Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?

Мӗнле майпа тӳрӗмарлӑх сирӗн ҫине витӗм кӳрет

Мӗнле майпа тӳрӗмарлӑх сирӗн ҫине витӗм кӳрет

«Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем яланах пулаҫҫӗ, вӗсене татса памашкӑн кӑштах суйма тивет» (Саманта, Кӑнтӑр Африка Республики).

Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? Саманта пурнӑҫӗнчи пекех, пирӗн пурнӑҫра та йывӑр самантсем пулкалаҫҫӗ. Лару-тӑру пире суйма-улталама хистенӗ чухне эпир хамӑра мӗнле тытни пурнӑҫра пирӗншӗн мӗн хаклӑ пулнине кӑтартса парать. Сӑмахран, ята ярас мар тесе эпир тем тума та хатӗр пулсан, тӳрӗмарлӑх пирӗншӗн ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртмелли тепӗр май ҫеҫ пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Анчах та суяна тӑрӑ шыв ҫине кӑларсан, ҫакӑ пирӗншӗн питӗ хакла ларӗ.

ТӲРӖМАРЛӐХА ПУЛА ПӖР-ПӖРНЕ ШАНМА ПӐРАХАҪҪӖ

Пӗр-пӗрне шанмасӑр ҫынсем хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулма пултараймаҫҫӗ. Икӗ ҫын пӗр-пӗрне шаннӑ чухне вӗсем хӑйсене шанчӑклӑ хӳтлӗхре пулнӑ пек туяҫҫӗ. Анчах та пӗр-пӗрне шанасси вӑл пӗр самантра пуҫланса каймасть. Ҫынсем вӑхӑта пӗрле ирттереҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗрӗссине калаҫҫӗ тата пӗр-пӗриншӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗрне ытларах та ытларах шанма пуҫлаҫҫӗ. Анчах та пӗр тӳрӗ мар ӗҫ ҫавна пурне те пӗтерсе хума пултарать. Шанӑҫран тухсан, каллех шанӑҫа тивӗҫлӗ пулма йывӑр пулӗ.

Сире хӑҫан та пулин эсир ҫывӑх тус тесе шутланӑ ҫын улталанӑ-и? Улталанӑ пулсан, эсир ун чухне хӑвӑра мӗнле туйнӑ? Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ сирӗн чуна ыраттарнӑ, вӑл сирӗнпе сутӑнчӑкла хӑтланнӑ пек туйӑннӑ сире. Сирӗн туйӑмсене ӑнланма пулать. Чӑнах та, тӳрӗмарлӑха пула ҫынсем пӗр-пӗрне шанма пӑрахаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсем хушшинчи туслӑха аркатма пултарать.

ТӲРӖМАРЛӐХРАН ТӲРӖМАРЛӐХ ҪУРАЛАТЬ

Роберт Иннес, Калифорни университетӗнчи экономика профессорӗ, тунӑ тӗпчев ӗҫӗ «тӳрӗмарлӑх ерекен чир евӗрлӗ» пулнине кӑтартса панӑ. Тӳрӗмарлӑха вируспа танлаштарма пулать: ҫын суеҫӗсемпе мӗн чухлӗ нумайрах хутшӑнать, ӑна тӳрӗмарлӑх «чирӗ ерес» хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ пысӑкрах пулӗ.

Тӳрӗмарлӑх пире ан ертӗр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫав тӗлӗшрен пире Библи пулӑшма пултарать. Айтӑр Библири хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухар.