Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мир — пин ҫуллӑха тата ӗмӗрлӗхе!

Мир — пин ҫуллӑха тата ӗмӗрлӗхе!

«Вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ» (1 КОР. 15:28).

1. «Имсӗр-сумсӑр ҫынна» мӗнле чаплӑ пуласлӑх кӗтет?

 ТӖРӖСЛӖХЕ юратакан тата хӗрхенекен пуҫлӑх ертсе пыракан хӑватлӑ патшалӑх пин ҫул хушшинче хӑйӗн ҫыннисене мӗн чухлӗ ырӑ тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! «Имсӗр-сумсӑр ҫынна» тӗлӗнмелле событисем кӗтеҫҫӗ. Вӗсем ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп туса хуракан «пысӑк асапа» пурӑнса ирттерӗҫ (Ӳлӗм. 7:9, 14).

2. Юлашки 6 000 ҫул хушшинче ҫынсен мӗн-мӗн курма тивнӗ?

2 Юлашки 6 000 ҫул хушшинче ҫынсем хӑйсене хӑйсем ертсе пынине пула нумай хӗн-асап курчӗҫ. Библире ӗлӗкех каланӑ: «Ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать» (Еккл. 8:9). Халӗ эпир мӗн куратпӑр? Вӑрҫӑсемпе пӑлхав ҫӗкленисемсӗр пуҫне, акӑ ҫакӑн пек йывӑрлӑхсем пур: чухӑнлӑх, чир-чӗр, ҫутҫанталӑка пӗтерсе пыни, ҫанталӑк улшӑнни тата ыттисем те. Эпир хамӑр планета ҫине урӑхла пӑхма пуҫламасан тата ӑна пӗтерме чарӑнмасан, ҫакӑ питӗ хӑрушла вӗҫленме пултарать тесе калаҫҫӗ влаҫра тӑракан ҫынсем.

3. Пин ҫуллӑх Патшалӑх мӗн туса парӗ?

3 Мессианла Патшапа, Иисус Христоспа, унӑн 144 000 ертӳҫи патшара ларнӑ чухне Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсене тата вӗсен килне, Ҫӗре, кӳнӗ сиене пурне те майӗпен пӗтерсе пырӗ. Пин ҫуллӑх Патшалӑх ертсе пынӑ чухне Иегова Туррӑн кӑмӑла ҫӗклекен ҫак сӑмахӗсем пурнӑҫланӗҫ: «Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр пултаратӑп, унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ» (Ис. 65:17). Пире мӗнле тӗлӗнмелле событисем кӗтеҫҫӗ? Туррӑн пророкла Сӑмахӗ урлӑ пуласлӑхра пулакан, анчах та хальлӗхе «курӑнман» событисем ҫине пӑхса илер (2 Кор. 4:18).

ҪУРТСЕМ ЛАРТӖҪ, ИҪӖМ ПАХЧИСЕМ ЛАРТСА ҪИТӖНТЕРӖҪ

4. Нумайӑшӗ хальхи вӑхӑтра мӗнле пурӑнать?

4 Камӑн кил-ҫуртлӑ пулса унта ҫемйипе пӗрле ним хӑрамасӑр, канлӗ пурӑнас килмӗ? Анчах та хальхи тӗнчере пурӑнма лайӑх кил-ҫурт ҫитсех кайманни — пысӑк йывӑрлӑх. Халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласенче ҫынсем хӗсӗнсе пурӑнаҫҫӗ. Нумайӑшӗн бараксенчи вӑхӑтлӑх пурӑнмалли кӗтеспе тата хулари кивӗ те таса мар ҫуртсенче пурӑннипе ҫырлахма тивет. Чылай ҫыншӑн кил-ҫуртлӑ пуласси — пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗт.

5, 6. а) Исаия 65:21 тата Михей 4:4 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланӗҫ? ӑ) Ҫав пиллӗхсене эпир мӗнле илме пултаратпӑр?

5 Патшалӑх ертсе пынӑ чухне кашни ҫыннӑн кил-ҫуртлӑ пулас ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн ҫинчен Исаия пророкла каланӑ: «Вара ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ» (Ис. 65:21). Анчах та Патшалӑх ҫынсене кил-ҫуртлӑ пулма кӑна мар парӗ. Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗрисем хӑйсен килӗсенче, хӑшӗ-хӑшӗ вара питӗ пысӑк ҫуртсенче е керменсенче пурӑнать. Анчах та финанс кризисне пула ҫуртсӑр тӑрса юласси е унта вӑрӑсем кӗресси ялан пӑшӑрхантарать-шутлаттарать. Патшалӑх ертсе пынӑ чухне пурте тӗппипех улшӑнӗ! Михей пророк ҫырнӑ: «Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм йывӑҫӗ айӗнче, хӑйӗн смоква йывӑҫӗ айӗнче ларӗ, вӗсене никам та хӑратмӗ» (Мих. 4:4).

6 Ҫавӑн пек чаплӑ пуласлӑх ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн пирӗн мӗн тумалла? Паллах ӗнтӗ, пире пурне те тивӗҫлӗ кил-ҫурт кирлӗ. Анчах та кил-ҫуртлӑ пулас ӗмӗте халех — тен, кивҫене кӗрсе пӗтсе — пурнӑҫлас вырӑнне Иегова сӑмах панисене шанса пурӑнни тӗрӗсрех мар⁠-и? Иисус хӑйӗн пирки мӗн каланине аса илӗр-ха: «Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур; Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук» (Лука 9:58). Иисусӑн чи лайӑх ҫурт туса лартма е туянма май пулнӑ. Мӗншӗн вӑл ҫавна туман? Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗнче Патшалӑха мала хума мӗн чӑрмантарма пултарнӑ, ҫавсемпе нихӑшӗпе те ҫыхланасшӑн пулманни курӑнать. Эпир унран тӗслӗх илсе куҫа таса упрама пултарӑпӑр-ши, урӑхла каласан, пурлӑхшӑн ытлашши пӑшӑрханса хамӑр пурнӑҫа йывӑрлатассинчен сыхланӑпӑр-ши? (Матф. 6:33, 34.)

«КАШКӐРПА ПУТЕК ПӖРЛЕ ҪИСЕ ҪӲРӖҪ»

7. Иегова чи малтанах ҫынсемпе чӗрчунсем хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулмалла тесе палӑртса хунӑ?

7 Иегова ҫӗр ҫинче пултарма пуҫласан чи юлашкинчен ҫынсене тунӑ. Вӗсем вара вӑл ҫӗр ҫинче пултарнисенчен чи пахисем пулса тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, Ӑста Ӳнерҫе, мӗншӗн ҫынна пултарни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Хамӑр сӑнарлӑ, Хамӑр евӗрлӗ этем тӑвар, вӗсем тинӗсри пулӑсене, тӳпери вӗҫен кайӑксене, [тискер кайӑксене,] выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен мӗнпур ҫӗлен-калтана пуҫ пулса тӑччӑр» (Пулт. 1:26). Ҫапла вара Адампа Ева — вӑхӑт иртнӗҫемӗн пур ҫын та — чӗрчунсемпе пуҫ пулса тӑма ирӗк илнӗ.

8. Чӗрчунсем куллен хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?

8 Ҫынсем пур чӗрчунпа та пуҫ пулса тӑма, ҫав вӑхӑтрах вӗсемпе мирлӗ пурӑнма пултарӗҫ-ши? Ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен килӗнчи чӗрчунӗсене, сӑмахран, йыттине е кушакне, юратаҫҫӗ. Тискер чӗрчунсем пирки вара мӗн калама пулать? Пӗр пӗлтерӳре каланӑ: «Тискер чӗрчунсем ҫывӑхӗнче пурӑннӑ тата вӗсене тӗпченӗ ученӑйсем сӗтпе ӳстерекеннисен пурин те туйӑмсем пуррине асӑрханӑ». Паллах ӗнтӗ, чӗрчунсем, хӑрушлӑха сиссен, хӑраҫҫӗ е хаярланса каяҫҫӗ, анчах та вӗсем ачаш туйӑмсем кӑтартма пултараҫҫӗ⁠-и? Пӗлтерӳре малалла каланӑ: «Сӗтпе ӳстерекеннисем хӑйсен ҫурисемшӗн тӑрӑшнӑ чухне вӗсен тӗлӗнмелле уйрӑмлӑхӗ — ҫепӗҫлӗх кӑтартма пултарни — курӑнать».

9. Пирӗнпе чӗрчунсем хушшинчи хутшӑнусем мӗнле улшӑнӗҫ?

9 Ҫавӑнпа та Библире ҫынсемпе чӗрчунсем мирлӗ пурӑнӗҫ тесе калани пире тӗлӗнтермелле мар. (Исаия 11:6—9; 65:25 вуласа пар.) Мӗншӗн? Нойпа унӑн ҫемйи ковчегран тухсан, Иегова вӗсене мӗн каланине аса илӗр-ха: «Ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк... сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр». Хальхи вӑхӑтра чӗрчунсем нумайӑшӗ хӑйсене хӳтӗлес тесе ҫынсенчен тараҫҫӗ (Пулт. 9:2, 3). Иегова чӗрчунсене ҫынсенчен сахалтарах хӑрамалла, сахалтарах чӗтресе тӑмалла тата ҫынсемпе чӗрчунсем хушшинчи хутшӑнусене чи малтан хӑй палӑртса хунӑ пекех тума пултараймасть-и-мӗн? (Ос. 2:18.) Ҫӗр ҫинче ун чухне мӗн тери савӑнӑҫ пулӗ!

«ТУРӐ ВӖСЕН КУҪӖНЧИ КАШНИ КУҪҪУЛЬ ТУМЛАМНЕ ШӐЛСА ТИПӖТӖ»

10. Мӗншӗн ҫынсем час-часах йӗреҫҫӗ?

10 Соломон «ҫак ҫӗр ҫинче пулакан тем тӗрлӗ пусмӑра» тимлесе пӑхсан, вӑл «пусмӑртисенӗн куҫҫул[ьне], анчах вӗсене йӑпатаканӗ ҫук[кине]» курнӑ (Еккл. 4:1). Хальхи вӑхӑтра пурнӑҫ ҫавнашкалах, хӑш-пӗр чухне вара унтан та йывӑртарах. Пирӗнтен камӑн йӗменни-макӑрманни пулман? Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне савӑннӑран та куҫҫуль тухать. Анчах та ытларах чухне куҫҫуль чӗре асапне кӑтартса парать.

11. Библири хӑш вырӑн сирӗн чӗрене уйрӑмах хускатать?

11 Библире ҫынсем макӑрни ҫинчен калакан тӗслӗхсене аса илӗр-ха. Сарра 127 ҫулта вилсен, «Авраам Саррӑшӑн макӑрма, уншӑн хурланса хӳхлеме пынӑ» (Пулт. 23:1, 2). Ноеминь упӑшкасӑр тӑрса юлнӑ кинӗсемпе сывпуллашнӑ чухне «кусем вара уласа йӗре пуҫланӑ», вӑл малалла каланӑ сӑмахсем хыҫҫӑн «лешӗсем каллех уласа йӗре пуҫланӑ» (Руфь 1:9, 14). Езекия патша чирпе асапланнӑ чухне вилӗм ҫывхарса килнине туйса Турра кӗлтунӑ та «ӗсӗклесех йӗрсе янӑ», вара Иегова унӑн куҫҫульне курнӑ та ӑна сыватнӑ (4 Патш. 20:1—5). Петр апостол Иисусран тунни ҫинчен вулани камӑн кӑмӑлне хускатмӗ? Автан авӑтнине илтсен, Петр «тухса кайнӑ та татӑлса йӗнӗ» (Матф. 26:75).

12. Патшалӑх ертсе пыни ҫынсене чӑн-чӑн йӑпату мӗнле парӗ?

12 Пурнӑҫра инкексем сахал мар пулнӑран, ҫынсене йӑпату, пулӑшу шутсӑр кирлӗ. Пин ҫуллӑх Патшалӑх ертсе пынӑ чухне «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗм. 21:4). Асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулманни мӗн тери лайӑх пулӗ! Турӑ этемлӗхӗн чи хаяр тӑшманне те — вилӗме — тӗп тума сӑмах парать. Ҫакӑ мӗнле пулса иртӗ?

«ТУПӐКРА ВЫРТАКАНСЕМ ПУРТЕ... ЧӖРӖЛСЕ ТӐРӖҪ»

13. Адам ҫылӑха кӗнӗренпе вилӗм ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

13 Адам ҫылӑха кӗнӗренпе вилӗм этемлӗхпе хуҫаланать. Унпа никам та ӑнӑҫлӑ кӗрешеймест, пӗр ҫылӑхлӑ ҫын та унран хӑтӑлаймасть тата вӑл сӑмахпа каласа памалла мар хуйхӑпа асап кӳрет (Рим 5:12, 14). «Вилӗмрен хӑранипе» миллион-миллион ҫын «ӗмӗрӗ тӑршшӗпех чуралӑхра» пурӑнать (Евр. 2:15).

14. Вилӗме пӗтерсен мӗн пулӗ?

14 Библире «юлашки тӑшмана» — вилӗме — пӗтерес вӑхӑт ҫинчен каланӑ (1 Кор. 15:26). Ҫынсен икӗ ушкӑнӗ ҫавӑнтан килекен пиллӗхсене илме пултарӗ. Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан «имсӗр-сумсӑр ҫын» ҫӗнӗ тӗнчене кӗрӗ, унтан вара вӗсен нихӑҫан вилмесӗр пурӑнма май пулӗ. Вилнӗ миллиард-миллиард ҫын чӗрӗлсе тӑрӗ. Армагеддона пурӑнса ирттернисем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене питӗ савӑнӑҫлӑн, хумхануллӑн кӗтсе илӗҫ! Библире вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем ҫинчен каласа панисене тимлӗн пӑхса тухнипе эпир ҫавӑ пуласлӑхра мӗнле пулассине лайӑхрах ӑнланма пултарӑпӑр. (Марк 5:38—42; Лука 7:11—17 вуласа пар.)

15. Эсир хӑвӑр юратнӑ ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине курсан, хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр?

15 «Тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ» тата «Турра мухтаса» текен сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине сирӗн хӑвӑрӑн курма тиврӗ пулсан, эсир те хӑвӑра, тен, ҫавнашкалах туйнӑ пулӑттӑр. Паллах ӗнтӗ, эпир хамӑр юратнӑ ҫынсем каллех пурӑнма пуҫланине курса савӑнса тӗлӗнӗпӗр. Иисус каланӑ: «Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: тупӑкра выртакансем пурте Турӑ Ывӑлийӗн сассине илтӗҫ [те]... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Иоанн 5:28, 29, ҪС). Пирӗнтен никам та унашкаллине курман. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни, паллах, «курӑнманнисенчен» чи чапли, урӑхла каласан, эпир хальлӗхе курма пултарайман чи пысӑк событисенчен пӗри пулӗ.

«МӖН ПУРРИНЧЕ ТЕ ПУРИН ӐШӖНЧЕ ТЕ ТУРӐ ПУЛӖ»

16. а) Мӗншӗн пирӗн хальлӗхе курӑнман пиллӗхсем ҫинчен хавхаланса каласа памалла? ӑ) Коринфри христиансене хавхалантарас тесе Павел мӗн каланӑ?

16 Ҫак йывӑр юлашки кунсенче Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлакан ҫынсене чаплӑ пуласлӑх кӗтет! Ҫав тӗлӗнмелле пиллӗхсем хальлӗхе курӑнмаҫҫӗ пулин те, вӗсене асра тытнипе эпир хамӑр пӗтӗм шухӑш-кӑмӑла чӑннипех кирли ҫинче тытма тата ҫак тӗнче сӗнекен илӗртӳсенчен пӑрӑнма пултарӑпӑр (Лука 21:34; 1 Тим. 6:17—19). Ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ тата пуҫҫапнӑ чухне, пӗрле ӗненекенсемпе, Библи вӗренекенсемпе тата интересленекен ҫынсемпе калаҫнӑ чухне хамӑрӑн чаплӑ шанчӑк ҫинчен хавхаланса каласа парар. Ҫакӑ пире шанчӑка хамӑр чӗрепе ӑстӑнра чӗрӗ упрама пулӑшӗ. Павел апостол христиансене хавхалантарнӑ чухне шӑп ҫапла тунӑ та. Вӑл вӗсене Христосӑн Пин ҫуллӑх Патшалӑхӗ вӗҫленичченех событисем пурте мӗнле пулса иртесси ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ. Павел 1 Коринф 15:24, 25, 28 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланса илме тӑрӑшӑр. (Вуласа пар.)

17, 18. а) Этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнче Иегова «мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те» пулнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Пӗрлӗхпе мир каллех пултӑр тесе Иисус мӗн тӑвӗ?

17 Пин ҫул вӗҫӗнче Турӑ «мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те... пулӗ». Мӗн тери селӗм сӑмахсем! Анчах та вӗсене мӗнле ӑнланмалла? Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем, Адампа Ева, Эдемра пурӑннӑ чухне Туррӑн мирлӗ ҫемйин пайӗ пулнӑ чухнехи вӑхӑт ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Иегова, Чи Аслӑ Патша, хӑй мӗн пултарнине, ангелсемпе ҫынсене, хӑй ертсе пынӑ. Вӗсем унпа хӑйӗнпе калаҫма, ӑна пуҫҫапма тата унран пиллӗхсем илме пултарнӑ. Вӑл «мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те» пулнӑ.

18 Сатана витӗм кӳнипе ҫынсем Иеговӑн влаҫне хирӗҫ кайсан, ҫав мирлӗ хутшӑнусем пӑсӑлнӑ. Анчах та 1914 ҫултанпа Мессианла Патшалӑх пӗрлӗхпе мир каллех пултӑр тесе утӑмсем тӑвать (Эф. 1:9, 10). Пин ҫуллӑх Патшалӑх ертсе пынӑ чухне хальлӗхе «курӑнман» событисем пулса иртӗҫ. «Вара вӗҫӗ ҫитӗ», урӑхла каласан, Христос пин ҫул хушши ертсе пырасси вӗҫленӗ. Малалла вара мӗн пулӗ? Иисуса «ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те» панӑ пулин те, вӑл чапшӑн ҫунмасть. Унӑн Иеговӑн вырӑнне ларас шухӑш та ҫук. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса «Патшалӑха Атте Турра парӗ». Вӑл хӑй йышӑнса тӑракан ятарлӑ вырӑнӗпе тата хӑйӗн влаҫӗпе «Атте Турӑ мухтавӗшӗн» усӑ курӗ (Матф. 28:18; Флп. 2:9—11).

19, 20. а) Патшалӑх влаҫне пӑхӑнса пурӑнакансем пурте Иеговӑн аслӑ влаҫне йышӑннине мӗнле кӑтартма пултарӗҫ? ӑ) Пире мӗнле чаплӑ пуласлӑх кӗтет?

19 Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Патшалӑхӑн ҫӗр ҫинчи ҫыннисем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Вӗсем Иисусӑн тӗслӗхӗ тӑрӑх пурӑнӗҫ, ҫавӑн пекех хӑйсене кӗҫӗне хурса Иеговӑн аслӑ влаҫне хапӑл тусах йышӑнӗҫ. Ҫавна савӑнсах тунине вӗсен юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче кӑтартма май пулӗ (Ӳлӗм. 20:7—10). Ун хыҫҫӑн пур пӑлхавҫӑна та — ҫынсем хушшинчисене те, ангелсем хушшинчисене те — ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ. Вара мӗн тери савӑнӑҫлӑ вӑхӑт пуҫланӗ! Иегова пултарнисем пурте — унӑн пӗтӗм ҫемйи — Турра мухтаса тӑрӗ, Иегова вара «мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те... пулӗ». (Псалом 98:1—3 вуласа пар.)

20 Патшалӑхӑн пулас пиллӗхӗсем сире Туррӑн ирӗкне туса тӑрас тӗлӗшрен тимлӗ пулма, пӗтӗм вӑя хума хавхалантармӗҫ-ши? Сатанан тӗнчи сӗнекен суя шанчӑкпа суя йӑпату сире ҫулран пӑрса ямӗ-ши? Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма тата хытӑрах тӑрӑшӑр-ши? Эсир ҫавна ӗмӗр-ӗмӗрӗпе тӑвасшӑн пулнине сирӗн ӗҫсем кӑтартса тӑччӑр. Вара эсир пин ҫул кӑна мар, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех мирпе тата тулли пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пултаратӑр!

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]