51-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх
Иегова сирӗн кашни куҫҫуль тумламне астӑвать
«Манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр — вӑл Санӑн кӗнекӳнте мар-ши?» (ПС. 55:9).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова эпир мӗн туйнине питӗ лайӑх ӑнланать тата пире мӗнле йӑпатмаллине пӗлет.
1, 2. Мӗнле лару-тӑрура эпир макӑратпӑр?
ПИРӖНТЕН кашни макӑрса курнӑ пуль. Пурнӑҫра мӗн те пулин лайӑххи пулсан, эпир савӑннипе макӑратпӑр: тӗслӗхрен, пирӗн ача ҫуралсан, е нумай ҫул хушши курман туспа тӗл пулсан. Пӗр-пӗр лайӑх событие аса илсен те пирӗн куҫҫуль тухать.
2 Анчах та час-часах эпир хуйхӑрнипе макӑратпӑр. Сӑмахран, кам та пулин пирӗн шанӑҫа татсан куҫҫуле тытса чарма йывӑр. Е эпир чирленӗ чухне ыратнӑран макӑратпӑр. Е ҫывӑх ҫын вилсен, паллах, куҫҫуле тытса чарма ҫук. Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑра Иеремия пекех туйма пултаратпӑр. Вавилон ҫыннисем Иерусалима аркатсан вӑл ҫапла каланӑ: «Куҫӑмран куҫҫулӗ шыв пек юхать. Вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗм юхать, чарӑнмасть» (Хӳхл. 3:48—50).
3. Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем асапланнӑ чухне Иегова мӗн туять? (Исаия 63:9).
3 Пире япӑх пулнӑ чухне е мӗн те пулин ыратнӑ чухне эпир мӗн чухлӗ макӑрнине Иегова питӗ лайӑх пӗлет. Библи пире Иегова эпир ҫакӑн пек лару-тӑрусенче мӗн тӳснине пӗлни пирки тата пулӑшма йӑлӑннине илтни пирки шантарать (Пс. 33:16). Анчах Иегова эпир йӑлӑннине илтет кӑна мар тата асапланнине курать кӑна мар. Вӑл, юратакан ашшӗ пек, эпир макӑрнӑ чухне хурланать тата пире пулӑшма васкать. (Исаия 63:9 вуласа парӑр.)
4. Эпир Библири мӗнле тӗслӗхсене пӑхса тухӑпӑр тата Иегова ҫинчен мӗн пӗлӗпӗр?
4 Иегова пире хӑйӗн ӗҫлекенӗсем макӑрнӑ чухне хӑй мӗн туйнине тата вӑл вӗсене мӗнле пулӑшнине хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ уҫса парать. Эпир Аннӑн, Давидӑн тата Езекийӑн пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине пӑхса тухӑпӑр. Мӗншӗн вӗсем макӑрнӑ тата Иегова вӗсене мӗнле йӑпатнӑ? Кайран эпир ҫывӑх ҫын вилнине пула, юратнӑ ҫын сутӑнчӑкла хӑтланнине пула е шанчӑк ҫук пек туйӑннине пула макӑрнӑ чухне Иегова пире мӗнле йӑпатнине курӑпӑр.
ҪЫВӐХ ҪЫН ВИЛСЕН МАКӐРНӐ ЧУХНЕ
5. Анна мӗнле лару-тӑрура пулнӑ тата унӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ?
5 Аннӑн макӑрмалли темиҫе сӑлтав та пулнӑ. Унӑн упӑшкин тепӗр арӑм, Феннана, пулнӑ, вӑл Аннӑна курайман. Ҫакӑ унӑн чунне хытӑ ыраттарнӑ. Унсӑр пуҫне, Феннанӑн ачасем пулнӑ, Аннӑн вара пулман (1 Пат. 1:1, 2). Ҫавӑншӑн Феннана Аннӑна кулянтарсах тӑнӑ, унран мӑшкӑлласа кулнӑ. Эсир Анна вырӑнӗнче пулнӑ пулсан мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Библире ун пирки чун-чӗререн хурланса йӗнӗ, «апат та ҫимен» тенӗ (1 Пат. 1:6, 7, 10).
6. Аннӑна мӗн йӑпатнӑ?
6 Аннӑна мӗн йӑпатнӑ? Вӑл Турра тӗрӗс пуҫҫапмалли вырӑн патне, сӑваплӑ чатӑр патне, кайнӑ. Унта вӑл, тен, сӑваплӑ чатӑра кӗмелли вырӑн патӗнче, «Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, татӑлса макӑрнӑ». Анна Иеговӑна хӑйне хӗрхенме тата пулӑшма йӑлӑннӑ (1 Пат. 1:10ӑ, 11). Вӑл Иеговӑна хӑйӗн шухӑшӗсене тата туйӑмӗсене уҫса панӑ. Хӑйӗн юратнӑ хӗрӗн куҫҫулӗсене курса Иегова унпа пӗрле хурланнӑ.
7. Анна хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен Иеговӑна каласа парсан хӑйне мӗнле туйнӑ?
7 Чи аслӑ священник Илий Аннӑна санӑн кӗллӳсене Иегова илтӗ тата хуравлӗ тесе шантарнӑ. Ҫакӑ Анна ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Библире вӑл «хӑй ҫулӗпе кайнӑ, апат та ҫинӗ, унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман» тенӗ (1 Пат. 1:17, 18). Аннӑн лару-тӑрӑвӗ улшӑнман пулин те, вӑл лӑпланнӑ. Хӑйне пусса тӑнӑ йывӑр туйӑмӗсем ҫинчен вӑл Иеговӑна каласа панӑ. Иегова вара Аннӑна итленӗ, унӑн туйӑмӗсене ӑнланнӑ, кайран вара ӑна пилленӗ — Аннӑн ачасем ҫуралнӑ (1 Пат. 1:19, 20; 2:21).
8, 9. Тӗлпулусене мӗншӗн ҫӳремелле? (Еврейсем 10:24, 25). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
8 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Тен, сан пурнӑҫра халь йывӑр вӑхӑт, эсӗ пӗрмай макӑратӑн. Тен, сан килтисенчен е туссенчен кам та пулин вилнӗ. Ҫавӑн пек чухне пӗччен пулас килни вӑл йӗркеллӗ. Анчах та Анна мӗн тунине аса илӗр-ха. Вӑл сӑваплӑ чатӑра кайнӑ, Иегова ӑна унта йӑпатнӑ. Ҫавӑнпа та эсӗ хуйхӑратӑн пулсан та, вӑй ҫук пек туйӑнать пулсан та пухӑва кай. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа парӑр.) Унта Иегова сана йӑпатӗ тата вӑй парӗ. Пухура эпир Библири сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшласа япӑххине манса каятпӑр. Ҫапла майпа Иегова пире япӑх шухӑшсене лайӑххисемпе ылмаштарма пулӑшать. Вара, пирӗн лару-тӑру улшӑнмасан та, эпир хамӑра лайӑхрах туятпӑр.
9 Ҫавӑн пекех пирӗн тӗлпулусенче эпир тӑвансемпе хутшӑнатпӑр. Вӗсем пире юратаҫҫӗ, вӗсемпе юнашар эпир хамӑра лайӑхрах туятпӑр (1 Фес. 5:11, 14). Пӗр ятарлӑ пионерӑн арӑмӗ вилнӗ. Вӑл хӑй мӗн туйни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Эпӗ уншӑн халӗ те питӗ тунсӑхлатӑп. Хӑш-пӗр чухне манӑн пӗччен пулас килет: эпӗ ларатӑп та макӑратӑп. Пирӗн тӗлпулусем вара мана питӗ хавхалантараҫҫӗ. Тӑвансен хуравӗсем тата вӗсен ӑшӑ сӑмахӗсем чун ыратӑвне пусараҫҫӗ. Пуху умӗн эпӗ вӑйлӑ пӑшӑрхансан та, ун хыҫҫӑн хама чылай лайӑхрах туятӑп». Эпир тӗлпулӑва килсен Иегова унта пире тӑвансем урлӑ пулӑшать.
10. Хуйхӑрнӑ чухне эпир Аннӑран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
10 Анна хӑйне Иегова йӑпаттӑр тесе тата мӗн тунӑ? Вӑл хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине веҫех Иеговӑна каласа панӑ. Эсир те пӗтӗм хуйха ӑна шанса парӑр (1 Пётр 5:7). Вӑл сире итлени пирки тата хӑвӑра пулӑшасси пирки ан иккӗленӗр. Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн упӑшкине вӑрӑ-хурахсем вӗлернӗ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Чӗре ҫурӑлса тухасла ыратнӑран эпӗ урӑх нихӑҫан та савӑнма пултараймастӑп тесе шутлаттӑм. Эпӗ ҫӳлти Аттене Иеговӑна кӗлтӑваттӑм, вӑл вара мана йӑпататчӗ те лӑплантаратчӗ. Кӗлтунӑ чухне хӑш-пӗр чухне эпӗ кирлӗ сӑмах тупаймастӑмччӗ, анчах та мана Иегова ҫавах ӑнланатчӗ. Йывӑр туйӑмсем пусса лартсан, эпӗ канӑҫлӑх ыйтаттӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳрех чунра лӑпкӑлӑх туйма пуҫлаттӑм тата ман тепӗр куна пурӑнса ирттермелӗх вӑй тупӑнатчӗ». Эпир макӑрса Турра хамӑр туйӑмсене уҫса панӑ чухне Иегова пире лайӑх ӑнланать тата пирӗнпе пӗрле макӑрать. Лару-тӑру улшӑнмасть пулсан та Иегова пире чун канӑҫлӑхне парӗ тата лӑпланма пулӑшӗ (Пс. 93:19; Флп. 4:6, 7). Эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн вӑл пире награда та парӗ (Евр. 11:6).
ХАМӐРПА СУТӐНЧӐКЛА ХӐТЛАНСАН МАКӐРНӐ ЧУХНЕ
11. Давид мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата мӗн туйнӑ?
11 Давидӑн та макӑрмалли сӑлтавсем пулнӑ. Ӑна нумайӑшӗ курайман тата хӑй шаннӑ ҫынсем унпа сутӑнчӑкла хӑтланнӑ (1 Пат. 19:10, 11; 2 Пат. 15:10—14, 30). Хӑйне питӗ йывӑр килнӗ чухне вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ӗнтӗ ахлата-ахлата вӑйран кайрӑм: тӳшекӗме каҫсерен куҫҫульпе йӗпететӗп, выртакан вырӑна куҫҫульпе шӑваратӑп». Мӗншӗн Давид хӑйне ҫапла туйнӑ? Вӑл «тӑшманӑмсене пула» тесе ӑнлантарса панӑ (Пс. 6:7, 8). Ҫынсем Давидӑн чунне ҫав тери ыраттарнӑран вӑл чарӑнаймасӑр макӑрнӑ.
12. Псалом 55:9-мӗшӗнче Давид Иегова пирки мӗн ҫырнӑ?
12 Давидӑн пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем нумай пулнӑ пулин те вӑл хӑйне Иегова юратни пирки иккӗленмен. Пӗррехинче вӑл: «Йӗрекен сассӑма Ҫӳлхуҫа илтрӗ», — тенӗ (Пс. 6:9). Псалом 55:9-мӗшӗнче (вуласа парӑр) вара вӑл Иегова пирки чуна пырса тивекен сӑмахсене ҫырнӑ. Ҫак сӑмахсенчен эпир Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн мӗн тери ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине пӗлетпӗр. Давид ҫырнӑ тӑрӑх, Иегова унӑн куҫҫулӗсене савӑта пуҫтарать тата кӗнекене ҫырать. Давид иккӗленмен: Иегова унӑн чун ыратнине курнӑ тата ҫавна манса кайман. Юратакан ҫӳлти Ашшӗ Давид мӗн-мӗн тӳснине кӑна мар, ҫакӑ унӑн ҫине мӗнле витӗм кӳнине те пӗлнӗ.
13. Кам та пулин пирӗн шанӑҫа татнӑ пулсан е пирӗнпе сутӑнчӑкла хӑтланнӑ пулсан, пирӗн мӗн ҫинчен манса каймалла мар? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
13 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Тен, хӑв шаннӑ ҫын сан шанӑҫа татнӑран е санпа сутӑнчӑкла хӑтланнӑран эсӗ вӑйлӑ хуйхӑратӑн. Тен, эсӗ кампа та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пӑрахнӑ, е санӑн ҫемйӳ арканнӑ, е ҫывӑх ҫынну Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. Пӗр арҫын тӑвана арӑмӗ аскӑн ӗҫ туса улталанӑ та пӑрахса кайнӑ. Арҫын тӑван ҫапла каласа парать: «Ҫакна ӗненме те йывӑрччӗ. Эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туяттӑм. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ тарӑхаттӑм та, хуйхӑраттӑм та». Санпа кам та пулин сутӑнчӑкла хӑтланнӑ пулсан е санӑн шанӑҫа татнӑ пулсан, сана ҫак шухӑш йӑпаттӑр — Иегова сана нихӑҫан та пӑрахмасть. Арҫын тӑван ҫапла та калать: «Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: ҫынсем шанчӑклӑ пулмасан та пултараҫҫӗ, анчах та Иегова вӑл — пирӗн Чул Хысакӗ. Тем пулса тухсан та Иегова яланах юнашар. Хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене вӑл нихӑҫан та хӑвармасть» (Пс. 36:28). Асра тыт: Иегова юратнӑ пек пӗр ҫын та юратаймасть. Санпа мӗн пулса иртни эсӗ Иегова куҫӗ умӗнче хаклӑ пулма пӑрахнине пӗлтермест (Рим 8:38, 39). Нихӑҫан та ан ман: ҫын хӑйне санпа кирек мӗнле тытсан та Иегова нихӑҫан та сана юратма пӑрахмасть.
14. Псалом 33:19-мӗшӗ пире мӗн пирки шантарать?
14 Ҫывӑх ҫын хамӑрпа сутӑнчӑкла хӑтланчӗ пулсан пире Псалом 33:19-мӗшӗнчи (вуласа парӑр) Давидӑн сӑмахӗсем лӑплантарма пултарӗҫ. Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, кунта «хурлӑхлӑ чӗреллисем» тени пуласлӑхран ним лайӑххине те кӗтмен ҫынсене пӗлтерет пулмалла. Иегова ҫавӑн пек ҫынсене мӗнле пулӑшать? Вӑл вӗсене «ҫывӑх тӑрать». Иеговӑна макӑракан ачана алла илсе кӑкӑр ҫумне чӑмӑртаса лӑплантаракан ашшӗпе е амӑшӗпе танлаштарма пулать. Хамӑрпа сутӑнчӑкла хӑтланнине е пӑрахса кайнине пула эпир хуйхӑрнӑ чухне Иегова пирӗн чун ыратнине туять тата пире пулӑшма васкать. Пирӗн чӗре ҫурӑлса тухасла ыратнӑ чухне тата эпир хамӑра ниме тӑман ҫын пек туйнӑ чухне Иегова пире йӑпатать тата лӑплантарать. Хальхи йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе вӑл пире пуласлӑхра лайӑххи нумай пулассине аса илтерет (Ис. 65:17).
ШАНЧӐК ҪУК ПЕК ТУЙӐННИНЕ ПУЛА МАКӐРНӐ ЧУХНЕ
15. Мӗншӗн Езекия макӑрнӑ?
15 Езекия, Иудея патши, 39 ҫулта пулнӑ чухне хӑй вилмеллех чирлесе ӳкни ҫинчен пӗлнӗ. Исаия пророк ӑна эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн тесе Иеговӑран хыпар пӗлтернӗ (4 Пат. 20:1). Ҫак хӑрушӑ хыпара илтсен Езекия ӗсӗклесех йӗрсе янӑ. Вӑл Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтума пуҫланӑ (4 Пат. 20:2, 3).
16. Иегова Езекия макӑрса кӗлтуни ҫине мӗнле хуравланӑ?
16 Езекия макӑрса кӗлтуни Иеговӑн чӗрине пырса тивнӗ. Иегова вара ӑна ыррӑн: «Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм. Халӗ Эпӗ сана сывататӑп», — тенӗ. Иегова патшана хӗрхенсе Исаия урлӑ унӑн кун-ҫулне тӑсма тата Иерусалима Ассири ҫыннисенчен ҫӑлма сӑмах панӑ (4 Пат. 20:4—6).
17. Хытӑ чирленӗ чухне Иегова пире мӗнле пулӑшать? (Псалом 40:4). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
17 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Тен, сана та сывлӑху пирки япӑх хыпар пӗлтернӗ. Иеговӑна хӑвӑн туйӑмусем ҫинчен каласа пар. Кӗлтунӑ чухне макӑрас килет пулсан — макӑр, Иегова сана пурпӗрех итлет. Библире Турӑ пирки «хӗрхенӳ Ашшӗ тата йӑпату Турри» тенӗ (2 Кор. 1:3, 4). Вӑл пире мӗнпур хӗн-хурта йӑпатать. Хальхи вӑхӑтра эпир Иегова пирӗн йывӑрлӑхсене тӗлӗнмелле майпа пӗтерессе кӗтместпӗр. Анчах вӑл пире пулӑшса тӑрасса шанса тӑратпӑр. (Псалом 40:4 вуласа парӑр.) Турӑ пире святой сывлӑш парать, ҫавна пула пирӗн вӑй, ӑслӑлӑх тата чӗрере канӑҫлӑх пур (Ытар. 18:14; Флп. 4:13). Тата пуласлӑхра никам та чирлемӗ тесе шантарни те пире йӑпатать (Ис. 33:24).
18. Уйрӑмах йывӑр лару-тӑрура сире хӑш сӑвӑ йӗрки пулӑшать? ( «Пирӗн куҫҫульсене шӑлса типӗтме пулӑшакан сӑвӑ йӗркисем» рамкӑна пӑхӑр.)
18 Езекийӑна йӑпатнӑ пекех, Иегова пире те хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ йӑпатма пултарать. Библире вӑл нумай йӑпатакан сӑмах упраса хӑварнӑ, ҫав сӑмахсем пире йывӑр лару-тӑрура тӗреклетеҫҫӗ тата лӑпланма пулӑшаҫҫӗ (Рим 15:4). Хӗвеланӑҫ Африкӑра пурӑнакан хӗрарӑм тӑван хӑй рак чирӗпе чирленине пӗлсен нумай макӑрнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Уйрӑмах мана Исаия 26:3-мӗшӗнчи сӑмахсем йӑпатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр лару-тӑрура эпир нимӗн те тума пултараймастпӑр, анчах та ҫак сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем мана Иегова чун канӑҫлӑхне парасси пирки тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки шантараҫҫӗ». Санӑн вара ним тума та май ҫук пек туйӑнакан лару-тӑрура вӑй паракан сӑвӑ йӗрки пур-и?
19. Пире мӗнле пуласлӑх кӗтет?
19 Ҫак тӗнчен вӗҫӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн пирӗн макӑрмалли сӑлтавсем нумайлансах пырӗҫ. Эпир Аннӑн, Давидӑн тата Езекийӑн пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине пӑхса тухрӑмӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ҫакна куртӑмӑр: Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем макӑрнине асӑрхать тата вӗсемпе пӗрле хуйхӑрать. Иегова санӑн кашни куҫҫуль тумламне астӑвать. Ҫавӑнпа та йывӑр лару-тӑрӑва лексен тӳрех Иеговӑна хӑвӑн туйӑмусем ҫинчен каласа пар. Пухури тӑвансенчен пӑрӑнса ан ҫӳре, мӗншӗн тесен вӗсем сана юратаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех малалла та Библи вула, унта йӑпатакан сӑмахсем нумай вӗт. Чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн сана Иегова пиллетех. Иегова пирӗн кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ. Ҫывӑх ҫын вилни, ыттисем хамӑрпа сутӑнчӑкла хӑтланни, шанчӑк ҫук пек туйӑнни кӗҫех пире кулянтармӗ. Макӑрасса та эпир савӑннӑран кӑна макӑрӑпӑр (Ӳлӗм. 21:4).
4-МӖШ ЮРӐ Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм