Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — Турӑ панӑ парнене — эсир хаклатӑр-и?

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — Турӑ панӑ парнене — эсир хаклатӑр-и?

«Сире Иеговӑран парне пултӑр тата сирӗнтен кашнийӗ хӑйӗн упӑшкин килӗнче канлӗх туптӑр» (РУФЬ 1:9, ҪТ).

1. Адамӑн, арӑмлӑ пулса тӑрсан, мӗнле туйӑмсем ҫуралнӑ?

 «АКӐ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт; артан, [хӑй] упӑшкинчен, илнӗрен ӑна арӑм тейӗҫ» (Пулт. 2:23). Пӗрремӗш ҫын, Адам, арӑмлӑ пулса тӑрсан калама ҫук хытӑ савӑннӑ! Ҫавӑнпа та вӑл сӑвӑлла каланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар! Адама тарӑн ыйхӑпа ҫывратса янӑ хыҫҫӑн Иегова унӑн аяк пӗрчинчен хитре хӗрарӑма пултарнӑ. Адам ӑна Ева ятлӑ хунӑ. Турӑ вӗсене телейлӗ пурӑнма мӑшӑрлантарнӑ. Иегова Евӑна Адамӑн аяк пӗрчинчен тунӑран пӗрремӗш мӑшӑр пӗр-пӗринпе хальхи вӑхӑтри кирек мӗнле упӑшкапа арӑмран та ҫывӑхрах пулнӑ.

2. Мӗншӗн арҫынсемпе хӗрарӑмсене пӗр-пӗрин патне туртать?

2 Хӑйӗн нимпе танлаштарайми ӑслӑлӑхне пула Иегова ҫынсем ӑшне юрату туйӑмне кӑтартмалли пултарулӑх хывнӑ — шӑп ҫавӑн пек туйӑма пула ӗнтӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсене пӗр-пӗрин патне туртать. «Уорлд бук» энциклопедире ҫапла каланӑ: «Мӑшӑрланакан арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗринпе ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗрессе тата пӗр-пӗрин патне туртакан, нихҫан улшӑнми туйӑмсем пуласса шанса тӑраҫҫӗ». Иегова халӑхӗ пирки те ҫавнах калама пулать.

Вӗсем Турӑ панӑ парнешӗн — мӑшӑрлӑ пурнӑҫшӑн — пархатарлӑ пулнӑ

3. Исаак валли арӑм тупас тесе Авраам мӗн тунӑ?

3 Турра шанчӑклӑ Авраам мӑшӑрлӑ пурнӑҫа питӗ хисепленӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хӑйӗн аслӑ чурине Исаак валли арӑм илмешкӗн Месопотамие янӑ. Унта ҫитсен чура пулӑшу ыйтса Иеговӑна кӗлӗ тунӑ, вара унӑн кӗллине илтнӗ пулнӑ. Турӑран хӑракан Ревекка Исаакӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Иегова Авраамӑн вӑрлӑхӗ тӗлӗшӗнчен мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫлассине хутшӑннӑ (Пулт. 22:18; 24:12—14, 67). Ҫак тӗслӗх камӑн та пулин, ырӑ шухӑш тытсах, хӗрпе качча ҫураҫтаракан евчӗ пулма кирлине пӗлтермест. Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсем валли мӑшӑр хӑйсемех суйлаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, мӑшӑра Турӑ та суйласа памасть, анчах христиансем мӗн тумалли пирки кӗлӗ тӑваҫҫӗ пулсан тата Туррӑн сывлӑшне хӑйсене ертсе пыма параҫҫӗ пулсан, Турӑ вӗсене пурнӑҫӑн ҫак тата ытти енӗсенче ӑса вӗрентӗ (Гал. 5:18, 25).

4, 5. Суламитянкӑпа кӗтӳҫ пӗр-пӗрне юратнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

4 Авалхи Израильте пурӑннӑ хитре суламитянка ыттисене хӑйне Соломон патшан нумай арӑмӗсенчен пӗри пулма ан хистӗр тенӗ. Вӑл каланӑ: «Эй Иерусалим хӗрӗсем, манра юрату, вӑл хӑй тӗллӗн вӑранмасӑр, вӑратмӑпӑр та, чӗртмӗпӗр те тесе тупа тӑвӑр» (Юр. юр. 8:4, ҪТ). Суламитянкӑн савни пулнӑ — кӗтӳҫ. Суламитянка хӑйне кӗҫӗне хурса ӑна каланӑ: «Эпӗ — Сарон нарцисӗ [«кӑна, ҪТ], эпӗ — айлӑмра ӳсекен лили [«ҫеҫ», ҪТ]!» Кӗтӳҫ вара юратса хуравланӑ: «Ман савниҫӗм-пикеҫӗм ытти хӗрсем хушшинче — кӳкен тӗмӗсем хушшинчи лили чечекӗ пекех» (Юр. юр. 2:1, 2). Вӗсем пӗр-пӗрне чӑннипех юратнӑ.

5 Суламитянкӑпа унӑн савнӑ кӗтӳҫӗ пуринчен ытла Турра юратни вӗсен пулас мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗп пулма пулӑшнӑ паллах. Суламитянка хӑйӗн каччине каланӑ: «Эсӗ мана, пичет пек, чӗрӳ ҫине хур, пичет пек аллу ҫине хур, мӗншӗн тесен юрату вилӗм пекех хӑватлӑ, шеол пекех чарӑна пӗлмест, вӑл ҫине тӑрса чунтан парӑнса пурӑнма ыйтать. Унӑн ҫулӑмӗ — вут ҫулӑмӗ, Иаг ҫулӑмӗ [мӗншӗн тесен юрату унран тухса тӑрать]. Юратӑва аслӑ шыв сӳнтереймӗ, юханшывсем те юхтарса яраймӗҫ. Юратушӑн ҫын хӑйӗн килӗнчи пур хаклӑ япалана парсан та, вӗсене йӗрӗнсе сирсе янӑ пулӗччӗҫ» (Юр. юр. 8:6, 7, ҪТ). Иеговӑн ӗҫлекенӗ кампа мӑшӑрланма шутлать, ҫав ҫынран унӑн ҫавӑн пек чунтан парӑнса пурӑнасса кӗтмелле мар-и вара?

Эсир суйласа илни Турӑшӑн пурпӗр мар

6, 7. Эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма кама суйласа илни Иеговӑшӑн пурпӗр мар пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

6 Эсир мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма кама суйласа илни Иеговӑшӑн пурпӗр мар. Ханаанра пурӑнакан ҫынсем пирки каланӑ май Турӑ израильсене ҫакна тума хушнӑ: «Вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ» (Сак. аст. 7:3, 4). Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен, Ездра священник пӗлтернӗ: «Ют халӑх хӗрӗсене качча илсе эсир усал ӗҫ тунӑ, ҫапла Израилӗн айӑпне тата пысӑклатнӑ» (Езд. 10:10). Павел апостол та пӗрле ӗненекенсене каланӑ: «Саккун арӑма упӑшки пурӑннӑ чухне ҫеҫ чарса тӑрать; упӑшки вилсессӗн арӑмӑн кирек кама качча кайма та ирӗкӗ пур, анчах вӑл Ҫӳлхуҫана ӗненекене [«кӑна», ҪТ] качча кайтӑр» (1 Кор. 7:39).

7 Иеговӑн шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗ Иеговӑна ӗненмен ҫынпа мӑшӑрланать пулсан, ҫакӑ вӑл Турра итлеменни ҫинчен калать. Ездра вӑхӑтӗнчи израильсем «ют халӑх хӗрӗсене» качча илнипе усал ӗҫ тунӑ пулнӑ, е хӑйсене шанчӑклӑ тытманнине кӑтартнӑ. Ҫырура христианинӑн кампа мӑшӑрланмалли ҫинчен уҫҫӑн каланӑ, ҫавӑнпа та Турӑ мӗн тума хушнине тытса тӑманнине тӳрре кӑларма тӑрӑшни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ (Езд. 10:10; 2 Кор. 6:14, 15). Иеговӑна ӗненмен ҫынпа мӑшӑрланакан христианин япӑх тӗслӗх кӑтартать тата Турӑ панӑ парнене — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — тивӗҫлипе хакламаннине палӑртать. Кам шыва кӗнӗ ҫӗртенех ҫавӑн пек килӗшӳ туса мӑшӑрланать, ҫавӑ Турӑ халӑхӗн пухӑвӗнчи хӑш-пӗр чыслӑ тивӗҫсемсӗр тӑрса юлма пултарать. Пиллӗхсем илессе кӗтнӗ ҫӗртенех кӗлӗре: «Иегова, эпӗ пӗлсе тӑрсах сана итлемерӗм, ҫапах та, тархасшӑн, пиллесем мана»,— тесе ыйтни килӗшӳллӗ пулман пулӗччӗ.

Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр лайӑхрах пӗлет

8. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗпе Турӑ мӗн тума хушнине мӗншӗн тытса тӑмаллине ӑнлантарса парӑр.

8 Пӗр-пӗр механизм туса кӑларакан ҫав механизм мӗнле ӗҫленине тӗп-тӗрӗс пӗлет тата ӑна мӗнле пуҫтармаллине тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса пама пултарать. Эпир ҫав инструкцисене ним вырӑнне хумасӑр ӑна хамӑр пӗлнӗ пек пуҫтаратпӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? Результатсем шутсӑр начар пулӗҫ паллах — механизмӗ тапрансан хуть лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тетпӗр пулсан, Иегова, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа Никӗслекен, парса тӑракан ӳкӗтсене тытса тӑмалла пирӗн.

9. Иегова пӗчченлӗх туйӑмӗ мӗн иккенне пӗлет, ҫавӑн пекех мӑшӑрлӑ пурнӑҫ мӗнле савӑнӑҫ пама пултарнине ӑнланать тесе мӗншӗн калама пулать?

9 Иегова ҫынсем ҫинчен те, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫинчен те пурне те пӗлет. Вӑл ҫынсем хуначчӑр, йышлӑланччӑр тенӗ, ҫавӑнпа вӗсене ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗрес туртӑм панӑ (Пулт. 1:28). Пӗчченлӗх туйӑмӗ мӗн иккенне Турӑ пӗлет, мӗншӗн тесен пӗрремӗш хӗрарӑма тӑвас умӗн вӑл каланӑ: «Этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар» (Пулт. 2:18). Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнни мӗнле савӑнӑҫ панине те Иегова лайӑх пӗлет. (Ытарӑшсем 5:15—19 вуласа пар.)

10. Мӑшӑрсен-христиансен ар ҫыхӑнӑвӗсем тӗлӗшӗнчен мӗнле факторсене шута илмелле?

10 Адам этемлӗхе парса хӑварнӑ ҫылӑхпа ҫитменлӗхе пула хальхи вӑхӑтра кашни мӑшӑрлӑ пурнӑҫра ҫитменлӗхсем пур. Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Сӑмахне тытса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче чӑннипех телейлӗ пулма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, мӑшӑрлӑ пурнӑҫри ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗрес пирки панӑ Павелӑн уҫӑмлӑ канашне айтӑр пӑхса тухар. (1 Коринф 7:1— 5 вуласа пар.) Упӑшкипе арӑмӗн ачаллӑ пулас тесе кӑна ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗмелле тесе калани Ҫырура ҫук. Ар ҫыхӑнӑвӗсем вӗсене кӑмӑл-туйӑмпа ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен ҫырлахтарма пултараҫҫӗ. Анчах та Турӑ ирсӗр ар ҫыхӑнӑвӗсене ырламасть. Христиансен ҫемйинчи упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен пӗрлехи пурнӑҫӗнче ҫав тӗлӗшрен пӗр-пӗрне юратнине, пӗр-пӗрин патне ҫепӗҫ туйӑмсем пулнине кӑтартасшӑн паллах. Иеговӑна юрӑхсӑр кирек мӗнле ӗҫрен те вӗсен пӑрӑнмалла.

11. Иеговӑна юрӑхлине тунишӗн Руфе мӗнле пилленӗ?

11 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн хуйхӑпа асап мар, савӑнӑҫ кӳмелле. Христиансен хӑйсен ҫемйинче мирпе канӑҫлӑх пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Пӗр 3 000 ҫул каялла Ноеминьпе, ватӑ тӑлӑх хӗрарӑмпа, упӑшкасемсӗр тӑрса юлнӑ кинӗсем, Орфӑпа Руфь, Моавран Иудӑна кайнӑ чухне мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Ноеминь ҫав ҫамрӑк хӗрарӑмсене хӑйсен халӑхӗ патне таврӑнма ӳкӗтленӗ. Моав хӗрӗ Руфь чӑн Турра чунтан парӑннине кӑтартса Ноеминьпе тӑрса юлнӑ, ӑна вара «Унӑн ҫуначӗ айӗнче хӳтӗленсе тӑма» килнӗшӗн «Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана... мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр» тесе шантарнӑ (Руфь 1:9; 2:12). Руфь Турӑ панӑ парнене — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — питӗ хакланӑ та Вооза, Иеговӑна пуҫҫапакан тата хӑйӗнчен чылай аслӑрах ҫынна, качча тухнӑ. Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, Руфь хӑй пирки Иисус Христос патне илсе пыракан ӑрури ҫын пулнине пӗлсен питӗ савӑнӗ (Матф. 1:1, 5, 6; Лука 3:23, 32). Иеговӑна юрӑхлине тунӑшӑн вӑл мӗн тери пысӑк пиллӗхсем илнӗ!

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗнчен панӑ ӑслӑ-тӑнлӑ канаш

12. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗнчен ӑслӑ-тӑнлӑ канаш ӑҫта тупма пулать?

12 Ҫемьене Никӗслекен пире мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшакан пӗлӳ парса тӑрать. Нимле ҫын та Турӑ пӗлнӗ чухлӗ пӗлмест. Библи яланах тӗрӗс, ҫавӑнпа та мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗнчен ӑслӑ-тӑнлӑ канаш памалли пӗртен пӗр май вӑл — ҫынна Ҫырури нормӑсем ҫине тимлеттересси. Сӑмахран, Турӑ пӗлтернипе Павел апостол ҫырнӑ: «Эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр» (Эф. 5:33). Япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхакан христиансемшӗн ҫак канашра ним ӑнланмалла марри те ҫук. Анчах та вӗсем Иеговӑн Сӑмахне тытса пырӗҫ-ши? Вӗсем Турӑ панӑ парнене — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — чӑннипех хаклаҫҫӗ пулсан, ҫавна туса тӑрӗҫ a.

13. 1 Петр 3:7-мӗшӗнчи канаша ним вырӑнне те хуманни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

13 Упӑшка-христианинӑн хӑйӗн арӑмне юратмалла. Петр апостол ҫырнӑ: «Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ» (1 Петр 3:7, ҪХ). Упӑшки Туррӑн канашне тытса тӑмасть пулсан, унӑн кӗллисене Иегова итлемесен те пултарать. Ҫавна пула упӑшкипе арӑмӗн Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлма пултараҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене стресс кӳме, харкаштарса яма тата пӗр-пӗринпе тӳрккес тытасси патне илсе ҫитерме пултарать.

14. Юратакан арӑм хӑйӗн ҫемйи валли мӗн лайӑххи тума пултарать?

14 Иеговӑн Сӑмахне тата унӑн святой сывлӑшӗ мӗн тума хушнине тытса тӑракан арӑм хӑйӗн килӗ канлӗ те телейлӗ вырӑн пултӑр тесе нумайӑшне тума пултарать. Турӑран хӑракан упӑшкан хӑйӗн арӑмне юратас тата хӳтӗлес килсех тӑрать. Арӑмӗн хӑйне упӑшкине юраттарас килет, ҫавӑнпа та упӑшкине ӑна юратма ҫӑмӑл пултӑр тесе унӑн лайӑх енсем кӑтартмалла. Ытарӑшсем 14:1-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Ӑслӑ арӑм кил тытса тӑрать, ухмаххи ӑна хӑй аллипех салатать». Ӑслӑ та юратакан арӑм хӑйӗн ҫемйине ӑнӑҫлӑ та телейлӗ тӑвас тесе нумай вӑй хурать. Ҫавӑн пек тунипе вӑл Турӑ панӑ парнене — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — чӑннипех хакланине кӑтартать.

15. Эфес 5:22—26-мӗшӗнче эпир мӗнле канаш тупатпӑр?

15 Иисус хӑйӗн пухӑвӗпе хӑйне мӗнле тытнӑ, ҫавӑн пек хӑйсене тытакан упӑшкасемпе арӑмсем Турӑ панӑ парнене — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — хакланине кӑтартаҫҫӗ. (Эфес 5:22—26 вуласа пар.) Пӗр-пӗрне чӑннипех юратакан мӑшӑрсем хӑйсене кӗҫӗне хураҫҫӗ, хӑйсене пӗр-пӗринпе калаҫма килӗшмен ачасем пек тытмаҫҫӗ тата ытти япӑх енсене хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене пӑсма памаҫҫӗ. Ҫавӑн пек мӑшӑрсене Иегова пиллесе тӑрать!

Вӗсене никамӑн та уйӑрмалла мар

16. Мӗншӗн хӑш-пӗр христиансем мӑшӑрланмаҫҫӗ?

16 Ҫынсем нумайӑшӗ халӗ-и е каярахпа-и мӑшӑрланма шутлаҫҫӗ пулин те, Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем хӑйсене килӗшекен тата Турра юрӑхлӑ мӑшӑр тупайманран авланмасӑр е качча каймасӑр тӑрса юлаҫҫӗ. Теприсем мӑшӑрланмасӑр пурӑнма пултаратпӑр тесе шутлаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме нумай вӑхӑт уйӑрма май парать. Паллах ӗнтӗ, мӑшӑрланманнисен Иегова картса хунӑ виҫене асра тытмалла (Матф. 19:10—12; 1 Кор. 7:1, 6, 7, 17).

17. а) Иисус мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫинчен каланӑ мӗнле сӑмахсене пирӗн асра тытмалла? ӑ) Христианинӑн мӑшӑрланнӑ ҫын патне туйӑмсем аталанма пуҫларӗҫ пулсан, унӑн тӳрех мӗн тумалла?

17 Эпир мӑшӑрланнӑ ҫынсем-и е мӑшӑрланман-и, пирӗн пурин те Иисус каланӑ сӑмахсене асра тытмалла: «Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарни ҫинчен, Вӑл: „ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ“ тенине вуламан-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт. Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матф. 19:4—6). Мӑшӑрланнӑ ҫын патне туйӑмсем аталантарни вӑл — ҫылӑх (Сак. аст. 5:21). Христианинӑн ҫавӑн пек туйӑмсем пулма пуҫларӗҫ пулсан, унӑн ҫав таса мар шухӑшсене сирсе ярас тесе мӗн тума кирлине пурне те тӳрех тумалла. Ҫакӑ ҫын хӑйӗн ӑшӗнче эгоистла туйӑмсене аталанма панине пула чунне ыраттарать пулсан та, унӑн ҫавна тумаллах (Матф. 5:27—30). Ҫавнашкал шухӑшсене тӳрлетмелле тата ултавлӑ чӗрен ҫылӑхлӑ туртӑмӗсене путлантарса лартмалла (Иер. 17:9).

18. Турӑ панӑ парне — мӑшӑрлӑ пурнӑҫ — ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

18 Кам Иегова Турӑ ҫинчен тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ Вӑл панӑ чаплӑ парне пулни ҫинчен питӗ сахал пӗлет е пачах та пӗлмест, ҫавсем те нумайӑшӗ ҫемьери ҫыхӑнусене мӗн чухлӗ те пулин хаклаҫҫӗ. Пирӗн вара, хамӑра «телейлӗ Турра», Иеговӑна, халалланӑскерсен, вӑл мӗн панишӗн пуриншӗн те тата хытӑрах савӑнмалла тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — Турӑ панӑ парнене — чӑннипех хакланине тата ытларах кӑтартмалла! (1 Тим. 1:11, ҪТ.)

[Сноска]

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]