Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

Йывӑр вӑхӑтра Иегова сире пулӑшӗ

Йывӑр вӑхӑтра Иегова сире пулӑшӗ

«[Иегова] сире... тӗреклентерӗ» (1 ПЁТР 5:10).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Йывӑр вӑхӑтра Иеговӑран пулӑшу илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

 ИНКЕК пырса ҫапсан пирӗн пурнӑҫ пӗр самантрах улшӑнма пултарать. Сӑмахран, Луи́с a ятлӑ арҫын тӑвана тухтӑрсем вӑл сайра-хутра тӗл пулакан рак формипе чирлет тата унӑн темиҫе уйӑх ҫеҫ пурӑнмалли юлнӑ тесе каланӑ. Мо́ника ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗн упӑшкипе пӗрле Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫленӗ. Тата унӑн упӑшки старейшина пулнӑ. Анчах та кайран вӑл упӑшки нумай ҫул хушши иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнни ҫинчен пӗлнӗ. Оли́вийӑн, качча кайман хӗрарӑм тӑванӑн, хӑй пурӑнакан вырӑна хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл ҫывхарса пынине пӗлсен, веҫех хӑварса килтен тухса кайма тивнӗ. Каялла таврӑнсан унӑн ҫурчӗ вырӑнӗнче ишӗлчӗк купи ҫеҫ пулнӑ. Луисӑн, Моникӑн тата Оливийӑн пурнӑҫӗ пӗр самантрах тӗппипех улшӑннӑ. Эсир те вӗсем мӗн туйнинех туйса курнӑ-и? Сирӗн пурнӑҫ хӑҫан та пулин кӗтмен ҫӗртен улшӑннӑ-и?

2 Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулин те, ытти ҫынсем пекех, йывӑрлӑхсем тӳсме тата чирлеме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Туррӑн халӑхне курайман ҫынсем пире хирӗҫ тӑма е хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ. Иегова пире ҫавӑн пек йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть пулин те, пире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:10). Вӑл пулӑшнипе эпир савӑнӑҫлӑ пулма, тӗрӗс йышӑнусем тума тата питӗ йывӑр лару-тӑрусенче те ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир инкеклӗ вӑхӑтра Иегова пире мӗнле тӑватӑ майпа пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр тата унран пулӑшу илес тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

ИЕГОВА СИРЕ ХӲТӖЛЕСЕ ТӐРӖ

3. Инкек сиксе тухни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

3 Йывӑрлӑх. Пурнӑҫра инкек сиксе тухсан эпир ҫухалса кайма пултаратпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен чӗре ҫурӑлса тухасла ыратать тата туйӑмсем капланса килнӗрен шухӑшсем пӑтранаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ икӗ хӗрарӑм тӑван хӑйсем мӗн туйни ҫинчен акӑ мӗн каланӑ. «Ҫил-тӑвӑл манӑн ҫурта аркатсан, эпӗ аптраса ӳкрӗм, чун хавалне ҫухатрӑм»,— тет Оливия. Упӑшки улталанӑ Моника вара ҫапла калать: «Хампа ҫавӑн пекки пулса тухасса эпӗ нихӑҫан та шутламан. Хам мӗн туйнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук. Чӗре хӗҫпе каснӑ пек ырататчӗ. Малалла мӗнле пурӑнмаллине пӗлместӗмччӗ». Ҫакӑн пек туйӑмсем капланса килсен Иегова пире мӗнле пулӑшма сӑмах парать?

4. Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова мӗн тесе шантарать?

4 Иегова мӗн тӑвать? Вӑл пире канӑҫлӑх паратӑп тесе шантарать. (Филиппӑ 4:6, 7 вуласа парӑр.) Ҫав канӑҫлӑх вӑл — хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене пула хамӑр туякан лӑпкӑлӑх. Ку вӑл «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх». Вӑл эпир шутланинчен те чаплӑрах. Тен, хӑвӑрӑн та ҫакӑн пекки пулнӑ: хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн эсир сасартӑк хӑвӑра лӑпкӑ туйма пуҫланӑ. Шӑп ҫавӑ — Иегова паракан канӑҫлӑх.

5. Турӑ паракан канӑҫлӑх пирӗн чӗрепе ӑс-тӑна мӗнле хӳтӗлет?

5 Филиппӑ 4:7-мӗшӗнче Турӑ паракан канӑҫлӑх «сирӗн чӗрене тата ӑс-тӑна хӳтӗлӗ» тенӗ. «Хӳтӗлӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе хулана хӳтӗленӗ салтаксем пирки каланӑ чухне усӑ курнӑ. Хӑйсем хӳтлӗхре пулнине пӗлсе хула ҫыннисем лӑпкӑ ҫывӑрнӑ. Турӑ паракан канӑҫлӑх пирки те ҫавнах калама пулать. Вӑл пирӗн чӗрепе ӑстӑна хӳтӗленӗ чухне эпир хамӑра хӳтлӗхри пек туятпӑр (Пс. 4:9). Пирӗн лару-тӑру тӳрех улшӑнмасан та, эпир чунра канӑҫлӑх туйса илме пултаратпӑр. Сӑмахран, Самуил пророкӑн амӑшӗпе, Аннӑпа, ҫапла пулнӑ (1 Патш. 1:16—18). Хамӑра лӑпкӑ туйнӑ чухне пирӗн шухӑшсем пӑтранмаҫҫӗ, тӗрӗс йышӑнусем тума та ҫӑмӑлтарах.

Турӑ паракан канӑҫлӑх хӑвӑр чӗрепе ӑстӑна хӳтӗленине туйса иличченех кӗлтӑвӑр (4—6 абзацсене пӑхӑр)


6. Турӑ паракан канӑҫлӑха туйса илес тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Пирӗн мӗн тумалла? Хӑвӑра мӗн те пулин пӑшӑрхантарнӑ чухне, сӑнарлӑ каласан, хуралҫӑсене чӗнӗр. Ҫакна мӗнле тумалла? Турӑ паракан канӑҫлӑха туйма пуҫличчен кӗлтӑвӑр (Лука 11:9; 1 Фес. 5:17). Луиспа унӑн арӑмӗ А́нэ, Луисӑн темиҫе уйӑх ҫеҫ пурӑнма юлнине пӗлсен, мӗн тунӑ? Луис ҫапла каланӑ: «Ҫавӑн пек самантсенче сипленмелли майсене шырама та, ытти йышӑнусене тума та питӗ йывӑр. Пӗрмаях кӗлтунине пула ҫеҫ эпир хамӑра лӑпкӑ туйрӑмӑр». Луиспа арӑмӗ Иеговӑна хӑйсен чӗрипе ӑстӑнне хӳтӗлеме тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшма ыйтнӑ. Вӗсем хӑйсен хӗрӳллӗ кӗллисем ҫине Иегова хуравланине те курнӑ. Сире инкек пырса ҫапрӗ пулсан, пӗрмаях кӗлтӑвӑр. Вара Иегова паракан канӑҫлӑх хӑвӑр чӗрепе ӑстӑна хӳтӗленине туйса илетӗрех (Рим 12:12).

ИЕГОВА СИРЕ ТӖРЕКЛЕНТЕРӖ

7. Инкек пырса ҫапсан эпир хамӑра мӗнле туйма пултаратпӑр?

7 Йывӑрлӑх. Инкек пырса ҫапсан эпир хамӑра яланхи пек тытма пӑрахма пултаратпӑр. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче карапа пӗр енчен тепӗр енне сулӑнтарнӑ пек пирӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ туйӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ. Маларах асӑннӑ Анэ каланӑ тӑрӑх, упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн унӑн чунӗнче тӗрлӗ-тӗрлӗ туйӑмсем пӑтраннӑ. «Эпӗ пӗрре хуйха ӳкеттӗм, тепре хама шеллеттӗм,— тет вӑл.— Луис юнашар пулманнишӗн тарӑхаттӑм та». Анэ хӑйне пӗччен пек туйнӑ. Унсӑр пуҫне, унччен упӑшки татса панӑ ыйтусене татса памалла пулнӑ чухне унӑн ал усӑннӑ. Хӑш-пӗр чухне унӑн туйӑмӗсем кӗрлекен тинӗс пек пулнӑ. Пире те ҫавӑн пек туйӑмсем пусса илсен, Иегова мӗнле пулӑшать?

8. 1 Пётр 5:10-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

8 Иегова мӗн тӑвать? Вӑл пире тӗреклентерме сӑмах парать. (1 Пётр 5:10 вуласа парӑр.) Карап ҫил-тӑвӑла лексен хытӑ силленме пуҫлать. Вӑл ҫаврӑнса ан ӳктӗр тесе ятарлӑ хатӗрсемпе — стабилизаторсемпе — усӑ кураҫҫӗ. Ҫав пулӑ ҫуначӗ евӗрлӗ хатӗрсем карапӑн икӗ айккипе шыв айӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсене пула карап хытӑ силленмест, ҫавӑнпа караппа пыма хӑрушӑ мар тата канлӗ. Ытларах чухне ҫав стабилизаторсем карап ишсе пынӑ чухне лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн пирки калас пулсан вара, эпир йывӑр вӑхӑтра та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, Иегова пире туйӑмсене алра тытма пулӑшӗ.

Хӑвӑр туйӑмсене алра тытас тесе тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ курӑр (8, 9 абзацсене пӑхӑр)


9. Тӗпчемелли хатӗрсем туйӑмсене алра тытма пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Пирӗн мӗн тумалла? Тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑр туйӑмсем капланса килнӗ чухне те малалла та кӗлтума, тӗлпулусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр. Паллах, эсир унчченхи пекех нумай тӑваймӑр, анчах ан манӑр: Иегова сирӗнтен ҫавна кӗтмест те. (Лука 21:1—4 танлаштарӑр.) Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренме тата шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр. Мӗншӗн ҫапла тумалла? Иегова хӑйӗн организацийӗ урлӑ паракан статьясемпе видеосем пире хамӑр туйӑмсене алра тытма пулӑшаҫҫӗ. Хӑвӑра мӗн кирлине тупас тесе тӗпчемелли хатӗрсемпе, сӑмахран, JW Library® приложенипе, «Индекс публикаций Сторожевой башни» тата «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрсемпе усӑ курӑр. Туйӑмсем капланса килнӗ чухне Моника шӑп ҫапла тунӑ та. Сӑмахран, вӑл тӗпченӗ чухне шырав йӗркине е «ҫилӗ» сӑмаха, е «сутӑнчӑкла хӑтланни», е «шанчӑклӑ пулни» тесе ҫырнӑ. Кайран вара хӑйне лайӑх туйма пуҫламасӑр вулама чарӑнман. Вӑл ҫапла каланӑ: «Час-часах эпӗ хама кирлӗ сӑмаха пӑлханса, васкаса шырав йӗркине ҫыраттӑмччӗ. Вуланӑ май вара Иегова хама ыталаса илнӗ пек туяттӑмччӗ. Иегова мана лайӑх пӗлнине, хам мӗн туйнине ӑнланнине тата мана пулӑшнине кураттӑм». Иегова пулӑшнипе эсир те йывӑр туйӑмсене алра тытма пултаратӑр (Пс. 118:143, 144).

ИЕГОВА СИРЕ ПУЛӐШСА ТӐРӖ

10. Инкек йӑтӑнса ансан эпир хамӑра мӗнле туйма пултаратпӑр?

10 Йывӑрлӑх. Инкек йӑтӑнса ансан пирӗн вӑй та, чун хавалӗ те пӗтсе ларма пултарать. Эпир аманнӑ спортсмен пек пулса тӑратпӑр. Унччен вӑл хӑвӑрт чупнӑ, халӗ вара утасса та уксахласа утать. Тен, унччен ҫӑмӑллӑнах тунӑ ӗҫсене халӗ эпир аран-аран тӑватпӑр. Е малтан мӗн савӑнӑҫ кӳнӗ, ҫавна тума пӗр кӑмӑл та ҫук. Эпир хамӑра Илия́ пророк пекех туйма пултаратпӑр: ҫывӑрас анчах килет, тӑма пӗр вӑй та ҫук (3 Патш. 19:5—7). Хамӑр халран кайсан Иегова пире мӗн пирки шантарать?

11. Иегова пире тата мӗнле пулӑшать? (Псалом 93:18).

11 Иегова мӗн тӑвать? Вӑл пире пулӑшса тӑма сӑмах парать. (Псалом 93:18 вуласа парӑр.) Аманнӑ спортсмена аса илер. Ыттисем пулӑшмасан хӑй тӗллӗн ӑна утса ҫӳреме йывӑр. Пире те малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн пулӑшу кирлӗ. Хамӑра йывӑр килнӗ чухне юратакан Атте пире ҫапла шантарса калать: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: „ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп“ теетӗп» (Ис. 41:13). Давид патша ҫакна хӑйӗн ҫинче туйса курнӑ. Хӑйне тӑшмансем хӗсӗрленӗ чухне вӑл Иеговӑна: «Мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать»,— тенӗ (Пс. 17:36). Иегова мӗнле майпа пулӑшса тӑрать-ха?

Кил-йышӑн, туссен тата старейшинӑсен пулӑшӑвне сирсе ан ярӑр (11—13 абзацсене пӑхӑр)


12. Хамӑра халсӑр туйнӑ чухне Иегова пире камсем урлӑ пулӑшма пултарать?

12 Иегова пире час-часах ытти ҫынсем урлӑ пулӑшать. Сӑмахран, Давид хӑйне халсӑр туйнӑ чухне унӑн тусӗ, Ионафан, ун патне пырса ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ (1 Патш. 23:16, 17). Илияна вара Иегова пулӑшакана, Елисея, панӑ (3 Патш. 19:16, 21; 4 Патш. 2:2). Хальхи вӑхӑтра Иегова пире хурӑнташсем, туссем е старейшинӑсем урлӑ пулӑшма пултарать. Анчах та хуйхӑ пусса лартсан, тен, пирӗн никама та курас килмест. Паллах, пӗччен пулас килни вӑл — йӗркеллӗ япала. Ҫапах та пире Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ӑна илес тесен мӗн тумалла?

13. Иегова пире пулӑштӑр тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Пирӗн мӗн тумалла? Ыттисенчен ютшӑнас туртӑмпа кӗрешӗр. Ыттисенчен пӑрӑнса ҫӳретпӗр пулсан, эпир хамӑр ҫинчен тата хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен ҫеҫ шутлама пуҫлатпӑр. Ҫавна пула эпир тӗрӗс мар йышӑнусем тума пултаратпӑр (Ытар. 18:1). Паллах, пирӗн пурин те, уйрӑмах пысӑк хуйхӑ тӳснӗ чухне, пӗччен пулма вӑхӑт уйӑрмалла. Анчах та эпир чылай вӑхӑт хушши ыттисенчен ютшӑнса ҫӳресен, Иеговӑна та, вӑл паракан пулӑшӑва та сирсе яма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа сире килтисем, туссем е старейшинӑсем пулӑшасшӑн пулнӑ чухне, хӑвӑра тем пек йывӑр килсен те, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр. Иегова час-часах шӑпах вӗсем урлӑ пулӑшу панине ан манӑр (Ытар. 17:17; Ис. 32:1, 2).

ИЕГОВА СИРЕ ЛӐПЛАНТАРӖ

14. Мӗне пула эпир хӑраса ӳкме пултаратпӑр?

14 Йывӑрлӑх. Хӑш-пӗр чухне эпир ҫав тери хӑраса ӳкетпӗр. Библире Туррӑн сехӗрленсе ӳкнӗ авалхи ӗҫлекенӗсен сӑмахӗсене ҫырса панӑ. Сӑмахран, вӗсем хӑйсене тӑшманӗсем хӗсӗрленӗ чухне питӗ хӑранӑ (Пс. 17:5; 54:2, 6). Пире те пӗрле вӗренекенсем, пӗрле ӗҫлекенсем, килтисем е влаҫсем хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ. Е эпир хӑрушӑ чирпе чирлесе кайма пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑра пӗчӗк ача евӗр туйма, ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкме пултаратпӑр. Иегова ун пек чухне пире мӗнле пулӑшать?

15. Псалом 93:19-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗн тума сӑмах парать?

15 Иегова мӗн тӑвать? Вӑл пире лӑплантарать тата йӑпатать. (Псалом 93:19 вуласа парӑр.) Аслатирен хӑранӑран ҫывӑрса каяйман пӗчӗк хӗрачана куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ун патне ашшӗ пырса ӑна аллине илет те ҫепӗҫҫӗн сиктерсе ҫывӑрттарса ярать. Тулта хӑрушӑ ҫанталӑк алхасать пулин те хӗрача ашшӗн ытамӗнче хӑйне хӳтлӗхри пек тата канлӗ туять. Хамӑр сехӗрленсе ӳксен пире те, сӑнарлӑ каласан, хамӑрӑн ҫӳлти Атте алла илсе лӑплантарни кирлӗ. Хамӑра Иеговӑн ытамӗнче туяс тесен мӗн тумалла-ши?

Ҫӳлти Аҫӑра хӑвӑра Библи урлӑ лӑплантарма май парӑр (15, 16 абзацсене пӑхӑр)


16. Иегова пире лӑплантартӑр тесе пирӗн мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Пирӗн мӗн тумалла? Иеговӑпа вӑхӑта ирттерӗр. Тӑтӑшах ӑна кӗлтӑвӑр тата унӑн Сӑмахне вулӑр (Пс. 76:2, 13—15). Сирӗн ҫавӑн пек йӑла пур пулсан, ҫивӗч лару-тӑрура эсир тӳрех хӑвӑр ҫӳлти Аҫӑртан пулӑшу ыйтатӑр пулӗ. Хӑвӑр мӗн пирки пӑшӑрханнине, мӗнрен хӑранине — веҫех Иеговӑна каласа парӑр. Кайран вӑл хӑвӑра Библи урлӑ мӗн каланине итлӗр. Вара вӑл хӑвӑра лӑплантарнине туйса илетӗр (Пс. 118:28). Тен, хӑранӑ чухне Библири хӑш-пӗр кӗнекесене вулани сире уйрӑмах лӑплантарӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗрисене Иов, Псалом, Ытарӑшсем кӗнекесем тата Матфей кӗнекинчи 6-мӗш сыпӑкри Иисусӑн сӑмахӗсем хавхалантараҫҫӗ. Иеговӑна кӗлтунӑ чухне тата унӑн Сӑмахне вуланӑ чухне эсир ӑна хӑвӑра лӑплантарма май паратӑр.

17. Мӗн пирки пирӗн иккӗленмелле мар?

17 Пурнӑҫри чи хӑрушӑ самантсенче те Иегова пирӗнпе юнашар пулӗ. Вӑл пире нихӑҫан та хӑвармасть (Пс. 22:4; 93:14). Иегова пире хӳтӗлеме, тӗреклентерме, пулӑшма тата лӑплантарма сӑмах парать. Исаия 26:3-мӗшӗнче Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Ҫирӗп чун-чӗреллисене Эсӗ туп-тулли тӑнӑҫлӑх паратӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Сана шанаҫҫӗ». Ҫавӑнпа та Иеговӑна шанӑр. Вӑл панӑ пулӑшӑва сирсе ан ярӑр. Унпа пӗрле эсир чи йывӑр вӑхӑтсене те чӑтса ирттерме пултаратӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иеговӑн пулӑшӑвӗ пире уйрӑмах хӑҫан кирлӗ?

  • Йывӑр вӑхӑтра Иегова пире мӗнле тӑватӑ майпа пулӑшса тӑрать?

  • Иеговӑран пулӑшу илес тесен мӗн тумалла?

12-МӖШ ЮРӐ Иегова — чи аслӑ Турӑ

a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.