Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулӑр

Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулӑр

Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулӑр

«Кирек хӑш ырӑ йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ начар ҫимӗҫ тӑвать» (МАТФ. 7:17).

1, 2. Чӑн христиансем, уйрӑмах ҫак юлашки вӑхӑтра, суя христиансенчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ?

 ИИСУС каланӑ тӑрӑх, суя христиансем чӑн христиансенчен ӗҫӗсемпе —вӗрентӗвӗсемпе тата хӑйсене мӗнле тытнипе — уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ (Матф. 7:15—17, 20). Ҫынсем хӑйсен чӗри ӑшне мӗн хураҫҫӗ, пуҫӗнче мӗнле шухӑшсем тытаҫҫӗ, ҫавсем, паллах, вӗсем ҫине, витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ (Матф. 15:18, 19). Кам суяпа тӑранса пурӑнать, ҫавӑ «начар ҫимӗҫ» кӳрсе тӑрать, ҫав вӑхӑтрах кам Библире калакан чӑнлӑха пӗлсе пырать, ҫавӑ «ырӑ ҫимӗҫ» парса тӑрать.

2 Ырӑ ҫимӗҫсем те, начаррисем те ҫак юлашки вӑхӑтра уҫҫӑн палӑрма пуҫланӑ. (Даниил 12:10 вуласа пар *.) Суя христиансем Турӑ ҫинчен тӗрӗссине пӗлмеҫҫӗ, пурӑнасса та Турра чунтан парӑнса пурӑнакансем пек кӑна курӑнаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах Библие тӗрӗс ӑнланакансем вара Турра «сывлӑшпа, чӑнлӑхпа» пуҫҫапса пурӑнаҫҫӗ (Иоан. 4:24; 2 Тим. 3:1—5). Вӗсем Христосӑн лайӑх енӗсене кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗнтен кашни хӑйӗн пирки мӗн калама пултарать? Эпир чӑн христиансен пилӗк уйрӑмлӑхне пӑхса тухнӑ май, эсӗ хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ хама мӗнле тытни тата ыттисене мӗнле вӗрентни Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗ-и? Хама мӗнле тытни тата эпӗ мӗнле вӗрентни чӑнлӑха шыракансен куҫӗ умӗнче чӑнлӑха илем кӳрсе тӑрать-и?»

Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пурӑн

3. Иеговӑна мӗн юрӑхлӑ тата ҫакӑ чӑн христиансемшӗн мӗне пӗлтерет?

3 «Мана: эй Вӗрентекен, Вӗрентекен, тесе калакан пурте Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ,— тенӗ Иисус,— Манӑн Ҫӳлти Аттем ирӗкне тӑвакан кӗрӗ» (Матф. 7:21). Христианин тесе сӑмахпа калакан мар, христианинӑн мӗн туса тӑмалла, ҫавна туса тӑракан Иеговӑна юрӑхлӑ. Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсемшӗн Турӑ ирӗкне туса тӑрасси вӑл — пурнӑҫ ҫулӗ. Ҫавӑн шутне вӗсем укҫа-тенкӗ, ӗҫ, вӑйӑ-кулӑ, ҫак тӗнчери йӑла-йӗркепе уявсем, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тата ытти ҫынсемпе хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле пӑхни кӗрет. Суя христиансем вара, ҫак юлашки кунсенче Турра ытларах та ытларах юрӑхсӑр пулса пыракан тӗнчери ҫынсем пек шухӑшлаҫҫӗ, хӑйсене вӗсем пек тытаҫҫӗ (Пс. 91:8).

4, 5. Малахия 3:18-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ Иеговӑн сӑмахӗсене тытса тӑмашкӑн мӗн тумалла?

4 Ҫавӑнпа та Малахия пророк ҫырнӑ: «Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Турра ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха курӑр» (Мал. 3:18). Ҫак сӑмахсем ҫинчен шухӑшланӑ май хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ хама ҫак тӗнчери ҫынсем пек тытатӑп-и е вӗсенчен уйрӑлса тӑратӑп? Шкулта пӗрле вӗренекенсемпе е ӗҫре ӗҫлекенсемпе хутшӑннӑ чухне вӗсем евӗрлӗ пулма тӑрӑшатӑп-и е Библи принципӗсене ҫирӗп тытса тӑратӑп, ҫитменнине тата, вырӑнлӑ пулсан, вӗсем ҫинчен каласа та паратӑп-и?» (1 Петр 3:16 вуласа пар.) Паллах, эпир хамӑр куҫ умӗнче кӑна тӳрӗ ҫынсем пек курӑнасшӑн мар, анчах Иеговӑна юратман, уншӑн ӗҫлесе тӑман ҫынсенчен пирӗн уйрӑлса тӑмалла.

5 Эсӗ хӑш-пӗр енчен лайӑхланма кирлине куратӑн пулсан, ҫавӑн пирки кӗлӗ ту тата хӑвна тӗреклетес тесе яланах Библи вӗрен, кӗлӗ ту тата пухусене ҫӳре. Турӑ Сӑмахне хӑвӑн пурнӑҫунта мӗн чухлӗ нумайрах тытса тӑрӑн, ҫавӑн чухлӗ нумайрах «ырӑ ҫимӗҫ» парса — ҫав шутрах, «Туррӑн ятне мухтаса» тӑракан ҫимӗҫ кӳрсе — тӑрӑн (Евр. 13:15).

Турӑ Патшалӑхне хӳтӗлеме тӑр

6, 7. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарӗ тӗлӗшӗнчен чӑн христиансемпе суя христиансем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

6 Иисус каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳремелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43). Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳресси Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче тӗп вырӑн йышӑннӑ? Ҫав Патшалӑхӑн Патши пулнӑ май вӑл хӑйӗн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тӑванӗсемпе, святой сывлӑша пула ҫуралнӑскерсемпе, пӗрле этемлӗхе асаплантарса тӑракан тӗп сӑлтавсене — ҫылӑхпа Шуйттана — тӗппипех пӗтерессине пӗлнӗ (Рим 5:12; Апок. 20:10). Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак тӗнче пӗтичченех ҫав Патшалӑх ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме хушнӑ (Матф. 24:14). Ҫынсем, хӑйсене Христосӑн вӗренекенӗсем теекеннисем кӑна, ҫав ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ — ӑна вӗсем тума та пултараймаҫҫӗ. Мӗншӗн? Сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур. Пӗрремӗшӗнчен, хӑйсем мӗне ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑн ҫинчен вӗсем вӗрентсе ҫӳреме пултараймаҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне тӗл пулма пултаракан мӑшкӑла, хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме вӗсене хӑюлӑх та, хӑйсене кӗҫӗне хуни те ҫитмест (Матф. 24:9; 1 Пет. 2:23). Виҫҫӗмӗшӗнчен, суя христиансен Туррӑн святой сывлӑшӗ ҫук (Иоан. 14:16, 17).

7 Христосӑн чӑн вӗренекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ мӗн иккенне те, мӗн туса парассине те ӑнланаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тата, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче Турӑ Патшалӑхӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна пуринчен мала хураҫҫӗ, ҫавӑнпа та Иеговӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнипе пӗтӗм тӗнчипе ҫав Патшалӑхӑн хыпарне пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ (Зах. 4:6). Ҫав ӗҫе эсӗ пӗрмаях хутшӑнатӑн-и? Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарас енчен эсӗ лайӑхланса пыратӑн-и, калӑпӑр, сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнас тесе нумайтарах вӑхӑт уйӑратӑн-и е ҫав ӗҫе ӑнӑҫлӑрах тӑвас тесе тӑрӑшатӑн-и? Хӑшӗ-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫӗн пахалӑхне ӳстерес тесе Библипе ӑста усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. «Турӑ сӑмахӗ хӑватлӑ, пулса ҫитсе пырать [е витӗмлӗ]»,— тесе ҫырнӑ Павел апостол, унӑн вара Ҫырури сӑмахсене кӑтартса ӑнлантарса парас йӑла пулнӑ (Евр. 4:12; Апост. ӗҫ. 17:2, 3).

8, 9. а) Сӑваплӑ ӗҫре Библипе усӑ курни питӗ кирлӗ пулнине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ? ӑ) Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курас енчен ӑстарах пулма пире мӗн пулӑшӗ?

8 Килӗрен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне, арҫын-тӑван пӗр арҫын-католика Даниил 2:44-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласа панӑ та Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле майпа чӑн-чӑн мирпе хӑрушсӑрлӑх тӑвассине ӑнлантарса панӑ. Католик ҫынни вара хуравланӑ: «Библире ҫапла-капла каланӑ теес вырӑнне эсир ӑна уҫрӑр та унта мӗн каланине вуласа патӑр. Ҫакӑ мана килӗшрӗ те». Тепӗр арҫын-тӑван православи тӗнне тытса тӑракан хӗрарӑма Библи сӑвӑ йӗркине вуласа парсан, хӗрарӑмӗ вара хӑйне интереслентерекен ыйтусем панӑ. Ку хутӗнче те арҫын-тӑван хӑйӗн арӑмӗпе Библи тӑрӑх хуравланӑ. Каярахпа ҫав хӗрарӑм каланӑ: «Пӗлетӗр-и эсир, мӗншӗн эпӗ сирӗнпе калаҫма пуҫларӑм? Эсир ман пата пырсан, Библие уҫрӑр та вуласа патӑр».

9 Паллах ӗнтӗ, пирӗн литература питӗ кирлӗ, сӑваплӑ ӗҫ тунӑ чухне те ӑна ыттисене сӗнмелле. Анчах та тӗп публикаци вӑл — Библи. Ҫавӑнпа та сӑваплӑ ӗҫре санӑн унпа яланах усӑ курас йӑла хальлӗхе ҫук пулсан, мӗншӗн-ха хӑвӑн умна ҫавӑн пек тӗллев лартас мар? Турӑ Патшалӑхӗ мӗн иккенне тата вӑл сирӗн таврара пурӑнакан ҫынсен йывӑрлӑхӗсене мӗнле майпа татса панине ӑнлантарса паракан темиҫе Библи сӑвӑ йӗркине эсӗ суйласа илме пултарнӑ пулӑттӑн. Унтан вара килӗрен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне вӗсене вуласа пама хатӗр пул.

Туррӑн ячӗпе ҫӳрессине пысӑк чыс тесе шутла

10, 11. Туррӑн ячӗпе усӑ курас тӗлӗшрен, Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем теекен ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

10 «Эсир — манӑн свидетельсем,— тет Иегова,— эпӗ вара Турӑ» (Ис. 43:12, ҪТ). Чи паллӑ Свидетель, Иисус Христос, Туррӑн ячӗпе ҫӳресси тата ҫав ята ыттисене пӗлтересси ҫинчен пысӑк чыс тесе шутланӑ. (Тухни 15:3; Иоанн 17:6; Еврейсем 2:12 вуласа пар.) Иисус хӑйӗн Ашшӗн ячӗ ҫинчен каласа ҫӳренӗрен ун пирки «тӗрӗс каласа пӗлтерекен», урӑхла каласан, Шанчӑклӑ Свидетель тенӗ (Апок. 1:5; Матф. 6:9).

11 Анчах хӑйсем пирки Турӑ ҫынни тата унӑн Ывӑлӗн ҫынни теекенсенчен нумайӑшӗ Туррӑн ятне хисеплемеҫҫӗ, ҫитменнине тата, хӑйсем куҫарнӑ Библисенчен Турӑ ятне кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Нумаях пулмасть католик епископӗсене панӑ йӗрке тӑрӑх, чиркӳ кӗллисене ирттернӗ чухне «Туррӑн ятне — ЙХВХ текен тетрагамматона — каласси те, асӑнасси те пулмалла мар» тенӗ *. Калама ҫук тивӗҫсӗр ӗҫ!

12. Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем 1931-мӗш ҫулта Иеговӑпа ҫыхӑнни тата ытларах паллӑ пулнӑ теме пулать?

12 Христосӑн, ҫавӑн пекех вӑл ҫӗр ҫине киличчен пурӑннӑ нумай свидетельсен тӗслӗхне кура чӑн христиансем Туррӑн ячӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳресси пирки пысӑк чыс тесе шутлаҫҫӗ (Евр. 12:1). Туррӑн ӗҫлекенӗсем 1931-мӗш ҫулта Иеговӑпа ҫыхӑнни тата ытларах паллӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иегова Свидетелӗсем текен ята илнӗ. (Исаия 43:10 вуласа пар *.) Ҫапла вара Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем, чӑннипех, «Хӑй [Турӑ] ячӗпе пухнӑ... халӑх» пулса тӑнӑ (Апост. ӗҫ. 15:14, 17).

13. Турӑ панӑ ятпа килӗшӳллӗ эпир мӗнле пурӑнма пултаратпӑр?

13 Эпир Турӑ панӑ ятпа килӗшӳллӗ мӗнле пурӑнма пултаратпӑр? Турӑ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳрес енчен пирӗн шанчӑклӑ пулмалла. «Турӑ [«Иеговӑн», ҪТ] ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ,— ҫырнӑ Павел.— Ху ӗненмен Турра епле асӑнас? Ху илтмен Турра епле ӗненес? Вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтес? Хушса ямасан, епле вӗрентес?» (Рим 10:13—15). Пирӗн, ҫавӑн пекех, Пултараканӑн ырӑ ятне ҫӗртекен суя тӗн вӗрентӗвӗсене майне пӗлсе тӑрӑ шыв ҫине кӑлармалла, калӑпӑр, тамӑк вучӗ ҫинчен калакан вӗрентӗве, унта юратакан Турра Шуйттан пек хаяр тесе кӑтартнӑ (Иер. 7:31; 1 Иоан. 4:8; танлаштарса пӑх: Марк 9:17—27).

14. Туррӑн ячӗ ҫинчен пӗлни хӑш-пӗрисене мӗн тума хавхалантарать?

14 Ҫӳлти Аттемӗр ячӗпе ҫӳрени пирки эсӗ пысӑк чыс тесе шутлатӑн-и? Ыттисене ҫав сӑваплӑ ята пӗлме пулӑшатӑн-и? Париж хулинче (Франци) пурӑнакан пӗр хӗрарӑм Иегова Свидетелӗсем Туррӑн ятне пӗлеҫҫӗ тенине илтнӗ, ҫавӑнпа та тепрехинче Свидетеле тӗл пулсан, хӗрарӑм хӑйӗн Библинче ҫав ята кӑтартма ыйтнӑ. Псалом 83:18-мӗшӗнчи сӑмахӗсене вулани хӗрарӑмӑн кӑмӑлне питӗ вӑйлӑ хускатнӑ. Вӑл Библи вӗренме пуҫланӑ. Халӗ вара вӑл ют ҫӗршывра Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрать. Австралире пурӑнакан хӗрарӑм-католик Библире Туррӑн ятне пӗрремӗш хут курсан, савӑннипе йӗрсе янӑ. Халӗ вара вӑл нумай ҫул хушши тулли пионер пулса ӗҫлет ӗнтӗ. Нумаях пулмасть, Ямайкӑра пурӑнакан Свидетельсем пӗр хӗрарама, унӑн Библинче, Туррӑн ятне кӑтартнӑ. Вӑл та савӑннипе макӑрса янӑ. Апла пулсан, Туррӑн ячӗпе ҫӳресси пирки пысӑк чыс тесе шутла тата Иисусӑн тӗслӗхне кура ҫак хаклӑ ята пур ҫынна та пӗлтерсе тӑр.

«Тӗнчене... ан юратӑр»

15, 16. Чӑн христиансем ҫак тӗнче ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ тата пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

15 «Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть» (1 Иоан. 2:15). Тӗнче хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, тӗллевӗсемпе Иеговӑпа унӑн святой сывлӑшне хирӗҫ тӑрать. Ҫавӑнпа та Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем ҫак тӗнчен пайӗ пулас килмест тесе калаҫҫӗ кӑна мар. Тӗнчене юратас кӑмӑла хӑйсен чӗрисенче пулма памаҫҫӗ, мӗншӗн тесен, Иаков ҫырнӑ пек, «кам тӗнче тусӗ пулас тет, вӑл Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑнине» пӗлеҫҫӗ (Иак. 4:4).

16 Иаков тӗнче пирки каланӑ сӑмахсене тытса пыма ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере питӗ нумай илӗртӳ (2 Тим. 4:10). Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн кӗлӗ тунӑ: «Вӗсене тӗнчерен ил, тесе йӑлӑнмастӑп, усал-тӗселтен сыхласа тӑр, тесе йӑлӑнатӑп. Эпӗ тӗнчерен мар, вӗсем те тӗнченӗн мар» (Иоан. 17:15, 16). Хӑвӑнтан ыйт: «Тӗнченӗн мар пулма тӑрӑшатӑп-и? Библипе ҫыхӑнман уявсемпе йӑла-йӗркесем ҫине — ҫав шутрах, суя тӗнрен тухман, анчах вӗсенче ҫак тӗнчен кӑмӑл-шухӑшӗпе тӗллевӗсем уҫҫӑн палӑрса тӑракан уявсемпе йӑла-йӗркесем ҫине — эпӗ мӗнле пӑхнине ыттисем пӗлеҫҫӗ-и?» (2 Кор. 6:17; 1 Пет. 4:3, 4).

17. Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Иегова майлӑ тӑма мӗн хавхалантарма пултарать?

17 Эпир Библи тӑрӑх пурӑннипе ҫак тӗнчен кӑмӑлне ҫавӑрма пултарайманнине пӗлетпӗр, анчах та ҫакӑ тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем интересне вӑратма пултарать. Ҫавӑн пек ҫынсем эпир Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх кӑна ӗненнине курсан тата ҫав ӗненӳ пирӗн пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрсе тӑнине асӑрхасан, ҫакӑ вӗсен чӗрине хускатма пултарать, вара вӗсем святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене чӑннипе ҫапла калӗҫ теме пулать: «Эпир санпа каятпӑр, мӗншӗн тесен сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» (Зах. 8:23).

Христиансем пек чӑн-чӑн юрату кӑтарт

18. Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юратни шутне мӗн кӗрет?

18 Иисус каланӑ: «Хӑвӑн Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» тата «Хӑвна ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» (Матф. 22:37, 39). Ҫав юрату (грекла ага́пе) — яваплӑхпа, хамӑра йӗркеллӗ тытмаллине кӑтартакан принципсемпе тата мӗн тӗрӗс, ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ юрату, анчах та унта час-часах вӑйлӑ туйӑмсем те пур. Ҫавӑн пек юрату хӗрӳллӗ те вӑйлӑ пулма пултарать (1 Пет. 1:22). Юрату вӑл пачах эгоизм пек мар, мӗншӗн тесен вӑл ыттисемшӗн чунтан тӑрӑшса сӑмахпа тата ӗҫпе пулӑшнинче курӑнса тӑрать. (1 Коринф 13:4—7 вуласа пар.)

19, 20. Христианла юратӑвӑн витӗм кӳме вӑй пуррине кӑтартакан хӑш-пӗр тӗслӗхсем ҫинчен каласа пар.

19 Юрату — Туррӑн святой сывлӑшӗн ӗҫӗ пулнӑ май, чӑн христиансене ыттисем тума пултарайманнине тума пулӑшать, сӑмахран, ҫынсене раса, культура тата политика тӗлӗшӗнчен уйӑрса тӑракан чӑрмавсене ҫӗнтерме парать. (Иоанн 13:34, 35 вуласа пар; Гал. 5:22.) Ҫавӑн пек юрату сурӑхсемпе танлаштарнӑ ҫынсем ҫине витӗм кӳме пултарать. Сӑмахран, Израильте пурӑнакан пӗр ҫамрӑк еврее илер. Вӑл христиансен пухӑвне пӗрремӗш хут пырсан, еврейсемпе арабсем Иеговӑна пӗрле пуҫҫапни ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ҫавна пула вӑл пухӑва сиктермесӗр ҫӳреме пуҫланӑ та Библи вӗренме килӗшнӗ. Эсӗ пухури тӑвансене ҫавӑн пек чун-чӗререн юратнине кӑтартатӑн-и? Туррӑн Патшалӑх Залне пӗрремӗш хут пыракан ҫынсене, вӗсем хӑш халӑхран, ӳчӗ мӗн тӗслӗ пулнине тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине пӑхмасӑрах, ырӑ сунса кӗтсе илес тесе юрату кӑтартатӑн-и?

20 Чӑн христиансем пулнӑ май, эпир пурне те юрату кӑтартма тӑрӑшатпӑр. Сальвадорта пӗр ҫамрӑк хӗр-тӑван католиксен тӗнне тытса тӑракан 87 ҫулхи хӗрарӑмпа, хӑйӗн чиркӗвӗшӗн ҫирӗп тӑраканскерпе, Библи вӗреннӗ. Пӗррехинче, ҫав хӗрарӑм хытӑ чирлесе ӳкет те ӑна больницӑна хураҫҫӗ. Вӑл килне таврӑнсан Свидетельсем апат-ҫимӗҫ илсе ун патне кӗрсе тухаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем уншӑн уйӑха яхӑн тӑрӑшнӑ. Хӗрарӑм патне унӑн чиркӗвӗнчен никам та пырса курман. Малалла вара мӗн пулнӑ? Хӗрарӑм хӑйӗн турӑшӗсенчен хӑтӑлнӑ, чиркӗве ҫӳреме пӑрахнӑ та Библие малалла вӗренме пуҫланӑ. Чӑнах та, христианла юратӑвӑн витӗм кӳме вӑй пур! Вӑл сӑмахпа каланинчен те вӑйлӑрах чӗрене пырса тивме пултарать.

21. Пуласлӑх шанчӑклӑ пултӑр тесен, пирӗн мӗн тумалла?

21 Кӗҫех Иисус пурне те, кам уншӑн ӗҫлесе тӑратӑп тесе суйса калакансене, ҫапла калӗ: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем» (Матф. 7:23). Ҫавӑнпа та, айтӑр, Ашшӗне те, Ывӑлне те мухтава кӑларакан ҫимӗҫсем парса тӑрар. «Манӑн ҫак сӑмахсене илтсе, вӗсене туса тӑракан ҫынна кирек кама та,— тенӗ Иисус,— ҫуртне чул ҫине туса лартнӑ ӑслӑ ҫын вырӑнне хурӑп» (Матф. 7:24). Ҫапла вара, эпир Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулсан, Турӑ пире ырласа тӑрӗ те пирӗн пуласлӑх вара чул ҫине туса лартнӑ ҫурт пекех шанчӑклӑ пулӗ!

[Сноскӑсем]

^ Дан. 12:10, ҪТ: «Нумайӑшӗ тасалӗҫ, шуралӗҫ тата шӑранӗҫ. Йӗркесӗррисем хӑйсене йӗркесӗр тытӗҫ тата йӗркесӗррисенчен никам та ӑнланмӗ, анчах ӑслӑ-тӑнлисем ӑнланӗҫ».

^ Хальхи вӑхӑтра акӑлчан чӗлхипе тухакан католиксен публикацийӗсенче, сӑмахран, «Иерусалимская Библия» текен Библире, тетрагамматона «Yahweh» (Яхве) тесе куҫарнӑ.

^ Ис. 43:10, ҪТ: «Эсир манӑн свидетельсем,— тет Иегова,—... эпӗ суйласа илнӗ манӑн ӗҫлекенӗм».

Астӑватӑр-и эсир?

• Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем суя христиансенчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ?

• Чӑн христиансене палласа илме пулӑшакан хӑш-пӗр «ҫимӗҫсене» каласа тухӑр.

• Христианла ҫимӗҫсене парса тӑрас тесе эсир хӑвӑр умна мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]