Ҫак тӗнче мӗнле пӗтет
«Эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ» (1 ФЕС. 5:4).
1. Сыхӑ тӑма тата йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пире мӗн пулӑшӗ?
БИБЛИРЕ пророкла каланисем пурнӑҫланса пыни кӗҫех ҫӗр ҫинче нихӑҫан пулман событисем пулса иртессине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн сыхӑ тӑмалла. Ҫав тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшӗ? Павел апостол пире «курӑнманни патне ҫитме [«ҫине пӑхма», ҪТ]» хавхалантарать. Иегова пире пӗлӗтре е ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма парас парнене пирӗн асра тытмалла. Контекст кӑтартса панӑ тӑрӑх, Павел ҫак сӑмахсене христиансене Турра шанчӑклӑ ҫынсене кӗтсе тӑракан парне ҫине пӑхма хавхалантарас тесе ҫырнӑ. Ҫавӑ вара вӗсене йывӑрлӑхсене, хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пулӑшнӑ пулӗччӗ (2 Кор. 4:8, 9, 16—18; 5:7).
2. а) Шанчӑк ялан ҫирӗп пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Павел ӳкӗтлесе каланинче кирлӗ принцип пур: шанчӑк ялан ҫирӗп пултӑр тесен пирӗн халӗ хамӑр мӗн курма пултарни ҫине кӑна мар пӑхмалла. Пирӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем, хальлӗхе «курӑнманнисем», ҫине тишкермелле (Евр. 11:1; 12:1, 2). Ҫавӑнпа та пулас вунӑ событине, пирӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкӗпе тачӑ ҫыхӑннӑскерсене, пӑхса тухар a.
ПӖТЕС УМӖН КӐШТ МАЛАРАХ МӖН ПУЛСА ИРТӖ?
3. а) 1 Фессалоника 5:2, 3-мӗшӗнче асӑннӑ мӗнле событи пуласлӑхра пулса иртӗ? ӑ) Политика ертӳҫисем мӗн тӑвӗҫ тата вӗсемпе, тен, камсем пӗрлешӗҫ?
3 Пулас событисенчен пӗрин пирки Павел Фессалоника ҫыннисем патне янӑ ҫырӑвӗнче асӑннӑ. (1 Фессалоника 5:2, 3 вуласа пар.) Вӑл «Ҫӳлхуҫа килес кун [«Иеговӑн кунӗ», ҪТ]» ҫинчен каланӑ. Кунта «Иеговӑн кунӗ» тени вӑл суя тӗне пӗтернинчен пуҫласа Армагеддон вӑрҫипе вӗҫленекен тапхӑра пӗлтерет. Анчах та Иеговӑн кунӗ умӗн кӑшт маларах тӗнчери пуҫлӑхсем: «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук»,— тесе пӗлтерӗҫ. Ҫакӑ вӑл пӗр событипе е умлӑ-хыҫлӑ пулса пыракан событисемпе ҫыхӑнма пултарать. Халӑхсем хӑйсен хӑш-пӗр пысӑк йывӑрлӑхӗсене татса парасси патнех ҫитрӗмӗр тесе шутлама пултарӗҫ. Тӗн пуҫлӑхӗсем вара мӗн тӑвӗҫ? Ҫак тӗнчен пайӗ пулнӑран вӗсем, тен, политика ертӳҫисемпе пӗрлешӗҫ (Ӳлӗм. 17:1, 2). Ҫапла майпа тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене авалхи Иудӑри суя пророксем пек тытӗҫ. Иегова вӗсем пирки каланӑ: «„Тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!“ теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та» (Иер. 6:14; 23:16, 17).
4. Нумай ҫынпа танлаштарсан, эпир мӗн ӑнланатпӑр?
4 «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе кирек кам каласан та, ҫав событи Иеговӑн кунӗ кӗҫ-вӗҫ пуҫланассине пӗлтерӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел ҫапла калама пултарнӑ: «Тӑвансем, эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ. Эсир пурсӑр та — ҫутӑ ывӑлӗсем» (1 Фес. 5:4, 5). Нумай ҫынпа танлаштарсан, эпир хальхи событисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен Библире мӗн каланине ӑнланатпӑр. «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерни ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланӗҫ? Ҫавна вӑхӑт кӑтартса парӗ. Ҫавӑнпа та «ҫывӑрар мар, сыхӑ» тӑма ҫирӗп шут тытар (1 Фес. 5:6; Соф. 3:8).
СУЯ ТӖН ХӐЙ ТӖП ПУЛАССИНЕ ПӖЛМЕСТ
5. а) «Хӑрушла асап вӑхӑчӗ» мӗнле пуҫланӗ? ӑ) «Патшара ларатӑп» теекен мӗнле хӗрарӑм хӑйӗнпе нимӗн те пулмасть тесе шутлать?
5 Хальлӗхе курӑнман мӗнле событи малалла пулӗ? Павел каланӑ: «„Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук“ тесе тӑнӑ вӑхӑтрах [«хыҫҫӑн», ҪТ] вӗсем пӗтесси сасартӑк... персе ҫитӗ». Ҫавӑн пек сасартӑк пӗтессин пӗрремӗш тапхӑрӗ тӗнчери пӗтӗм суя тӗн ҫине тапӑннипе пуҫланӗ. Библире суя тӗнсем пирки «Аслӑ Вавилон», ҫавӑн пекех «аскӑн арӑм» тенӗ (Ӳлӗм. 17:5, 6, 15). Пӗтӗм суя тӗн, ҫав шутрах христиан тӗнчи, ҫине тапӑннипе «хӑрушла асап вӑхӑчӗ» пуҫланӗ (Матф. 24:21; 2 Фес. 2:8). Нумай ҫыншӑн ҫак событи кӗтмен ҫӗртен пулӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав самантченех «аскӑн арӑм» хӑйӗн пирки «патшара ларатӑп» тесе шутлӗ тата «хуйхӑ курмӑп» тейӗ. Анчах та вӑл хӑй йӑнӑшнине сасартӑк ӑнланса илӗ. Ӑна питӗ хӑвӑрт, «пӗр кунра» тенӗ пекех, тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 18:7, 8).
6. Суя тӗне кам тӗп тӑвӗ?
6 Аскӑн арӑм ҫине «вунӑ мӑйракаллӑ» тискер кайӑк тапӑнӗ тесе ӑнлантарса парать Турӑ Сӑмахӗ. Ӳлӗмхине кӗнекене вӗреннӗ май эпир тискер кайӑк Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине (ПНО) пӗлтернине куртӑмӑр. «Вунӑ мӑйрака» ҫав «хӗрлӗ тискер кайӑка» пулӑшса тӑракан хальхи патшалӑхсене пурне те пӗлтерет (Ӳлӗм. 17:3, 5, 11, 12). Ҫавӑн пек тапӑнни мӗн таран аркатуллӑ пулӗ? ПНОна кӗрекен халӑхсем аскӑн арӑмӑн пуянлӑхне тустарса тухӗҫ, вӑл чӑннипех усал та ирсӗр пулнине уҫса парӗҫ, ӑна ҫурса пӑрахӗҫ тата «вутра ҫунтарса ярӗҫ». Ӑна ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ. (Ӳлӗмхине 17:16 вуласа пар.)
7. Мӗне пула «тискер кайӑк» тапӑнӗ?
7 Библире пророкла калани ҫавӑн пек тапӑнасси мӗне пула пуҫланассине те кӑтартса парать. Иегова, пӗр-пӗр майпа усӑ курса, политика пуҫлӑхӗсен «чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне» — аскӑн арӑма пӗтерес енне — сулӑнтарӗ (Ӳлӗм. 17:17). Тӗн вӑрҫӑсене пулма парать тата тӗнчере пӗр-пӗрне хирӗҫтерсех тӑрать. Ҫавӑнпа та халӑхсем аскӑн арӑма тӗп туни вӗсене хӑйсенех усӑ парӗ тесе шутлама пултарӗҫ. Пуҫлӑхсем аскӑн арӑм ҫине тапӑнсан, хӑйсем мӗн тӑвас тенине тӑватпӑр тесе шутлӗҫ. Анчах та, тӗрӗссипе каласан, вӗсем Турӑ пӗтӗм суя тӗне пӗтерме усӑ куракан хатӗр пулса тӑрӗҫ. Ҫапла вара лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен ҫавӑн пек улшӑннӑран Сатанан тӗнчин пӗр пайӗ теприн ҫине тапӑнӗ, Сатана вара ҫавна чӑрмантарма пултараймӗ (Матф. 12:25, 26).
ТУРРӐН ХАЛӐХӖ ҪИНЕ ТАПӐННИ
8. «Магог ҫӗрӗнчи Гог» тапӑнни мӗн вӑл?
8 Суя тӗне тӗп тунӑ хыҫҫӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсем унчченхи пекех «пӗр хӳтлӗхсӗр» тата «хӑрамасӑр» пурӑнӗҫ (Иез. 38:11, 14). Ҫак пӗр хӳтлӗхсӗр пек курӑнакан ҫынсен ушкӑнӗпе, Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахманскерсемпе, мӗн пулӗ? Вӗсем ҫине «нумай тӗрлӗ халӑх» тапӑнӗ пулас. Турӑ Сӑмахӗнче ҫав ӗҫсем ҫинчен «Магог ҫӗрӗнчи Гог» тапӑнни тенӗ. (Иезекииль 38:2, 15, 16 вуласа пар.) Ҫавӑн пек тапӑнни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
9. а) Христиансем мӗн ҫинчен ытларах шутлаҫҫӗ? ӑ) Хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетес тесе пирӗн халӗ мӗн тумалла?
9 Туррӑн халӑхӗ ҫине ҫавӑн пек тапӑнни ҫинчен халех пӗлни пире сехӗрлентермест. Эпир хамӑр ҫӑлӑнассинчен ытларах Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси тата унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси ҫинчен шутлатпӑр. Иегова 60 хут ытла Иезекииль урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] иккенне пӗлӗр» (Иез. 6:7). Иезекииль пророкла каланин ҫак питӗ кирлӗ пайӗ пурнӑҫланасса эпир чӑтма ҫук кӗтетпӗр. Ҫавӑн пекех эпир Иегова «тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине» пӗлет тесе шанса тӑратпӑр (2 Петр 2:9, ҪХ). Халӗ вара эпир, кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивсен те, Иегова умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас тесе хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме паракан кашни майпа усӑ курасшӑн. Ҫавӑнпа та мӗн тумалла? Пирӗн кӗлтумалла, Турӑ Сӑмахне вӗренсе ун ҫинчен шухӑшламалла, ҫавӑн пекех Патшалӑх хыпарне ыттисене каласа памалла. Ҫавсене тунипе эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкне ҫирӗп пулма парӑпӑр. Ҫав шанчӑк «якорь пек» пулӗ те пире Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ (Евр. 6:19; Пс. 24:21).
ХАЛӐХСЕМ ИЕГОВА КАМ ИККЕННЕ ПӖЛӖҪ
10, 11. Армагеддон мӗнле пуҫланӗ тата ҫав вӑхӑтра мӗн пулса иртӗ?
10 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнни мӗнле сехӗрлентерекен событи патне илсе пырӗ? Иисуспа тата пӗлӗтри ҫарсемпе усӑ курса Иегова хӑйӗн халӑхӗ майлӑ тӑрӗ (Ӳлӗм. 19:11—16). Ҫакӑ вӑл Армагеддон теекен «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче» пуҫланакан вӑрҫӑ пулӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16).
11 Ҫав вӑрҫӑ ҫинчен Иегова Иезекииль урлӑ ҫапла пӗлтерет: «Хамӑн мӗнпур тӑвӑм тӑрӑх... [Гога] хирӗҫ хӗҫ йыхӑрӑп: кашнийӗ хӑйӗн тӑванне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ». Сатана майлисем пӑлханса, аптраса ӳкӗҫ те пӗр-пӗрне вӗлерме пуҫлӗҫ. Сатана та тарса хӑтӑлаймӗ. Иегова калать: «[Гог] ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине... кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп» (Иез. 38:21, 22). Турӑ ҫавна туни мӗн патне илсе ҫитерӗ?
12. Халӑхсен мӗн ӑнланса илме тивет?
12 Халӑхсен хӑйсене Иегова хушнипе ҫапса аркатнине ӑнланса илме тивет. Ун чухне Сатанан ҫарӗ, израильсене Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫнӑ чухне хӑваланӑ авалхи Египет ҫыннисем пекех, аптраса кӑшкӑрӗ: «Ҫӳлхуҫа вӗсен хутне кӗрсе... ҫӗнтерсе пырать»! (Тух. 14:25.) Ҫапла, халӑхсен Иегова кам иккенне пӗлме тиветех. (Иезекииль 38:23 вуласа пар.) Ҫав событисем кӗҫех пуҫланӗҫ-ши?
ТӖНЧИПЕ ПУҪПУЛСА ТӐРАКАН УРӐХ ДЕРЖАВА ПУЛМӖ
13. Даниил сӑнласа панӑ кӗлеткен пайӗсенчен пиллӗкмӗшӗ ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?
13 Даниил кӗнекинче пророкла калани пире эпир хӑш вӑхӑтра пурӑннине ӑнланма пулӑшать. Даниил тӗрлӗ металран тунӑ ҫын евӗрлӗ кӗлетке ҫинчен ҫырса панӑ (Дан. 2:28, 31—33). Ҫав кӗлетке пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха тӑракан, тӗнчипе пуҫпулса тӑракан державӑсене — Туррӑн халӑхӗ ҫине унччен те, халӗ те самаях витӗм кӳнӗ державӑсене — пӗлтерет. Ҫавсем шутне Вавилон, Миди-Перси, Греци, Рим тата хальхи вӑхӑтри юлашки держава кӗрет. Даниил пророкла каланинчен эпир ҫав тӗнчипе пуҫпулса тӑракан юлашки державӑна кӗлеткен ура тупанӗсемпе тата ура пӳрнисемпе сӑнласа панине пӗлтӗмӗр. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Великобританипе Пӗрлешӳллӗ Штатсем ятарлӑ партнерсем пулса тӑнӑ. Чӑнах та, Даниил сӑнласа панӑ кӗлеткен пайӗсенчен пиллӗкмӗшӗ вӑл — тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка держави. Ура тупанӗсем — кӗлеткен юлашки пайӗсем, ҫавӑнпа та ҫакӑ ҫынсем йӗркеленӗ, тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава урӑх пулмассине пӗлтерет. Ура тупанӗсемпе пӳрнисене тимӗрпе тӑмран туни тӗнчипе пуҫпулса тӑракан Англи-Америка держави хавшакланнине кӑтартса парать.
14. Армагеддон пуҫланнӑ чухне мӗнле держава тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулӗ?
14 Ҫав пророкла каланиех 1914 ҫулта Иеговӑн аслӑ влаҫне пӗлтерекен ту ҫинчен Турӑ Патшалӑхне символласа паракан пысӑк чул катӑлса аннине кӑтартса парать. Халӗ ҫав чул хӑйӗн тӗллевӗ — кӗлеткен ура тупанӗсем— патне хӑвӑрт ҫывхарса пырать. Армагеддонра кӗлеткен ура тупанӗсемпе ытти пайӗсене аркатса тӑкӗҫ. (Даниил 2:44, 45 вуласа пар.) Апла пулсан, Армагеддон пуҫланнӑ чухне Англи-Америка держави унчченхи пекех тӗнчипе пуҫпулса тӑракан держава пулӗ. Ҫав пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине курма мӗн тери хумхануллӑ пулӗ! b Анчах та Иегова Сатана тӗлӗшӗнчен мӗн палӑртса хунӑ?
ТУРРӐН ТӐШМАНӖПЕ МӖН ПУЛӖ
15. Армагеддон хыҫҫӑн Сатанапа тата унӑн демонӗсемпе мӗн пулӗ?
15 Чи малтан Сатана хӑйӗн пӗтӗм организацине ҫӗр ҫинче мӗнле тӗп тунине курӗ. Унтан черет Сатана патне те ҫитет. Иоанн апостол малалла мӗн пулассине пӗлтерет. (Ӳлӗмхине 20:1— 3 вуласа пар.) Иисус Христос — «тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫине» тытса тӑракан ангел — Сатанапа унӑн демонӗсене ярса тытать те вӗсене тӗпсӗр вырӑна пӑрахать, вара унта вӗсем пин ҫул хушши пулӗҫ (1 Иоанн 3:8). Ҫапла майпа ҫӗленӗн пуҫне ҫапса ҫӗмӗресси пуҫланӗ c (Пулт. 3:15).
16. Сатанашӑн ӑна «тӗпсӗр вырӑна» пӑрахни мӗне пӗлтерет?
16 Сатанапа демонсене мӗнле «тӗпсӗр вырӑна» пӑрахӗҫ? Иоанн усӑ курнӑ ави́сос текен грек сӑмахӗ «питӗ е калама ҫук тарӑн» тенине пӗлтерет. Ӑна «тӗпсӗр, чикесӗр» тата «вӗҫӗ-хӗррисӗр пушӑ» тесе те куҫарма пулать. Апла пулсан, ҫакӑ вӑл — Иеговӑсӑр тата вӑл суйласа лартнӑ, «тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫине» тытса тӑракан ангелсӑр пуҫне урӑх никам та ҫитме пултарайман вырӑн. Сатана «халӑхсене ан улталатӑр тесе», унта вӑл, вилнӗ пекех, ним те тӑваймӗ. Чӑнах та, ҫав «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан» шӑпланӗ! (1 Петр 5:8.)
МИРЛӖ ВӐХӐТ ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫРАКАН СОБЫТИСЕМ
17, 18. а) Пулас мӗнле событисене эпир пӑхса тухрӑмӑр? ӑ) Ҫав событисем хыҫҫӑн мӗнле тапхӑр пуҫланӗ?
17 Кӗҫех пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата сехӗрлентерекен событисем пулӗҫ. «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе пӗлтерессе эпир ҫав тери кӗтетпӗр. Унтан эпир Аслӑ Вавилона пӗтернине, Магог ҫӗрӗнчи Гог тапӑннине тата Армагеддон вӑрҫине курӑпӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн Сатанапа демонсене тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗҫ. Нимӗнле усал та тӑрса юлман хыҫҫӑн пирӗн пурнӑҫра ҫӗнӗ тапхӑр — Христосӑн Пин ҫуллӑх Патшалӑхӗ — пуҫланӗ. Ун чухне эпир «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса» пурӑнӑпӑр (Пс. 36:10, 11).
18 Эпир пӑхса тухнӑ пилӗк событисӗр пуҫне ыттисем те, «курӑнманни» шутне кӗрекеннисем, пур. Пирӗн вӗсене те куҫран вӗҫертмелле мар. Ҫав событисене эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.
[Сноскӑсем]
a Ҫав вунӑ событине ҫак тата тепӗр статьяра сӳтсе явнӑ.
b Даниил 2:44-мӗшӗнче «пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ» текен сӑмахсем кӗлеткен пайӗсемпе кӑтартса панӑ патшалӑхсене, е тӗнчипе пуҫпулса тӑракан державӑсене, пӗлтерет. Анчах та Библире тепӗр пророкла каланинче «пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем» (ҪХ) пӗрлешсе «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнче» Иеговӑна хирӗҫ тухӗҫ тенӗ (Ӳлӗм. 16:14; 19:19—21). Ҫавӑнпа та Армагеддонра кӗлеткен пайӗсене кӑтартса панӑ патшалӑхсене кӑна мар, тӗнчери ытти пур патшалӑхсене те аркатса тӑкӗҫ.
c Ҫӗленӗн пуҫне тӗппипех ҫапса ҫӗмӗресси пин ҫул вӗҫленсен, Сатанапа унӑн демонӗсене «вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӳкӗртлӗ кӳлле» пӑрахсан пулӗ (Ӳлӗм. 20:7—10; Матф. 25:41).
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]