Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сывлӑш хушнипе тата хӑвна Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑн

Сывлӑш хушнипе тата хӑвна Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑн

Сывлӑш хушнипе тата хӑвна Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑн

«Сывлӑш хушнипе пурӑнӑр... вара эсир ӳт тӑвас тенине тумӑр» (ГАЛ. 5:16).

1. Аллӑмӗш кунхи праҫник кунӗнче мӗнле-мӗнле шыва кӗни пулнӑ?

 ПИРӖН эрӑри 33-мӗш ҫулта Аллӑмӗш кунхи праҫник кунӗнче Иисусӑн вӗренекенӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫланӑ, ҫакӑ вӗсем святой сывлӑшпа шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пулнӑ. Вӗсем ҫав сывлӑш панӑ тӗлӗнмелле хастара, е парнене, кӑтартма пуҫланӑ (1 Кор. 12:4—10). Ҫав парне тата Петр апостол каланӑ сӑмахсем мӗнле витӗм кӳнӗ? Нумайӑшӗн «кӑмӑлӗсем ҫемҫелнӗ», урӑхла каласан, вӗсен чӗрисене пырса тивнӗ. Петр сӑмахӗсене тимлесен вӗсем ӳкӗннӗ те шыва кӗнӗ. Ҫав пулни-иртни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Унӑн сӑмахне хапӑл тӑвакансем тӗне [шыва] кӗнӗ; ҫав кун пӗр виҫӗ пин чуна яхӑн хутшӑннӑ» (Апост. ӗҫ. 2:22, 36—41). Иисус хушса хӑварнӑ тӑрӑх, вӗсен Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗмелле пулнӑ (Матф. 28:19).

2, 3. а) Святой сывлӑшпа шыва кӗнипе святой сывлӑш «ячӗпе» шыва кӗни хушшинчи уйрӑмлӑха ӑнлантарса пар. ӑ) Мӗншӗн пурин те, чӑн христиансем пулас текенсен, шыва кӗмелле?

2 Анчах святой сывлӑшпа шыва кӗнипе святой сывлӑш «ячӗпе» шыва кӗни хушшинче мӗнле те пулин уйрӑмлӑх пур-⁠и? Пур. Сывлӑшпа шыва кӗрекенсем ҫӳлтен ҫуралаҫҫӗ те святой сывлӑш урлӑ ҫуралнӑ Туррӑн ывӑлӗсем пулса тӑраҫҫӗ (Иоан. 3:3). Пӗлӗтри Патшалӑхра Христоспа пӗрле патшасем тата ӑна пӑхӑнса тӑракан священниксем пулма пултарччӑр тесе вӗсене святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ, тата вӗсем Христосӑн тӑл-пӗвӗн, е пухӑвӗн, пайӗ пулса тӑраҫҫӗ (1 Кор. 12:13; Гал. 3:27; Апок. 20:6). Аллӑмӗш кунхи праҫник кунӗнче те, ун хыҫҫӑн та хӑш-пӗр ҫынсене Христоспа пӗрле пая кӗрекенсем пулма суйланӑ чухне Иегова шӑпах ҫавӑн пек шыва кӗртнӗ — святой сывлӑшпа шыва кӗртнӗ (Рим 8:15—17). Анчах хальхи вӑхӑтра Турӑ халӑхӗ ҫулсерен ирттерекен конгрессенче святой сывлӑш «ячӗпе» шыва кӗни пирки мӗн калама пулать?

3 Шыва кӗни вӑл — чӑн христиансем хӑйсене пӗтӗмпех Иегова Турра халалланине кӑтартас тесе тӑвакан утӑм. Пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнисем ҫавӑн пек шыва кӗреҫҫӗ. Анчах хальхи вӑхӑтра пурӑнакан миллионшар арҫынпа хӗрарӑмӑн та — ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пуррисен — шыва кӗмелле. Ҫыннӑн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, унӑн, Турра юрӑхлӑ пулас тесен, «Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе» шыва кӗмелле. Пур христианран та, ҫавӑн пек шыва кӗнисенчен, сывлӑш хушнипе пурӑнасса кӗтеҫҫӗ. (Галатия 5:16 вуласа пар.) Хӑвна Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑннине кӑтартса эсӗ сывлӑш хушнипе пурӑнатӑн-и?

Сывлӑш хушнипе пурӑнни мӗне пӗлтерет

4. Тӗрӗссипе каласан, сывлӑш хушнипе пурӑнни мӗне пӗлтерет?

4 Сывлӑш хушнипе пурӑнас тесен, святой сывлӑша хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла. Урӑхла каласан, ҫакӑ кулленхи ӗҫсенче святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗ туса тӑмаллине пӗлтерет. Галатия ҫыннисем патне янӑ ҫырури 5-мӗш сыпӑкра святой сывлӑш витӗм кӳнипе ӳт витӗм кӳни хушшинчи уйрӑмлӑха кӑтартса панӑ. (Галатия 5:17, 18 вуласа пар.)

5. Ҫын ҫине святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑрать пулсан, вӑл мӗнле ӗҫсенчен пӑрӑнать?

5 Сан ҫине святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑрать пулсан, эсӗ ӳт ӗҫӗсенчен пӑрӑнма тӑрӑшӑн. Ҫав ӗҫсем шутне, сӑмахран, «ясар туни, аскӑнланса ҫӳрени, ирсӗрленни, намӑссӑрланни, кӗлеткесене пуҫҫапни, асамҫӑ пулни, пӗр-пӗринпе тӑшманла тӑни, вӑрҫса пурӑнни, хапсӑнни, ҫилленни, тавлашни, килӗштерсе пурӑнайманни, (илӗртни,) пӑсса вӗрентни, ҫынна курайманни, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, йӗркесӗрленни» кӗрет (Гал. 5:19—21). Эсӗ вара «сывлӑшпа кӗлеткен ӗҫӗсене вӗлеретӗн» теме пулать (Рим 8:5, 13, ҪТ). Ҫакна туни сана ӳт хыҫҫӑн каяс кӑмӑла пӑхӑнса тӑрас вырӑнне, Турӑпа мӗн ҫывӑхланма пулӑшать, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа тӑма тата ҫавӑнпа килӗшӳллӗ пурӑнма пулӑшӗ.

6. Сывлӑш ҫимӗҫне кӑтартас тесе мӗн тума кирлине тӗслӗх илсе парса кӑтарт.

6 Сан ҫине святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑрать пулсан, эсӗ Турра юрӑхлӑ енсене, «сывлӑш ӗҫӗсене [«ҫимӗҫне», ҪТ]» кӑтартса тӑрӑн (Гал. 5:22, 23). Ҫавна тума санӑн хӑвӑн та вӑй хумаллине эсӗ ӑнланатӑн. Тӗслӗх илсе парар: ҫӗр ӗҫченӗ ҫӗр ӗҫлет. Паллах ӗнтӗ, хӗвел ҫуттипе шыв кирлӗ; вӗсемсӗр вӑл нимле тырпул та туса илеймест. Святой сывлӑша хӗвел ҫуттипе танлаштарма пулать. Сывлӑш ҫимӗҫне кӑтартса тӑрас тесен, пире святой сывлӑш питӗ кирлӗ. Анчах ҫӗр ӗҫченӗ тӑрӑшса ӗҫлемесен ҫӗр мӗн панӑ пулӗччӗ? (Ытар. 10:4). Святой сывлӑш санра туса тӑракан ҫимӗҫӗн пахалӑхӗпе шучӗ мӗнле пуласси эсӗ хӑвӑн чӗрӳн тӑприне мӗнле кӑпкалатнинчен килет. Ҫавӑнпа та хӑвӑнтан ыйт: «Святой сывлӑша хамра унӑн ҫимӗҫне тума май паратӑп-и тата ҫавна тума ӑна пулӑшса тӑратӑп-и?»

7. Мӗншӗн святой сывлӑш ҫимӗҫне ҫитӗнтерес тесен, вӗренмелле тата мӗн вӗренни ҫинчен шухӑшламалла?

7 Тырпул тухӑҫлӑ пултӑр тесен, ҫӗр ӗҫченӗн мӗн акнине шӑварса тӑмалла. Сывлӑш ҫимӗҫне ҫитӗнтерес тесен, чӑнлӑх шывӗ кирлӗ. Ҫав шыв Библире пур тата ӑна хальхи вӑхӑтра христиансен пухӑвӗсенче те илме пулать (Ис. 55:1). Эсӗ, тен, Сӑваплӑ Ҫырусене святой сывлӑш витӗм кӳнипе ҫырнӑ тесе ҫынсене ӑнлантаратӑн (2 Тим. 3:16). Тӗрӗс, ырӑ ӑслӑ чура ушкӑнӗ те Библири чӑнлӑхӑн таса шывне ӑнлантарса пама мӗн кирлӗ, ҫавсене парса тӑрать (Матф. 24:45—47). Мӗншӗн ҫавӑн пек танлаштарса каланине ӑнланатпӑр. Святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑтӑр тесен, пирӗн Туррӑн Сӑмахне вуламалла та мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Эсӗ ҫавна туса тӑратӑн пулсан, пророксем кӑтартнӑ лайӑх тӗслӗхе тытса тӑратӑн, вӗт вӗсем хӑйсене пӗлтернӗ хыпара ӑнланас тесе тӗплӗн «шыранӑ... пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ». Ҫакна тата палӑртма пулать: ангелсем те пама пулнӑ Вӑрлӑхпа тата святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пухӑвӗпе ҫыхӑннӑ чӑнлӑхсене питӗ пӗлесшӗн пулнӑ. (1 Петр 1:10—12 вуласа пар.)

Сывлӑш мӗнле витӗм кӳрет?

8. Мӗншӗн Иеговӑран святой сывлӑш ыйтмалла?

8 Анчах та Ҫырусене вӗреннипе тата мӗн вӗренни ҫинчен шухӑшлани ҫителӗклӗ мар. Иеговӑран, вӑл пулӑшса тата мӗн тумаллине кӑтартса тӑтӑр тесе яланах ыйтмалла. Вӑл «эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен... темӗн чухлӗ ытла тума» пултарать (Еф. 3:20; Лука 11:13). Кам та пулин: «Мана мӗн кирлине Турӑ унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать пулсан, мӗншӗн манӑн унран татах ыйтса тӑмалла?» — тесе ыйтсан, эсӗ мӗнле хуравланӑ пулӑттӑн? (Матф. 6:8). Святой сывлӑш пирки кӗлӗ тунипе эсӗ Иегова ҫине шанса тӑнине кӑтартатӑн. Сӑмахран, кам та пулин санран пулӑшу ыйтрӗ пулсан, вӑл сан ҫине шанса тӑнӑшӑнах, эсӗ уншӑн вӑй ҫитнӗ таран пурне те тунӑ пулӑттӑн. (Ытар. 3:27 танлаштарса пӑх.) Иеговӑна та, эсӗ унран святой сывлӑш ыйтни кӑмӑла каять, вӑл вара сана ӑна парӗ (Ытар. 15:8).

9. Туррӑн сывлӑшӗ сан ҫине витӗм кӳрсе тӑтӑр тесен, христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени ҫав енчен сана мӗнле пулӑшма пултарать?

9 Туррӑн сывлӑшӗ пирӗн ҫине христиансен тӗлпулӑвӗсемпе конгресӗсенче те витӗм кӳрсе тӑнине эсӗ питӗ лайӑх пӗлетӗн. Вӗсенче пулас та унти программӑна тимлӗ итлесе ларас тесе тӑрӑшни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ сана «Туррӑн пӗлме ҫуккине», урӑхла каласан, Библири тарӑн чӑнлӑхсене, ӑнланма пулӑшӗ (1 Кор. 2:10). Унсӑр пуҫне, комментарисем парса тӑни те усӑллӑ. Эсӗ юлашки тӑватӑ эрне хушшинче пулнӑ тӗлпулусене аса ил-ха. Ху ӗненнине кӑтартмашкӑн, эсӗ миҫе хут хурав пама алӑ ҫӗклерӗн? Хӑш енчен лайӑхланмаллине куратӑн-и? Куратӑн пулсан, ҫитес эрнесенче ҫавна мӗнле тӑвасси ҫинчен шутласа пӑх. Иегова пухура санӑн хутшӑнас кӑмӑл пуррине курӗ, вара хӑйӗн святой сывлӑшне парӗ. Ҫав сывлӑш сана пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата ытларах усӑ илме пулӑшӗ.

10. Сывлӑш хушнипе пурӑннӑ май пирӗн ыттисене мӗнле йыхрав пӗлтерсе тӑмалла?

10 Сывлӑш хушнипе пурӑнни, ҫавӑн пекех, Апокалипсис 22:17-мӗшӗнче йыхӑрнине итленине пӗлтерет. Унта ҫапла чӗнсе каланӑ: «Сывлӑш та, ҫураҫнӑ хӗр те: кил! теҫҫӗ; илтекен те: кил! тетӗр. Ӗҫесси килни килтӗр, илес килекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр». Святой сывлӑш, ҫураҫнӑ хӗр ушкӑнӗ урлӑ витӗм кӳрсе тӑраканскер, пурнӑҫ шывӗ ҫинчен калакан йыхрава пӗлтерсе тӑрать. Эсӗ: «Кил!» тесе каланӑ йыхрава илтрӗн пулсан, хӑв та: «Кил!» — тесе калама ҫирӗп шут тытнӑ-и? Ҫынсене ҫӑлас ӗҫе хутшӑнасси — мӗн тери пысӑк чыс!

11, 12. Святой сывлӑш ырӑ хыпар сарас ӗҫпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

11 Ҫав питӗ кирлӗ ӗҫе паян святой сывлӑш ертсе пынипе туса тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте святой сывлӑш миссионерсем валли ҫӗнӗ территорисем мӗнле уҫса пани ҫинчен вулатпӑр. «Святой Сывлӑш... [Павел апостолпа унӑн юлташӗсене] Турӑ сӑмахне Асияра вӗрентсе ҫӳреме яман» тата Вифанияна та кайма ирӗк паман. Сывлӑш вӗсене ҫав вырӑнсене кайма мӗнле чарни ҫинчен эпир пӗлместпӗр, анчах ҫав сывлӑшах Павела Европӑна (ӑҫта ӗҫлемелли питӗ нумай пулнӑ) яни уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Курӑнура Павел Македони ҫынни ӑна пулӑшсам тесе йӑлӑннине курнӑ (Апост. ӗҫ. 16:6—10).

12 Паянхи кун та Иеговӑн сывлӑшӗ пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырать. Ҫавна валли тӗлӗнмелле курӑнусемпе усӑ курмаҫҫӗ, ун вырӑнне Иегова хӑйӗн сывлӑшӗпе суйласа лартнӑ христиансене мӗн тумаллине святой сывлӑш урлӑ кӑтартса пырать. Сывлӑш вара арҫын-тӑвансемпе хӗрарӑм-тӑвансене ырӑ хыпар сарас тата вӗрентсе ҫӳрес ӗҫре вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума хавхалантарса тӑрать. Эсӗ, паллах ӗнтӗ, ҫав кирлӗ ӗҫе хутшӑнатӑн. Ҫав кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫе хутшӑннинчен тата ытларах савӑнӑҫ илме пултаратӑн-и?

13. Святой сывлӑш ертсе пынине мӗнле пӑхӑнса тӑма пулать? Тӗслӗх тӑрӑх кӑтартса пар.

13 Турӑ халӑхне парса тӑракан информацие тытса тӑнипе, эсӗ святой сывлӑш ертсе пынине пӑхӑнса тӑма пултаратӑн. Сӑмахран, Японире пурӑнакан Михоко ятлӑ ҫамрӑк хӗр тӗслӗхне пӑхса тухар. Пионер пулса ӗҫлеме тытӑнсанах, вӑл ҫынсем патне тепӗр хут пырса калаҫма пултараймастӑп тесе шутланӑ. Хӑйӗн участокӗнчи ҫынсене мӗнле интереслентермеллине пӗлмен пек туйӑннӑ ӑна. Ҫав вӑхӑталлах, «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» листи ҫинче ҫынсем патне тепӗр хут пырсан мӗнле кӗскен калаҫмалли ҫинчен усӑллӑ канашсем панӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Как найти удовлетворение в жизни» брошюра тухнӑ. Ҫав брошюра сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма Японире уйрӑмах усӑллӑ пулнӑ. Михоко ҫав брошюрӑна мӗнле сӗнмелли ҫинчен калакан канашсемпе, уйрӑмах, ҫынсем патне тепӗр хут пырсан, кӗскен мӗнле калаҫма пуҫламалли ҫинчен калаканнисемпе, усӑ курнӑ. Кӗҫех вӑл, унччен кам вӗренме килӗшмен, ҫавсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӑл калать: «Библи вӗренӗвӗсем манӑн питӗ нумай пулнӑ пирки — пӗр вӑхӑтра вуниккӗччӗ — вӗренес текенсенчен хӑш-пӗрисене кӗтсе тӑрӑр тесе калама тиврӗ!» Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗн тума кӑтартса панӑ, ҫавна туса тӑнипе эсӗ сывлӑш хушнипе пурӑнатӑн пулсан, тулӑхлӑ тырпул пухса илме пултарӑн.

Туррӑн сывлӑшне шанса тӑр

14, 15. а) Ҫынсем, ҫитменлӗхсем пуррине пӑхмасӑрах, мӗнле майпа хӑйсене Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнма пултараҫҫӗ? ӑ) Чи лайӑх туссене мӗнле тупма пулать?

14 Эсӗ ӗҫ тума лартнӑ ӗҫлекен, ҫавӑнпа та санӑн хӑвна хушнӑ ӗҫе туса тӑмалла (Рим 10:14). Тен, эсӗ ҫав яваплӑха туса тӑма пултараймӑп тесе шутлатӑн. Анчах, святой сывлӑш урлӑ суйласа илнӗ христиансем пекех, сана пултарулӑх параканни вӑл — Турӑ. (2 Коринф 3:5 вуласа пар.) Вӑй ҫитнӗ таран пурне те туса тӑнипе тата Туррӑн сывлӑшне шанса тӑнипе эсӗ хӑвна Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнма пултаратӑн.

15 Пирӗн, ҫитменлӗхсем пур пирки, хамӑра Иеговӑна, пӗр ҫитменлӗхсӗр Турра, халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнма ҫӑмӑлах мар. Йывӑрлӑхсенчен пӗри вӑл — паллакан ҫынсенчен кам та пулин эсӗ мӗншӗн урӑхла пурӑнма пуҫланине, тен, ӑнланман пирки сан ҫинчен япӑх калаҫни (1 Пет. 4:4). Анчах та ҫакна ан ман: халӗ санӑн ҫӗнӗ туссем пур, вӗсенчен чи ҫывӑххисем — Иеговӑпа Иисус Христос. (Иаков 2:21—23 вуласа пар.) Хӑвӑн пухури тӑвансемпе паллашни питӗ кирлӗ, вӗт кашни пуху пӗтӗм тӗнчери пӗрле ӗненекенсен тӑванлӑхӗ шутне кӗрет (1 Пет. 2:17; Ытар. 17:17). Санӑн, хӑвӑн ҫине яланах лайӑх витӗм кӳрсе тӑракан туссем пулччӑр тесе Иегова хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ сана пулӑшса тӑрӗ.

16. Мӗншӗн эпир, Павел пекех, «вӑйсӑрлӑхсенче савӑнӑҫ» тупма пултаратпӑр?

16 Пухура санӑн лайӑх туссем пур пулсан та, кулленхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе тӑма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Санӑн мӗнпе кӗрешме тивет, ҫавӑ сана, тен, хӑш-пӗр чухне аптратса ӳкерме пултарать, вара эсӗ манӑн пурнӑҫра нихӑҫан та йывӑрлӑхсем пӗтмӗҫ тесе шухӑшлама пуҫлӑн. Шӑпах ҫав вӑхӑтра пирӗн Иеговӑран святой сывлӑш пирки ыйтса кӗлӗ тумалла. «Асап курнӑ [«вӑйсӑр», ҪТ] чух,— ҫырнӑ Павел апостол,— эпӗ хӑватлӑ». (2 Коринф 4:7—10; 12:10 вуласа пар.) Ҫынна хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне пула мӗн ҫитмест, ҫавна Туррӑн сывлӑшӗ тивӗҫтерме пултарнине Павел пӗлнӗ. Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ сана, хӑвна вӑйсӑр туйнӑ тата пулӑшу кирлӗ чухне, яланах тӗреклетсе тӑма пултарать. «Нимӗнле асапран та» хӑрамӑп, урӑхла каласан, «вӑйсӑрлӑхсенче савӑнӑҫ» (ҪТ) тупма пултарӑп, тесе ҫырнӑ Павел. Вӑл вӑйсӑр пулнӑ чухне, хӑй ҫине святой сывлӑш витӗм кӳнине туйнӑ. Эсӗ те ҫавнах туйма пултарӑн! (Рим 15:13).

17. Тӗрӗс ҫулпа пыма сана святой сывлӑш мӗнле пулӑшма пултарать?

17 Хамӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен, пире Туррӑн сывлӑшӗ кирлӗ. Калӑпӑр, эсӗ парӑслӑ кимӗ ҫинче капитан. Санӑн тӗллев — Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе тӑрасси. Святой сывлӑш вӑл — ҫитмелли ҫӗре тӗрӗс-тӗкелех ҫитме пулӑшакан ҫил евӗрлӗ. Сатана тӗнчин сывлӑшне хӑвна пӗр енчен тепӗр енне силеттерме парас килмест санӑн (1 Кор. 2:12). Санӑн хӑш ҫил майлӑ ҫил пулнине уйӑрса илмелле, унтан вара ҫав ҫил ӑҫталла вӗрет, ҫавӑнталла хӑвӑн карапна ишме памалла. Ҫав ҫил вӑл — святой сывлӑш. Турӑ Сӑмахӗпе Унӑн организацийӗ урлӑ святой сывлӑш тӗрӗс ҫул кӑтартса тӑрӗ.

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата мӗншӗн?

18 Эсӗ Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренетӗн пулсан, вӗсемпе хутшӑнса Библири чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫни сана килӗшет пулсан, анчах эсӗ халӗ те кирлӗ утӑмсем туман — хӑвна Турра халалламан тата шыва кӗмен — пулсан, хӑвӑнтан ыйт: «Мана мӗн чӑрмантарать?» Эсӗ паян Иеговӑн ирӗкне туса тӑнинче святой сывлӑш мӗнле вырӑн йышӑннине ӑнланатӑн тата хаклатӑн пулсан, вара мӗнле утӑмсем туни тӗрӗс пулнине пӗлсе пынӑ май, ҫав утӑмсене ту. Иегова сана туллин пиллӗ. Вӑл сана хӑйӗн святой сывлӑшне ҫителӗклех парӗ. Шыва кӗнӗренпе нумай ҫул иртнӗ пулсан, эсӗ, паллах, святой сывлӑш витӗм кӳнине хӑвӑн ҫинче туйнӑ. Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗпе сана мӗнле тӗреклетме пултарнине эсӗ курнӑ та, туйнӑ та. Ҫавӑн пекки малалла та — ҫапла, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех — пулӗ. Ҫавӑнпа та святой сывлӑш хушнипе пурӑнма ҫирӗп шут тыт.

Астӑватӑр-и эсир?

• Сывлӑш хушнипе пурӑнни мӗне пӗлтерет?

• Сывлӑш хушнипе пурӑнма пире мӗн пулӑшма пултарать?

• Мӗнле майпа эпир хамӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнма пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]