Туррӑн канӑҫлӑхӗ — мӗн вӑл?
Туррӑн канӑҫлӑхӗ — мӗн вӑл?
«Турӑ халӑхӗшӗн шӑматкун канӑҫлӑхӗ юлать-ха» (ЕВР. 4:9, ҪТ).
1, 2. Пултарни 2:3-мӗш сӑвӑ йӗркине тӗрӗс куҫарнине пула мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать тата мӗнле ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ?
ПУЛТАРНИ кӗнекери пӗрремӗш сыпӑкран эпир Турӑ ҫӗре ултӑ сӑнарлӑ кун хушшинче ҫынсене пурӑнма хатӗрлени ҫинчен пӗлетпӗр. Ҫав кашни тапхӑр мӗнле вӗҫленнине ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ: «Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ» (Пулт. 1:5, 8, 13, 19, 23, 31). Анчах та ҫиччӗмӗш кун пирки Библире каланӑ: «Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ, ӑна сӑваплӑ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн Хӑйӗн тумалли, пултармалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, Вӑл ҫав куна канлӗхлӗ тунӑ [«ҫав кун канма пуҫланӑ», ҪТ]» (Пулт. 2:3).
2 «Канма пуҫланӑ» тесе каланине асӑрхӑр-ха. Ҫак сӑмахсем тӑрӑх ҫиччӗмӗш кун — Туррӑн канмалли «кунӗ» е канӑҫлӑхӗ — пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта та, Моисей Пултарни кӗнекене ҫырнӑ вӑхӑтра та, вӗҫленменни курӑнать. Туррӑн канӑҫлӑх кунӗ халӗ те пырать-ши? Ку ҫапла пулсан, эпир паян унта кӗме пултараятпӑр-и? Ҫак ыйтусен хуравӗсем пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Иегова халӗ те канать-ши?
3. Ҫиччӗмӗш кун пӗрремӗш ӗмӗрте те вӗҫленменнине Иоанн 5:16, 17-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?
3 Ҫиччӗмӗш кун пирӗн эрӑри I ӗмӗрте те вӗҫленменнине икӗ ҫирӗплетӳ кӑтартса парать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫавна Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракансене каланӑ сӑмахсем кӑтартса параҫҫӗ, лешӗсем вара ӑна шӑматкун сыватнӑшӑн айӑпланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем шӑматкун сипленине ӗҫ туни тесе шутланӑ. Ҫӳлхуҫа вӗсене каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп» (Иоанн 5:16, 17). Иисус ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ? Ӑна шӑматкун ӗҫлетӗн тесе айӑпланӑ. Ҫавӑнпа та Иисус: «Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать»,— тенипе хӑйне айӑпласа калани ҫине хурав панӑ. Тӗрӗссипе вара, вӑл хӑйне айӑплакансене ҫапла каланӑ теме пулать: «Эпир Аттепе пӗр ӗҫех тӑватпӑр. Манӑн Аттем темиҫе пин ҫул хушши пыракан шӑматкун вӑхӑтӗнче те ӗҫлеме пӑрахман пулсан, мана та ӗҫлеме юрать — шӑматкун та». Апла пулсан, ҫӗр тӗлӗшӗнчен палӑртнӑ Туррӑн аслӑ шӑматкун канӑҫлӑхӗ, ҫиччӗмӗш кун, хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра та вӗҫленмен тесе Иисус каласшӑн пулнӑ a.
4. Ҫиччӗмӗш кун Павел хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра та вӗҫленменнине мӗнле кӑтартса панӑ?
4 Иккӗмӗш ҫирӗплетӗве Павел апостол илсе парать. Пултарни 2:2-мӗшӗнчи сӑмахсене, Туррӑн канӑҫлӑхӗ ҫинчен калакан сӑмахсене, илсе парса Павел Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ: «Канӑҫлӑха эпир, ӗненекенсем, кӗретпӗр» (Евр. 4:3, 4, 6, 9). Эппин, ҫиччӗмӗш кун Павел вӑхӑтӗнче те вӗҫленмен пулнӑ-ха. Анчах та ҫав кунӑн тата мӗн вӑхӑт хушши тӑсӑлмалла пулнӑ-ши?
5. Ҫиччӗмӗш кунӑн тӗллевӗ мӗнле тата Туррӑн тӗллевӗ пӗтӗмпех хӑҫан пурнӑҫланӗ?
5 Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесен ҫиччӗмӗш кунӑн мӗнле тӗллев пулнине аса илмелле. Пултарни 2:3-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ, ӑна сӑваплӑ тунӑ». Хӑйӗн тӗллевне пӗтӗмпех пурнӑҫлас тесе Иегова ҫав куна «сӑваплӑ» тунӑ, урӑхла каласан, уйӑрса хунӑ. Туррӑн тӗллевӗ вӑл — ҫӗр ҫинче итлекен ҫынсене, ҫӗре пӑхса тӑракан тата ҫӗр ҫинче пур чӗрӗ чуншӑн тӑрӑшакан ҫынсене, пурӑнтарасси (Пулт. 1:28). Ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе Иегова Турӑ тата Иисус Христос, «шӑматкун хуҫи», халичченех ӗҫлеҫҫӗ (Матф. 12:8). Туррӑн канӑҫлӑх кунӗ Турӑ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртичченех тӑсӑлӗ. Ҫакӑ вара Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынин вӗҫӗнче пулса иртӗ.
«Пӑхӑнман ҫынсенчен тӗслӗх» илер мар
6. Мӗнле тӗслӗхсем пире асӑхаттарса тӑраҫҫӗ тата вӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
6 Турӑ хӑйӗн тӗллевӗ ҫинчен Адампа Евӑна лайӑх ӑнлантарса панӑ, анчах та вӗсем хӑйсем пек тума шут тытнӑ. Адампа Ева, паллах, пӑхӑнмасӑр пурӑнма шут тытнисенчен пӗрремӗшӗсем кӑна пулнӑ. Миллион-миллион ҫын хӑйсене вӗсем пек тытма пуҫланӑ. Туррӑн суйласа илнӗ халӑхӗ те, Израиль, пӑхӑнма-итлеме пӑрахнӑ. Ҫакна палӑртмалла: Павел пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем израильсем лекнӗ капкӑна лекме пултарӗҫ тесе, асӑрхаттарнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫапла ӗнтӗ ҫав канӑҫлӑха кӗме тӑрӑшар, пӑхӑнман ҫынсенчен тӗслӗх илсе, вӗсем пек пулса каяр мар» (Евр. 4:11). Асӑрхӑр-ха, пӑхӑнманнине пула Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреймесӗр тӑрса юлма пулать тенӗ Павел. Ҫакӑ пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ? Туррӑн тӗллевне мӗнле те пулин хирӗҫ пынипе Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреймесӗр тӑрса юлмӑпӑр-ши? Паллах ӗнтӗ, ҫав ыйту ҫине мӗнле хуравлани пирӗншӗн питӗ кирлӗ, ҫавӑнпа та эпир ӑна сӳтсе явӑпӑр. Анчах малтан израильсем Туррӑн канӑҫлӑхне мӗншӗн кӗрейменнине тата ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
«Вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ»
7. Иегова израильсене Египет чуралӑхӗнчен мӗнле тӗллевпе ирӗке кӑларнӑ тата вӗсенчен мӗн тӑвассине кӗтнӗ?
7 Пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта Иегова израильсем тӗлӗшӗнчен хӑйӗн мӗнле тӗллев пулнине хӑйӗн ӗҫлекенне Моисее уҫса панӑ. Турӑ каланӑ: «Ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен [Египетран] илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре... [илсе кӗмешкӗн] каятӑп» (Тух. 3:8). Иегова израильсене, вӗсен ӑру ашшӗне Авраама сӑмах панӑ пек, хӑйӗн халӑхӗ тӑвас тесе «Египет ҫыннисен аллинчен» хӑтарма шут тытнӑ (Пулт. 22:17). Турӑ израильсене саккунсен пуххине панӑ, ҫав саккунсене пула вӗсем Унпа мирлӗ пурӑнма пултарнӑ (Ис. 48:17, 18). Вӑл израильсене каланӑ: «Эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн» (Тух. 19:5, 6). Эппин, Турӑпа хӑйсем хушшинче ятарлӑ хутшӑнусем пулччӑр тесен, израильсен унӑн сӑмахне итлесе-пӑхӑнса тӑмалла пулнӑ.
8. Израильсем Турра пӑхӑнса пурӑннӑ пулсан мӗнле пурӑннӑ пулӗччӗҫ?
8 Израильсем Туррӑн сӑмахне итлесе-пӑхӑнса тӑнӑ пулсан, вӗсем мӗнле пурӑнма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Иегова вӗсен уй-хирне, иҫӗм ҫырли пахчисене, вак тата шултра выльӑх кӗтӗвӗсене пилленӗ пулӗччӗ. Тӑшманӗсем вӗсемпе хуҫаланмӗччӗҫ. (3 Патшасен 10:23—27 вуласа пар.) Мессия килнӗ тӗле Израиль ытти халӑхсене пӑхӑнса тӑман, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнакан халӑх пулнӑ пулӗччӗ тата Рим пусмӑрӗ айӗнче нушаланмӗччӗ. Израиль кӳршӗ халӑхсемшӗн чаплӑ тӗслӗх кӑтартса тӑракан патшалӑх пулнӑ пулӗччӗ, ҫакӑ вара чӑн Турра пӑхӑнса тӑни ӑна пуҫҫапас енчен те, ырлӑх-пурлӑх тӗлӗшӗнчен те пиллӗх кӳрсе тӑнине кӑтартса парӗччӗ.
9, 10. а) Мӗншӗн израильсем Египета таврӑнасшӑн пулни тӗрӗс мар пулнӑ? ӑ) Израильсем Турра пуҫҫапни ҫине Египета таврӑнни мӗнле витӗм кӳнӗ пулӗччӗ?
9 Израильсем калама ҫук чаплӑ чыса — Иеговӑн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хутшӑнас чыса — тивӗҫлӗ пулнӑ! Ҫакӑ вӗсене кӑна мар, юлашкинчен вара ҫӗр ҫинчи пур халӑха та пиллӗх кӳнӗ пулӗччӗ (Пулт. 22:18). Анчах та ҫав пӑлхавҫӑ ӑру, пӗтӗмӗшпе илсен, теократи йӗркине пӑхӑнса, тӗслӗх кӑтартса тӑракан патшалӑх пуласшӑн пулман. Ҫитменнине тата вӗсем ҫине тӑрсах Египета таврӑнас тесе ыйтнӑ! (Йыша шутлани 14:2—4 вуласа пар.) Вӗсем Египета таврӑнни Иегова Израиле тӗслӗх кӑтартса тӑракан патшалӑх тӑвас тенине пурнӑҫлама панӑ пулӗччӗ-ши? Ним чухлӗ те. Тӗрӗссипе каласан, израильсем хӑйсене пусмӑрласа тӑнӑ суя тӗнлӗ халӑх патне таврӑннӑ пулсан, вӗсем нихӑҫан та Моисей саккунне тытса тӑма пултарайман тата Иеговӑн ҫылӑхсене каҫарттармалли йӗркипе усӑ курайман пулӗччӗҫ. Чӑнах та вӗсем ӳт илӗртни хыҫҫӑн каяканскерсем, малашлӑх пирки пӗртте шухӑшламанскерсем, пулнӑ! Ҫавӑнпа ҫав пӑлхавҫӑсем пирки Иегова: «Ҫав йӑха ҫиллентӗм те каларӑм: „вӗсем ялан аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулсене пӗлмерӗҫ“ терӗм; ҫавӑнпа ҫиллӗмпе тупа турӑм: „вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ“»,— тесе каланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Евр. 3:10, 11; Пс. 94:10, 11).
10 Египета таврӑнма пикеннипе ҫав пӑхӑнман халӑх Турӑран илнӗ пиллӗхсене хаклас вырӑнне Египетри ешӗл сухана, пуҫлӑ сухана тата ыхрана ытларах кӑмӑлланине кӑтартнӑ (Йыша шутл. 11:5). Пархатарсӑр Исав евӗрлӗ, пӑлхавҫӑсем Турӑ панӑ еткерлӗхе тутлӑ апатпа улӑштарма хатӗр пулнӑ (Пулт. 25:30—32; Евр. 12:16).
11. Моисей вӑхӑтӗнче пурӑннӑ израильсем шанчӑксӑр пулни Туррӑн тӗллевӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
11 Египетран тухнӑ израильсен ӑрӑвӗ шанчӑксӑр пулнине пӑхмасӑрах Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе чӑтӑмлӑ ӗҫлесе тӑнӑ. Халӗ вара вӑл вӗсем хыҫҫӑнхи тепӗр ӑру ҫине тимлӗ пӑхнӑ. Ҫав ҫӗнӗ ӑру унчченхи ӑруран ытларах итлесе-пӑхӑнса тӑнӑ. Иегова хушнӑ пек вӗсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗнӗ те ӑна хӑйсен аллине ярса илме пуҫланӑ. Иисус Навин 24:31-мӗшӗнче эпир вулатпӑр: «Иисус пурӑннӑ чухне те, ун вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, кайран ун хыҫҫӑн та пурӑнса Израиль халӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнле ӗҫсем тунине курса тӑнӑ аслӑ пуҫлӑхсенӗн ӗмӗрӗнче те Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑннӑ».
12. Туррӑн канӑҫлӑхне паян та кӗме май пуррине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
12 Анчах та ҫав итлесе-пӑхӑнса тӑракан ӑру вӑхӑт иртнӗҫемӗн вилсе пӗтнӗ, ун вырӑнне вара «Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен» тепӗр ӑру ҫӗкленнӗ. Юлашкинчен «Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ» (Тӳр. 2:10, 11). Пама пулнӑ ҫӗр вӗсемшӗн чӑн-чӑн «канӑҫлӑх» вырӑнӗ пулса тӑрайман. Пӑхӑнса тӑман пирки Турӑпа вӗсем хушшинчи мир нумая пыман. Чылай тахҫанхи вӑхӑт пирки Павел ҫырнӑ: «Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх панӑ пулсассӑн, Турӑ кайран урӑх кун ҫинчен каламан та пулӗччӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ халӑхӗн шӑматкун канӑҫлӑхне тупасси малта-ха [«Турӑ халӑхӗшӗн шӑматкун канӑҫлӑхӗ юлать-ха», ҪТ]» (Евр. 4:8, 9). Павел калакан «Турӑ халӑхӗ» вӑл — христиансем. Ҫакӑ христиансем Туррӑн канӑҫлӑхне кӗме пултарнине пӗлтерет-и? Паллах! Еврей христианӗсем те, еврей халӑхӗнчен тухман христиансем те унта кӗме пултараҫҫӗ.
Хӑш-пӗрисем Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреймен
13, 14. Моисей саккунне тытса тӑнипе тата Туррӑн канӑҫлӑхне кӗмелли майпа мӗнле ҫыхӑну пулнӑ: а) Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра? ӑ) пӗрремӗш ӗмӗрте?
13 Павел еврей христианӗсем патне ҫырнӑ чухне вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсене Туррӑн майӗпен пурнӑҫланса пыракан тӗллевӗпе килӗшӳллӗ тытманнишӗн пӑшӑрханнӑ. (Еврейсем 4:1 вуласа пар.) Хӑш енчен килӗшӳллӗ тытман? Тӗлӗнмелле пулин те, ҫакӑ Моисей саккунне тытса тӑнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Израильсенчен пурин те, Туррӑн тӗллевӗпе килӗшӳллӗ пурӑнас текенсен, 1 500 ҫул хушши Саккуна тытса пурӑнмалла пулнӑ. Анчах та Иисус вилӗмӗпе Саккуна пӑрахӑҫланӑ. Христиансенчен хӑш-пӗрисем ҫавна ӑнланман, ҫавӑнпа та Саккунӑн хӑш-пӗр пайӗсене тытса тӑмалла тенӗ b.
14 Иисус аслӑ священник пулса ӗҫлени, ҫӗнӗ халал тата сӑнарлӑ храм, христиан тӗнӗ пуҫланса кайиччен вӗсене мӗн сӑнарласа панӑ, ҫавсене пурне те чылай ирттерет тесе ӑнлантарса панӑ Павел Саккуна тытса тӑмалла теекен христиансене (Евр. 7:26—28; 8:7—10; 9:11, 12). Ҫавӑнпа та, шӑматкун ҫинчен калакан саккуна тытса тӑрассине шута илнӗ май пулас, Павел Иеговӑн канӑҫлӑхне кӗмелли чаплӑ май ҫинчен ҫырнӑ: «Турӑ халӑхӗн шӑматкун канӑҫлӑхне тупасси малта-ха [«Турӑ халӑхӗшӗн шӑматкун канӑҫлӑхӗ юлать-ха», ҪТ]. Турӑ Хӑй ӗҫӗсенчен каннӑ пек, Унӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын та хӑй ӗҫӗсенчен канать» (Евр. 4:8—10). Еврей христианӗсен Иегова ырлассине Моисей саккунӗнчи ӗҫсене тунипе тивӗҫлӗ пулма пулать тесе шутлама пӑрахмалла пулнӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнчен пуҫласа Иисус Христоса ӗненнине кӑтартакансене Турӑ ырлама пуҫланӑ.
15. Туррӑн канӑҫлӑхне кӗрес тесен, мӗншӗн итлесе-пӑхӑнса тӑмалла?
15 Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра израильсене Пама пулнӑ ҫӗре кӗме мӗн чӑрмантарса тӑнӑ? Итлеменни, пӑхӑнманни. Павел пурӑннӑ вӑхӑтри хӑш-пӗр христиансене Туррӑн канӑҫлӑхне кӗме мӗн чӑрмантарса тӑнӑ? Ҫавах — итлеменни, пӑхӑнманни. Саккун хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланине тата халӗ Иегова хӑйӗн халӑхне урӑх майлӑ ертсе пынине вӗсем ӑнланман.
Халӗ Туррӑн канӑҫлӑхне кӗмелли май
16, 17. а) Хальхи вӑхӑтра Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресси тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн ҫинчен каланӑ?
16 Ҫӑлӑнмашкӑн Моисей саккунӗн хӑш-пӗр пайне тытса тӑмалла текен христиансем паян ҫукпа пӗрех. Турӑ пӗлтернипе Павел Эфесри христиансене уҫӑмлӑ каланӑ: «Хӑвӑр ӗненнипе сире тивлет парса ҫӑлнӑ; ҫӑлӑнасси хӑвӑртан килмен, вӑл — Турӑ панӑ ырӑлӑх: эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никам та ан мухтантӑр» (Эф. 2:8, 9). Хальхи вӑхӑтра христиансем Туррӑн канӑҫлӑхне мӗнле кӗме пултараҫҫӗ? Иегова ҫӗр тӗлӗшӗнчен лартнӑ тӗллеве чаплӑн пурнӑҫа кӗртес тесе ҫиччӗмӗш куна — хӑйӗн канӑҫлӑх кунне — уйӑрса хунӑ. Эпир Иеговӑн канӑҫлӑхне кӗме — е унӑн канӑҫлӑхӗнче унпа пӗрле пулма — пултаратпӑр, анчах та ҫавна тумашкӑн пирӗн Унӑн майӗпен пурнӑҫланса пыракан тӗллевӗпе, Унӑн организацийӗ урлӑ уҫӑлса пыракан тӗллевӗпе, килӗшӳллӗ итлесе-пӑхӑнса ӗҫлесе тӑмалла.
17 Тепӗр енчен илес пулсан, итлемесӗр-пӑхӑнмасӑр пурӑнмалли пурнӑҫа суйласа эпир шанчӑклӑ та ӑслӑ чура Библи тӑрӑх парса тӑракан канашсен пӗлтерӗшне чакаратпӑр пулсан, Туррӑн майӗпен уҫӑлса пыракан тӗллевне хирӗҫ пынӑ пулӑттӑмӑр. Ҫакӑ Иеговӑпа хамӑр хушӑри мирлӗ хутшӑнусене аркатма пултарӗччӗ. Тепӗр статьяра эпир Турра итленипе итлеменнине курма пулӑшакан темиҫе лару-тӑрӑва пӑхса тухӑпӑр. Эпир ҫавӑн пек лару-тӑрусенче тӑвакан йышӑнусем Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнипе кӗменнине кӑтартса пама пултараҫҫӗ.
[Сноскӑсем]
a Священниксемпе левитсем храмра шӑматкун та ӗҫленӗ, ҫапах та вӗсем «айӑплӑ» пулман. Туррӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗнче аслӑ священник пулнӑ май Иисус та хӑйне хушнӑ ӗҫе шӑматкуна пӑсассинчен хӑрамасӑрах тума пултарнӑ (Матф. 12:5, 6).
b Еврей христианӗсенчен хӑш-пӗрисем пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн Тасалмалли куна уявласа тӑнӑ-и е ҫук, паллӑ мар. Вӗсем уявлама пӑрахман пулнӑ пулсан, ҫакӑ Иисус кӳнӗ парнене хисеплеменнине кӑтартнӑ пулӗччӗ. Анчах вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Саккунпа ҫыхӑннӑ ытти йӑла-йӗркене тытса тӑнӑ (Гал. 4:9—11).
Шухӑшлама пулӑшакан ыйтусем
• Ҫиччӗмӗш кунӑн — Туррӑн канӑҫлӑх кунӗн — тӗллевӗ мӗнле?
• Ҫиччӗмӗш кун халӗ те вӗҫленменнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
• Моисей вӑхӑтӗнчи израильсене, ҫавӑн пекех пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансене Туррӑн канӑҫлӑхне кӗме мӗн чӑрмантарса тӑнӑ?
• Хальхи вӑхӑтра Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресси тенине мӗнле ӑнланмалла?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]