21-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
107-МӖШ ЮРӐ Турӑран юратма вӗренӗр
Мӑшӑр мӗнле тупмалла?
«Ырӑ арӑм епле тупайӑн? вӑл ахах-мерченрен те хаклӑрах» (ЫТАР. 31:10).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Лайӑх мӑшӑр тупма Библири мӗнле принципсем пулӑшаҫҫӗ? Тата мӑшӑрланас текен тӑвансемшӗн пуху мӗн-мӗн тума пултарать?
1, 2. а) Кампа та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме хатӗр пулнипе пулманнине мӗнле пӗлмелле? ӑ) Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени мӗне пӗлтерет? («Ӑнлантарса панине» пӑхӑр.)
САНӐН ҫемье ҫавӑрас килет-и? Унсӑрӑн та телейлӗ пулма пулать пулин те, нумай христианин — ҫамрӑккисем те, аслӑраххисем те — мӑшӑрланасшӑн. Паллах ӗнтӗ, кампа та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫличчен санӑн Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла, хӑвна лайӑх пӗлсе ҫитмелле тата укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме вӗренмелле (1 Кор. 7:36) a. Ҫакӑ веҫех ҫемьене телейлӗрех тума пулӑшӗ.
2 Ҫапах та лайӑх упӑшка е арӑм тупма ҫӑмӑлах мар (Ытар. 31:10). Кама та пулин килӗштерсе пӑрахсан та ӑна хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме сӗнме йывӑр пулма пултарать b. Ҫак статьяра эпир мӑшӑр тупма тата хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлама мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, мӑшӑрланас текенсемшӗн пухури тӑвансем мӗн-мӗн тума пултарнине курӑпӑр.
ЛАЙӐХ МӐШӐР ТУПМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?
3. Мӑшӑрланас текен ҫыннӑн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?
3 Чи малтан хӑвна мӗнле мӑшӑр кирлине ӑнланмалла. Унсӑрӑн эсӗ хӑвӑншӑн лайӑх мӑшӑр пулма пултаракан ҫынна асӑрхамасӑр хӑварма пултаратӑн е, тен, хӑвӑншӑн лайӑх мӑшӑр пулма пултарайман ҫынпа ҫӳреме пуҫлӑн. Паллах ӗнтӗ, мӑшӑра шыва кӗнӗ христиансем хушшинче кӑна шырамалла (1 Кор. 7:39). Ҫапах та, ҫын шыва кӗнӗ пулсан та вӑл шӑп саншӑн лайӑх мӑшӑр пулассине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх: «Манӑн мӗнле тӗллевсем? Манӑн мӑшӑрӑн мӗнле лайӑх енсем пулмалла? Эпӗ ытлашши нумай кӗтместӗп-и?»
4. Хӑш-пӗр тӑвансем мӗн ҫинчен кӗлтӑваҫҫӗ?
4 Эсӗ мӑшӑрланас тетӗн пулсан, ҫакӑн пирки Иеговӑна кӗлтӑватӑн пулӗ (Флп. 4:6). Паллах, Иегова сана упӑшка е арӑм шырама сӑмах паман. Ҫапах та вӑл эсӗ мӗн туйнине тата сана мӗн кирлине шута илет, ҫавӑнпа та мӑшӑр шырама пулӑшма пултарать. Апла пулсан, хӑвна мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен, мӗн кирли ҫинчен малалла та Иеговӑна кала (Пс. 61:9). Кӗлӗре тӳсӗмлӗх тата ӑслӑлӑх ыйт (Иак. 1:5). Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Джон c ятлӑ авланман арҫын тӑван хӑй мӗн пирки кӗлтуни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Эпӗ Иеговӑна манӑн арӑмӑн мӗнле лайӑх енсем пулмаллине каласа паратӑп. Ҫавӑн пекех манӑн кампа та пулин паллашма май пултӑр тесе кӗлтӑватӑп. Унсӑр пуҫне, Иеговӑран лайӑх упӑшка пулма пулӑшакан енсене аталантарма пулӑштӑр тесе ыйтатӑп». Шри-Ланкӑра пурӑнакан Таня ҫапла калать: «Эпӗ хальлӗхе мӑшӑр тупаймарӑм, ҫапах та хуйха ӳкместӗп. Иеговӑран шанчӑклӑ тӑрса юлма, савӑнӑҫлӑ тата телейлӗ пулма ыйтатӑп». Хӑв шутланинчен те ытларах кӗтме тивет пулсан та Иегова сана мӗн кирлине парӗ, юратнине кӑтартӗ тата саншӑн тӑрӑшӗ (Пс. 54:23).
5. Мӑшӑрланман христиансене пӗр-пӗринпе паллашма мӗн пулӑшӗ? (1 Коринф 15:58). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
5 Библи пире «Ҫӳлхуҫан ӗҫӗнче яланах нумай тума» хавхалантарать. (1 Коринф 15:58 вуласа парӑр.) Иеговӑшӑн хастар ӗҫлесе тӗрлӗ тӑванпа хутшӑнма тӑрӑш. Вара эсӗ вӑхӑта лайӑх ирттерӗн кӑна мар, Иеговӑна хытӑ юратакан, сан пекех ҫемье ҫавӑрас текен тӑвансемпе паллашма пултаратӑн. Иеговӑна савӑнтарма тӑрӑшсан эсӗ чӑннипех те телейлӗ пулатӑн.
6. Мӑшӑрланас текен христиансен мӗн асра тытмалла?
6 Анчах та асӑрхануллӑ пул: мӑшӑра шырасси сан пурнӑҫунта чи пӗлтерӗшли пулса ан тӑтӑр (Флп. 1:10). Чӑн-чӑн телей ҫемьеллӗ пулнинчен мар, Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулнинчен килет (Матф. 5:3). Мӑшӑрланман христиансем ирӗклӗрех (1 Кор. 7:32, 33). Ҫак ирӗклӗхпе усӑ курса Иеговӑшӑн тӗрлӗ майпа ӗҫлесе пӑхма тӑрӑш. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Дже́ссика, 40-сенче качча кайнӑскер, акӑ мӗн каласа парать: «Ман качча каяс килетчӗ. Ҫапах та эпӗ ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳремен. Эпӗ хастаррӑн ырӑ хыпар сараттӑм. Ҫавӑ мана савӑнӑҫлӑ та телейлӗ пулма пулӑшатчӗ».
АН ВАСКА — СӐНА
7. Хӑв килӗштерни ҫинчен каличчен мӗншӗн ҫынна малтан сӑнаса пӑхни ӑслӑ-тӑнлӑ пулать? (Ытарӑшсем 13:17).
7 Калӑпӑр, эсӗ кама та пулин килӗштерсе пӑрахрӑн. Вара мӗн тумалла? Библире ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ӗҫе пӗлсе тӑвать тенӗ. (Ытарӑшсем 13:17 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та ҫынна малтан сӑнасан ӑслӑ-тӑнлӑ пулать. Хӑв ӑна килӗштерни ҫинчен калама ан васка. «Туйӑмсем хӑвӑрт ҫуралма та, хӑвӑрт сӳнме те пултараҫҫӗ, — тет Нидерландра пурӑнакан А́свин. — Васкамасан, эсӗ туйӑмсем хыҫҫӑн кайса йышӑну тумӑн». Ҫынна лайӑхрах сӑнасан, тен, эсӗ вӑл саншӑн лайӑх мӑшӑр пулас ҫуккине ӑнланса илетӗн.
8. Ҫын ҫинчен ытларах пӗлес тесен мӗн тума пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
8 Ҫын ҫинчен ытларах пӗлес тесе вӑл хӑйне тӗлпулусенче тата туссем хушшинче мӗнле тытнине сӑна. Вара эсӗ унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫывӑх пулнипе пулманнине тата унӑн характерӗ мӗнлерех пулнине пӗлме пултаратӑн. Хӑвӑнтан ыйт: «Вӑл кампа туслӑ? Вӑл ытларах мӗн ҫинчен калаҫать? (Лука 6:45). Пирӗн тӗллевсем пӗр пек-и?» Унсӑр пуҫне, унӑн пухӑвӗнчи старейшинӑсемпе е ӑна лайӑх пӗлекен чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан ытти христиансемпе калаҫса илме пулать (Ытар. 20:18). Тӗслӗхрен, ыттисем ун пирки мӗн каланине тата унӑн мӗнле лайӑх енсем пуррине ыйтса пӗлме пулать (Руфь 2:11). Ҫав вӑхӑтрах, хӑпма пӗлмен ҫын пек ан пул, ӑна аванмарлатса ан яр. Унӑн туйӑмӗсене шута ил тата унӑн пурнӑҫне вак-тӗвек таранах тӗпчеме ан тӑрӑш.
9. Туйӑмсене уҫса парас тетӗн пулсан мӗн пирки иккӗленмелле мар?
9 Туйӑмсене уҫса париччен мӗн чухлӗ кӗтмелле? Туйӑмсене хӑвӑртах уҫса парсан, сан пирки кӗтме пӗлмен ҫын тесе калама пултарӗҫ (Ытар. 29:20). Ытлашши нумай кӗтсен вара — уйрӑмах ҫын эсӗ унпа интересленнине ӑнланчӗ пулсан — сан пирки хӑюсӑр ҫын теме пултараҫҫӗ (Еккл. 11:4). Ҫакна та асра тыт: хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлани сирӗн мӑшӑрланмаллах тенине пӗлтермест. Ҫапах та санӑн хӑв качча кайма е авланма хатӗр пулни пирки тата ҫак ҫын саншӑн лайӑх мӑшӑр пулма пултарасси пирки иккӗленмелле мар.
10. Хӑвӑнпа кам та пулин интересленнине асӑрхарӑн пулсан, хӑв вара ӑна килӗштерместӗн пулсан, мӗн тумалла?
10 Хӑвӑнпа кам та пулин интересленнине асӑрхарӑн пулсан мӗн тумалла? Ҫав ҫынна килӗштерместӗн пулсассӑн тӳррӗн кала. Ҫын туйӑмӗсемпе ан выля тата пустуй шанчӑк ан пар (1 Кор. 10:24; Эф. 4:25).
11. Пире тус е хурӑнташ валли мӑшӑр тупма ыйтрӗҫ пулсан мӗн асра тытмалла?
11 Хӑш-пӗр вырӑнсенче ачисем валли мӑшӑр ашшӗ-амӑшӗ шырать. Тепӗр вырӑнта вара хурӑнташӗсем е тусӗсем хӗрпе каччӑна паллаштараҫҫӗ те, лешӗсем ҫӳремелле-и, ҫӳремелле мар-и хӑйсемех йышӑну тӑваҫҫӗ. Пире хурӑнташ е тус валли мӑшӑр тупма ыйтрӗҫ пулсан хӗре те, качча та мӗн кирлине тата мӗнлерех ҫын килӗшнине шута илмелле. Унсӑр пуҫне, мӑшӑр пулма пултаракан ҫыннӑн характерӗ, лайӑх енӗсем ҫинчен, чи кирли вара — унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулни ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлме тӑрӑшмалла. Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулни пуян пулнинчен, аслӑ пӗлӳ илнинчен тата обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннинчен чылай пӗлтерӗшлӗрех. Ҫакна та асра тытӑр: мӑшӑрланмалла-и, мӑшӑрланмалла мар-и — арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван хӑйсем йышӑну тӑваҫҫӗ (Гал. 6:5).
ХӖРПЕ КАЧЧӐ ПЕК ҪӲРЕМЕ ПУҪЛАНИ
12. Эсӗ кама та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлама сӗнесшӗн пулсан, ҫавна мӗнле тумалла?
12 Калӑпӑр, эсӗ кама та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме сӗнесшӗн. Ҫавна мӗнле тумалла? d Сӑмахран, ҫынсем пур вырӑнта тӗл пулма е телефонпа калаҫма пулать. Тӑвана килӗштерни ҫинчен тата ӑна лайӑхрах пӗлесшӗн пулни ҫинчен уҫҫӑн кала (1 Кор. 14:9). Вӑл сана тӳрех хуравлаймасть пулсан, ӑна шутласа пӑхма вӑхӑт пар (Ытар. 15:28). Тӑван санпа ҫӳреме килӗшмесен те пултарать. Унӑн ҫавӑн пек право пуррине хисепле.
13. Кам та пулин хӑвна килӗштерни ҫинчен каларӗ пулсан мӗн тумалла? (Колоссӑ 4:6).
13 Кам та пулин хӑвна килӗштерни ҫинчен каларӗ пулсан вара мӗн тумалла? Ҫынна санпа пырса калаҫма хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ пуль. Ҫавӑнпа ыррӑн та хисеплӗн калаҫ. (Колоссӑ 4:6 вуласа парӑр.) Хӑвна шухӑшламашкӑн вӑхӑт кирлӗ пулсан ҫавӑн ҫинчен тӳррӗн кала. Ҫав вӑхӑтрах, ҫынна нумай ан кӗттер (Ытар. 13:12). Эсӗ тӑванпа ҫӳресшӗн мар пулсан ҫавӑн ҫинчен уҫҫӑн, анчах ыррӑн кала. Австрире пурӑнакан Ханс ятлӑ тӑвана пӗр хӗрарӑм тӑван хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме сӗнсен вӑл акӑ мӗн тунӑ: «Эпӗ ӑна тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах ыррӑн „ҫук“ терӗм. Эпӗ ҫакна тӳрех каларӑм, мӗншӗн тесен ӑна пустуй шанчӑк парасшӑн пулмарӑм. Кайран вара, хам шухӑша улӑштартӑм пек ан туйӑнтӑр тесе, эпӗ асӑрхануллӑрах пулма тӑрӑшрӑм». Тӑванпа ҫӳреме килӗшрӗн пулсан иксӗр те ҫав тапхӑртан мӗн кӗтнине, хӑвӑра мӗнле тытассине сӳтсе явӑр. Мӗншӗн тесен хӑвӑра мӗнле пӑхса ӳстернине, хӑвӑр мӗнле культурӑра ҫитӗннине е урӑх сӑлтавсене пула эсир хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени ҫине тӗрлӗрен пӑхма пултаратӑр.
ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ МӖН-МӖН ТУМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
14. Эпир мӑшӑрланман тӑвансене хамӑр сӑмахсемпе мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?
14 Ҫемье ҫавӑрас текен тӑвансене пулӑшас, хавхалантарас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? Пӗрремӗшӗнчен, хамӑр мӗн каланине асӑрхаса тӑмалла (Эф. 4:29). Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Мӑшӑрланас текен тӑвансем ҫинчен шӳтлесе калаҫмастӑп-и? Авланман арҫын тӑванпа качча кайман хӗрарӑм тӑван пӗрле калаҫнине курсан хама мӗнле тытатӑп? Вӗсем пӗр-пӗрне килӗштереҫҫӗ тесе тӳрех шутласа хумастӑп-и?» (1 Тим. 5:13). Иккӗмӗшӗнчен, мӑшӑрланман тӑвансем пире пула хӑйсене мӗскӗн ҫын пек ан туйччӑр тесен хамӑра тӗрӗс тытмалла. Маларах асӑннӑ Ханс акӑ мӗн калать: «Хӑш-пӗрисем мана хӑҫан авланатӑн, вӑхӑчӗ тахҫанах ҫитнӗ тесе калаҫҫӗ. Ҫакӑн пек сӑмахсене пула мӑшӑрланман ҫынсем хӑйсене ниме тӑман ҫын пек туяҫҫӗ. Вара вӗсем хӑвӑртрах мӑшӑр тупмалла тесе шутлама пуҫлаҫҫӗ». Айтӑр мӑшӑрланман тӑвансене май килсенех мухтаса илер! (1 Фес. 5:11).
15. а) Кама та пулин мӑшӑр тупма пулӑшас килет пулсан мӗн шута илмелле? (Рим 15:2). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Видео пӑхса эсир мӗне вӗрентӗр? (Сноскӑна пӑхӑр.)
15 Тен, эпир ҫав-ҫав арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван лайӑх мӑшӑр пулма пултараҫҫӗ тесе шутлатпӑр. Ҫавӑн пек чухне хамӑра мӗнле тытмалла? Библире пӗр-пӗрин туйӑмӗсене шута илмелле тенӗ. (Рим 15:2 вуласа парӑр.) Нумай мӑшӑрланман христианина хӑйсене «пулас мӑшӑрпа» паллаштарни килӗшмест. Пирӗн вӗсен кӑмӑлне хисеплемелле (2 Фес. 3:11). Теприсем вара пулӑшу илме хирӗҫ мар. Ҫапах та, пире пулӑшма ыйтмаҫҫӗ пулсан сӑмсана чикмелле мар (Ытар. 3:27) e. Хӑш-пӗр христиансем ӗҫсем хӑйне хӑех аталанса пыччӑр теҫҫӗ. Германире пурӑнакан качча кайман Лидия тӑван ҫапла калать: «Пӗр-пӗр арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑвана паллаштарас килет пулсан, вӗсене туслӑ тӗлпулӑва чӗнме пулать. Ҫапла майпа вӗсен хутшӑнма май пулӗ, ыттине вара хӑйсем пӗлнӗ пек тӑвӗҫ».
16. Мӑшӑрланман христиансен мӗн асра тытмалла?
16 Эпир пурте, мӑшӑрланнисем те, мӑшӑрланманнисем те, телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнма пултаратпӑр (Пс. 127:1). Ҫавӑнпа та эсӗ ҫемье ҫавӑрасшӑн пулсан, анчах хальлӗхе никама та тӗл пулмарӑн пулсан, малалла та Иеговӑшӑн тӑрӑшса ӗҫле. Макаора пурӑнакан Синь И ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Халӗ качча каймасӑр пурӑнни, райра упӑшкапа мӗн чухлӗ пурӑннипе танлаштарсан, кӗске самант пек кӑна туйӑнӗ. Ҫавӑнпа халех савӑнса пурӑн, вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ кур». Енчен те эсӗ пӗр-пӗр тӑванпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫларӑн пулсан, тепӗр статьяри канашсем сана тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗҫ.
137-МӖШ ЮРӐ Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем
a Хӑв мӑшӑрланма хатӗр пулнипе пулманнине пӗлме jw.org сайтри «Вопросы молодёжи» уйрӑмри «Свидания. Часть 1. Готов ли я с кем-то встречаться?» статья пулӑшӗ.
b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак тата тепӗр статьяра хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени тени арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗриншӗн лайӑх упӑшкапа арӑм пулма пултарнипе пултарайманнине ӑнланмашкӑн пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме тӑрӑшнине пӗлтерет. Ҫакӑ романтикӑллӑ, чуна ҫӳҫентерекен тапхӑр. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗрне туйӑмӗсене уҫса панипе пуҫланать, вӗсем мӑшӑрланма шут тытсан е хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пӑрахсан вара — вӗҫленет.
c Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
d Хӑш-пӗр культурӑра ялан тенӗ пекех арҫын хӗрарӑма хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме сӗнет. Анчах та хӗрарӑм та пӗрле ҫӳреме сӗнме пултарать (Руфь 3:1—13). 2004 ҫулхи октябрӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Вопросы молодёжи: Как мне рассказать ему о своих чувствах?» статьяра ытларах информаци тупма пулать.
e jw.org сайтра «Вӗсем ӗненӳшӗн ӑнӑҫлӑн кӗрешеҫҫӗ. Мӑшӑрланман тӑвансем» видео пӑхӑр.