Иеговӑн святой сывлӑшне ан хурлӑр
Иеговӑн святой сывлӑшне ан хурлӑр
«Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр... сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ» (ЕФ. 4:30, Ҫ Х).
1. Иегова миллионшар ҫын валли мӗн тунӑ тата вӗсен мӗнле яваплӑх пур?
ИЕГОВА ҫак пӑтранса тӑракан тӗнчере пурӑнакан миллионшар ҫын валли темскер ятарлӑскер тунӑ. Вӑл вӗсене хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ, Иисус Христос, урлӑ хӑйӗнпе ҫывӑхланма май панӑ (Иоан. 6:44). Хӑвна Турра халалланӑ пулсан, тата ҫав халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнатӑн пулсан, эсӗ ҫав ҫынсен шутне кӗретӗн. Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗнӗ ҫын пулнӑ май, санӑн хӑвна ҫав сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗ пурӑнас тӗлӗшрен яваплӑх пур (Матф. 28:19).
2. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
2 Сывлӑшшӑн акса пынӑҫемӗн эпир ҫӗнӗ ҫын пулса пыратпӑр (Гал. 6:8; Еф. 4:17—24). Анчах Павел апостол Туррӑн святой сывлӑшне ан хурлӑр, е ан кӳрентерӗр, тесе асӑрхаттарать. (Ефес 4:25—32 вуласа пар.) Айтӑр апостол панӑ канашсене тӗплӗнрех пӑхса тухар. Туррӑн сывлӑшне ан хурлӑр тесе каланипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Хӑйне Иеговӑна халалланӑ ҫын чӑнах та ҫавӑн пеккине тума пултарать-ши? Иеговӑн сывлӑшне хурлар мар тесен, мӗн тумалла?
Павел мӗн каласшӑн пулнӑ
3. Ефес 4:30-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсен пӗлтерӗшне эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?
3 Чи малтан эпир Ефес 4:30-мӗш (Ҫ Х) сӑвӑ йӗркинчи Павелӑн сӑмахӗсем ҫине пӑхӑпӑр. Вӑл ҫырнӑ: «Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ». Павел пӗрле ӗненекенсене питӗ вӑйлӑ юратнӑ, ҫавӑнпа та вӑл вӗсемшӗн — вӗсем Турӑ умӗнчи хӑйсен ырӑ ятне те, Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене те ан пӗтерччӗр тесе — тӑрӑшнӑ. Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнине пула, «тӳлесе илес кун валли» вӗсем ҫине пичет лартнӑ пулнӑ. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансемшӗн, айӑпсӑрлӑха упракансемшӗн, Туррӑн святой сывлӑшӗ унччен те пичет пулнӑ, халӗ те — пичет, урӑхла каласан, пуласлӑхра «ҫӑлӑнас шанчӑка» илессине кӑтартакан паллӑ (2 Кор. 1:22). Пичет вӑл вӗсем Туррӑн пулнине тата пӗлӗтри шанчӑка илессине пӗлтерет. Юлашкинчен пичет лартнисен шучӗ 144 000 пулать (Апок. 7:2—4).
4. Мӗншӗн Туррӑн сывлӑшне хурламалла мар?
4 Христианин сывлӑша хурлать пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл Туррӑн святой сывлӑшӗсӗр пачах тӑрса юлма пултарать. Ҫавӑн пекки чӑнах та пулма пултарни Давид Вирсавипе ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн каланӑ сӑмахсенче курӑнса тӑрать. Давид ӳкӗнсе Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Мана Ху умӑнтан сирсе ан ярсам, Хӑвӑн Таса Сывлӑшна туртса ан илсем манран» (Пс. 50:13). Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлсан ҫеҫ пӗлӗтри вилӗмсӗр пурнӑҫа илӗҫ (Апок. 2:10; 1 Кор. ). Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур христиансене те, Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлас тесен тата Христос тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнӗ тӑрӑх пурнӑҫ илес тесен, святой сывлӑш кирлӗ ( 15:53Иоан. 3:36; Рим 5:8; 6:23). Ҫавӑнпа та пирӗн пурин те Иеговӑн святой сывлӑшне хурлас мар тесе асӑрханса тӑмалла.
Христианин сывлӑша мӗнле майпа хурланӑ пулӗччӗ?
5, 6. Христианин Иеговӑн сывлӑшне мӗнле майпа хурлама пултарнӑ пулӗччӗ?
5 Хамӑра Турра халалланӑ христиансем пулнӑ май, эпир Туррӑн сывлӑшне хурламасӑр пурӑнма пултаратпӑр. Эпир малалла та сывлӑш хушнипе тата сывлӑшпа пурӑнатпӑр пулсан, ҫавна тума пултарӑпӑр. Вара эпир ӳт тӗрӗс мар тума хушнине туса тӑмӑпӑр тата пирӗнте Турра юрӑхсӑр ӗҫсем тӑвас кӑмӑл та пулмӗ (Гал. 5:16, 25, 26). Ун пекки пулма пултарать вӗт. Енчен те эпир майӗпен, хамӑр та ҫавна сисмесӗрех, Туррӑн святой сывлӑшӗпе хавхалантарнӑ Сӑмахӗнче мӗн тума хушман, ҫав ӗҫсене тума пуҫларӑмӑр пулсан, вара эпир святой сывлӑша хӑш-пӗр енчен хурланӑ пулӑттӑмӑр.
6 Святой сывлӑш ертсе пынине хирӗҫ пыма чарӑнмастпӑр пулсан, эпир ӑна та, Иеговӑна та — ҫав сывлӑшӑн Ҫӑлкуҫне — хурланӑ пулӑттӑмӑр. Ефес 4:25—32-мӗш сӑвӑ йӗркисене тӗпчени пире Туррӑн сывлӑшне хурлас мар тесен пирӗн хамӑра мӗнле тытмаллине кӑтартӗ.
Сывлӑша хурлас мар тесен, мӗн тумалла
7, 8. Мӗншӗн пирӗн тӗрӗссине каласа-туса тӑмаллине ӑнлантарса парӑр.
7 Пирӗн тӗрӗссине каласа-туса тӑмалла. Ефес 4:25-мӗш сӑвӑ йӗркинче эпир Павелӑн сӑмахӗсене вулатпӑр: «Пурсӑр та суяна пӑрахса, хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калӑр, эпир пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем». Эпир «пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем» пулнӑ май, чеен хӑтланмӑпӑр тата пӗрле ӗненекенсене аташтарса, пӑтратса ямӑпӑр, вӗт ҫавӑн пек туни вӑл суяпа пӗрех. Кам ҫине тӑрсах ҫавӑн пек хӑтланать, вӑл Турӑпа хӑйӗн хушшинче туслӑха аркатма пултарать. (Ытарлӑх 3:32 вуласа пар.)
8 Ултавлӑ сӑмахсемпе ӗҫсем пухури пӗрлӗхе аркатма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та шанӑҫа тивӗҫлӗ Даниил пророк пек пирӗн пулма тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен ыттисем унра нимле айӑп та тупма пултарайман (Дан. 6:4). Павел пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пур христиансене панӑ канаша пирӗн асра тытмалла. Вӑл вӗсене панӑ канашра «Христос тӑл-пӗвӗн» кашни пайӗ пирки пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑракан пайсем тенӗ те вӗсенчен кашнийӗ Иисусӑн вӗренекенӗсен, святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисен, пухӑвӗнчи пӗрлӗхе упраса тӑмалла тесе каланӑ, мӗншӗн тесен ҫав пуху тӗрӗссине тӑвассипе палӑрса тӑрать (Еф. 4:11, 12). Ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанса тӑратпӑр пулсан, пирӗн те чӑннине каласа тӑмалла. Ҫапла тунипе эпир пӗтӗм тӗнчери тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗпленме паратпӑр.
9. Мӗншӗн Ефес 4:26, 27-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене тытса тӑни питӗ кирлӗ?
9 Шуйттан пире Иеговӑна хирӗҫ ан ятӑр тесен, пирӗн ӑна хирӗҫ тӑмалла (Иак. 4:7). Святой сывлӑш пире Сатанана хирӗҫ тӑма пулӑшать. Ҫавна тӑвас тесе пирӗн, сӑмахран, хаяррӑн ҫилленсе ҫӳрессинчен асӑрханса тӑмалла. Павел ҫырнӑ: «Ҫилленсе, ҫылӑха ан кӗрӗр; сирӗн ҫиллӗр иртиччен хӗвел анса ан лартӑр; хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр» (Еф. 4:26, 27). Чӑнах та, пирӗн хӑш-пӗр чухне ҫилленме сӑлтав та пулма пултарать. Анчах та хамӑр ӑшра тӳрех кӗлӗ тусан, ҫакӑ пире, хамӑра япӑх тытнипе Туррӑн сывлӑшне хурлас вырӑнне, хамӑра тытса чарма тата лӑпланма пулӑшать (Ытар. 17:27). Тарӑхса, ҫилленсе ҫӳрер мар, вара эпир Сатанана пире усал ӗҫ тавас енне ҫавӑрма памӑпӑр (Пс. 36:8, 9). Эпир хирӗҫӳсемпе харкашусене, Иисус каланӑ пек, хӑвӑрт татса панипе те Шуйттана хирӗҫ тӑратпӑр (Матф. 5:23, 24; 18:15—17).
10, 11. Мӗншӗн пирӗн вӑрламалла мар тата улталамалла мар?
10 Пирӗн вӑрлас е суяс-уталас шухӑш хыҫҫӑн каймалла мар. Вӑрласси пирки Павел ҫырнӑ: «Вӑрласа пурӑнни малашне ан вӑрлатӑр, ҫитменнипе тарӑхакана [«аптракана», ҪТ] памалӑх та пултӑр тесе, аллипе усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑштӑр» (Еф. 4:28). Хӑйне Турра халалланӑ христианин мӗн те пулин вӑрларӗ пулсан, ҫавна тунипе вӑл Туррӑн ятне янӑ пулӗччӗ (Ытар. 30:7—9). Ҫын чухӑн пулнӑ пирки вӑрларӗ пулсан та, ҫакна тӳрре кӑларасси пулмалла мар. Камсем Турра тата ҫывӑх ҫынна юратаҫҫӗ, ҫавсем вӑрлассине нимпе те тӳрре кӑларма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ (Марк 12:28—31).
11 Павел мӗн тумалла марри ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех мӗн тумалли ҫинчен те калать. Сывлӑш хушнипе тата сывлӑшпа пурӑнатпӑр пулсан, хамӑр ҫемьене тӑрантарса усрама май пултӑр тесе, ҫавӑн пекех «ҫитменнипе аптракана памалӑх» мӗн те пулин пултӑр тесе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр (1 Тим. 5:8). Иисуспа унӑн апостолӗсем чухӑнсене пулӑшас тесе укҫа уйӑрса хурса пынӑ, анчах та сутӑнчӑк Иуда Искариот ҫав укҫасен хӑш-пӗр пайне хӑйне валли илсе тӑнӑ (Иоан. 12:4—6). Ӑна, паллах ӗнтӗ, святой сывлӑш ертсе пыман. Камсене Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пырать, ҫавсем, Павел пекех, пӗр улталамасӑр пурӑнаҫҫӗ (Евр. 13:18). Ҫапла тунипе эпир Иеговӑн святой сывлӑшне хурламастпӑр.
Сывлӑша хурлас мар тесе тата мӗн тумалла
12, 13. а) Ефес 4:29-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, пирӗн мӗнле калаҫмалла мар? ӑ) Пирӗн мӗнле калаҫмалла?
12 Пирӗн хамӑрӑн чӗлхе-ҫӑвара чармалла. Павел каланӑ: «Сирӗн ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр (ҫӗрӗк) сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракан ҫынна вӑл ырӑлӑх кӳмелле пултӑр» (Еф. 4:29). Каллех апостол мӗн тума кирлӗ марри ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех мӗн тума кирли ҫинчен те калать. Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнине пула эпир «итлесе тӑракан ҫынна... ырӑлӑх кӳмелле пултӑр» тесе «ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах» калама хавхаланса тӑрӑпӑр. Унсӑр пуҫне тата, пирӗн ҫӑвартан нимле «ҫӗрӗк сӑмах» та тухмалла мар. «Ҫӗрӗк» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе ҫӗрме пуҫланӑ ҫимӗҫ, пулӑ тата аш ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Пӑсӑлса, шӑршланса кайнӑ апат-ҫимӗҫ пире йӗрӗнтернӗ пекех, Турӑ юрӑхсӑр тесе шутлакан калаҫусем те пире йӗрӗнтерсе тӑмалла.
13 Пирӗн йӗркеллӗ, ырӑ тата ӑшӑ сӑмахсемпе калаҫмалла (Кол. 3:8—10; 4:6). Эпир мӗнле калаҫнине илтнӗ май, ҫынсен эпир ыттисенчен уйрӑлса тӑнине курмалла. Ҫавӑнпа та «ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмахсем» каласа ыттисене пулӑшса тӑрар. Пирӗн туйӑмсем псалом юрлаканӑн туйӑмӗсем пекех пулччӗр, вӗт вӑл юрланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, Хӑтараканӑм! Манӑн сӑмахӑмсем, ӑшӑмри шухӑшӑмсем Сан умӑнта кӑмӑллӑ пулӗҫинччӗ!» (Пс. 18:15).
14. Ефес 4:30, 31-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗнте мӗн пулмалла мар?
14 Пирӗнте кӳренесси, хаярланса ҫитесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та пулмалла мар. Туррӑн сывлӑшне хурлама кирлӗ мар тесе каланӑ хыҫҫӑн, Павел ҫырнӑ: «Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланса ҫитесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сиртен аякра тӑтӑр» (Еф. 4:30, 31). Ҫитменлӗхсем пур пирки, пирӗн пурин те пуҫра тӗрӗс мар шухӑшсем тытса тӑрӑс мар тесе тата тӗрӗс мар ӗҫсем тӑвас мар тесе нумай вӑй хумалла. «Тӗрлӗрен кӳренсе, хаярланса... [тата] кӑшкӑрашса» ҫӳретпӗр пулсан, эпир Туррӑн сывлӑшне хурлатпӑр. Хамӑра мӗн чухлӗ кӳрентерни ҫинчен шутласа тӑнӑ чухне те, тарӑхса ҫӳренӗ чухне те, хамӑра кӳрентерекен ҫынпа мирлешес килменнине кӑтартса тӑнӑ чухне те эпир ӑна хурлатпӑр. Библири канашсене кӑшт кӑна сирсе яма пуҫласанах, святой сывлӑша хурлакан ӗҫсем патне илсе пыракан уйрӑмлӑхсем пирӗнте палӑрма пуҫлӗҫ. Юлашкинчен ҫакӑ питӗ начар вӗҫленме пултарать.
15. Пире кӳрентерчӗҫ пулсан, мӗн тумалла?
15 Пирӗн ырӑ, хӗрхенекен тата каҫаракан кӑмӑллӑ пулмалла. Павел ҫырнӑ: «Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, пӗр-пӗрне каҫарӑр, Турӑ та сире Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ» (Еф. 4:32). Пире питӗ вӑйлӑ кӳрентерсен те, Турӑ пире каҫарнӑ пекех, пирӗн те каҫармалла (Лука 11:4). Пӗрле ӗненекен пирӗн ҫинчен темскер япӑххине каларӗ, тейӗпӗр. Хутшӑнусене майлаштарас тесе эпир ун патне каятпӑр. Вӑл чунтан ӳкӗнет те каҫару ыйтать. Эпир ӑна каҫаратпӑр, анчах та пирӗн ҫакӑнпа кӑна ҫырлахса тӑмалла мар. Левит 19:18-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене усалпа ан тавӑр, вӗсене хаяр ан сун, хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат. Эпӗ Ҫӳлхуҫа».
Сыхӑ тӑмалла
16. Иеговӑн сывлӑшне хурлас мар тесен, хӑш-пӗр улшӑнусем тума кирлине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.
16 Пӗччен тӑрса юлнӑ чухне те Турра юрӑхсӑр мӗнле те пулин ӗҫ тӑвас шухӑш илӗртме пултарать. Сӑмахран, арҫын-тӑван христиансен итлеме юраман юрра итлет, тейӗпӗр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн совеҫӗ ӑна, «тӗрӗс... ырӑ ӑслӑ» чура кӑларса тӑракан публикацисенчи Библи канашӗсене сирсе янӑ пирки, асаплантарма пуҫлать (Матф. 24:45). Вӑл ҫавӑн пирки кӗлӗ тӑвать, тен, Ефес 4:30-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Павелӑн сӑмахӗсене те аса илет. Туррӑн сывлӑшне хурлас мар тесе, ҫав йышши юрӑ-кӗвӗсене итлемӗп тесе ҫирӗп шут тытать. Иегова ҫав арҫын-тӑвана ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑшӑн пиллӗ. Туррӑн сывлӑшне хурлас мар тесе, айтӑр, яланах сыхӑ тӑрар.
17. Эпир сыхӑ тӑмасан тата кӗлӗ тума пӑрахсан, мӗн пулма пултарать?
17 Сыхӑ тӑмасан тата кӗлӗ тума пӑрахсан, таса мар е мӗнле те пулин тӗрӗс мар ӗҫ тума пултарӑпӑр, ҫакӑ вара сывлӑша хурлӗ. Святой сывлӑш пирӗн ҫӳлти Аттемӗрӗн ирӗкне кӑтартса тӑнӑран ҫав сывлӑша хурлани вӑл Иеговӑна хурланипе пӗрех — эпир вара ҫавна ним парсан та тӑвасшӑн мар (Еф. 4:30). Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте иудейсен кӗнекеҫисем, Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсене Сатанан вӑйӗпе усӑ курса тӑвать тенипе ҫылӑха кӗнӗ. (Марк 3:22—30 вуласа пар.) Ҫав Христосӑн тӑшманӗсем святой сывлӑша хурланӑ, ҫапла вара каҫарӑнман ҫылӑх тунӑ. Пирӗнпе ҫавӑн пекки нихӑҫан та ан пултӑрччӗ!
18. Каҫарӑнман ҫылӑх туманнине эпир мӗнле уйӑрса илме пултаратпӑр?
18 Каҫарӑнман ҫылӑх тӑвасси патне мӗн илсе пырать, ҫавӑн патне пирӗн ҫывхарас та килмест, ҫавӑнпа та Павел сывлӑша ан хурлӑр тесе каланине асра тытмалла. Эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, вара мӗн? Ӳкӗнтӗмӗр тата старейшинӑсем панӑ пулӑшӑва йышӑнтӑмӑр пулсан, Турӑ пире каҫарнӑ тата эпир святой сывлӑша хирӗҫ ҫылӑх туман тесе шутлама пирӗн пур сӑлтав та пур. Малашне эпир Турӑ пулӑшнине пула сывлӑша мӗн хурлать, ҫавсене тӑвассинчен пӑрӑнма пултарӑпӑр.
19, 20. а) Пирӗн мӗн-мӗн тӑвассинчен пӑрӑнмалла? ӑ) Мӗн тума пирӗн ҫирӗп шут тытмалла?
19 Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинче юрату, савӑнӑҫ тата пӗрлӗх пултӑр тесе хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курать (Пс. 132:1—3). Ҫавӑнпа та сиенлӗ элеке сарса ҫӳремӗпӗр е пухура святой сывлӑш урлӑ лартнӑ старейшинӑсене хисепрен кӑларма пултаракан япаласем ҫинчен калаҫмӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫапла тунипе эпир сывлӑша хурланӑ пулӑттӑмӑр (Апост. ӗҫ. 20:28; Иуда 8). Ун вырӑнне, айтӑр, пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетме тӑрӑшар та ыттисене яланах хисеплер. Пухура «пӗчӗк ушкӑнсем» ҫине пайланса каяр мар тата ҫавна тӑвассине те ырлар мар. Павел ҫырнӑ: «Эй тӑвансем, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос ячӗпе тархаслатӑп сире: эсир пурсӑр та пӗр сӑмахра тӑрӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса, пӗрле тӑрӑр» (1 Кор. 1:10).
20 Иегова пире хӑйӗн сывлӑшне хурлассинчен пӑрӑнма пулӑшасшӑн та, пулӑшма та пултарать. Айтӑр, малалла та святой сывлӑш пирки кӗлӗ туса тӑрар тата ӑна хурлас мар тесе ҫирӗп шут тытар. Халӗ те, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе те святой сывлӑш мӗн тума кӑтартса тӑнине тӑрӑшса шыранӑ май, сывлӑшшӑн акса тӑрар.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Святой сывлӑша хурлани мӗн вӑл?
• Хӑйне Иеговӑна халалланӑ христианин сывлӑша мӗнле хурланӑ пулӗччӗ?
• Святой сывлӑша хурлас мар тесен, мӗн тумалла?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]