӑ тата Иегова пирӗнтен мӗн тӑвасса кӗтет? ӑ) Ку тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Анчах та эпир Иисус ҫинчен мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче, уйрӑмах Христианла Грек Ҫырӑвӗнче, Христос ҫинчен тӗплӗн ҫырса пама хавхалантарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пире, хӑйӗн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илме пултарччӑр тесе, ун ҫинчен лайӑхрах пӗлме пулӑшасшӑн. (1 Петр 2:21 вуласа пар.) Библире Иисус хӑварнӑ тӗслӗхе «йӗрпе», урӑхла каласан, ура йӗрӗпе, танлаштарнӑ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Иегова пире Иисус хыҫҫӑн ун йӗрӗпе пырӑр тет, урӑхла каласан, Иисус пек пулма тӑрӑшӑр тет. Пирӗнпе танлаштарсан, Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ. Анчах та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен пӗр кӑлтӑксӑр пуласса кӗтмест. Ун вырӑнне вӑл пирӗнтен хӑйӗн Ывӑлӗ пек пулас тӗлӗшрен вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвасса кӗтет.
3 Айтӑр Иисусӑн хӑш-пӗр лайӑх енӗсене пӑхса тухар. Ку статьяра эпир вӑл мӗнле хӑйне кӗҫӗне хунине тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине сӳтсе явӑпӑр, тепӗр статьяра — унӑн хӑюлӑхӗпе ӑнкарулӑхне. Ҫак кашни лайӑх ен пирки эпир виҫӗ ыйту ҫине хурав парӑпӑр: ҫав лайӑх ен мӗн вӑл? Иисус ӑна мӗнле кӑтартнӑ? Ун пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
ИИСУС — ХӐЙНЕ КӖҪӖНЕ ХУРАКАНСКЕР
4. Кӗҫӗне хуни мӗн иккенне эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?
4 Кӗҫӗне хуни мӗн вӑл? Хальхи мӑнкӑмӑллӑ тӗнчере хӑш-пӗрисем ҫын хӑйне кӗҫӗне хуни унӑн вӑйсӑрлӑхне, хӑюлӑх ҫитсех кайманнине кӑтартса парать теҫҫӗ. Анчах ҫакӑ чӑнах та тӗрӗс-и? Ҫынна хӑйне кӗҫӗне хумашкӑн вӑйпа хӑюлӑх кирлӗ. Кӗҫӗне хуни вӑл — ҫын мӑнкӑмӑллӑ пулманни тата хӑйне асла хуманни. Христианла Грек Ҫырӑвӗнче «кӗҫӗне хуни» тесе куҫарнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшне «йӑваш ӑслӑ», урӑхла каласан, ӑстӑнӗпе кӗҫӗне хуни тенине те пӗлтерме пултарать (Флп. 2:3). Эпир хамӑра кӗҫӗне хурасси хамӑр ҫине мӗнле пӑхнинчен пуҫланать. Библие ӑнлантарса паракан пӗр словарьте ҫапла каланӑ: «Кӗҫӗне хурасси вӑл эпир Турӑ умӗнче мӗн тери пӗчӗк пулнине ӑнланса илнине пӗлтерет». Эпир хамӑра Турӑ умӗнче чӑннипех кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, хамӑр пирки эпир ытти ҫынсенчен лайӑхрах тесе шутламӑпӑр (Рим 12:3). Ҫитменлӗхлӗ ҫынсене хӑйсене кӗҫӗне хума ҫӑмӑлах мар. Анчах та эпир Турӑ умӗнче мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан тата унӑн Ывӑлӗн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑра кӗҫӗне хума вӗренме пултарӑпӑр.
5, 6. а) Кам вӑл Михаил архангел? ӑ) Михаил мӗнле хӑйне кӗҫӗне хунӑ?
5 Иисус хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ? Вӑл яланах: пӗлӗтре хӑватлӑ ангел пулнӑ чухне те, ҫӗр ҫинче пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ чухне те — хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.
6 Унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ. Иуда янӑ ҫырура Иисуспа ҫӗр ҫине киличчен пулса иртнӗ пӗр ӗҫ ҫинчен каласа панӑ. (Иуда 9 вуласа пар.) Михаил архангел пулнӑ май Иисус «шуйттанпа тавлашнӑ». Тавлашасса та «Моисей ӳчӗшӗн» тавлашнӑ. Моисей вилсен, Иегова ӑна никам та пӗлмен ҫӗре пытарнӑ (Сак. аст. 34:5, 6). Тен, Шуйттан суя тӗне сарас тесе Моисейӑн вилӗ ӳчӗпе усӑ курасшӑн пулнӑ. Сатана кирек мӗнле усал шухӑш тытнӑ пулсан та, Михаил хӑюллӑн ӑна хирӗҫ тӑнӑ. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, «тавлашнӑ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе «правӑпа ҫыхӑннӑ тавлашусем пирки каланӑ чухне те усӑ курнӑ». Ҫавӑн пекех ҫакӑ «Михаил Моисей ӳтне илме „Шуйттанӑн ирӗк ҫук тесе хирӗҫлесе каланине“» те пӗлтерме пултарнӑ. Ҫав-ҫавах Аслӑ ангел суд тума хӑйӗн ирӗк ҫуккине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫав ӗҫе пӑхса тухма Чи Аслӑ Судьяна, Иеговӑна — камӑн Сатанана суд тума ирӗк пулнӑ, ҫавна — панӑ. Ҫапла вара хӑйне тем пек хӗтӗртсен те Михаил хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курас тӗлӗшрен виҫерен тухман. Чӑнах та, Иисус хӑйне кӗҫӗне хуракан кӑмӑллӑ пулнӑ!
7. Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни унӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсенче мӗнле палӑрса тӑнӑ?
Марк 10:17, 18; Иоанн 7:16). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене нихӑҫан та ятламан е ниме тӑманскерсем темен. Пачах урӑхла, вӑл вӗсене хисепленӗ, ҫитӗнӳсем тунӑшӑн мухтанӑ тата шаннӑ (Лука 22:31, 32; Иоанн 1:47). Унӑн ӗҫӗсем. Нумай япалапа чӑрманас мар тесе Иисус ансат пурнӑҫпа пурӑнас тенӗ (Матф. 8:20). Ыттисен тӑвас килмен ӗҫе те вӑл кӑмӑлтан тунӑ (Иоанн 13:3—15). Иисус пӑхӑнса тӑнипе те хӑйне кӗҫӗне хунине тӗлӗнмелле майпа кӑтартнӑ (Флп. 2:5—8). Пӑхӑнса тӑрасси ҫине йӗрӗнсе пӑхакан ҫынсемпе танлаштарсан, Иисус хӑйне кӗҫӗне хунӑ та Турӑ мӗн тума хушнине пурне те «вилмелле пуличченех» туса тӑнӑ. Чӑнах та, Иисус, Этем Ывӑлӗ, кӗҫӗне хуракан чӗреллӗ пулнӑ (Матф. 11:29).
7 Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне унӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсенче хӑйне чӑннипе кӗҫӗне хуни палӑрса тӑнӑ. Вӑл мӗнле калаҫни. Иисус хӑй ҫине пӑхтарма тӑрӑшман. Ун вырӑнне вӑл пӗтӗм мухтав хӑйӗн Ашшӗне пултӑр тенӗ (ИИСУС ПЕК ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР
8, 9. Хамӑра кӗҫӗне хунине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
8 Иисус пек хамӑра кӗҫӗне хурас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн шухӑш-кӑмӑл. Хамӑра кӗҫӗне хуни пире хамӑр влаҫпа виҫерен тухса усӑ курассинчен сыхланма пулӑшӗ. Ҫынсене пирӗн айӑплама ирӗк ҫуккине ӑнланатпӑр пулсан, эпир вӗсене йӑнӑшсем тунӑшӑн ятламӑпӑр е ним сӑлтав ҫук ҫӗртенех вӗсем ӗҫсене мӗнле шухӑшпа туни пирки иккӗленмӗпӗр (Лука 6:37; Иак. 4:12). Хамӑра кӗҫӗне хуни пире «ытлашши тӳрӗ» пуласран сыхланма пулӑшӗ, урӑхла каласан, камӑн пирӗн пек пултарулӑх е чыслӑ тивӗҫсем ҫук, ҫавсенчен эпир лайӑхрах тесе шутламӑпӑр (Еккл. 7:16). Хӑйсене кӗҫӗне хуракан старейшинӑсем пухури тӑвансем умӗнче хӑйсене мӑнна хумӗҫ. Ун вырӑнне ҫав кӗтӳҫсем ыттисене хӑйсенчен «асла хурса» хисеплӗҫ те хӑйсене чи кӗҫӗнни пек тытӗҫ (Флп. 2:3; Лука 9:48).
9 Уолтер Торнӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 1894 ҫултанпа пилигрим, урӑхла каласан, ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗ. Вӑл ҫак тивӗҫе нумай ҫул хушши туса тӑнӑ хыҫҫӑн ӑна Нью-Йорк штатӗнчи Патшалӑх ферминчи чӑх витине ӗҫлеме чӗннӗ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ хама мӑнна хума пуҫласан кашнинче хама, мӗнле калас, кӗтесе тӑрататӑп та ҫапла калатӑп: „Эй, тусан пӗрчи. Мухтанмалӑх санӑн мӗн пур?“» (Исаия 40:12—15 вуласа пар.) Ҫакӑ чӑннипех кӗҫӗне хурас кӑмӑллӑ пулни!
10. Хамӑра кӗҫӗне хуни пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсенче мӗнле палӑрса тӑрать?
10 Эпир мӗнле калаҫни. Эпир хамӑра чӑннипе кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, ҫакӑ эпир ыттисемпе мӗнле калаҫнинче те палӑрӗ (Лука 6:45). Эпир хамӑр ҫинчен: хамӑр тунӑ ҫитӗнӳсем тата пирӗн чыслӑ тивӗҫсем ҫинчен — ытлашши калаҫмӑпӑр (Ытар. 27:2). Ун вырӑнне эпир пухури тӑвансенче лайӑххине курма тӑрӑшӑпӑр та вӗсене лайӑх енсем кӑтартнӑшӑн, вӗсем тунӑ ҫитӗнӳсемпе ӗҫсемшӗн мухтӑпӑр (Ытар. 15:23). Пирӗн ӗҫсем. Хӑйсене кӗҫӗне хуракан христиансем ҫак тӗнчере пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн ҫунмаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем ансат пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ тата Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе ҫак тӗнчере хисепе хуман ӗҫе те тума хатӗр (1 Тим. 6:6, 8). Унсӑр пуҫне эпир пӑхӑнса тӑнипе те хамӑра кӗҫӗне хунине кӑтартма пултаратпӑр. Пухура хамӑра «вӗрентекенсене итлемешкӗн» тата Иеговӑн организацийӗнчен илсе тӑракан канашсене тытса тӑмашкӑн хамӑра кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ (Евр. 13:17).
ИИСУС — ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐСКЕР
11. Хӗрхенӳ мӗн иккенне ӑнлантарса парӑр.
11 Хӗрхенӳ мӗн вӑл? Хӗрхенӳ вӑл — юратӑвӑн пӗр енӗ. Библире Иеговӑпа Иисус ҫинчен Лука 1:78, 79; 2 Кор. 1:3; Флп. 1:8). Библире хӗрхенме чӗнсе калани ҫинчен пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла каланӑ: «Кунта сӑмах инкеке лекнисен хуйхине ӑнланса илме чӗнни ҫинчен кӑна пымасть. Ҫакӑ вӑл ҫын хуйхине чӗре патне илме тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатмашкӑн мӗн те пулин тума, пулӑшма чӗнни». Хӗрхенӳ пирки ҫынна ыттисене ырӑ тума хавхалантаракан вӑй теме пулать.
вӗсем питех те хӗрхенеҫҫӗ тата юратаҫҫӗ тенӗ (12. Иисус ҫынсене питӗ хытӑ хӗрхенни ӑҫтан курӑнса тӑрать тата хӗрхенни ӑна мӗн тума хавхалантарнӑ?
12 Иисус хӗрхеннине мӗнле кӑтартнӑ? Унӑн туйӑмӗсемпе ӗҫӗсем. Иисус ҫынсене питӗ хытӑ хӗрхеннӗ. Мария хӑйӗн вилнӗ Лазарь пӗртӑванӗшӗн ыттисемпе пӗрле макӑрса тӑнине курсан, вӑл та вӗсемпе пӗрле макӑрнӑ. (Иоанн 11:32—35 вуласа пар.) Унччен ӑна ҫын хуйхине чӗре патне илни тата хӗрхенни тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртме хавхалантарнӑ. Халӗ вара ҫав туйӑмсем витӗм кӳнине пулах Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратать (Лука 7:11—15; Иоанн 11:38—44). Иисус хӗрхенӳ кӑтартса тунӑ ҫак ӗҫе пула Лазарӗн пӗлӗте каяс май уҫӑлнӑ. Унччен те маларах Иисус хӑйне итлеме пыракан халӑха курсан, вӑл вӗсене «хӗрхеннӗ». Ҫын хуйхине чӗре патне илнӗрен «Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ» (Марк 6:34). Христосӑн вӗрентӗвӗсене тытса пыма пуҫлакансен пурнӑҫӗ мӗн тери улшӑннӑ ӗнтӗ! Асӑрхӑр-ха: Иисусӑн хӗрхенӗвӗ ахаль туйӑм кӑна пулман. Хӗрхенни ӑна ыттисене пулӑшма хавхалантарнӑ (Матф. 15:32—38; 20:29—34; Марк 1:40—42).
13. Иисус хӗрхенни унӑн сӑмахӗсенче мӗнле палӑрса тӑнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
13 Вӑл мӗнле калаҫни. Иисуса хӗрхенекен чӗри ыттисемпе, уйрӑмах хуйха ӳкнисемпе, ҫепӗҫҫӗн, ӑшшӑн калаҫма хавхалантарнӑ. Матфей апостол Исаия пророкӑн сӑмахӗсене Иисуспа ҫыхӑнтарса ҫапла каланӑ: «Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ» (Матф. 12:20, ҪХ; Ис. 42:3). Камӑн кӑмӑлӗ, сӑнарлӑ каласан, хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑш пек е сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫ пек пулнӑ, ҫавсене Иисусӑн сӑмахӗсем хавхалантарнӑ тата вӑй парса тӑнӑ. Иисус «хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене» лӑплантаракан шанчӑк ҫинчен калакан хыпара сарнӑ (Ис. 61:1). Вӑл «асапланакансене, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисене» хӑй патне пырса хӑйсен чунӗсем валли канлӗх тупма чӗннӗ (Матф. 11:28—30). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн кашнишӗн, уйрӑмах «пӗчӗкҫӗскерсемшӗн» — ҫак тӗнчере ниме тӑман ҫынсем пек курӑнакансемшӗн — ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшать тесе шантарнӑ (Матф. 18:12—14; Лука 12:6, 7).
ИИСУС ПЕК ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР
14. Ыттисем патне ҫепӗҫ туйӑмсем пулччӑр тесе мӗн тума пулать?
14 Иисус пек хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн туйӑмсем. Тен, кама та пулин ҫын хуйхине чӗре патне илме йывӑр, анчах та Библи пире «хӗрхенекен кӑмӑллӑ» пулма, урӑхла каласан, «хӗрхенӗвӗн ҫепӗҫ туйӑмӗсене» (ҪТ) аталантарма ӳкӗтлет. Ҫак туйӑмсем вӗсем «ҫӗнӗ этемӗн» пайӗ шутланаҫҫӗ. Иегова вара пур христианинран та ҫӗнӗ этем пуласса кӗтет. (Колоссӑ 3:9, 10, 12 вуласа пар.) Ыттисем патне ҫепӗҫ туйӑмсем пулччӑр тесе мӗн тума пулать? Библире каланӑ: «Чӗрӗре уҫӑр» (2 Кор. 6:11—13). Кам та пулин хӑй мӗн туйни тата хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне тимлӗ итлӗр (Иак. 1:19). Ҫакӑн пирки те шухӑшласа пӑхӑр: «Эпӗ ҫав ҫын вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хама мӗнле туйнӑ пулӑттӑм? Пуринчен ытла мана ун чухне мӗн кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ?» (1 Петр 3:8.)
15. Хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑш е сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫ евӗрлисене мӗнле пулӑшма пулать?
Рим 12:15-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Йӗрекенпе йӗрӗр». Чылай чухне хуйха ӳкнисене канаш панинчен ытларах хӑйсене ӑнланни, хӗрхенни кирлӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӗрӗ вилнӗ хыҫҫӑн хӑйне пухури тӑвансем мӗнле лӑплантарни-йӑпатни ҫинчен ҫапла калать: «Туссем манпа пӗрле макӑрма килниех мана ҫӑмӑллӑх паратчӗ». Ырӑ ӗҫсем тунипе те эпир ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартма пултаратпӑр. Тен, эсир тӑлӑх арӑмӑн ҫуртӗнче мӗн те пулин юсама кирлине пӗлетӗр. Е тен, ватӑ тӑвана пухӑвӑн тӗлпулӑвне машинӑпа илсе каймалла, ырӑ хыпар сарма чӗнмелле е тухтӑр патне леҫсе ямалла. Пӗчӗк ырӑ ӗҫ те пулӑшу кирлӗ тӑванӑн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма пултарать (1 Иоанн 3:17, 18). Унсӑр пуҫне сӑваплӑ ӗҫе туллин хутшӑннипе эпир ыттисене юратнине кӑтартма пултаратпӑр. Ҫакӑ тӳркӑмӑллӑ ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатакан чи чаплӑ май мар-и вара?
15 Пирӗн ӗҫсем. Хӗрхенни пире ыттисене, уйрӑмах хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑш е сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫ евӗрлисене, ырӑ тума хавхалантарса тӑрӗ. Вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?16. Хуйха ӳкнисене хавхалантарас тесе эпир мӗн калама пултаратпӑр?
16 Эпир мӗнле калаҫни. Пирӗн ҫепӗҫ туйӑмсем пире «хуйха ӳкнисене» лӑплантарма-йӑпатма хавхалантараҫҫӗ (1 Фес. 5:14). Ҫавӑн пек ҫынсене хавхалантарас тесе эпир мӗн калама пултаратпӑр? Пирӗн сӑмахсенче вӗсен хуйхине ӑнланма тӑрӑшни тата вӗсем ҫинчен шухӑшлани палӑрса тӑрать пулсан, эпир вӗсен кӑмӑлне ҫӗклеме пултаратпӑр. Эпир чунтан мухтаса илни вӗсене хӑйсен лайӑх енӗсене тата пултарулӑхне курма пулӑшӗ. Хуйха ӳкнисене эпир Иегова сире чӑнлӑха тупма пулӑшнӑ, апла пулсан эсир уншӑн питӗ хаклӑ тесе аса илтерме пултаратпӑр (Иоанн 6:44). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн, «хурлӑхлӑ чӗреллисемшӗн», питӗ тӑрӑшать тесе шантарма пултаратпӑр эпир вӗсене (Пс. 33:19). Пирӗн ырӑ сӑмахсем кама йӑпату кирлӗ, ҫавсене сиплеме пултараҫҫӗ (Ытар. 16:24).
17, 18. а) Иегова старейшинӑсенчен хӑйӗн сурӑхӗсемпе мӗнле пуласса кӗтет? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
17 Старейшинӑсем, Иегова сирӗнтен хӑйӗн сурӑхӗсемпе ҫепӗҫ пуласса кӗтет (Ап. ӗҫ. 20:28, 29). Сирӗн тивӗҫ вӑл — вӗсене вӗрентесси, хавхалантарасси тата вӗсен кӑмӑлне ҫӗклесси (Ис. 32:1, 2; 1 Петр 5:2—4). Ҫавӑнпа та хӗрхенекен старейшина пухури тӑвансене пӗр вӗҫӗмсӗр тӗрӗслесе тӑмӗ, урӑхла каласан, хӑйӗн правилисене кӗртмӗ тата хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсене хӑйсем тума пултарнинчен те ытларах тутарас тесе намӑслантарса тӑмӗ. Ун вырӑнне вӑл пухури тӑвансем телейлӗ пулччӑр тет тата Иеговӑна юратни вӗсене Турӑшӑн мӗн тума пултарнине пурне те тума хавхалантарасса шанса тӑрать (Матф. 22:37).
18 Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ҫинчен шухӑшлани пире ун йӗрӗпе пыма хавхалантарса тӑрӗ. Тепӗр статьяра эпир Иисусӑн тепӗр икӗ лайӑх енне — хӑюлӑхӗпе ӑнкарулӑхне — пӑхса тухӑпӑр.