Вулакансен ыйтӑвӗсем
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ чухне Иисус унччен ырӑ хыпар сарма янӑ 70 вӗренекенӗ ӑҫта пулнӑ? Вӗсем ӑна пӑрахса кайнӑ-и?
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ чухне 70 вӗренекенӗ унта пулман пулин те, ҫакӑ Иисус вӗсене ырлама пӑрахнине е вӗсем ӑна пӑрахса кайнине пӗлтермест. Ку Иисус ҫав каҫ хӑйӗн апостолӗсемпе пуласшӑн пулнине кӑна пӗлтерет.
Иисус 12-ӗшне те, 70-ӗшне те ырланӑ. Малтан вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсенчен 12 арҫынна суйласа илнӗ те вӗсене апостолсем тенӗ (Лука 6:12—16). Иисус 12 вӗренекенне чӗнсе илсе «вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара каласа ҫӳреме тата чирлисене сыватма» янӑ чухне Галилейӑра пулнӑ (Лука 9:1—6). Каярахпа Иудейӑра «Ҫӳлхуҫа тата тепӗр 70 вӗренекен суйласа илнӗ те вӗсене хӑй умӗнчен икшерӗн-икшерӗн... янӑ» (Лука 9:51; 10:1). Ҫапла майпа Иисусӑн хӑйӗн ҫинчен пӗлтерекен вӗренекенӗсем тӗрлӗ вырӑнта пулнӑ.
Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ еврейсем малалла та кашни ҫулах Пасхӑна паллӑ тунӑ. Вӗсем ҫав уява килтисемпе пӗрле уявланӑ пулас (Тух. 12:6—11, 17—20). Иисус, виличчен кӑшт маларах, апостолӗсемпе пӗрле Иерусалима килнӗ. Анчах та вӑл Иудейӑри, Галилейӑри тата Перейӑри хӑйӗн пур вӗренекенне те ҫав уява пӗрле уявламашкӑн пуҫтарӑнма ыйтман. Иисус ҫав каҫа хӑйӗн апостолӗсемпе кӑна ирттересшӗн пулнӑ пулас. Вӑл вӗсене: «Асап куриччен малтан эпӗ сирӗнпе ҫак Пасха апатне питӗ ҫиесшӗнччӗ», — тенӗ (Лука 22:15).
Ҫавна тума Иисусӑн витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ. Кӗҫех унӑн «тӗнче ҫылӑхне илсе каякан Турӑ Путекки» пек вилмелле пулнӑ (Иоанн 1:29). Ҫакӑ Иерусалимра пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши ӗнтӗ унта парнесем кӳнӗ. Израильтянсем Пасхӑна уявланӑ чухне путек Иегова вӗсене Египет чуралӑхӗнчен илсе тухнине аса илтернӗ. Анчах та Иисусӑн парни чылай пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ — вӑл этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарнӑ (1 Кор. 5:7, 8). Ҫав парнене пула апостолсем христиансен пухӑвӗн никӗсӗ пулса тӑма пултарнӑ (Эф. 2:20—22). Интереслӗ те, сӑваплӑ хулан, Иерусалимӑн, хӳмин никӗсне «12 чул» хунӑ пулнӑ, вӗсем ҫинче вара «Путекӗн 12 апостолӗн ячӗсене» ҫырнӑ пулнӑ (Ӳлӗм. 21:10—14). Куратпӑр ӗнтӗ, шанчӑклӑ апостолсен Туррӑн тӗллевӗнче ятарлӑ вырӑн йышӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иисус юлашки Пасхӑра тата Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче апостолӗсемпе пӗрле пуласшӑн пулни тӗлӗнтермест.
Ҫав 70 вӗренекенӗ те, Иисус хыҫҫӑн пыракан ытти ҫынсем те пӗрремӗш Каҫхи апат уявӗнче пулман. Ҫав-ҫавах вӗсемшӗн те вӑл пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Вӗсем шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ пулсан, каярахпа Турӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илнӗ. Вара вӗсем те Иисус ҫав каҫ хӑйӗн апостолӗсемпе Патшалӑх ҫинчен тунӑ килӗшӗве хутшӑнакансем пулса тӑнӑ (Лука 22:29, 30).