Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма мӗн пулӑшӗ?

Ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма мӗн пулӑшӗ?

ЭСИР урӑх пухӑва куҫса курнӑ-и? Куҫнӑ пулсан, Жан-Ша́рль мӗн каланипе килӗшетӗр пулӗ: «Куҫса кайсан ҫӑмӑлах мар килет. Ҫӗнӗ пухӑва та хӑнӑхмалла, килтисене Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма та пулӑшмалла». Куҫса кайсан нумайӑшӗн ҫӗнӗ ӗҫ, пурӑнмалли вырӑн, ҫӗнӗ шкул шырама тивет. Унсӑр пуҫне, урӑх климата, культурӑна тата ырӑ хыпар сармалли территорие хӑнӑхмалла.

Николапа Сели́на урӑх йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Францири филиал вӗсене ҫӗнӗ пухӑва куҫса кайма ыйтнӑ. Вӗсем ҫапла каласа параҫҫӗ: «Малтанах эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Анчах та каярах, туйӑмсем лӑплансан, туссемсӗр питӗ вӑйлӑ тунсӑхлама пуҫларӑмӑр. Ҫӗнӗ пухура вара эпир никампах та туслашса ӗлкӗреймерӗмӗр» a. Куратпӑр ӗнтӗ, урӑх пухӑва куҫма ҫӑмӑл мар. Ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма мӗн пулӑшма пултарать? Вырӑнти тӑвансем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Ҫӗнӗ пухӑва куҫса кайни сире хӑвӑра та, унти тӑвансене те пиллӗх кӳтӗр тесен мӗн тумалла?

ПУЛӐШМА ПУЛТАРАКАН ТӐВАТӐ ПРИНЦИП

Иеговӑна шанӑр

1. Иеговӑна шанӑр (Пс. 36:5). Кадзу́ми, Японири хӗрарӑм тӑван, 20 ҫул хушши пӗр пухӑва ҫӳренӗ. Анчах та упӑшкин ӗҫне пула вӗсен куҫса кайма тивнӗ. Мӗнле майпа вӑл хӑйӗн ҫулне Иеговӑн аллине панӑ? Вӑл ҫапла калать: «Хӑш чухне эпӗ пӑлханса, пӑшӑрханса ӳкеттӗмччӗ тата хама ҫав тери пӗччен пек туяттӑмччӗ. Ун чухне веҫех Иеговӑна каласа параттӑмччӗ. Вӑл вара мана кашнинчех вӑй паратчӗ».

Ҫӗнӗ лару-тӑрура Иегова ҫине шанма сире мӗн пулӑшӗ? Ӳсентӑрана шывпа тутлӑхлӑ япаласем кирлӗ пулнӑ пекех, пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетмешкӗн те сӑнарлӑ апат кирлӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ Никола́ Авраамӑн, Иисусӑн тата Павелӑн тӗслӗхне тӗпченӗ. Ҫак арҫынсем Иеговӑн ирӗкне тӑвас тесе нумай ҫухату тӳснӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ Николана хӑйне те Иегова пулӑшасси пирки шантарнӑ. Тӑтӑшах хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренни сире ҫӗннине хӑнӑхма пулӑшӗ, ҫавӑн пекех сирӗн ҫӗнӗ пухури тӑвансене хавхалантармалли шухӑшсем ялан пулӗҫ.

Ан танлаштарӑр

2. Ан танлаштарӑр (Еккл. 7:10). Бенинран Пӗрлешӳллӗ Штатсене куҫса кайнӑ Жюль тӑванӑн пачах урӑх культурӑна хӑнӑхма тивнӗ. Вӑл ҫапла аса илет: «Мана пӗр вӗҫӗм ыйтусем паратчӗҫ. Кашниех ман ҫинчен веҫех пӗлесшӗн пек туйӑнатчӗ». Жюль ун пеккине хӑнӑхман, ҫавӑнпа та вӑл тӑвансенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. Анчах та вӗсене лайӑхрах пӗлсе ҫитсен унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ. «Халӗ эпӗ ҫакна ӑнланатӑп: тӗпрен илсен, ҫынсем пур ҫӗрте те пӗр пекех, — тет Жюль. — Вӗсем хӑйсен туйӑмӗсене тӗрлӗрен кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ. Ҫавӑнпа та ҫынсене, вӗсем хамӑртан уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулсан та, ҫаплипех йышӑнмалла». Апла пулсан, хӑвӑрӑн хальхи пухӑва унчченхипе ан танлаштарӑр. Пионер пулса ӗҫлекен А́нна-Ли́за ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫӗннине вӗренес тесе куҫса кайрӑм. Ҫавӑнпа та урӑх вырӑнта веҫех унчченхи пек пуласса кӗтмерӗм».

Старейшинӑсен те ҫӗнӗ пухӑва унчченхипе танлаштармалла мар. Тен, ҫак пухури арҫын тӑвансем хӑш-пӗр япаласене урӑхларах тӑваҫҫӗ. Анчах та урӑхларах туни тӗрӗс мар тунине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр канаш париччен сӑнаса пӑхни, лару-тӑру ҫинчен ытларах пӗлни тӗрӗсрех пулнӑ пулӗччӗ (Еккл. 3:1, 7ӑ). Хӑвӑрӑнни ҫинче тӑрса тӑвансене хӑвӑр шутланӑ пек тутарас вырӑнне лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр (2 Кор. 1:24).

Пуҫаруллӑ пулӑр

3. Пуҫаруллӑ пулӑр (Флп. 1:27). Куҫса каясси вӑхӑт та, вӑй та нумай илет пулин те, вырӑнти пухӑва май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах ҫӳреме пуҫламалла. Тата тӗлпулусене видеопа ҫыхӑнас вырӑнне хӑвӑр кайсан лайӑхрах пулать. Мӗншӗн тесен тӑвансем сире пӗртте курман пулсан е сайра-хутра ҫеҫ кураҫҫӗ пулсан, вӗсем сире мӗнле пулӑшӗҫ? Люси́нда хӑйӗн икӗ хӗрӗпе Кӑнтӑр Африкӑри пысӑк хулана куҫса кайнӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Туссем пире май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫӗнӗ пухури тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫлама тата ытларах комментари пама канаш пачӗҫ. Унсӑр пуҫне, эпир арҫын тӑвансене ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене пирӗн килте ирттерме пулать тесе каларӑмӑр».

Ҫӗнӗ пухури тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлӗр. Ҫакӑ сире хӑвӑра та, вӗсене те тӗреклетӗ. Старейшинӑсем Анна-Лизӑна пухури кашни хыпарҫӑпа ырӑ хыпар сарма хавхалантарнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? «Ҫакӑ пухури тӑвансемпе ҫывӑхланмалли чи лайӑх май пулнине эпӗ часах ӑнланса илтӗм», — тет вӑл. Турӑ Патшалӑхӗн залне юсас тата тирпейлес ӗҫе хутшӑнӑр. Ҫапла майпа эсир ҫак пуху халӗ сирӗн пуху пулса тӑнине хӑвӑртрах туйса илетӗр. Мӗн чухлӗ пуҫаруллӑрах пулатӑр, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах ҫӗнӗ пухури тӑвансемпе ҫывӑхланса пыратӑр.

Ҫӗнӗ туссем тупӑр

4. Ҫӗнӗ туссем тупӑр (2 Кор. 6:11—13). Ҫынпа туслашмалли чи лайӑх май вӑл — унпа чун-чӗререн интересленни. Тӗлпулусене маларах килме тӑрӑшӑр тата тӗлпулу хыҫҫӑн тӳрех тухса ан кайӑр. Вара сирӗн тӑвансемпе калаҫма тата вӗсемпе ҫывӑхрах паллашма вӑхӑт пулӗ. Вӗсен ячӗсене астуса юлма тӗллев лартӑр. Ҫынсене хӑйсене ятран чӗнни килӗшет. Ырӑ кӑмӑллӑ та ҫынпа калаҫма хатӗр пулӑр. Ҫавна пула ыттисем сирӗн пата туртӑнӗҫ, вара эсир ҫӗнӗ туссем тупатӑрах.

Ыттисем хӑвӑр пирки мӗн шутлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханас вырӑнне хӑвӑра яланхи пек тытӑр, тӑвансем эсир чӑннипе мӗнле ҫын пулнине курччӑр. Люсинда ҫапла калать: «Эпир тӑвансене хамӑр пата хӑнана чӗнеттӗмӗр. Ҫапла майпа лайӑх туссем тупрӑмӑр».

«ПӖР-ПӖРНЕ ХАПӐЛ ТУСА ЙЫШӐНӐР»

Хӑш-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗн залне, унта никама та пӗлменрен, кайма хӑраҫҫӗ. Пирӗнтен кашни пухури ҫӗнӗ тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарать? Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Христос сире хапӑл туса йышӑннӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл туса йышӑнӑр» (Рим 15:7). Старейшинӑсем хӑйсен пухӑвне куҫнӑ тӑвансене, Христосран тӗслӗх илсе, хапӑл туса йышӑнма пултараҫҫӗ. ( «Ҫӗнӗ пухӑва куҫма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесен мӗн тумалла?» рамкӑна пӑхӑр.) Ҫӗнӗ тӑвансем хӑйсене килти пек туйччӑр тесе старейшинӑсем кӑна мар, пухури пур тӑван та, ҫав шутрах ачасем те, тӑрӑшма пултараҫҫӗ.

Тӑвансене хапӑл туса йышӑнас тесен мӗн тумалла? Вӗсене хӑнана чӗнме пулать. Унсӑр пуҫне, ӗҫпе те пулӑшма пулать. Сӑмахран, пӗр хӗрарӑм тӑван тепӗр хулана куҫса кайсан, ҫав вырӑнти хӗрарӑм тӑван ӑна хула кӑтартнӑ тата халӑх ҫӳрекен транспортпа мӗнле ҫӳремеллине ӑнлантарса панӑ. Ҫакӑ куҫса килнӗ хӗрарӑм тӑванӑн чӗрине пырса тивнӗ тата ҫӗнӗ вырӑна хӑвӑртрах хӑнӑхма пулӑшнӑ.

КУҪСА КАЙНИ АТАЛАНСА ПЫМА МАЙ ПАРАТЬ

Саранча майӗпен ӳссе-аталанса пынӑ май темиҫе хут хӑйӗн тирне хывса пӑрахать. Вара ҫуначӗ ҫирӗпленсе ҫитсен тин вӗҫме пуҫлать. Урӑх пухӑва куҫнӑ тӑвансене ҫак тӗслӗх мӗнле пулӑшма пултарать? Ҫунатсене сарса Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлес тесен сирӗн пӑшӑрханусене сирсе ямалла. Николапа Селина ҫапла калаҫҫӗ: «Куҫса кайни аталанса пыма май парать. Ҫӗнӗ вырӑна тата ҫӗнӗ ҫынсене хӑнӑхмашкӑн пирӗн урӑх лайӑх енсем аталантарма тиврӗ». Тепӗр вырӑна куҫса кайни хӑйсен ҫемйи ҫине мӗнле витӗм кӳни пирки Жан-Шарль ҫапла калать: «Ҫӗнӗ пухура пирӗн ачасем Иеговӑпа ытларах ҫывӑхланчӗҫ, ҫитӗнӳсем те турӗҫ. Темиҫе уйӑхранах пирӗн хӗр эрне варринче иртекен тӗлпулура заданисем тума пуҫларӗ. Ывӑл вара шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑчӗ».

Ытларах ырӑ хыпар сарас тесе сирӗн куҫса каяс килет пулсан, анчах та ҫавна тума май ҫук пулсан, мӗн тума пулать? Ҫак статьяри канашсемпе хӑвӑр пухура усӑ курса пӑхӑр. Ҫакӑ сире пуху ҫине ҫӗнӗлле пӑхма пулӑшӗ. Малалла та ӗненӗве ҫирӗплетӗр. Пухури ӗҫсене хастар хутшӑнӑр. Тӗрлӗ тӑванпа ырӑ хыпар сарӑр. Ҫӗнӗ туссем тупӑр, киввисем ҫинчен те манса ан кайӑр. Пухура кама пулӑшу кирли ҫинчен шутлӑр. Христиансем пулнӑ май, пӗр-пӗрне юратнине кӑтартсан эсир Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратӑр тата вӑл хӑвӑра ырланине туйса тӑратӑр (Иоанн 13:35). Мӗншӗн тесен «ҫавӑн пек парнесем Турра кӑмӑллӑ» (Евр. 13:16).

Урӑх вырӑна куҫса кайсан тӗрлӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ, анчах та вӗсене пӑхмасӑрах нумай тӑван ҫӗнӗ пухура савӑнса ӗҫлет. Эсир те ҫавӑн пек тума пултаратӑр. «Куҫса кайнине пула эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: манӑн чӗрере пурин валли те, кивӗ туссем валли те, ҫӗннисем валли те, вырӑн пур», — тет Анна-Лиза. Кадзуми ҫапла калать: «Куҫса кайнине пула эпӗ Иеговӑна урӑх енчен куртӑм. Халӗ эпӗ ӑна ытларах шанатӑп». Жюль вара ҫапла калать: «Эпӗ туссем тупрӑм. Ҫавна пула хама килти пек туятӑп. Пуху маншӑн ҫемье пек пулса тӑчӗ. Ҫав тӑвансемпе уйрӑлмалла пулать пулсан, халӗ мана ҫавна тума йывӑр пулать».

a 1994 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Как быть проповеднику, когда томит ностальгия» статьяна пӑхӑр.