Иегова — манӑн пайӑм
Иегова — манӑн пайӑм
«Израиль ывӑлӗсем хушшинчи санӑн паю, санӑн еткерлӗхӳ — Эпӗ» (ЙЫША ШУТЛ. 18:20).
1, 2. а) Левитсене еткерлӗх ҫӗр панӑ пулнӑ-и? ӑ) Иегова левитсене мӗн тесе шантарнӑ?
ИЗРАИЛЬСЕМ Пама пулнӑ ҫӗрӗн чылайӑш пайне хӑйсен аллине илнӗ хыҫҫӑн Иисус Навин шӑпа ярса ӑна уйӑрса пама пуҫланӑ. Вӑл ҫавна аслӑ священник Елеазарпа тата ӑру пуҫлӑхӗсемпе тунӑ (Йыша шутл. 34:13—29). Ытти йӑхсене панӑ пек левитсене еткерлӗх ҫӗр памалла пулман (Иис.Н. 14:1—5). Мӗншӗн левитсен Пама пулнӑ ҫӗр ҫинче еткерлӗх ҫӗр, е пай, пулман? Апла пулсан вӗсене нимсӗр-мӗнсӗр хӑварнӑ-ши?
2 Хуравне эпир Иегова Аарона левитсем пирки каланӑ сӑмахсенче тупатпӑр. Вӗсене пӑрахманнине палӑртса Иегова каланӑ: «Израиль ывӑлӗсем хушшинчи санӑн паю, санӑн еткерлӗхӳ — Эпӗ» (Йыша шутл. 18:20). «Санӑн паю... Эпӗ»,— тесе шантарса калани мӗн тери чаплӑ! Иегова сана ҫав сӑмахсене каларӗ пулсан, эсӗ хӑвна мӗнле туйнӑ пулӑттӑн? Тен, эсӗ ҫапла шухӑшлӑттӑн: «Пурне те Пултаракан Турӑ ҫавӑн пек шантарса каланине эпӗ тивӗҫлӗ-и?» Санӑн ҫакӑн пек ыйту та сиксе тухма пултарать: «Иегова халӗ пӗр-пӗр ҫитменлӗхлӗ христианинӑн пайӗ пулса тӑма пултарать-и?» Ҫаксем питӗ кирлӗ ыйтусем, мӗншӗн тесен вӗсем санпа та, санӑн ҫывӑх ҫыннусемпе те ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ ҫавӑн пек шантарса калани мӗн иккенне пӗлер. Вара эпир Иегова халӗ христианинӑн пайӗ мӗнле пулма пултарнине лайӑхрах ӑнланӑпӑр. Унсӑр пуҫне вӑл санӑн паю та пулма пултарать — пӗлӗтре пурӑнма шанатӑн-и эсӗ е ҫӗр ҫинче.
Иегова левитсемшӗн тӑрӑшать
3. Турӑ левитсене хӑйӗншӗн ӗҫлеме суйласа илни мӗнле пулса иртнӗ?
3 Иегова израильсене Саккун париччен ҫемье пуҫӗсем вӗсем хушшинче священниксем пулса ӗҫленӗ. Израиле Саккун парсан, Турӑ халӑх валли священниксемпе вӗсене пулӑшакансене суйласа илнӗ — вӗсем пурте Левий йӑхӗнчен пулнӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса иртнӗ? Египетри малтан ҫуралнисене вӗлерсе пӗтерсен Турӑ израильсен малтан ҫуралнисене хӑйне валли хӑйӗн харпӑрлӑхӗ пек уйӑрса илсе сӑваплӑ тунӑ. Унтан Турӑ ҫапла шут тытнӑ: «Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне... левитсене илтӗм». Шутласа тухнӑ хыҫҫӑн Израилӗн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗсем левитсенчен нумайрах пулни палӑрнӑ, ҫавӑнпа та ытларах пулнисене тӳлесе илмелле пулнӑ (Йыша шутл. 3:11—13, 41, 46, 47). Акӑ ҫапла ӗнтӗ левитсене Израиль Турришӗн ятарлӑ сӑваплӑ ӗҫ тума уйӑрса илнӗ пулнӑ.
4, 5. а) Иегова мӗнле майпа левитсемшӗн пай пулнӑ? ӑ) Иегова левитсемшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ?
4 Иегова левитсене хӑйӗншӗн ӗҫлеме суйласа илсен, мӗнле майпа вӑл вӗсен пайӗ пулма пултарнӑ? Еткерлӗх ҫӗр парас вырӑнне Иегова вӗсене питӗ хаклӑ та ятарлӑ ӗҫ шанса панӑ. «Ҫӳлхуҫашӑн [«священник пулса», ҪТ] ӗҫлесе тӑрасси» вӗсен пайӗ, е еткерлӗхӗ, пулса тӑнӑ (Иис.Н. 18:7). Йыша шутлани 18:20-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ левитсем чухӑна тӑрса юлманнине кӑтартса парать. (Йыша шутлани 18:19, 21, 24 вуласа пар.) Левитсен «ӗҫлесе тӑнӑшӑн... Израилӗн пӗтӗм пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне» илмелле пулнӑ. Вӗсене Израильти выльӑх-чӗрлӗх хунавӗн тата ҫӗр кӳрекен ҫимӗҫӗн 10 процентне парса тӑмалла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах левитсен хӑйсем мӗн илнин вуннӑмӗш пайне — «чи лайӑххине» — священниксене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе памалла пулнӑ a (Йыша шутл. 18:25—29). Священниксене «пӗтӗм сӑваплӑ парнене» парса тӑмалла пулнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫав парнесене Турӑ валли Ӑна пуҫҫапмалли вырӑна илсе пынӑ. Ҫавӑнпа та священниксем Иеговӑна, вӑл вӗсене мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерессе шанма пултарнӑ.
5 Моисей саккунӗ тӑрӑх вуннӑмӗш пайне иккӗмӗш хут та памалла пулнӑ пулас. Унпа Израильти ҫемьесем кашни ҫул пулакан сӑваплӑ пухусем вӑхӑтӗнче ӗҫсе ҫимешкӗн тата савӑнмашкӑн усӑ курнӑ (Сак. аст. 14:22—27). Анчах ҫав вуннӑмӗш пайӗпе урӑх майлӑ та усӑ курнӑ. Израильсем кашни ҫичӗ ҫул шӑматкун ҫулне уявланӑ. Ҫав ҫичӗ ҫула тӑсӑлакан тапхӑрӑн виҫҫӗмӗш тата улттӑмӗш ҫулӑн вӗҫӗнче израильсем ҫав вуннӑмӗш пайне чухӑннисемпе пӗрле левитсем валли те хӑварнӑ. Мӗншӗн левитсем валли те? Мӗншӗн тесен Израильте вӗсен «пай та, еткер ҫӗр те» пулман (Сак. аст. 14:28, 29).
6. Левитсен еткерлӗх ҫӗр пулман, апла пулсан вӗсем ӑҫта пурӑннӑ?
6 Тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйту пур: «Левитсен ҫӗр пулман пулсан, вӗсем ӑҫта пурӑннӑ вара?» Иегова вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ. Вӑл вӗсене 48 хулапа вӗсен ҫумӗнчи уй-хире панӑ. Ҫав хуласенчен улттӑшӗ хӳтлӗх хуласем пулнӑ (Йыша шутл. 35:6—8). Ҫавӑнпа та Туррӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче ӗҫлемен чухне левитсен пурӑнма вырӑн пулнӑ. Кам хӑйне Туррӑн сӑваплӑ ӗҫне тума панӑ, ҫавсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе питӗ лайӑх тӑрӑшнӑ Иегова. Ҫавӑнпа та левитсем Иегова вӗсен пайӗ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнӑ? Иегова вӗсене мӗн кирлине пама пултарнине тата парасшӑн пулнине шанса тӑнипе.
7. Иегова хӑйсен пайӗ пултӑр тесен левитсен мӗн тумалла пулнӑ?
7 Израиль ҫынни вуннӑмӗш пайне памарӗ пулсан, Саккунра ӑна мӗнле наказани памалли ҫинчен нимӗн те каламан. Анчах та халӑх вуннӑмӗш пайне пама пӑрахсан, священниксемпе левитсене йывӑр килнӗ. Ҫавӑн пекки Неемия пурӑннӑ вӑхӑтра пулнӑ. Ун чухне левитсен храмри сӑваплӑ ӗҫе хӑварса хӑйсен уйӗсенче ӗҫлеме тивнӗ. (Неемия 13:10 вуласа пар.) Левитсене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрасси халӑх Иеговӑн саккуне итлесе-пӑхӑнса тӑнинчен килнӗ. Унсӑр пуҫне священниксемпе левитсен хӑйсен те Иеговӑна тата вӑл вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарнине ӗненмелле пулнӑ.
Иегова уйрӑм левитшӑн пай пулнӑ
8. Асаф левита мӗн пӑшӑрхантарнӑ?
8 Левитсемшӗн, вӗсен пӗтӗм йӑхӗшӗн, Иегова пай пулнӑ. Анчах уйрӑм левитсем те Турӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑх тата ӑна шанни ҫинчен каланӑ чухне «Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм» тенӗ (Хӳхл. 3:24). Ҫавӑн пек левитсенчен пӗри юрӑҫӑ тата псаломсем ҫыракан пулнӑ. Эпир ӑна Асаф тесе чӗнӗпӗр. Вӑл Асафӑн — Давид патша вӑхӑтӗнче юрӑҫсен пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен левитӑн — ҫемйинчен пулнӑ пулас (1 Ҫулс. 6:31—43). 72-мӗш Псаломра Асаф (е унӑн ӑрӑвӗнчен пӗри) йӗркесӗр ҫынсене ӑмсанма пуҫланӑ тата вӗсен пурнӑҫӗ мӗншӗн ӑнса пынине ӑнланма пултарайман. «Апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартса аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши»,— тесе те каланӑ вӑл. Хӑй тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ мӗн тери хаклӑ пулнине вӑл асра тытма пӑрахнӑ пулас. Иегова унӑн пайӗ пулнине те вӑл манса кайнӑ. Вӑл «Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне кӗриччен» иккӗленсе-пӑшӑрханса тӑнӑ (Пс. 72:2, 3, 12, 13, 16, 17).
9, 10. Мӗншӗн Асаф Турра манӑн «ӗмӗрлӗх пайӑм» теме пултарнӑ?
9 Сӑваплӑ вырӑнта Асаф япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пуҫланӑ. Санпа та ҫавӑн пекки пулкаланӑ пуль. Тен, санӑн та Иеговӑшӑн ӗҫлесси мӗн тери хаклӑ ӗҫ пулнине манса каясси тата хам валли мӗн чухлӗ пурлӑх пухма пултарнӑ пулӑттӑм тесе шухӑшласси пулнӑ. Анчах та Библи вӗреннӗ, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренӗ май эсӗ каллех япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пуҫларӑн. Йӗркесӗр ҫынсемпе юлашкинчен мӗн пулассине Асаф ӑнланнӑ. Вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗ пулнӑ май мӗнле пиллӗхсем илсе тӑни ҫинчен шухӑшланӑ та Иегова ӑна сылтӑм аллинчен тытса ертсе пынине тавҫӑрса илнӗ. Ҫавӑнпа Асаф Иеговӑна ҫапла калама пултарнӑ: «Сансӑр пуҫне мана ҫӗр ҫинче нимӗн те кирлӗ мар» (Пс. 72:23, 25). Унтан вара Иегова пирки манӑн пайӑм тенӗ. (Псалом 72:26 вуласа пар.) Псалом юрлаканӑн ӳчӗпе чӗри халран кайма пултарнӑ пулин те, Турӑ уншӑн «ӗмӗрлӗх пай» пулнӑ. Псалом юрлакан Турӑ ӑна тус вырӑнне хурса ялан асра тытасса пӗлнӗ. Вӑл сӑваплӑ ӗҫе шанчӑклӑ туса тӑнине Турӑ манса каймасть (Еккл. 7:1). Ҫак шухӑшсем Асафа мӗн тери йӑпатнӑ пулас! Вӑл юрланӑ: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!.. эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп» (Пс. 72: 28).
10 Ҫавӑнпа та Асаф Иегова манӑн пайӑм тенӗ чухне, левит пулнӑ май хӑйне Турӑ пурлӑх парса тӑни ҫинчен кӑна каласшӑн пулман. Тӗпрен илсен, вӑл Иеговӑшӑн туса тӑракан ятарлӑ ӗҫӗ тата Ҫӳлти Турӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑхӗ ҫинчен каланӑ (Иак. 2:21—23). Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха упраса хӑварас тесен унӑн малалла та ӑна ӗненсе тата шанса тӑмалла пулнӑ. Иеговӑна итлесе пурӑнсассӑн, Турӑ ӑна телейлӗ пуласлӑхпа пиллессе ӗненмелле пулнӑ Асафӑн. Пурне те Пултаракан Турӑ саншӑн та ҫавнах тӑвасса эсӗ ҫирӗп шанма пултаратӑн.
11. Иеремия Иеговӑна мӗнле ыйту панӑ? Иегова унӑн ыйтӑвӗ ҫине мӗнле хуравланӑ?
11 Иегова пирки манӑн пайӑм текен тепӗр левит вӑл — Иеремия пророк. Ҫавӑн пек сӑмахсемпе вӑл мӗн каласшӑн пулнине айтӑр пӑхса тухар. Иеремия Анафофра, Иерусалимран инҫех мар вырнаҫнӑ левитсен хулинче, пурӑннӑ (Иер. 1:1). Иеремийӑн Иеговӑран мӗншӗн йӗркесӗр ҫынсен пурнӑҫӗ ӑнса пырать, ҫав вӑхӑтрах тӳрӗ ҫынсем асапланаҫҫӗ тесе ыйтасси те пулнӑ (Иер. 12:1). Иерусалимпа Иудӑра мӗн-мӗн тунине курсан, вӑл хӑйне мӗн кӳрентерни-пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна каласа парас тенӗ. Иегова тӳрӗ пулнине Иеремия пӗлнӗ. Иеремия урлӑ пророкла каланипе, унтан вара ҫав пророкла каланӑ сӑмахсене пурнӑҫланипе Иегова пророкӑн ыйтӑвӗ ҫине татӑклӑ хуравланӑ. Пророкла каланипе килӗшӳллӗ, Иеговӑна итлесе пурӑнаканнисем чӗрӗ тӑрса юлнӑ, ним хуйхӑсӑр пурӑнакан йӗркесӗр ҫынсем, асӑрхаттарса каланисене итлеменнисем, вилсе пӗтнӗ (Иер. 21:9).
12, 13. а) «Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм» тесе калама Иеремийӑна мӗн хавхалантарнӑ тата унӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн Израилӗн пур йӑхӗн те Турра кӗтме вӗренмелле пулнӑ?
12 Каярахпа Иеремия хӑйӗн тустарса пӗтернӗ тӑван ҫӗршывӗ ҫине пӑхсан вӑл хӑйне сӗмлӗхре ҫӳренӗ пек туйнӑ. Иегова ӑна «тахҫан вилнӗ ҫынсене пытарнӑ пек... тӗттӗм вырӑна кӗртсе» лартнӑ тейӗн (Хӳхл. 1:1, 16; 3:6). Иеремия пӑхӑнман израильсене хӑйсен ҫӳлти Ашшӗ патне таврӑнма чӗннӗ, анчах вӗсем ҫав тери усалланса кайнӑран Иегова Иерусалимпа Иудӑна тӗп тума шут тытнӑ. Ҫакӑ Иеремийӑна, вӑл хӑй айӑпсӑр пулнӑ пулин те, шутсӑр хурлантарнӑ. Хуйхӑрнӑ вӑхӑтра та вӑл Иеговӑн хӗрхенекен кӑмӑлне аса илсех тӑнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпир тӗппипех пӗтмерӗмӗр». Иеговӑн хӗрхенекен кӑмӑлӗ «ирсерен ҫӗнелсе пырать» тенӗ вӑл. Унтан Иеремия ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ: «Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм». Вӑл хӑйӗн чыслӑ сӑваплӑ ӗҫне, Иеговӑн пророкӗ пулса ӗҫлессине, малалла туса тӑнӑ. (Иеремия хӳхлевӗ 3:22—24 вуласа пар.)
13 Израильсен тӑван ҫӗршывӗ 70 ҫул хушши юхӑнса-пушанса выртмалла пулнӑ (Иер. 25:11). Анчах та Иеремия «Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм» тенипе Иегова хӗрхенессе шанса тӑнине кӑтартса парать, ҫавӑнпа та вӑл «Ӑна шанса [«кӗтсе», ҪТ]» тӑма ҫирӗп шут тытнӑ. Израилӗн пур йӑхӗ те хӑйсен еткер ҫӗрӗсӗр тӑрса юлнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ Иеремийӑнни пекех пулмалла пулнӑ. Иегова вӗсен пӗртен-пӗр шанчӑкӗ пулнӑ. 70 ҫул иртсен Туррӑн халӑхӗ тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ та унта Иеговӑшӑн ӗҫлес чыса тивӗҫлӗ пулнӑ (2 Ҫулс. 36:20—23).
Иегова ыттисемшӗн те пай пулнӑ
14, 15. Левитсемсӗр пуҫне урӑх кам Иегова пирки манӑн пайӑм тенӗ тата мӗншӗн?
14 Асаф та, Иеремия та Левий йӑхӗнчен пулнӑ. Анчах та левитсем кӑна-и Иеговӑшӑн ӗҫлес чыса тивӗҫлӗ пулнӑ? Ҫук. Ҫамрӑк Давид, Израилӗн пулас патши, Турӑ пирки манӑн «чӗррисен ҫӗрӗнчи пайӑм» тенӗ. (Псалом 141:1, 5 вуласа пар.) Давид ҫав псалома ҫырнӑ чухне керменте те, ҫуртра та пурӑнман. Тӑшмансенчен вӑл ту хӑвӑлӗнче пытаннӑ пулнӑ. Сахалтан та икӗ хутчен Давид ту хӑвӑлӗнче пулнӑ: пӗррехинче Одолламри ту хӑвӑлӗнче, тепрехинче — Эн-Гедири пушхирте. Ҫав псалома вӑл вӗсенчен пӗринче пытанса ларнӑ чухне ҫырнӑ пулас.
15 Ку чӑнах та ҫапла пулсан, ҫав вӑхӑтра Давида кӗвӗҫекен Саул патша хӑваланӑ. Вӑл Давида вӗлересшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа Давид ту хӑвӑлне, ҫитме йывӑр вырӑна, тарнӑ (1 Патш. 22:1, 4). Ҫав аякри вырӑнта ӑна хӑй ҫумӗнче хӑйне пулӑшма тата хӳтӗлеме пултаракан тус ҫук пек туйӑнма пултарнӑ (Пс. 141:4). Вара Давид Турра пулӑшма ыйтнӑ.
16, 17. а) Мӗне пула Давид хӑйне ним тума пултарайман ҫын пек туйнӑ? ӑ) Давид пулӑшу камран ыйтма пултарнӑ?
16 Давид 141-мӗш Псалом ҫырас умӗн аслӑ священник Ахимелехпа мӗн пулни ҫинчен илтнӗ те пуль. Давид Саултан тарнине пӗлмесӗрех, Ахимелех ӑна пулӑшнӑ. Саул, кӗвӗҫекен патша, Ахимелехпа унӑн ҫемйине вӗлерсе тухма хушнӑ (1 Патш. 22:11, 18, 19). Вӗсен вилӗмӗшӗн Давид хӑйне айӑпланӑ. Вӑл хӑйне пулӑшнӑ священника хӑй вӗлернӗ пекех туйнӑ. Эсир Давид вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мӗн пулса иртнишӗн хӑвӑра айӑплӑ туйнӑ пулӑттӑр-и? Давида ахаль те йывӑр пулнӑ, Саул хӑваланӑран вара унӑн пӗр канӑҫ та пулман.
17 Тепӗртакран Самуил пророк, Давида патшана лартма ҫу сӗрнӗскер, вилет (1 Патш. 25:1). Ҫавна пула Давид тата ытларах хӑйне ним тума пултарайман ҫын пек туйма пултарнӑ. Анчах та вӑл камран пулӑшу ыйтмаллине пӗлнӗ — Иеговӑран. Давидӑн левитсенни пек чыслӑ ӗҫ пулман, анчах та ӑна урӑх ятарлӑ ӗҫ тума ҫу сӗрнӗ. Унӑн Турӑ халӑхӗн патши пулмалла пулнӑ (1 Патш. 16:1, 13). Ҫавӑнпа та Давид хӑйӗн пӗтӗм шухӑш-туйӑмне Иеговӑна каласа панӑ та малашне те вӑл кӑтартса пани тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшнӑ. Эсӗ те, Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче вӑй ҫитнӗ таран пурне те туса тӑнӑ май, Иеговӑна шанса тӑр. Вӑл санӑн паю тата хӳтлӗхӳ пултӑр!
18. Ҫак статьяра каланӑ ҫынсем Иегова хӑйсен пайӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
18 Иегова ҫак статьяра каланӑ ҫынсен пайӗ пулнӑ. Ҫавӑ вӗсемшӗн мӗне пӗлтернӗ? Унӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче вӗсене пӗр-пӗр ӗҫ тума шанса панӑ. Турӑ вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерессе шанса тӑнӑ вӗсем. Вӑл левитсемшӗн те, Израилӗн ытти йӑхӗнчи ҫынсемшӗн те, сӑмахран, Давидшӑн та, пай пулнӑ. Мӗнле майпа Иегова сирӗн пай пулма пултарать? Ҫавна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
[Сноска]
a Иегова священниксене мӗн кирлипе мӗнле тивӗҫтерсе тӑнине ытларах пӗлес тесе «Понимание Писания» энциклопедие (акӑл.) пӑх, 2 том, 684 страница.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Иегова левитсен пайӗ пулнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?
• Иегова хӑйсен пайӗ пулнине Асаф, Иеремия тата Давид мӗнле кӑтартнӑ?
• Турӑ санӑн паю пултӑр тесен сире мӗнле лайӑх ен кирлӗ?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]